План-конспект занятия по окружающему миру «А.Г.Николаев – чăваш халăхĕн чыслă та мухтавлă ывăлĕ».
план-конспект занятия по развитию речи (подготовительная группа)

Тĕллевсем:

- Андриян Николаевăн кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси;

- Чăваш çыравçисем çырнă сăвăсемпе паллаштарасси;

- Ачасен тавра курăмне анлăлатасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл caltarsem_patne_perremesh_utamsem.docx30.06 КБ

Предварительный просмотр:

«А.Г.Николаев – чăваш халăхĕн чыслă та мухтавлă ывăлĕ».

Мероприятие 6-7 ҫулти ачасем валли хатĕрленӗ.

                                                       

А.Г.Николаев – чăваш халăхĕн чыслă та мухтавлă ывăлĕ.

Тĕллевсем:

- Андриян Николаевăн кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси;

- Чăваш çыравçисем çырнă сăвăсемпе паллаштарасси;

- Ачасен тавра курăмне анлăлатасси.

Заняти юхăмĕ.

Илемлĕ те çутă зал. Чăваш юрри янăрать. Мультимедийлă экран çинче А.Николаевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тăрăх хатĕрленĕ презентации страницисем тухса пыраççĕ.

 Ертÿçĕ: Ачасем, паян эпир сирĕнпе ҫак  илемлĕ залра Космонавтикă кунне уявлама пуҫтарӑнтăмăр. (Экран ҫине слайд тухать. Воспитатель каласа панӑ май экран ҫинче слайдсем ылмашаҫҫӗ).

Ĕлĕкренпех ҫынсене тĕрлĕ ыйту  хумантарнă: «Мĕн-ха вăл космос ? Ҫĕр планетăсăр пуҫне ытти планетăсем ҫинче пурнăҫ пур-и е ҫук?» Ун  чухне совет учĕнăйӗсемпе конструкторĕсем пĕрремĕш космос карапне тунă. Ăна «Восток» ят панă. Чи пĕрремĕш хут космоса кам вӗҫсе кайнине пĕлетĕр-и-ха эсир? Пӗрремӗш ҫын космосра пулса куриччен малтан унта чĕрчунсем пулнă. Чи пĕрремĕш хут космоса Лайкӑ ятла йытӑ вӗҫнӗ . Шел пулсан та Лайкӑ каялла Ҫĕр ҫине таврӑнайман.

Ҫак истории хыҫҫӑн тепӗр виҫӗ ҫултан кӑна космоса Белкӑпа Стрелкӑ йытӑсем вӗҫнӗ. Космосра вӗсем пӗр кун пулнӑ хыҫҫӑн ҫӗр ҫине чиперех ларнӑ.

1961-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пирӗн космонавт, Юрий Алексеевич Гагарин, тӗнчере пӗрремӗш хут космоса ҫӗкленнӗ. «Восток» ятлӑ карап ҫӗр йӗри-тавра вӗҫсе  ҫаврӑннӑ. Ҫавӑнтанпа вара ака уйӑхӗн 12-мӗш кунӗ космонавтика ҫуралнӑ кунӗ шутланать.

1962-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Восток-3» караппа СССР космонавт-лётчикӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ – чӑваш халӑхӗн чысӗпе мухтавӗ, унӑн ятне ҫӑлтӑрсем патне ҫӗкленӗ чӑн-чӑн Улӑп, наци паттӑрӗ – Андриян Григорьевич Николаев – ҫӗкленнӗ.

Андриян Григорьевич Николаев чăваш космонавчĕ. Вал 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. Пĕчĕк чухнех çăлтăрсем хушшине çул хывма  ĕмĕтленнĕ чăваш хресченĕн ывăлĕ. Виççĕмĕш космонавт, тĕнче уçлăхĕнче вĕçсе, хăйĕн йышлă мар, анчах талантлă та ĕçчен чăваш халăхне мухтав кÿчĕ.

        Вăл космосра икӗ хут пулнă. Андриян Григорьевич 1947-мĕш çулта техник-вăрманçă дипломне илнĕ. 1950-мĕш çулта А.Г.Николаева Совет çарне илеççĕ. Çар летчикĕсен училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн летчик-истребитель пулать.

