"Чăваш чĕлхи - чĕкеç чĕлхи"
материал (старшая группа)

Бардасова Татьяна Ивановна

Чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи.

Эс – чун пахи, эс – чун уҫҫи.

Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе,

Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи!

       Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать.

        И.Я.Яковлев чăваш халăхне питĕ юратнă, тăван халăхшăн калама çук нумай ĕç туса хăварнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем:  çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелени, чăваш букварьне кăларни, шкулсем уçса вĕсенче чăваш ачисене вĕрентни, чăваш учителĕсем хатĕрлени. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйĕн «Чăваш халăхне панă халалĕнче»: «Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те ак манăн мĕн пур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ», - тесе çырса хăварнă.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chuvashskiy_stsenariy.docx23.83 КБ

Предварительный просмотр:

Хĕрсемпе каччăсем алран-алла тытăнса чăваш кĕввипе  утса  кĕреççĕ,  çавракара тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ. Кайран вара пĕр çур çавракана тăраççĕ.

«Илемлĕ».

Чăваш халăх юрри

( 2 хĕрача килнĕ хăнасене тĕрĕллĕ алшăлли çине хунă çавра çăкăрпа кĕтсе илеççĕ.)

1 ача: Ырă кун пултăр!

2 ача: Сывлăх сунатпăр сире, хисеплесе килнĕ, чĕннĕ хăнасем!

1 ача: Сывлăх сунатпăр та, пурсăра та пуç тайса, сире сума суса ырă салам  калатпăр!

2 ача: Салам калатпăр та, чун-чĕререн тухакан , çепĕç кĕвĕ пек илтĕнекен çавра сăмахсемпе:

1 ача: Çĕр чăмăрĕ пек анлă.

2 ача: Уйăх пек çутă.

1 ача: Хĕвел пек ăшă.

2 ача: Çаран çинчи чечек пек илемлĕ.

1 ача: Акăш тĕкĕ евĕр çемçе.

2 ача: Çăл куçĕнчен тапса тăракан тăрă шыв пек тăрă.

1 ача: Ылтăн вĕлле хурчĕн пылĕ пек пылак.

2 ача: Сар çу пек сарă.

1 ача: Кăпăш ыраш çăкăрĕн сăмсана кăтăклакан ырă шăршиллĕ ăшă салам!

2 ача: Çак çавра сăмахсем сирĕн пуçăрта ырă шухăш, малашлăх ĕмĕтсем çуратчăр, çемçе кăмăл-туйăм хускатчăр.

Харăс: Тепĕр хут сире тайма пуç!

Ачасем çăкăрсене сĕтел çине кайса хураççĕ

Ертсе пыракан: Сывлах сунатăп сире хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, хисеплесе килнĕ хăнасем. Сире паянхи  Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп. Çулсеренех аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш çырÿлăхне пуçарса янă И.Я.Яковлев çуралнă куна – ака уйăхĕн 25 –мĕшне – Чăваш чĕлхи кунĕ тесе паллă тăватпăр.  

Кам-ха вăл Яковлев.  Вăл – чăваш алфавитне, пĕрремĕш чăваш букварне хатĕрлекенĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçаканĕ. Вăл -  писатель, педагог, чăваш халах просветителĕ.  Унăн кĕнекисем пире Тăван çĕршыва, тавралăха юратма, унăн илемĕпе савăнма, маттур халăхпа мухтанма вĕрентеççĕ.

Паян эпир хамăр чĕлхене сума суса чăвашла юрă-сăвă шăрантаратпăр.

3 ача: Хамăн çĕршыва саватăп, пĕтĕм чунтан юрататăп:

           Çеçке  çурнă çĕмĕрте, сывлăм ÿкнĕ уй-хире.

4 ача: Çил хумхатнă тыр-пула, хум вылянă çырана

           Тĕрлĕ тĕслĕ çеçкере хуртпа тулнă çарана.

