Тăван чĕлхе - халăхăн аваллăхĕ
план-конспект занятия (старшая группа)

Морозова Вера Геннадьевна

 

(Аслă ушкăнри ачасемпе Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттермелли уяв сценарийĕ)

Пĕлÿ тĕллевĕ:  ачасене чăваш халăх йăли-йĕркипе интереслентересси, халăх юрри-ташшине, вăййине вĕрентесси, тĕрĕ пĕлтерĕшне уçса парасси.

Аталантару тĕллевĕ:  ачасене илемлĕхпе эстетика тĕлĕшĕнчен аталантарасси, илеме курма хăнăхтарасси.

Воспитани тĕллевĕ:  тăван халăх историне, тăван чĕлхене юратма тата хисеплеме вĕрентесси.

Словарь ĕçĕ: тухья, алтăр çăлтăр.

Кăтарту хатĕрĕсем: чăваш тĕррисем çинчен калакан презентаци, тухья, чăваш çи-пуçĕ. 

Валеçмелли хатĕрсем: шурă тата тĕслĕ хутсем, хачă, çилĕм.

Малтан туса ирттернĕ ĕçсем: чăваш халăх юрри-ташшине, тĕррине вĕренни, унăн пĕлтерĕшĕсене ăша хывни, тĕррĕн пĕлтерĕшĕсене вĕреннĕ чухне ушкăнсемпе уйрăммăн ĕçлени.

Меслетсемпе мелсем:

- воспитатель сăмахĕ;

- ыйту-хурав;

- хăна килни;

- уявра савăнни;

- тăхтав вăхăчĕ.

(Чăваш çипуçĕ тăхăннă ачасем карталанса «Хурăн çулçи» юрăпа зала кĕреççĕ, вырнаçса тăраççĕ).

Ĕç юхăмĕ

Воспитатель: Ырă кун пултăр пурне те! Эпир паян Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Эпĕ сирĕн пата чăваш халăхĕн ача-пăча вăййисене, юрри-ташшине илсе килтĕм. Тăван чĕлхе - атте-анне чĕлхи. Эпир паян сирĕнпе чăвашла калаçăпăр, юрлăпăр, ташлăпăр.

(Зала Илемпи кĕрет).

Илемпи: Епле илемлĕ кĕвĕ-çемĕ илтĕнет. Ку хитре кĕвĕ мана ăçта илсе килчĕ-ши.

Воспитатель: Эсĕ Элĕкри «Çăлкуç» ача садне лекрĕн. Кур-ха, мĕн чухлĕ ача пухăннă кунта.

Илемпи: Ырă кун, ачасем. Мана Илемпи тесе чĕнеççĕ.

Воспитатель: Санăн яту епле илемлĕ янăрать. Мĕне пĕлтерет-ши вăл.

Илемпи: Илемпи - авалхи чăваш ячĕ. Вăл «илемлĕ», «хитре» тенине пĕлтерет.

Воспитатель: Ачасем, итлесе пăхăр, тархасшăн. Мĕнле хитре ят вăл И-лем-пи!

Илемпи: Эсир кунта мĕн тума пухăннă вара.

Ксюша: Эпир паян хамăрăн тăван чĕлхене, чăваш чĕлхине, тăван халăхăмăра, тăван çĕре хисепленине тата юратнине кăтартма пухăннă.

Илемпи: Маттурсем! Эпĕ те Чăваш Ене питĕ юрататăп. Ачасем, эсир вара хамăр республика, район, тăван ял çинчен мĕн пĕлетĕр.

Ачасем: Пирĕн Чăваш Республики Раççейре вырнаçнă. Республикăн тĕп хули - Шупашкар. Чăваш Енре пурĕ 21 район. Эпир Элĕк районĕнче пурăнатпăр.

Илемпи: Ай, еплерех маттурсем эсир. Ачасем, манăн сирĕнпе паллашас килет. «Ят пĕлмелле» выляр-и.

Ачасем: Выляр-выляр! Ят пĕлме кама кăларатпăр.

Олег: Шут сăвви вулар!

(Ачасем «Вĕл-вĕл вĕлтĕрен» шут сăвви вулаççĕ).

Воспитатель: Арина тухрĕ!

(Ачасем вăйă выляççĕ).

Воспитатель: Ку кам-ши.

Арина, Ку Полина!

Воспитатель: Пĕлеймерĕн, Арина! Мĕн тутаратпăр ăна.