Пурте Андриян Николаев тӗлӗнмелле ырӑ ҫын пулнине палӑртаҫҫӗ. Космос ҫинчен каласа пама кӑна мар, ҫырма та юратнӑ вӑл. Ахальтен мар ӗнтӗ 1974 ҫулта тухнӑ кӗнекине «Космос – дорога без конца» ят панӑ. Пӗрремӗш кӗнеки вара 1966 ҫулта чӑвашла тухнӑ. Чӑвашсем мухтавлӑ ывӑла манмаҫҫӗ - Шуршăлти космонавтика музейне А.Г.Николаев ятчĕпе уçнӑ, шкулсем, библиотекăсем А.Г.Николаев ячĕпе хисепленсе тăраҫҫӗ, тĕрлĕрен памятниксем лартаҫҫӗ, çĕнĕрен-çĕнĕ кĕнекесем тухаҫҫӗ, астăвăм каçĕсем ирттереҫҫӗ.ача

- Ачасем, халӗ эпӗ сире паттӑр Андриян ҫинчен сӑвӑсем итлеме сӗнетӗп. (Ачасем сӑвӑ каласа параҫҫӗ)

1-мĕш ача:

Паттăр та хастарлă Андриян,

Савăнтартăн эс чунран пире

Эс чăваш ачийӗ пулнăран

Уйрăмах хавас тапать чĕре.

2-мĕш ача:

Мухтанатпӑр пурте санпала,

Кам пĕлместь сана халь тĕнчере!

Утăпăр эпир малтан мала,

Сан пек паттăр пулăпăр ĕҫре.

3-мĕш ача:

Пирӗн ӗмӗт питӗ пысӑк

Космос паттӑрӗсем пек

Эпир пурте пуласшӑн

Космосра та вӗҫесшӗн.

4-мĕш ача:

Аслă Шуршăл ялĕнче,

Çутă Çавал хĕрринче

Ӳснĕ паттăр Андриян,

Пĕр ĕçрен те парăнман.

5-мĕш ача:

Вĕçрĕн тĕнче уçлăхне –

Çутă çăлтăрсем патне,

Тăван халăхăн ятне

Кăлартăн тĕнче умне.

- Ачасем, эсир космонавт пуласшӑн-и? Эсир мӗнле шутлатӑр: космонавтӑн мӗнле пулмалла? (Сӑмах вӑййи «Космонавт пулас тесен мӗнле пулмалла?»)

(Тирпейлĕ, тимлĕ, тăнлă, тÿсĕмлĕ, ĕçчен, чăтăмлă, ăслă, хăюллă, хастар, çирĕп, ĕмĕтлĕ, лайăх, ырă).

- Маттур, ачасем. Эсир питӗ тимлӗ, нумай сӑмах аса илтӗр.

- Ачасем, халĕ эпĕ сире выляма чĕнетĕп. Вăйă ячĕ «Уйăх е хĕвел?» Выляма пуçличчен малтан эпĕ сире вăйă йĕркипе паллаштаратăп.  Пирĕн икĕ ушкăна пайланас пулать. Кашни ушкăн хайĕн капитанне суйлать. Капитан суйлама пире шăпа такмакĕ пулăшĕ.

Шӑпа такмакӗ.

Эп – Гагарин, эс - Титов,

Вӑл – Валерий Соколов.

Андриян пекех матур

Кам пуласшӑн?  Петĕр, тух!

Капитансенчен пĕри - уйăх, тепри хĕвел пулать. Капитансенчен тытса ушкăнри ачасем çарăк кăларнă пек туртăнаççĕ. Палăртнă йĕр урлă пĕр ушкăнĕ теприне каçарни çĕнтерни пулать.

- Маттур ачасем, питĕ туслă вылярăр. Халĕ хăвăр вырăна вырнаçса ларăр. Малалла тупмалли юмахсем сĕнетĕп.

