Таван ял
план-конспект занятия (средняя группа)

Таван ялам,савна ялам

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл tavan_yal.docx35.18 КБ

Предварительный просмотр:

 Ĕç тытăмĕ. Тĕллевĕсем.

-Ачасене тăван ялпа малалла паллаштарасси. Тĕп урампа паллаштарасси. Кашниех хăш урамра пурăннине калама пĕлесси. Ыйтусем çине хуравлама вĕренесси. Тăван ял историне анлăрах пĕлес туйăма хускатасси. Тăван яла юратма, упрама вĕрентесси.

Умĕнхи  ĕç.  Харпăр хăй пурăнакан пÿрте ÿкересси; унта çурт номерне, урам ятне палăртасси.Тăван  çĕршыв çинчен юрă итлесси, ял çинчен калаçу ирттересси, юрă –сăвă  вĕренесси.

Вĕрентÿ хатĕрĕ. Презентаци,ÿкерчĕксем.

Словарь ĕçĕ.  Тăван, ял,  урам.

Методика меслечĕсем.

1.Пуçламăшĕ.

1)Сăвă  П.Хузангай «Мĕн-ши вăл Тăван  Çĕршыв?»

 2)Тăван  Çĕршыв çинчен калаçу.

2.Тĕп пайĕ.

1)Презентаци кăтартасси.

2)Ыйту-хурав.

3)Кану саманчĕ.

4)Сăвă «Эс упра çăкăра»

5)Çăкăр çинчен ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем.

6)Харпăр-хăй урам çинчен калаçу.

3.Çирĕплетÿ.

1)Ыйту-хурав.

2)Пĕтĕмлетÿ.

Вĕренÿ ĕçĕ.

Мĕн-ши вăл Тăван  Çĕршыв?

Аякра-ши, çывăх-ши

Аякра та çывăх та

Каласа парам тăхта!

Кашни çыншăнах пурнăсра чи хакли - Тăван Çĕршыв.Тăван Çĕршыв вăл- çуралнă  хула е ял, атте-анне, юлташсем тата тăван ен çутçанталăкĕ .Тăван Çĕршыв-çĕр çинчи чи лайăх вырăн. Пирĕн Тăван Çĕршыв пысăк та аслă, сарлака та илемлĕ.Вăл кашни çыншăн пĕрре.Тăван Çĕршыв хамăр пурăнакан килтен пуçланать. Кашни çыннăн хăйĕн пĕчĕк кĕтесĕ,çуралса ÿснĕ ялĕ,  урамĕ,  çурчĕ  пур.  Ку вăл унăн  Тăван Çĕршывĕ.

Халĕ сирĕнпе Тăван Çĕршыв çинчен сăвă итлер-ха.

Тăван Çĕршыв(П?Ялгир)

Урамра çилпе кашлаççĕ

Ешĕл тумлă йăмрасем

Кайăксем чуна çĕклеççĕ

Янратаççĕ юрăсем

Ку вăл- ман Тăван Çĕршыв!

Улăх тăрăх шăнкăр-шăнкăр

Кĕмĕл шыв иртет юхса

Сар хĕвел кулать, кун янкăр

Пĕлĕт тĕкĕр пек таса.

Ку вăл –ман Тăван Çĕршыв!

Çил вĕрет те кассăн-кассăн

Тырă-пулă хумханать

Кунĕпех вăрман мăнаçлăн

Пĕлĕтпе тем канашлать?

Ку вăл- ман Тăван Çĕршыв!

Çапла вара пирĕн Тăван Çĕршыв эпир çуралса ÿснĕ ялтан,  урамран, килтен пуçланать.

-Ачасем, эпир сирĕнпе мĕн ятлă ялта пурăнатпăр? ( Пучинке)

-Вырăсла мĕн ятлă?(Новое Чурашево)

-Хăш районта пурăнатпăр?(Йĕпреç  районĕнче)

-Тăван ял çинчен сăвă итлетпĕр.

Тăван ялăм

Тăван ялăм, савнă ялăм

Юрататăп эп сана

Юррусем те, тĕррÿсем те

Ах илеççĕ тыткăна

Тăван ялăм, савнă ялăм

Хисеплетĕп эп сана

Хунав хыççăн хунав яр эс

 Ут ялан малтан  мала.

-Халĕ эпир сирĕнпе çул-çÿреве каятпăр, ялăн пĕр урамĕпе паллашатпăр.

