Мастер-класс
план-конспект занятия (средняя группа)
Предварительный просмотр:
Чǎваш Республикин Муркаш районĕнчи шкулченхи муниципаллǎ бюджет вĕренӳ учрежденийĕ «14-мĕш номерлĕ «Золушка» ача-сачĕ»
Мастер-класс:
«Йǎмра халапĕ»
(Шкулчченхи ушкӑна çӳрекен ачасем валли)
Аслǎ категориллĕ музыкǎ ертӳҫи Макарова В. С. хатĕрленĕ
Падаккаси ялĕ, 2021 ҫул.
Мастер-класс: «Йăмра халапĕ»
Кĕҫĕн вǎхăтри ачасем валли анимаци меслечĕпе хатĕрленĕ
юрǎсен пуххи тǎрăх йĕркеленĕ
Ача сачĕн музыка ертӳҫисем тата воспитателĕсем валли.
Авторĕ: Чǎваш Республикин Муркаш районĕнчи шкулченхи муниципаллǎ бюджет вĕренӳ учрежденийĕн «14-мĕш номерлĕ «Золушка» ача-сачĕ» музыка ертӳҫи Макарова В. С.
Илемлĕх тĕнчи илĕртет,
Чунсен хĕлĕхне сĕртĕнет,
Туйма, вǎранмашкǎн хистет,
Чунра вут-кǎвар вǎл чĕртет.
Ачасене вĕрентер юрлама,
Ташлама та кĕвве тǎнлама…
Вĕрентер-ха телейлĕ пулма
Яланах ыррине ҫеҫ курма.
(Макарова В. С.)
Йǎмра халапĕ
Çĕрпе пĕлĕт хушшинче,
Аякра мар, ҫывăх мар,
Ешĕл вăрман ҫумĕнче
Чăваш ялĕ курăнать.
Çавă ялăн пуҫĕнче
Ватă йăмра ҫумĕнче
Тарǎн ҫырма хĕрринче
Лутра кăна пÿрт ларать.
Тем те курнă ват йăмра,
Пурăннă пуль ҫĕр ҫулта…
Каласа парать йăмра,
Суя сǎмах ҫук унра…
Сǎмах Улине ҫиннчен,
Ун шăпи-нуши ҫинчен:
Улине пурǎнать пĕччен,
Ача пулман халиччен.
Улине пĕрмай куляннǎ,
Тĕрĕ тĕрлесе йǎпаннǎ.
Çӳл Хуҫамǎр хĕрхенсе,
Тĕр(ĕ) ǎстине шеллесе
Пĕчĕк ача панǎ, тет,
Ят хурса пилленĕ, тет.
Пӳрнескерен тупнǎ май
Пӳрнеттей тесе ят панǎ.
Юмах ачи пулнǎ май
Пǎхаттир, тесе каланǎ,
Пǎхаттирпе танлаштарнǎ.
Вǎхǎт шунǎ ҫур енне,
Чечекленнĕ ҫут тĕнче.
Тавралǎхпа паллашма,
Пуринпеле туслашма
Ача васкать урама
Çурхи вǎйǎ выляма.
Анчах, чим-ха, кам шавлать?
Ачана пит хǎратать.
Чупса килет Хĕвелпи:
«Ай мĕнпе пулǎшам-ши?»-
Хĕвелпи лǎплантарать,
Йытǎпа паллаштарать.
Экран ҫинчи курав:
Чăвашла куҫарнă «Бобик» ятлă юрǎ. Кĕвви Т. Попатенко.
Куҫарǎвĕ В. Макаровǎн
Пирĕн йытǎ ҫури пур,
Ам-ам.
Бобик ятлǎ, килсе кур.
Ам-ам.
Вǎл выляма юратать,
Ам-ам,
Урамра та хыт чупать.
Ам-ам.
Хĕвелпи:
-Санǎн аннӳ пит ĕҫчен
Тǎрмашать сĕм ҫĕрлеччен,
Кайǎк-кĕшĕк ĕрчетет.
«Ачам тутă пуртǎр»,-тет.
Кур-ха, авǎтать автан,
Унпа ǎҫтан тупǎшан
Кăшкăрать вǎл ку-ку-рук
Мана ҫитекенни ҫук!
Экран ҫинчи курав:
Чăвашла куҫарнă «Цыплята» ятлă юрă. Кĕвви А. Филипенко.
Куҫарǎвĕ В. Макаровǎн
Чǎпар чǎхǎ уткалать,
Вĕттĕн-вĕттĕн пускалать.
-кǎт-кǎт-кǎт-кǎт-кǎт-кǎт
Чĕпсем, ҫиме вăхăт.
Чĕпсем, ҫийĕр тыр пĕрчи
Пи-пи-пи-пи-пи-пи-пи.
Çулла лайăх вăхăт
Çитĕнетпĕр хăвăрт.
Хĕвелпи:
-Ак кур, кушак мăрлатать.
Хӳрипе тек пăтратать
Мăрри-мăрри Пиҫукка.
Пӳрнеттей:
-Эс манпа та тус пул-ха.
Экран ҫинчи курав:
Чăвашла куҫарнă «Кошка» ятлă юрă. Кĕвви А. Александровăн
Куҫарǎвĕ В. Макаровǎн
Мурка пĕчĕкҫĕ кушак
Ман ҫумарах ларчĕ,
Сĕт ĕҫме хăтланчĕ.
-Мяу, мяу,-терĕ.
Мяу-мяу-мяу
Мурка ҫирĕ тюттине,
Çирĕ те лăпланчĕ,
Тинех вăл шăпланчĕ.