5 ача:  Юратап чăваш çĕрне, юратап ун юррине

            Çепĕç, çемсе чĕлхине, ырă чунлă кăмăлне.

Ертсе пыракан: Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре, ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Тĕнче аслă, такам валли те вырăн пур тет  чăваш çынни, мĕн ĕлĕкрен ытти халăхсемпе туслă пурăнма хăнăхнăскер. Мĕн тĕрлĕ кăна халăх, мĕн тĕрлĕ кăна çĕр-шыв çук пулĕ çĕр çинче? Çапах та кашниншĕнех чи хакли, чи юратни – хамăр çуралса ÿснĕ çĕр-шыв, тăван   халăх, тăван ял, тăван атте-анне.      

6 ача:  Чăвашлăх сирĕнте ан чактăр, тăван çĕре чунтан юратăр.

            Мухтавла Çеçпĕл çеçкисем – Йепрес районĕн  ачисем.

7 ача:  Чăваш сăмахĕ инçе кайтăр, чăваш юррийĕ ян янратăр!

            Пехил сана, чăваш ачи! Санра çĕршывăн пуласси.

8 ача: Тăван чĕлхе! Эс — манăн чун çуначĕ.
          Эс пур чухне — эп катăк мар çынран.
          Ахальтен мар чĕре вутпа çунатчĕ
          Ютра çӳренĕ майăн ăнсăртран.

9 ача: Чăваш чĕлхи – атте тымарĕ:
          Салтак утти пек тÿр сăмах
          Тăшман валли ылхан хăварĕ:
          Тăван валли тулли сăвап:
          Хăмла сăри тухать чăнах!

Чĕннĕ çĕре килме лайăх

Чаваш халах юрри

  1. Утнă çулпа утма лайăх, утнă çулпа утма лайăх

Чĕннĕ çĕре килме лайăх, хирĕç тухсан кĕме лайах.

  1. Хирĕç  тухсан кĕме лайăх, хирĕç тухсан кĕме лайăх.

Килех тесен ларма лайăх, килех тесен ларма лайăх.


Ертсе пыракан: Чăваш халăхе ĕçре те пултарать, ĕçлесе ывăнсан канмата та тарават. Ĕлĕкренех  чăваш халăхе ĕç хыççăн  тĕрлĕ – тĕрлĕ вăйă выляма юратнă. Вĕсем ытларах ĕçпе çыхăннă. Паллаштарар-ха сире вĕсенчен пĕрипе.

 «Каш-каш кашман вари»

Чăваш халах вăййи

  1. Каш, каш кăшман вăрри, каш, каш кăшман вăрри,

Ир те пулать, каç та пулать, пĕр кăшманне к(ă)ларса çиес!

  1. Каш, каш кăшман вăрри, каш, каш кăшман вăрри,

Ир пулсан та, каç пулсан та, эсĕр пире кăларас çук!

  1. Каш, каш кăшман вăрри, каш, каш кăшман вăрри,

Ир те пулать, тăм та ÿкет, эпир çавах кăларатпăр.

Ачасем алран-алла тытанса тенкелсем сине ларассе.

Ертсе пыракан: Çурхи хĕвел пайăркисем, таврана ыйхăран вăратса, кăн-кăвак чечексен ырă  шăршийĕ чăннипех те чуна тыткăнлать, чуна çăмăллăх кÿрет. Сенкер тÿпере, таçта-таçта çÿлте пĕлĕт айĕнче тăри юррийĕ илтĕннĕ чух, ытти кайăксем юрă шăрантарнă чух – пирĕн мĕншĕн юрлас мар, пирĕн мĕншĕн савнас мар?

Юрă «Вăйăпа ташă»

                                                     кĕв. Г.Лисковăн, сăвви халăхăн. (стр.61).

  1. Хитре Иван, вайлă  Иван пирĕн картана татаймасть, татаймасть. Эх! Татрĕ!
  2. Тух-ха Иван, ташша яр-ха, эс ташлама пит ăста, пит ăста.
  3. Эсĕ ташла, эпир юрлар, алăсемпе шарт çупар, шарт çупар.