Ачасем: Тупмалли юмахăн тупсăмне туптаратпăр! Тÿпере пин-пин çăлтăр. Алтăр çăлтăр миçе çăлтăртан тăрать-ши.

Арина: Çичĕ çăлтăртан!

Воспитатель: Маттур, Арина!

(Ачасем вăййа тепĕр хут выляççĕ).

Воспитатель: Тăван халăха çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев пирĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ тенĕ. Ăçтан тупăннă-ши пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесен çавăн чухлĕ пуянлăх. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, вĕсем йăла-йĕркене çирĕппĕн упраса пынă. Сăмахран, çуркунне çамрăксем вăйă картине тăнă. Кашни уява хĕрачан тĕрленĕ тумпа тата çĕнĕ юрăпа тухмалла пулнă. Кĕпине те, сăвви-юррине те вăл хăех хĕл кунĕсенче хатĕрленĕ. Çапла вара сăмахĕсем, юррисем çулран-çул хушăнса пынă. Халăх ăстисем авалхи маçтăрсенчен вĕренсе ĕçĕсене капăр та пахарах тума тăрăшнă. Ачасем, курăр-ха, Илемпи илемлĕ чăваш кĕпи тăхăннă. Экран çинче те эсир чăваш тĕррийĕсене куратăр. Епле капăр вĕсем (Презентаци пăхаççĕ).

Илемпи: Ку кĕпене мана асанне çĕлесе тата тĕрлесе пачĕ. Чăваш тĕррин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Тĕрĕре çын шухăшне те пĕлме пулать. Халĕ сирĕнпе «Кам тĕрĕс тупать» вăйă выльăпăр. (Ачасем «Кам тĕрĕс тупать» вăйă выляççĕ).

Воспитатель: Чăваш çынни яланах хисепре – вăл пур ĕçе те пысăк ăсталăхпа тăвать, уявра савăнма пĕлет, вăййи-куллипе, юрри-ташшипе тĕлĕнтерет. Вĕсем пурте мĕн ачаран пулса пыракан япаласем.

(Ачасем сăвăсем калаççĕ).

Ксюша: Ачасем, тепĕр вăйă выляр-и.

Ачасем: Мĕнле вăйă выльăпăр.

Ксюша: «Çерем ватса вир акрăм» вăйă питĕ килĕшет. Выляс çавна. Айтăр, икĕ ушкăна уйрăлар.

Ачасем: Килĕшетпĕр санпа, Ксюша.

(Ачасем икĕ ушкăна уйрăлса выляççĕ).

Илемпи: «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» юрра шăрантарар-и, хĕрачасем.

Ачасем: Юрлас!

(Хĕрачасем юрă юрлаççĕ).

Воспитатель: Илемпи, пирĕн ачасем ташша та ăста!

 (Ачасем ушкăнпа «Тух-ха Ванюк пирĕн ума» юрă юрлаççĕ, Олег вара ташлать).

Илемпи: Чăнах та муттур эсир! Халĕ вара кăшт канса илер пулĕ. Чăн-чăн тĕрĕ ăстисем пулар.

(«Тĕрĕ ăстисем» кану вăхăчĕ).

Воспитатель: Пурте маттур. Пирĕн хĕрачасемпе арçын ачасем юрра-ташша та маçтăр, выляма та, тĕрлеме ăста. Илемпи, сана пирĕн уяв килĕшрĕ-и.

Илемпи: Питĕ килĕшрĕ. Эсир чăвашла илемлĕ юрлатăр, сăвăсем калатăр. Епле илемлĕ тум тăхăнса килнĕ тата уява! Эпĕ тепĕр çул сирĕн пата татах та килĕп. Халĕ вара манăн тепĕр ушкăна хăнана каймалла. Чипер юлăр, тепре тĕл пуличчен!

Ачасем: Тепре тĕл пуличчен, Илемпи!

Воспитатель: Ачасем, пирĕн уяв вĕçленсе пырать. Малашне паян юрланă юрăсене, ташăсене, вăйăсене манса каяс марччĕ. Эпир, чăваш ачисем, чăвашла выляма та, юрлама та, ташлама та, сăвăсем калама та пултаратпăр. Апла пулсан, чăваш чĕлхи упранĕ-ха, чăвашла калаçсан чăваш пулма пăрахмăпăр.

(Чăваш юрри янăрать. Ачасем карталанса залран тухса каяççĕ).