1Слайд. Ача сачĕ. Мĕн çурчĕ-ши ку? (Ача сачĕ)

Тĕрĕс, ача сачĕ мĕн ятлă?(Колосок)

-Камсем çÿреççĕ ача садне?(Ачасем)

-Камсем ĕçлеççĕ ача садĕнче?(Заведующи,воспитательсем,няньăсем, поварсем,прачкăсем, хуралçăсем)

-Ача садĕнче мĕн тĕваççĕ?(Выляççĕ, вĕренеççĕ, апат çиеççĕ)

-Урам тăрăх малалла каятпăр.  

2Слайд.  Шкул.

-Мĕн тăваççĕ шкулта?(Вĕренеççĕ, вулаççĕ, çыраççĕ)

Кам  вĕрентет ачасене? (Учитель)

-Вĕренни мĕн тума кирлĕ?(Ăслă-тăнлă пулма, пурне те пĕлме)

Кану саманчĕ.

Алсене,  туссем,çĕклер-и

çÿлелле пуç тăррине!

Шарт та шарт  çупса илер-и –

Кам савмасть ал çуппине ?

Халь ларар-и, ай тăрар-и,

Ай ларар-и хăвăртрах!

Ай тăрар-и, ай ларар-и,

Ай тăрар-и харăсрах!

-Çул-çÿрев малалла тăсăлать.

3Слайд. Пекарьня.

Пекарньăра   мĕн  пĕçереççĕ?  (Çăкăр,  булка, пĕремĕк,   пирожки, кукăль, ватрушки)?

_  Хăвăр  çăкăр  илсе  курнă-и? Çăкăр  шăрши   килĕшет–и?  

-Халĕ çăкăр çинчен сăвă  итлетпĕр.

Эс упра çăкăра.

Эс упра çăкăра

Сума су эс ăна

Пысăка ан хурсам

Нихăçан эс хăвна

çăкăрта пуласси

Асра тыттăр кашни

çăкăра упрани 

 Çĕршыва сыхлани.

-Çăкăр çинчен ваттисен сăмахĕсем пĕлетĕр-и?

-Çăкăртан асли çук.

-Алă çумасăр çăкăр ан тыт.

-Çăкăр тутине ĕçлекен пĕлет.

-Ĕçлесе çисен хура çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йÿçĕ.

-Çăкăр –тăвар хире-хирĕç.

-Килекен çынна çăкăр лартма хушнă.

-Çăкăр пĕрчĕрен пулать.

-Çăкăр пулсан ĕç ăнать.

-Çăкăр вăл пурнăç.

-Çăкăр çĕр çинче выртнине курсан  мĕн тумалла?(Кайăксене çитермелле)

-Ачасем,çак çуртсем пурте ялăн тĕп урамĕнче - Ленин урамĕнче вырнаçнă.

Халĕ манăн хăвăр пурăнакан урам ячĕсене пĕлес килет(Эпĕ Ворошилов  …урамĕнче пурăнатăп)

-Халĕ сирĕнпе каллех тĕп урама Ленин урамне таврăнатпăр. Кунта пирĕн библиотека,почта, ял Совечĕ , больница, правлени,лавккасем вырнаçнă. Вăл вырăнсене эпир çитес çул-çÿревре пăхăпăр.

4Слайд. Палăк.

-Ку мĕнле вырăн? Тăшмана хирĕç çапăçма Пучинке ялĕнчен те пирĕн мăн асаттесемпе кукаçисем кайнă. Пурте кар тăрса çапăçнă та тăшмана майăн 9-мĕш кунĕнче çĕнтернĕ. Паттăр салтаксене халалласа лартнă та асăну палăкне.Анчах вăрçăра вилнисем нумай пулнă, вĕсене уйрăм çырса тухнă, вăрçăран таврăннисене стена çине çырса палăртнă.Эпир кашни çулах май уявĕнче митинга палăк умне чечек хума каятпăр.

-Ачасем çул-çÿревре мĕн-мĕн куртăмăр?(Ача сачĕ, шкул, пекарьня, палăк)

5Слайд. Яла çÿлтен ÿкернĕ ÿкерчĕк.

-Ачасем пăхăр-ха, çÿлтен пăхсан та пирĕн ял мĕнле хитре курăнать

-Кашни çулах пирĕн ял илемленсе, хитреленсе, пуянланса пырать.