-Мăр-мăр-мăр,-терĕ.
Мăр-мăр-мăр
Пӳрнеттей:
-Куртăм, пĕлтĕм эп чылай
Тата пĕлесчĕ нумай!
Хĕвелпи:
-Вăрмана ҫитсе килер
Илемĕпе киленер,
Кайăк сассине итлер!
Экран ҫинчи курав:
Чăвашла куҫарнă «Маленькая птичка» ятлă юрă. Кĕвви Т. Попатенко.
Куҫарǎвĕ В. Макаровǎн
Кур-ха пĕчĕк кайăк
Ак ҫапла вĕҫет, ҫапла
Эпĕ те вĕҫетĕп
Пĕчĕк кайăкла ҫапла
Кайăкне паратăп
Тырă пĕрчине сапса
Кайăкĕ ҫиет халь
Тырă пĕрчине сăхса.
Хĕвелпи:
-Чăваш вăрманĕ пуян
Кунта пурăнать: куян,
Кашкăр, тилĕпе пăши,
Упа шăтăк тупăр-ши?
Упа хĕлле ҫывăрать,
Ҫуркуннепе вăранать.
Экран ҫинчи курав:
«Упа ҫури» ятлă юрă. Кĕввипе сăвви В. Макаровăн
Упа ҫури, куҫусене уҫ
Упа ҫури, эсĕ пирĕн тус
Упа ҫури, эсĕан хăрлат
Ачасене эсĕ ан хăрат.
Пӳрнеттей:
-Упа, атя выляма
Санăн вăхăт вăранма.
«Упа вăрманта ҫӳренĕ»- куракансемпе вылямалли вăйă.
Вырăс халăх юррин «Во саду ли в огороде» кĕввипе юрламалла.
Упа вăрманта ҫӳренĕ
Чĕрчунсене шыраса
Нумай-нумай вăл ҫӳренĕ
Ларнă ҫĕр ҫине канма
Чĕрчунсем ташша пуҫланă
Урисемпе таплатса.
-Упа,упа, вăрансам,
Чĕрчунсене эс тытсам.
Пӳрнеттей:
-Эп паян пуринчен те телейлĕ
Çурхи кунĕ те авǎ хĕвеллĕ.
Хĕвелпи:
-Çав ятпа юр юрлар-и, туссем,
Асра юлччǎр хавас самантсем!
«Сар хĕвел»-юрǎ. Кĕвви В. Ильдяковǎн.
Куракансемпе пĕрле юрламалла
1. Ылтǎнпа капǎрланчĕ
Тĕнче ир ирех.
Сар хĕвел, сар хĕвел
Саламларĕ пире.
Припев:
Сар хĕвел ҫутатать тӳпере,
Сар хĕвел саламларĕ пире.
Сар хĕвел, сар ĕвел - пирĕн савнǎ ҫĕршыв.
Эпир сар хĕвел ачисем.
(Тǎватǎ йĕркине 2 хут юрламалла)
2. Уйри тырǎ – хĕвел,
Сад пахчи – сар хĕвел,
Юхан шыв та вǎрман,
Тǎван кил - сар хĕвел.
Припев:
3. Паянхи кун – хĕвел,
Пуласси – сар хĕвел.
Çутатсам, ҫутатсам
Яланах, сар хĕвел.
Припев:
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
ГОТОВИМСЯ К МАСТЕР-КЛАССУ Пошаговый алгоритм проведения мастер-класса
Методические рекомендации по организации и проведению мастер-класса...
Мастер класс по оригами в старшей-подготовительной группе. Тема: Тюльпаны (мастер класс посвящен Дню Города) подготовила Ворон Т.В.
Мастер класс по оригами в старшей-подготовительной группе. Тема: Тюльпаны(мастер класс посвящен Дню Города) подготовила Ворон Т.В., воспитатель1 категории....
Пасхальное яйцо своими руками в технике квиллинг. Мастер - класс с пошаговыми фото. Мастер - класс “Пасхальное яичко”
Цель: создание яичка в технике квиллинг.Задачи:- закреплять навыки накручивания полоски бумаги в ролл;- развивать творческие способности детей, внимание, воображение и фантазию;- развивать мелкую мото...
«Мастер – класс « «Мастер – класс «Песочная терапия в работе педагога – психолога»» + презентация
Все мы, взрослые и дети, брали в руки песок. На вид мелкие крупинки, ничего особенного, но почему-то с ним хочется что-то делать: строить из мокрого песка замки, с помощью формочек делать кулич...
Мастер-класс для детей «Чудесное тесто!» . Мастер-класс проводит повар детского сада, мама Мирославы Морозовой – Морозова Елена Владимировна.
Цель мастер-класса для детей: Продолжать знакомить детей с профессией повара, через встречу с родителями и проведение мастер – класса. Познакомить с тестом, его приготовлением. Предложить д...
МАСТЕР-КЛАСС «Нетрадиционные формы оздоровления дошкольников» в рамках муниципального обучающего семинара-практикума на тему «Мастер-класс как форма распространения опыта работы педагога ДОУ»
Цель: Познакомить присутствующих педагогов с нетрадиционными формами оздоровления детей, используемыми в практической деятельности. Стремиться развивать у коллег коммуникативные навыки и ум...
Мастер - класс: " Рисуем солью и крупой". Фотоотчёт по мастер - классу.
В этом мастер - классе показано, какие поделки можно создать, используя соль и крупу (манную и рисовую). Как можно фантазировать, используя нетрадиционные тех...