Билингвизм: плюсы и минусы изучения языков.
статья

Антонова Татьяна Яковлевна

Билингвиллă хутлăх úĕркинче чăваш чĕлхине вĕрентесси.

Эпир пурте Чӑваш Республикинче пурӑнатпǎр. Пирĕн Республикǎра "Чӑваш Республикинчи чӗлхисем" саккунӗпе килӗшӳллӗ икӗ чӗлхе йышӑннӑ: вырӑс тата чӑваш. Эпир чӑваш чӗлхипе интересленме вӗренмелле тесе шутлатпǎр. Билингвизм – калаҫура икĕ чĕлхепе анлǎ усǎ курни

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл bilingvilla_hutlah_uerkinche_chavash_chelhine_verentessi.docx24.68 КБ

Предварительный просмотр:

Билингвиллă хутлăх úĕркинче чăваш чĕлхине вĕрентесси.


Асаттесен историйӗ пирĕн ҫине пысӑк витӗм кӳрет. Хальхи вӑхӑтра эпир халӑх культурипе историне сахал пĕлетпĕр. Ҫынсем мӗнле пурӑннӑ? Вӗсем мĕнпе савӑннӑ, мӗнпе пӑшӑрханнӑ? Мӗнле йӑла-йĕркесем тытса тӑнӑ? Хӑйсен пурнӑҫне мӗнпе капӑрлатнӑ? Иртнӗ ӗмӗрӗн никӗсӗ ҫинче кӑна хальхи пурнӑҫа ӑнланма, пуласлӑха курма пулать. Мӗнпур пуянлǎха ӑруран ӑрӑва паман халӑх-малашлӑхсӑр халӑх.
Шел те, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисем, историйĕ, культури ҫухалма пуҫларӗҫ. Ҫак чӗлхе никама та кирлӗ мар тенине илтсен, эпир чӑваш чӗлхишӗн кӳренме пуҫларӑмǎр. Ача садӗнче ӗҫленӗ май эпир ачасене чӑваш чӗлхине мӗн пӗчӗкренех вӗрентмелле тесе шутларӑмǎр, мӗншӗн тесен ҫак тапхӑрта ачасене ытти чӗлхесене ӑша хывма ҫӑмӑл. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем чӑваш чӗлхине вӗренме пачах кирлӗ мар, усӑсӑр та, ку чӗлхепе "инҫе каймастӑн" тесе шутлаҫҫӗ. Пирĕн шутпа вара чӑваш чӗлхине вӗрентни-усӑллӑ та, интереслӗ те, мӗншӗн тесен хӑвӑн халӑхӑн историне пӗлетĕн. Эпир пурте Чӑваш Республикинче пурӑнатпǎр. Пирĕн Республикǎра "Чӑваш Республикинчи чӗлхисем" саккунӗпе килӗшӳллӗ икӗ чӗлхе йышӑннӑ: вырӑс тата чӑваш. Эпир чӑваш чӗлхипе интересленме вӗренмелле тесе шутлатпǎр.
Билингвизм – калаҫура икĕ чĕлхепе анлǎ усǎ курни. Наука тĕпчевҫисем сǎнанǎ тǎрǎх: ик чĕлхе пĕлни ҫынна хǎйĕн ǎс-тǎнне, тимлĕхне аталантарма пысǎк витĕм кӳрет. Ҫак икĕ чĕлхе лайăх аталантăр тесен, вĕрентекенсен вĕрентÿ материалĕсемпе пуян ятарласа хатĕрленĕ пĕлтерĕшлĕ кĕтессем хатĕрлемелле.
Чӗлхене вӗреннӗ май ача халӑх культурине, наци йӑли-йӗркине хисеплес туйӑм ҫуралать. Чӑваш чӗлхине вӗрентнине эпир занятисенче кӑна мар, кун тӑршшӗпе пур режим самантӗнче те ирттеретпӗр.
Ача виҫӗ ҫула ҫитиччен икӗ чӗлхепе калаҫма пуҫласан, вӑл икӗ стади иртет: малтан ача икӗ чӗлхене хутӑштарма пултарать, унтан вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрма пуҫлать. Ача виҫĕ ҫула ҫитсен пӗр чӗлхине тепринчен уйӑрма пуҫлать. Виҫҫӗмӗш ҫул вӗҫӗнче вара чӗлхесене пӑтраштарма пӑрахаҫҫӗ Ҫавӑнпа та пирӗн ача садӗнче чӑваш чӗлхипе паллашасси вӑтам ушкӑнран пуҫланать.
Шкул ҁулне ҁитмен ачасемпе ĕҁлекен вĕрентекенсем ҁак тĕллевсене хăúсем умне лартаҁҁĕ:
-ачасене чăваш хайлавĕсене итлесе-úышăнма вĕрентесси;
-чăваш чĕлхин хăúевĕрлĕ янравлăхне илтесси, унăн илемне туясси;
-чăваш чĕлхине итлеме тата ăнланма пулăшасси, пуплеве úĕркелесси тата аталантарасси.
Шкула ҁитмен ачасене чăваш халăхĕн культурипе вăúă урлă, пултарулăх урлă, тĕрлĕ мелсемпе усă курса, чăваш халăх вăúúисенче, экскурсисенче, вăúă-вĕрентÿсенче паллаштаратпăр. Ҫак ĕҁсене пурнăҁлама ашшĕ-амăшĕсемпе тачă ҁыхăнура пулни пулăшать. Ҫавăнпа та ĕнтĕ пирĕн вĕрентÿ учреждениúĕнчи ачасем юлашки виҁĕ ҁул хушшинче пысăк утăмсем турĕҁ. Пирĕн вĕрентÿ учреждениĕн ачисем районта ирттерекен конкурссенче кăна мар, Республика шаúĕнче те палăра пуҁларĕҁ. Республикăра ирттернĕ «Хунав» конкурсра «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацире Леонтьева Женя 1-мĕш вырăн ҁĕнсе илчĕ. Раҁҁей халăх артисчĕ Вера Кузьмина ячĕпе йĕркеленĕ «Художество сăмахĕ» конкурсра Леонтьева Женя кубока тивĕҁрĕ. Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ йĕркеленĕ «Вдохновение» фестивальте «Чувашия! Ты юрату, ты птица-голубица!» номинацире чăваш халăх ташшипе Аслă ушкăнти ачасем 1-мĕш вырăна тивĕҁрĕҁ.Чăваш чĕлхин инҁет вĕренÿ центрĕ, ЧНК, Чăваш наци радиовĕ тата Чăваш Республикин Наци вулавĕшĕ хатĕрленĕ «Эпĕ пĕчĕкҁĕ чăваш» конкурсра «Чăваш юмахĕ»номинацире Аслă ушкăнти ачасем 1-мĕш вырăн, «Чăваш  сăввисем» номинацире Миронов Максимпа Ефремова Ульяна малти вырăнсене тухрĕҁ. Ҫакăн пек ачасен пысăк ҁитĕнĕвĕсемпе эпир мухтанатпăр , ҁак ÿсĕмре пĕрлехи вăú курăнать.
Ачасемпе ятарлă вăúă-вĕрентÿ ирттернĕ чух вĕсен кăмăлĕсене мала хуратпăр, кашни кун тĕл пулакан темăсене илетпĕр («Ҫемье», «Теттесем»). Ытларах чух ачасемпе «ҁулҁÿреве» каúма юрататпăр, унта эпир асамлă юмах тĕнчин Иван паттăрĕпе, Илемпипе, тата ыттисемпе паллаштаратпăр. Ҫак ҁулҁÿревре нумай чăваш сăмахĕсем вĕренетпĕр, кун каҁипе ҁак сăмахсене ҁирĕплететпĕр. Хăшпĕр чăваш сăмахĕсене «Ирхи тата каҁхи ҁавракара» вĕренетпĕр.
Вăúăсем вылянă чух ертсе пыракана суйланă чух шутлавпа усă куратпăр «Пĕрре, иккĕ, виҁҁĕ…урăх каламастăп. Эс-пур,