Эсир халĕ пĕчĕк,  анчах эсир те пирĕн ял хитререх пултăр тесе мĕн тума пултаратăр?(Урама тĕрлĕ çÿп-çаппа варалама юрамасть; йывăç-тĕмсене хуçмалла мар; пахчасенче тĕрлĕ чечексем ÿстермелле)

-Тĕрĕс,  тăван ял тата илемлĕрех, пуянрах  пултăр тесен,ăна юратмалла, упрамалла, чысламалла, йывăç-тĕмсем лартмалла, чечексем ÿстермелле. Тăван Çĕршыва яланах юратмалла.

Чăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи «Пучинкери «Колосок» ача сачĕ»          шкул çулне çитмен ачасен муниципаллă бюджет вĕрентÿ учрежденийĕ

Вĕренÿ конспекчĕ

 «Тăван ялăм, савнă ял»

(вăтам ушкăн)

                                                 

                                                   Ĕçе пурнăçлаканĕ:  Петрова Г.В.

                                                                                   воспитатель

Пучинке ялĕ   2018ç.

Чăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи «Пучинкери «Колосок» ача сачĕ»          шкул çулне çитмен ачасен муниципаллă бюджет вĕрентÿ учрежденийĕ

«Вăйăра»

Уяв сценарийĕ  

(вăтам ушкăн)

                                                   Ĕçе пурнăçлаканĕ:  Петрова Г.В.

                                                                                   воспитатель

Пучинке ялĕ   2018ç.

Уяв тытăмĕ. Тĕллевĕсем: 

Ачасен чăвашлăх туйăмне аталантарасси, тăван халăха юратма вĕрентесси.

 Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тытса пырасси, илемлĕхе курма,  туйма вĕрентесси. Чăваш чĕлхин илемлĕ пуплевĕпе, чăваш юрри-ташшипе килентересси

  Ачасем хушшинчи туслăха çирĕплетесси. Ачасене фольклорпа çыхăннă вăйăсене хутшăнма хавхалантарасси.

Умĕнхи  ĕç. Ачасемпе чăваш юрри- сăввисем,ташăсем вĕренесси, чăваш халăх вăййисене вылясси.

 Кирлĕ  хатĕрсем: чǎваш тумě,компьютер, плакат- цитатǎсем,чăваш тĕрриллĕ пĕчĕк тутăрсем, чăваш тумĕ тăхăнтартнă пуканесем.

Уяв эпиграфĕ:

Тăван халăхна
Ĕмĕрне те ан ман:
Aсра та, ăшра та
Вăл пултăр ялан.
А. Канаш

Зала чăваш  тумĕ тăхăннă вăтам ушкăна çÿрекен ачасем «Çеçенхирти, ай шур хурăн»  юрăпа юрласа кĕреççĕ.1-2 куплетпа змейка туса утаççĕ; 3- пысăк çавракара утаççĕ; 4-икĕ çаврака тăваççĕ; 5- çурма çавракана тăраççĕ.

«Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и» юрă юрлаççĕ.

Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и

Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и

Пирĕншĕн пулсан  çеçки лайăх

Улми тата лайăхрах.

Тулли лайăх-и, ырашĕ лайăх-и

Тулли лайăх-и, ырашĕ лайăх-и

Пирĕншĕн пулсан  ырашĕ лайăх

Тулли тата лайăхрах.

Ташши лайăх-и , юрри лайăх-и

Ташши лайăх-и , юрри лайăх-и

Пирĕншĕн пулсан  юрри лайăх

Ташши тата лайăхрах

«Тух-ха Ванюк пирĕн умма» юрă юрлаççĕ.(Ачасем юрланă вăхăтра пĕр арçын ача ташлама тухать, хĕрачана чĕнсе кăларса пĕрле ташлаççĕ, çаврăнса илеççĕ.)

Тух-ха Ванюк пирĕн умма,

Эсĕ ташша пит ăста.

Тух-ха Ванюк пирĕн умма,

Эсĕ ташша пит ăста.

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут ,тут!

Ташласа пар савăнтар,

Эпир алă çупăпăр.

Ташласа пар савăнтар,

Эпир алă çупăпăр.

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут ,тут!

Ĕнтĕ Ванюк хыççăн эпир

Пурте ташша ярăпăр.

Ĕнтĕ Ванюк хыççăн эпир

Пурте ташша ярăпăр.

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут ,тут!

1-мĕш ача:Ачасем,  айтăр вăйă вылятпăр!

Пурте: Выляс, выляс!

2- мĕш ача: Мĕнле вылятпăр?

Пурте: «Кăшманла!»

Кăш,кăш, кăшман кашлать

Кăш, кăш, кăшман кашлать.

Ир те пулать, каç та пулать

Пире çаплах шăвармаççĕ!

