Пасха
методическая разработка (старшая группа)
Предварительный просмотр:
[Введите текст]
Ачасем зала «Ḉĕмĕрт çеçки çурăлсан» юрăпа кĕреççĕ.
.Ертсе пыракан : Хаклă ачасем. Паян пирĕн Мăн куна халалланă уяв. Ḉак уяв кашни çулах çуркунне йывăçсем чĕрĕлнĕ вăхăтра,кайăксемвĕçсе килсен, пĕтĕм тĕнче чĕрĕлсен килет. Мăн кун уявне пирĕн аттесемпе асаннесем, маçакс емпе мамаксем мĕн авалтанпах уявланă.
ḈУРМА ḈАВРАКА
Валя
Мăн кун –Аслă кун,
Ḉутçанталăк чĕрĕлнĕ кун.
Клентĕр, премĕк, хĕрлĕ çăмарта-
Тутлă çимĕç çăварта.
Ксюша
Инçетри çĕршывсенчен
Ḉуркунне килсе çитет.
Мăн кун кунĕ ячĕпе
Чиркў чанĕ сас пара
Кĕçĕр йăва çиетпĕр,
Ыран пăтă çиетпĕр.
Кĕçĕр вирĕм теетпĕро,
Ыран Мăн кун теетпĕр.
Володя
Вирĕм, вирĕм терĕмĕр
Вирĕм çитсе иртсе кайрĕ.
Халĕ паян Мăн кун пулать,
Мăн кун пăтти çийĕпĕр.
Ертсе пыракан. Ḉак кун ирех вут хутса кăларнă, апат- çимĕç пĕçернĕ. Ḉамрăксем вара мăн кунта урамра пĕрле пухăнса вылянă, кулнă,савăннă.
Аня Ефимова Атьăр вăйă выляр
-Выляр
-Менле вăйă?
«Ярўпле»
Вăйă «Ярўпле»
Карина Сар хĕвелĕ ăшăтать, лăпкă çил ачашлать.
Атьăр ачасем тепре вăйă выляр.
Ачасем: Выляр.
Мĕнле вăйă?
Ачасем: «Куштăр-муштăр» ḈУРМА ḈАВРАКА
Ертсе пыракан:
Ачасем! Выляма хăтланса веçех манса кайнă. Пире асанне пыма чĕннĕччĕ. Каяр-и?
----Каяр!
- Манса ан кайăр. Хăвăра лайăх тытăр. Эпир хăнара.
-Хуçи пур-?
Сывă-и асанне.
Асанне Килтех. Килтех!
Килĕр, килĕр , ачасем!
Манăн кĕтнĕ хăнасем.
Мăн кун уявне хатĕрленсе
Ḉăмартасем хĕретсе хатĕрлерĕм. Пĕрремĕш килекене çитар çине лартам.Эсĕ шăп хускалмасăр ларма тăрăш. Вара чăхсем чĕпписене лайăх пусса кăлараççĕ.
Валя Асанне, мĕн-ши вăл Мăн кун?
Асанне Мăн кун-Аслă кун. Ку уяв пĕр эрне хушши тăсăлать. Уявăн пĕрремĕш кунне Аслă мăн кун , юлашки кунне Кĕçĕн Мăн кун тенĕ. Унччен пур килте те тирпей илем кĕртнĕ. Ḉак кун мĕн авалтан тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ, сăра сĕрнĕ, çăмарта хĕретнĕ. Аслисем хăйсен тăванĕсемпе килтен киле хăнана çўренĕ. Пурин патĕнче те хăналаннă, юрласа-ташласа савăннă.
Ертсе пыракан:Айтăр Мăн кун ячĕпе выляр ташлар,савăнар.
Асанне: Ман сироĕн ятăрсене пĕлес килет. Атьăр вăйă выляса илер. Мечĕкне анчах йăваласа тусаччĕ.
Вед. Тата кам сăмахлă вăйă пĕлет?
Валя Кам эпĕ виççĕ алă çупиччен хăрах ура çинче тăраять? Пĕрре,иккĕ, виççĕмĕшне виçĕ кунтан çупатăп. Тăраятăр-и?
Даша Йĕкĕт, Мĕкĕт, Чĕпĕт.
Вед. Эпĕ те выляттарам-ха. «Эпĕ те», «Калама юрать-и», «Гриша, Миша , Ḉаттлаттар»
Калама юрать-и»
Вед. Ḉак вăйăсене вылясан пĕр енчен эпир кулатпăр тата кун пек вăйăсем ăс-тăна çивĕчлетеççĕ, тимлĕхе ўстереççĕ. Тимсĕррисем сăмахсене тĕрĕс мар персе яраççĕ те, вĕсенчен кулаççĕ. Тепĕр чух хамăртан култарас килмест.