эс-ҁук, эс-тух».
Чĕлхери сасăсене тĕрĕс лартма сасă хăнăхтарĕвĕсемпе усă куратпăр «Кушак килчĕ мăрлатса «апат пар-ха»,-тет мана. Хăй шурă та хураскер, пит хитре, кăпăшкаскер».
Чăваш чĕлхине ăнланса итлесен, тĕрĕс ответлеме тата предложени тума пĕлсен – ачасем сасăсене, сăмаха, сăмах майлашăвне , предложенисене тĕрĕс калама вĕренеҁҁĕ.
Вĕренÿ материалĕсем ҁителĕклĕ пулни, ачасемпе уйрăммăн ĕҁлени, вĕрентекен чăваш тата вырăс чĕлхипе тĕрĕс калаҁма пĕлни – ачасене пысăк пахалăхпа вĕрентме пулăшать.


Элĕкри 2-мĕш ача сачĕ «Хĕвел» воспитателĕсем: Антонова Т.Я.
Сидорова О.А.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Знакомство со знаками ПЛЮС и МИНУС 1 этап

Организованная образовательная деятельность по математике с использованием авторских пособий и рифмовок....

Знакомство со знаками ПЛЮС и МИНУС. 2 этап

Организованная образовательная деятельность по математике с использованием авторских пособий и рифмовок...

Плюсы и минусы мужского и женского воспитания

Обе модели мужского и женского воспитания как хороши, так и плохи, но для гармоничного развития здоровой личности жизненно необходимы обе....

Презентация "Плюсы и минусы интернета"

Презентация "Плюсы и минусы интернета"...

Плюсы и минусы интерактивных игрушек.

Консультация для родителей на тему:«Плюсы и минусы интерактивных игрушек»Интерактивные игрушки на сегодня являются одной из самых модных тем для общения молодых родителей в интернете. Остановимс...

Раннее обучение иностранному языку: плюсы и минусы

Литература: Благовещенская Т. А. Первые уроки английского. — М.: Росмэн — пресс, 2008. Гусева Л. П. Играем, учим, мастерим — мы английский знать хотим. — Ростов н/Д: Феникс, 2009 г. Земченкова Т. В., ...