(Пĕр ача шăварса çÿрет)

Кăш,кăш, кăшман кашлать

Кăш, кăш, кăшман кашлать.

Ир те пулать, каç та пулать

Пире çаплах çумламаççĕ!

(Пĕр ача çумласа çÿрет)

Кăш,кăш, кăшман кашлать

Кăш, кăш, кăшман кашлать

Çу та иртет, кĕр те иртет

Пире çаплах кăлармаççĕ!

Кăшман кăларакан ача: Ăçта-ха чи пĕчĕкки?  Чи пĕчĕккине кăларас малтан.(Аллинчен туртса кăларать)

Пĕчĕкки: Эп чи пĕчĕкки-и ?Эп чи вăйли!

Кăшман кăларакан ача: Ах, ывăнтăм кăшман кăларса!

Вĕрентекен :Ывăнтăр пулсан ларăр-ха, тупмалли юмахсем парам.

-Ани шурă, вăрлăхĕ хура.

Ачасем: Кĕнеке вăл: хут шурă тĕслĕ, саспаллисем –хура.

-Ирхине- тăватă уран, кăнтăрла -икĕ уран, каçхине- виçĕ уран.

Ачасем:  Çын вăл: пĕчĕк чух ача упаленет тăватă уран, ÿссен икĕ урапа утать,

ватăлсан- алла туя тытать.

-Тепĕр тупмалли парам-ха. Йĕкĕт,Мĕкĕт,Чĕпĕт пасара кайнă.Йĕкĕтпе Мĕкĕт çухалса юлнă. Киле кам таврăннă?

Ачасем:Чĕпĕт!

-Хăвăр каларăр чĕпĕт, тесе. (Ачасене чĕпĕтсе тухать)

3- мĕш ача: Ачасем, айтăр  урăх  вăйă вылятпăр!

Пурте: Мĕнле вылятпăр?

4- мĕш ача: «Кĕперле!»

Пурте: Выляс, выляс!

Раманпа Илюш: эпир хапха пулатпăр!(Ытти ачасем çавракара утаççĕ,юрлаççĕ)

Сарă, сарă сараппан,

Сараппанна сарса хур.

Сарă, сарă сараппан,

Сараппанна сарса хур.

Парсам мана япала!

-Илюш,  акă сана тухъя, хĕрача пул!

-Раман, акă сана тутăр, эсĕ те хĕрача пул!

-Илюш, акă сана пиççиххи!

Раман:Ак çак  япала хуçине мĕн тутаратпăр?

Илюш: Юрă юрлаттаратпăр!

Настя: Лида, пулăш мана!

Лида:Хаваспах  пулăшатăп!

Юрă «Юратать мана анне»  (Хĕрачасем чăваш тумĕ тăхăнтартнă пуканесемпе юлаççĕ)

Юратать мана анне,

Илсе пачĕ пукане.

Вăл илемлĕ чи хитри ,

Хĕпĕртерĕм çав тери.

Куçĕсем ун кăн-кăвак,

Пĕвĕ-сийĕ те яштак.

Мĕнле ят парас ăна

Кăмăлларăм Вальăна.

А-А-А, А-А-А!

Раман:  Ак çак  япала хуçине мĕн тутаратпăр?

Илюш: Сăвă калаттаратпăр!

Женя сăвă калать.

Раман:  Ак çак  япала хуçине мĕн тутаратпăр?

Илюш :Ташă ташлаттаратпăр!

Хĕрачасем: Айтăр пурте пĕрле ташлатпăр!

Хĕрачасем чăваш тĕрриллĕ пĕчĕк сăмса тутрисемпе ташă ташлаççĕ.

Илюш:Çитĕ выляса, киле кайма вăхăт çитрĕ!

Пурте: Каяс, каяс!

Алла-аллăн тытăнса «Çеçенхирти ай шур хурăн»  юрăпа тухса каяççĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"Манан таван ен - юрат тата пел"

Сценарий конкурса по приобщению к культуре родного края. Проводится в конце года. Хороший материал для мониторинга освоения программы по разделу "окружющий мир"...

«Чаваш челхи – таван челхе» ( Чаваш челхи куне ячепе хатерлене «УЯВ» сценарийе)

: Пурнасра – пер анне. Таван челхе те пере. Ана упрасси – пирен тивес. Иван Яковлевич Яковлев пуласлах сыннисене таван челхене упрама пиллесе хаварна.Сапла сес чаваш челхи ыттисенчен кая п...