Пуканене турилккесем тума пулӑшӑпӑр
план-конспект занятия по аппликации, лепке

Аксендарова Ираида Кронидовна

Вӗренӳ задачи: тӑмран тӗрлӗ япаласем ҫӑрса ӑсталама пӗлнине ҫирӗплетесси; хӑйӑрпа тӑмпа халӑхӗсене танлаштарма вӗрентесси.

Аталану задачисем: ҫутҫанталӑк материалӗсен пахалӑхӗсене пӗлнине, вӗсемпе епле усӑ курнине анлӑлатасси; эксперимент урлӑ ачан тавракурӑмне аталантарасси.

Сӑпарлӑх задачи: йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшма вӗрентсе пырасси; тӑмран илемлӗ теттесемпе савӑт-сапа тунине кӑтартасси, вӗсен илемӗпе киленесси; тӑм япаласене асӑрханса тытма вӗрентесси.

Словарь ӗҫӗ: халӑх теттисем, сӑрӑ тата ылттӑн-хӑмӑр тӗслӗ

Кирлӗ материал: пукане, вырӑс халӑх теттисем, тӑм шӑхличсем, чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ тӑм савӑт-сапа, типӗ хӑйӑр, типӗ тӑм, типӗ хӑйӑр муклашки, тӑм муклашки, нӳрӗ хӑйӑрпа нӳрӗ тӑм, савӑтсем, салфеткӑсем, шыв, хӑйӑр формочкисем, тӑмпа ӗҫлемелли ывӑссем.

Умӗн туса ирттернӗ ӗҫсем: ҫутҫанталӑкра хӑйӑра тата тӑма сӑнани, вӗсен пахалӑхӗпе паллашни, "мӗн лайӑх йӗпенет", "мӗнле юхать, саланать " экспериментсем ирттерни, хӑйӑрпа выляни, тӑмпа ҫӑрса тӗрлӗ япаласем ӑсталани.

Мелсемпе меслетсем:

- хавхалану саманчӗ;

- калаҫу;

- тӑм япаласен выставки;

- ачасем шӑхличпе выляни;

- хӑйӑрпа тата тӑмпа эксперимент ирттерни;

- тӑмран турелккесем ӑсталани;

- калаҫу-пӗтӗмлетӳ.

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл pukanene_turilkesem_tuma_pulashapar.docx20.01 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: Пуканене турилккесем тума пулӑшӑпӑр

Вӑтам ушкӑнри ачасем валли

Сценарин авторӗ:                                            

Аксендарова Ираида

Кронидовна,

Муркаш районӗнчи

шкулчченхи

муниципаллӑ бюджет

вӗренӳ учрежденийӗн

"27-мӗш номерлӗ

"Путене" ачасачӗн"

воспитателӗ

телефон: 89033467922

e-mail: aksendarovai@mail.ru

Муркаш сали, 2022 ҫул

Вӗренӳ задачи: тӑмран тӗрлӗ япаласем ҫӑрса ӑсталама пӗлнине ҫирӗплетесси; хӑйӑрпа тӑмпа халӑхӗсене танлаштарма вӗрентесси.

Аталану задачисем: ҫутҫанталӑк материалӗсен пахалӑхӗсене пӗлнине, вӗсемпе епле усӑ курнине анлӑлатасси; эксперимент урлӑ ачан тавракурӑмне аталантарасси.

Сӑпарлӑх задачи: йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшма вӗрентсе пырасси; тӑмран илемлӗ теттесемпе савӑт-сапа тунине кӑтартасси, вӗсен илемӗпе киленесси; тӑм япаласене асӑрханса тытма вӗрентесси.

Словарь ӗҫӗ: халӑх теттисем, сӑрӑ тата ылттӑн-хӑмӑр тӗслӗ

Кирлӗ материал: пукане, вырӑс халӑх теттисем, тӑм шӑхличсем, чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ тӑм савӑт-сапа, типӗ хӑйӑр, типӗ тӑм, типӗ хӑйӑр муклашки, тӑм муклашки, нӳрӗ хӑйӑрпа нӳрӗ тӑм, савӑтсем, салфеткӑсем, шыв, хӑйӑр формочкисем, тӑмпа ӗҫлемелли ывӑссем.

Умӗн туса ирттернӗ ӗҫсем: ҫутҫанталӑкра хӑйӑра тата тӑма сӑнани, вӗсен пахалӑхӗпе паллашни, "мӗн лайӑх йӗпенет", "мӗнле юхать, саланать " экспериментсем ирттерни, хӑйӑрпа выляни, тӑмпа ҫӑрса тӗрлӗ япаласем ӑсталани.