10 ача: Чăвашла паян юрлатпăр, чăвашла сăвă калатпăр
            Чăвашла тум тăхăнатпăр, чăвашла та ак ташлатпăр.

Чăваш ташши.

Вед: Халĕ малалла сире пирĕн ачасем пĕчĕк  юмахпа  паллаштарĕç.

 «Тилĕ тус»,   чăваш халăх юмахĕ.

Автор: Пĕр старик вăрмантан тилĕ чĕрĕллех тытса таврăнать те карчăкне калать:

Старик: Карчăк, манăн кивĕ çĕлĕке кăмакана пăрахса çунтарса яр.(çĕлĕкне çавăрса çапать)

Карчак: Эх, старик! Ватăлнă  майĕн ухмаха туха пуçларăн пуль. Тăхăн çĕлĕкне! (çĕлĕкне тăхăнтарать), (старик тухса каять, мишукпа тилле илсе кĕрет).

Старик: Эпĕ çĕлĕклĕх питĕ аван тир тупса килтĕм, пăх-ха, çунтарса яр çĕлĕке, —тет те мишук ăшĕнчен тилле кăларса урайне ярать.

Карчăкĕ вут хутса тăнă пулнă. Старик çĕлĕкне илет те, ухват çине тăхăнтартать

Старик : Тилĕ тус, ĕнтĕ эпĕ сана çĕлĕк тума пусатăп. Виличчен эсĕ пире пĕрре ташласа кăтарт-ха.

Автор: Старик хай çĕçĕ хăйрать. Мĕскĕн тилли карчăк çине, кайран старик çине пăхкалать. Мăнтарăн чунĕ! Пит вилес килмест пуль! Тилĕ чӳречерен вăрман еннелле вă-ă-ăрттăн пăхать.

Старик çĕçĕ хăйраса пĕтерчĕ те тилле калать:

 Старик : Ну, тилĕ тус, ташла, ташламастăн пулсан—пусатăп.

Тилĕ:  Ташласса ташлăп та эпĕ, манăн ташлама хитре кĕпе çук çавă.

Старик : Карчăк! Тилле кĕпуне пар-ха!

Карчăк: Çук, памастăп!

Старик : Пар терĕм сана!

Карчăк: Çук, памастăп !

Старик : Пар терĕм !

Автор: Карчăк тилле кĕпе тупса тăхăнтартать. Тилли ташлама хатĕрленсе ура çине тăчĕ. Хăйне хăй тăрăххăн пăхкалать.

Старик: Мĕншĕн ташламастăн тата, тилĕ тус?

Тилĕ: Ташласса ташлăп та,—манăн пуçра тухья  çук-çке.

Старик : Карчак! Тилле тухйуна пар-ха!

Карчăк: Çук, памастăп!

Старик : Пар терĕм сана!

Карчăк: Хама та кирлĕ !

Старик : Пар терĕм!

Автор: Карчăк тилле тухья  тупса тăхăнтартать. Тилли тухья тăхăнсан та çаплах ташламасть-ха. Хăйне хăй тата тăрăххăн пăхать.

Карчăкпа старик иккĕшĕ те:  Ташла ĕнтĕ, тилĕ тус, ташла, мĕншĕн ташламастăн?

Тилĕ: Ташласса ташлăп та, манăн тенкĕллĕ мăй çыххи çук-çке.

Старик : Карчак! Тилле май сыххине  пар-ха!

Карчăк: Çук, памастăп!

Старик : Пар терĕм сана!

Карчăк: Çук, памастăп !

Старик : Пар терĕм!

Автор: Карчăкпа старик тенкĕллĕ мăй çыххи те параççĕ. Тилли çаплах ташламасть.

Тилĕ:  Манăн алăра хитре тутăр çук-ха тата.