Мăн асаттен калпакĕ ылтăн-кĕмĕл шăрçаллă (Çăлтăрлă тӳпе)

Кăвак арча уçăлчĕ, ылтăн çăмха курăнчĕ (Хĕвел)

Асатте çурли çап-çутă, алла тăсса илме çук (Уйăх)

Сар ачи килет – сарă хĕрĕ пытанать, сар хĕрĕ килет – сар ачи пытанать (Уйăхпа хĕвел)

Халăх ури айĕнчен тухаймасть, пĕтĕм халăха тăрантарать (Çĕр)

Эп тухатăп йăл кулса, тĕттĕм çухалать тарса (Хĕвел)

Пăр çине пăрçа сапрăм (Çăлтăрсем)

Çӳл тӳпере пĕр çăкăр выртать (Уйăх)

Пĕр хуран салма, варринче çăмах (Уйăхпа çăлтăрсем)

Чунĕ çук, юнĕ çук, кайăкран хытă вĕçет (Ракета)

- Маттур, ачасем. Эсир питĕ тимлĕ. Халĕ кăштах хускалса илер-ха.

Физкультминутка

Самолетсем вĕçеççĕ.

Çÿллĕ тÿпене.

Ĕмĕтсем вĕçеççĕ

Аякка инçе

- Ачасем, халĕ вара манăн сирĕнтен космос çинчен калакан чăвашсен ваттисен сăмахĕсене илтес килет.

Ваттисен сăмахĕсем:

1. Кăнтăрла пĕр хĕвел – пурпĕрех çутă, çĕрле пин çăлтăр пурпĕрех тĕттĕм.

 2. Çăлтăр пăхма илемлĕ, ырă чĕрепе пурăнма илемлĕ.

3. Уйăх пек сивĕ ан пул, хĕвел пек ăшă пул.

 4. Хĕвел анать – каç пулать, ĕмĕр иртет – ĕç юлать.

 5. Хĕвел анать – кахал савăнать, хĕвел тухать – ĕçчен савăнать.

6. Çĕр анне кăмăлĕ шутсăр ырă, никамшăн та пурлăхне шеллеместь

(Ачасем каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене аса илеççĕ).

- Хисеплĕ ачасем, эсир паян лайăх ĕçлерĕр. Пысăк тавтапуç сире! Паянхи тĕлпулу сирĕншĕн усăллă пуласса шанас килет. Эсир паян мĕн çĕнни пĕлтĕр? Космоса пĕрремĕш хут кам вĕçнĕ? Андриян Николаев миçемĕш космонавт пулнă? Вăл хăш ялта çуралнă?

Усă курнă литература:

1. Артемьева Т.В., Трофимов Г.Ф. Пĕчĕккисен кĕнеки (хрестоматии) – Шупашкар, 2001

2. Артемьева Т.В., Волков М.К., Сергеев Л.П. Чăваш букварĕ: 1-мĕш класс валли -  Шупашкар, 2007

3. Ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем. /Сост. Романов Н.Р. Шупашкар, 2012

4. Воронцов Г.И., Воронцова В.И. Ачасемпе çамрăксен вăййисем: Вăйăсем. Шăпа ямалли сăвăсем. Шупашкар, 2001

5. Лукоянов Г.В. Чувашский язык учебник для 3 класса, Чебоксары,1980

6. Лукоянов Г.В., Маслова Н.Н. Çеçпĕл. Хушма вулав кĕнеки 1-мĕш класс вали,Шупашкар, 1989


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План-конспект комплексного занятия по окружающему миру (средняя группа) по теме: "Чудо - морковка"

Познакомить детей с полезными свойствами моркови, историей ее выращивания. Продолжать учить детей наклеивать готовые формы на заданную плоскость, не нарушая композицию. ...

План-конспект интегрированного занятия по окружающему миру на тему: "Одуванчик".

Продолжать знакомить детей с представителями растительного мира родного края. Расширить и уточнить знания об одуванчике. Учить подбирать образные слова. Познакомит...

План - конспект образовательной деятельности по окружающему миру по теме "Посуда"

План - Конспект образовательной деятельности по окружающему миру «Посуда - Поможем Федоре». Цели и задачи: образовательные: систематизировать и обобщить знания детей о посуде, ее назначении; мате...

Конспект занятия в средней группе по ознакомлению с окружающим миром «Показ мод от Бабы Яги» план-конспект занятия по окружающему миру (средняя группа)

Цель: расширение и уточнение представлений детей об одежде, обуви и головных уборах. Программное содержание:1. Упражнять в образовании относительных прилагательных.2. Формировать у детей чувство ...