Мелсемпе меслетсем:

- хавхалану саманчӗ;

- калаҫу;

- тӑм япаласен выставки;

- ачасем шӑхличпе выляни;

- хӑйӑрпа тата тӑмпа эксперимент ирттерни;

- тӑмран турелккесем ӑсталани;

- калаҫу-пӗтӗмлетӳ.

Ӗҫ йӗрки:

Ачасем патне хӑнана Пукане килет. Ачасем пукане тавра пуҫтарӑнса тӑраҫҫӗ.

- Сывӑ-и, ачасем! Эпӗ сирӗнтен пулашу ыйтма килтӗм. Ман пата хӑнана туссем килме хатӗрленеҫҫӗ. Эпӗ апат хатӗрлерĕм, анчах хӑнасем валли турилккесем ҫитмеҫҫӗ. Эпӗ ҫӗнӗ турилккесем ӑсталарӑм, анчах манӑн нимӗн те пулмарӗ: турилккесене хӑйӑртан турӑм та, турилккесем саланса кайрӗҫ.

- Ачасем, мӗнле шутлатӑр эсир, мӗншӗн Пукане тунӑ турилккесем саланса кайнӑ? (ачасен хуравӗсем)

Воспитатель ачасен хуравӗсене пӗтӗмлетет:

- Пукане, типӗ хӑйӑртан турилкке тума май ҫук. Нӳрӗ хӑйӑртан ҫеҫ мӗн те пулин тума пулать. Хӑйӑртипсен, вӑл каллех черчен пулать, саланса каять, япаласемҫӑмӑллӑнахҫӗмӗрлеҫҫӗ.

 - Мӗн тӑвас-ха манӑн?

- Ачасем, эсир мӗнле шутлатӑр, Пуканен мӗн тумалла? Турилккесем сапаланса ан кайччӑр тесен мӗнрен тума пулать? (ачасен хуравӗсем)

Воспитатель ачасен хуравӗсене пӗтӗмлетет:

- Эпир ачасемпе тӑмран тӗрлӗ япаласем тӑватпӑр, тӑм типсен ҫирӗпленет тата тӑмран тунӑ япаласене сӑрӑпа сӑрласа илемлетме пулать.

Воспитатель Пуканепе ачасене тӑм япаласе нвыставкине курма чӗнет.

- Пӑхӑр-ха, тӑмран халӑх маҫтӑрӗсем мӗнле япаласем тӑваҫҫӗ: тӗрлӗ теттесем (улпут майрисем, качака путеккисем, йытӑсем, кӑвакалсем), савӑт-сапа тата тӑм шӑхличсем те пур. Кашни халӑх хӑйӗн тӗррисемпе илемлетнӗ.

Воспитатель теттесем кӑтартать – ачасем шӑхличсемпе шӑхӑраҫҫӗ.

- Пукане, пӑх-ха, ҫак савӑтсене ачасем тунӑ (ачасем ӑсталанӑ савӑтсене кӑтартать). Тӑм типсен, вӗсене шурӑ сӑрӑпа сӑрланӑ, унтан тӗрӗсемпе илемлетнӗ. Питӗ илемлӗ те капӑр савӑтсем пулса тӑнӑ. Вӗсем ҫирӗп, саланса каймаҫҫӗ. Ӑнсӑртран ҫакӑн пек савӑта ӳкерсен, вӑл ванать. (Воспитатель тӑм татӑкне хуҫса кӑтартать) Теттесем ванасран вӗсене тирпейлӗн тыткаламалла.

Малалла воспитатель ачасене сӗтелсем патне пыма сӗнет, савӑтсем ҫинче типӗ хӑйӑр, типӗ тӑм, типӗ тӑм муклашкисем тата нӳрӗ тӑм муклашкисем выртаҫҫӗ.                                        

- Ачасем, сирӗн савӑтсенче типӗ хӑйӑр купаласа хунӑ тата типӗ тӑм (типӗ хӑйӑр тата типсе сапаланнӑ тӑм кӑтартать, эксперимент тума сӗнет).

- Аллисемпе тытса пӑхӑр-ха, типӗ тӑм типӗ хӑйӑртан мӗнпе уйрӑлса тӑрать? (Ачасен хуравӗсем)

 Воспитатель ачасен хуравӗсене пӗтӗмлетет:

- Хӑйӑр ҫинче хӑйӑр пӗрчисем курӑнаҫҫӗ, вӗсем шултрарах. Тӑм ытларах тусанлӑ.

Савӑтсенче ылттӑн-хӑмӑр тӗслӗ хӑйӑр тата сӑрӑ тӑм выртаҫҫӗ.

- Ҫутҫанталӑкра тӑм хӗрлӗ, шурӑ, сӑрӑ пулать. Хӑйӑр та сӑрӑ, шурӑ, сарӑ, хӗрлӗ пулать.