Автор: Стариккипе карчăкĕ тилĕ мĕн ыйтнине пурне те тупса пачěç те, тилли кăшт уçăлса кулкалама пуçларĕ. Старик кěсле калама тытăнчĕ, тилĕ хуллен-хуллен ташлама пуçларĕ. Çăмăлланса, çăмăлланса ташлать. Хушпу тенкисем, мăй çыххи тенкисем шăнкăртатса çеç тăраççё. Карчăкě çунакан кăмакана пăрахсах алă çупа пуçларě.

Старик: Çăмăлтарах ташла, тилě тус, ну, яра пар.

Автор: Хай те алхасса кайнă. Сиксе тăрса тилěпе ташласси анчах. Тилли тем тĕрлĕ илемлĕ, çăмăллăн ташлать. Стариккипе карчăк тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Тилĕ ташласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те хăйне ăшă пулнă пек тытса калать:

Тилĕ: Алăк уççи уçăрах, кантăк хуппи уçăрах.

Автор: Хай карчăк вăр-вар алăкне, кантăкне уçса пăрахрĕ.  Карчăкпа старик савăннипе хайсем те ташлама  пуçларĕç тет. Тилĕ хĕпĕртесе кула-кула ташласа çӳрет. Тилĕ ташласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те алăкран вăшт тухса шурĕ. Карчăкпа старик çăвара карса юлчĕç.

Карчăк: Эх, старик, старик! Пĕтĕм мул та, çĕлĕк те пĕтрĕ.

Старик: Тилли те пит чее çав! (ĕнсине хыçать)

1 ача: Илемлĕ хĕрсем йăл кулсассăн умра,
            Хĕвел  ăшшăнрах-çке пăхать  урамра

             Юрлассăм, кулассăм, выляссăм килет

             Хытрах ал çупсассăн, ташлассăм килет.

Хĕрсен ташши

Чăваш халăх ташă кĕвви

2ача:  Тăван чĕлхе! Эп сансăр — мĕскĕн, тăлăх,
             Эс пур чух — манăн кăкăрта кăвар.
             Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,
             Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.

Юрă «Çĕмĕрт çеçки çурăлать»

Чăваш халăх юрри

Ачасем картана тăрса, тĕрлĕ хусканусем туса юрлаççĕ

  1. Çĕмĕрт çеçки çурăлать те, çĕмĕрт çеçки çурăлать,

Вăрман витĕр курăнать.

Картара алран-алла тытăнса сылтăмалла утаççĕ

  1. Шурă кĕпе тăхăнсан та, шурă кĕпе тăхăнсан,

Вăйă витĕр курăнать.

Хĕрачасем картана варрине çепĕççĕн аллисене суласа кĕреççĕ,

çаврăнса илеççĕ те, каялла  тухаççĕ, арçын ачасем çавракана кĕреççĕ, каялла  çаврăнсан хĕрачем умнее пырса тăраççĕ.

 

  1. Çутă пушмак, шур чăлха та, çутă пушмак, шур чăлха,

Кирĕк тивместь тетĕр –им?

Сылтăм алăсенчен тытăнса икшерĕн çаврăнаççĕ.

  1. Вылямастар, кулмастăр та, вылямастăр, кулмастăр,

Вăйă иртмест  тетĕр-им?

Хĕрачасем арçын ачасем йĕри-тавра алăсене малалла, каялла шутарса çăврăнаççĕ, арçын ачасем алă çупса тăраççĕ.

  1. Чăрăш кĕлет, сар кĕлет те, чăрăш кĕлет, сар кĕлет,

Тăрри чăнкă, килĕшет.

Арçын ачасем хĕрачасем  йĕри-тавра çăврăнаççĕ, хĕрачасем алă çупса тăраççĕ.

  1. Эпир вăййа тухсассăн та, эпир вăййа тухсассăн,

Юрлани те килĕшет.

Юрласа, алран-алла тытăнса залран тухса каяççĕ.