Вед. Пулмасла такмаксем кам пĕлет?
Даша Ĕлĕк чух вал чух, асаттесем ача чух аттепеле вăрмана каяттăмăр вăрмана.
Саша Кукамисен ялĕнче,кукаçисен кассинче купăс калать хура хур курман пулсан кайса кур.
Вед. Пулмасла такмаксем те ăс-тăна çивĕчлетме пулăшаççĕ.
Асанне Сире кăштах тĕрĕслесе пăхам-ха. .Тупмалли юмахсем парам.1Ḉиелти пăр, аялта пăр, варринче вара-пыл (çăмарта) 2.Шурă чиркў, ниçтан кĕме алăк çук (çăмарта) 3.Ḉĕнĕ пўртре такам пур, тухнă чух пўрчĕ ишĕлсе анать (çăмартаран чĕпĕ тухни.)
Маттур ачасем.
Асанне Асăрхарăр пулĕ. Тупсăмсем пурин те пĕр япала- çăмарта. Мăн кунăн тутлă çимĕçĕ вăл .Ḉынсем çак кун пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!», «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе саламлаççĕ. Ḉăмарта параççĕ. Хĕрлĕ çăмарта- чĕрĕлĕх символĕ.
Аня Д
Аннен сухан шуратать,
Хуппине вăл пуçтарать.
Мăн кун валли çăмарта
Унпала вăл саратать.
Саша В
Ваттисен йăлипеле
Хĕрлĕ çамарта тытса,
Ḉăт! та çат! ăна çапса
Пĕрин паттăр пулмалла.
.
Асанне Мăн кунăн пĕрремĕш кунĕнче , ирхине, ачасемпе ваттисе м хĕвеле курма тухнă. Вĕсем хĕвел ташласа тухни лайăхрах курăнтăр тесе тĕрлĕ çурт тăррине хăпарса пăхнă та сăмахсем каланă. Эсир пĕлектĕр-и?
Ертсе пыракан Саша Т каласам
Хĕвел эсĕ, сар хĕвелĕм,
Пăхсам эс чўречерен.
Хĕвел эсĕ, сар хĕвелĕм,
Шуса тух та чиперлен
Ертсе пыракан:
Айтăр, ачасем, асаннене юрă юрласа парар
Юрă «Телейлĕ ачалăх»
Карина
Эппин ырă хăнасем-
Пĕчĕккисем, аслисем-
Итлĕр пирĕн сăмаха,
Итлĕр пирĕн юррăма,
Курăр чăваш ташшине,
Савăнăр пирĕнпеле.
Чăваш ташши
Асанне Эсир маттур ачасем. Тем тума та пултаратăр. Чимĕр-ха сире çăмарта çитерем. Мăн кун ячĕпе хăналам. парне парать……
Росина
Ырă сунса кĕтнĕшĕн,
Сĕтел тавра ларнăшăн,
Мăн кун парни панăшăн
Тавах сана, асанне.
Ĕлĕкренех Мăн кун эрнинче хăйне евĕр ăла йĕркене çирĕп пăхăннă Ḉак уява çĕн тумпа кĕтсе илсен ытлă-çитлĕ пурнăç кĕтет тенĕ Ḉĕнĕ кĕпе тăхăнсан ĕмĕт пурнăçланать тенĕ. Ваттисен каларăш ĕ те пур çак кун çинчен «Мăн кун çипуç саплăк пулсан та таса пултăр.»
Даша
Чăваш ачи чăвашах,
Тымар янă авалах.
Асаттесен йăлипе
Асра тытăр яланах.
Ертсе пыраканни Сире Мăн куна чуччу çакса парса-и? Айтăр ярăнма каяр.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
"Пасха! Пасха - праздник это!"
Весення встреча светлого праздника Пасхи в старших группах детского сада...
Конспект непосредственно образовательной деятельности "Пасха Светлая, Пасха Великая!"
В этой непосредственно-образовательной деятельности дети знакомятся со славянским народным праздником Пасхой, украшают пасхальные яица с помощью пуговиц, узнают много интересного. Тр...
Праздник Пасхи "Веселится народ- нынче Пасха у ворот!"
Сценарий к проведению Праздника Пасхи....
Интегрированное занятие по познавательному развитию «Пасха, светлая пасха»
Интегрированное занятие по познавательному развитию...
КОНСУЛЬТАЦИЯ ДЛЯ РОДИТЕЛЕЙ «Пасха, светлая Пасха»
Пасха – это общий семейный праздник, когда за одним столом собираются много друзей и родственников, вокруг бегают детишки....
Сценарий праздника "Пасха, пасха к нам пришла" для детей старшей группы
Материал помогает познакомить детей с народными традициями празднования Пасхи в форме игр и развлечений. Способствует формированию культурных ценностей и патриотических чувств....