Малалл аачасене типӗ хӑйӑр татӑкӗ тата типӗ тӑм татӑкӗпе эксперимент тума сӗнет.

- Типӗ хӑйӑр муклашки ҫӑмӑллӑнах саланса каять, типӗ тӑм муклашки саланса кайтӑр тесен, ӑна пайӑн-пайӑн ваклама тивет.

Воспитатель ачасене нӳрӗ хӑйӑрпа тата нӳрӗ тӑмпа эксперимент тума сӗнет. Ачасен хуравӗсене пӗтӗмлетет:

- Нӳрӗ хӑйӑртан формочкӑсемпе усӑ курса тӗрлӗ япаласем тума пулать. Хӑйӑр типсен, вӗсем ҫӑмӑллӑнах саланаҫҫӗ. Нӳрӗ тӑмпа ҫӑрса та тӗрлӗ япаласем тума пулать,вӗсем вара саланмаҫҫӗ.

- Ачасем, эпир сирӗнпе тӑмран ҫӑрса тӗрлӗ япаласем тунӑ.

Аса илер-ха тӑмпа мӗнле  ӗҫлемеллине: тӑмран ҫӑрса тӗрлӗ япаласем тӑвас тесен, тӑма малтан шыв сапса йӗпетмелле, унтан чуста пек ҫӑрмалла. Нӳрӗ тӑмран кирек мӗнле япала та тума пулать. Маҫтӑрсем тӑмран пӗчӗк теттесем, пысӑк скульптурӑсем тӑваҫҫӗ, савӑт-сапа тата ытти нумай япаласем ăсталаҫҫӗ. Савӑт-сапа ҫирӗпрех пултӑр тесе, ӑна кӑмакара пӗҫертеҫҫӗ. Чашӑк-тирӗк илемлӗ пултӑр тесе, ӑна сӑрӑпа илемлетеҫҫӗ. Эпӗ сире Пуканепе тусӗсем валли турилккесем туса пама сӗнетӗп.

- Тавтапуҫ! Эпӗ те турилккесем туса пӑхам-и?

- Паллах! Малтан тӑмран ҫаврашка тумалла, унтан ӑна ывӑҫ тупанӗсем хушшине лапчӑтса пашалу пек туса хумалла. Малалла турилкке хӗррисене пӳрнесемпе тикӗслемелле, тарӑнлатмалла.

Ачасем турилкке тума тытӑнаҫҫӗ.

 - Пӑхӑр-ха, мӗн чухлӗ турилкке турӑмӑр эпир! Тӑм турилккесем саланмаҫҫӗ. Турилккесем тата илемлӗрех пулччӑр тесе, эпир вӗсене тӗрлӗ тӗрӗсемпе илемлетӗпӗр, анчах тӑм типсен кӑна тӑвӑпӑр. Хыççăн сӑрлӑпӑр та вӗсене сана парнелĕпĕр.

- Тавтапуҫ, ачасем! Эпӗ ҫӗнӗ турилккесемшӗн савӑнӑп! Халӗ ӗнтӗ эпӗ ҫирӗп турилккесем мӗнрен тума юранине пӗлетӗп. Тавтапуҫ, тӗл пуличчен!

Ачасем Пуканепе сывпуллашаҫҫӗ.

Пушӑ вӑхӑтра е тепӗр занятире ачасем тӑм турилккесе неилемлетсе Пуканене парнелеççĕ.

Усӑ курнӑ литература:

1. Артемьева Т.В., Михайлова С.Г., Иванова Н.В. Ачасене шкулччен вӗрентмелли тӗслӗх программа. - Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2015.

2. Егоров В.Г. Русско-чувашский словарь. - Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1972.

3. Соломенников О.А. Ознакомление с природой в детском саду. - М: МОЗАИКА-СИНТЕЗ, 2014.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ПРЕЗЕНТАЦИЯ ДЛЯ ОТКРЫТОГО ЗАНЯТИЯ НА ТУМУ "бЕЗОПАСНОЕ ПОВЕДЕНИЕ НА ПРОЕЗЖЕЙ ЧАСТИ ".

Презентауия подходит для детей среднего и старшего возраста. используемые образовательные области: "социльно-комуникативное развитие", "познавательное развитие","Речевое развитие2....

Конспект"Осенние туманы , ветры , дожди"

middot;         повторить характерные явления осенней погоды: дождь, ветер, туман;·         рассказать и на...

«Камни Туми Иши — разноцветное счастье детей»

Как говорил великий педагог Василий Александрович  Сухомлинский: «Истоки способностей и дарований детей находятся на кончиках пальцев. От пальцев идут тончайшие ручейки, которые питаю...