«Саламлатăп аннене çурхи уяв ячĕпе»
методическая разработка (старшая группа)

Мидушкина Зоя Петровна

Аннесен уявĕ валли хатĕрленĕ сценарий

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл annesen_uyavepe_haterlene_stsenariy.docx24.86 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

Республика шайĕнче ирттерекен «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕ

Праздники и мероприятия в дошкольных образовательных учреждениях

____________________________________________________________________

 

«Саламлатăп аннене çурхи уяв ячĕпе»

___________________________________________________

Сценарин авторĕ:  

Мидушкина Зоя Петровна,

Хĕрлĕ Чутай районĕн МБШВУ

 «Шур чечек» ача-пăча сачĕн» воспитателĕ

8-919-674-58-80, zmidushkina@mail.ru

Серенкасси

2019

Аннесен уявĕпе  хатĕрленĕ сценарий

«Саламлатăп аннене çурхи уяв ячĕпе!»

(аслă ушкăн валли)

Тĕллевĕсем:

1.Хĕрарăмсен уявĕ çинчен  ачасен тавракурăмне анлăлатасси; ачасене çемье уявĕсене хаклама вĕрентсе пырасси, пурнăçри чи хаклă çынна хисеплеме, юратма, пулăшма хăнăхтарса пырасси, çемьери ăнланулăха, пĕр-пĕрне пулăшас туйăма вăратса аталантарасси;

2.Чăваш чĕлхине, тăван ен культурине, ачасен чăвашла çыхăнуллă пуплевне, юрă кĕввине тĕрĕс çавăрса юрлас, пĕр-пĕрне итлеме пĕлес, ташă кĕввипе килĕшÿллĕ хусканусем тăвас хăнăхусене аталантарасси;

3.Ачасене амăшне юратнине, хаклама пĕлнине палăртма хăнăхтарасси.

Уяв ячĕпе илемлетнĕ зал. Тÿпере сар хĕвел çутатать. Йывăç çинче çулçăсем тухма пуçланă. Турат çинче шăнкарчсем юрă юрлаççĕ. Çеçпĕл чечекĕсем ÿсеççĕ.

Хĕвел юрласа кĕрет.

Х: Ылтăн хĕвел, сар хĕвел,

Ирĕлтерет шур юра.

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать

Пур çĕрте те урамра.

Ак, кунта ачасем пухăннă. Вĕсем те мана кĕтеççĕ. Пурте мана курсан савăнаççĕ.

Сывлăх сунатăп пурне те.

А: Сывлăх сунатпăр!

Е: Тĕрĕс, Хĕвел тус. Шартлама сивĕ хĕл кунĕсем шăхăрса иртсе кайрĕç. Шăнкăр-шăнкăр юрласа сап-сарă çурхи кунсем çитрĕç. Пурте çурхи куншăн савăнаççĕ.

Килчĕ ырă çуркунне,

Килчĕ ячĕ ăшăтса.

Хĕвел савать тĕнчене

Хĕл ыйхинчен вăратса.

Тусем, сăртсем хуп-хура

Тухĕç юрĕ кайнăран.

Шăтĕ курăк çăп-çăра

Хĕвел  хытă хĕртнĕрен.

Е: Питĕ хавас сана сар хĕвел. Чăн та илемлĕ çут тĕнче. Юрлас, ташлас, савăнас килсе тăрать. Айтăр çурхи куншăн савăнса ташă ташлар.

«Çут хĕвел шевли» ташă ташлаççĕ.

Е: Шăпах çак вăхăтра уявлатпăр эпир юратнă аннесен чаплă уявне. Çурхи хĕвелĕн шăнкăр-шăнкăр куллипе, пĕрремĕш кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл сассипе, çурхи пĕрремĕш чечексен куçа йăмăхтаракан илемĕпе пĕрле килет пирĕн юратнă аннесен уявĕ.

Х: Эсир уява пухăннă иккен. Питĕ хавас. Уявра савăнма мана ирĕк паратăр-и, ачасем?

А: Паратпăр.

Е: Паллах ирĕк параççĕ. Айтăр пĕрле савăнар.

Пире кам ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен,

Чипер çын тăвасшăн

Çунать чĕререн?

Кам пултăр? Пĕлеççĕ

Туссем вăл камне:

Вăл пирĕн телей-çке,

Вăл пирĕн анне.

«Пирĕн анне» юрă юрлаççĕ.

Е: Аннерен хакли никам та çук. Аннесем çинчен вĕçĕ-хĕррисĕр хитре сăмахсем калас килет.

Тем-тем сăмах каласшăн,

Ача тăсать алне.

Уявпа саламласшăн

Калать хăй сăмахне.

Ачасем аннесене саламласа сăвăсем калаççĕ.

Е: Айтăр тухар тантăшсем

Пурте уяв картине.

Шăрантарар юррине

Янравлине, чаплине.

«Асамат кĕперĕ» юрă юрлаççĕ.

«Асамат кĕперĕ» ташă ташлаççĕ.

Е: Пирĕн аннесем пире мĕн пĕчĕкрен хăйсен чĕрçи çинче сиктерсе, çупăрласа юратса ÿстереççĕ. Халĕ эпир вĕсене тĕрĕслесе пăхăпăр. Вĕсем хăйсен пепкисене шыраса тупма пултарĕç-ши?

«Шыраса туп» вăйă выляççĕ.

Е: Аннесемпе асаннесем пирĕн килте мĕн кăна ĕçлемеççĕ пулĕ. Вĕсен кунĕпе тем те ĕçлеме тивет. Вĕсен пур енлĕ ăстаçă та пулмалла: пĕçерме те пĕлмелле, çума та пĕлмелле, çĕлеме те пĕлмелле, саплама та пĕлмелле. Паян эпир вĕсене тÿме çĕлеттерсе пăхăпăр. Кам маларах та çирĕпрех çĕлет, çав çĕнтерет.

«Ăстаçă» вăйă выляççĕ.

Х: Ай, маттур та аннесем. Чăннипех те мухтава тивĕç.

Е: Пирĕн хĕрпĕрчисем пуканелле выляма питĕ юратаççĕ, вĕсемпе туслă пурăнаççĕ.

Кăвак куçлă пукане

Ман юратнă Кулине.

Ирпе ирех тăратпăр,

Питĕ туслă пурнатпăр.

Аннен уяв кунĕнче

Хитре юрă юрлатпăр.

  «Пукане» юрă юрлаççĕ.

Е: Çуркунне çитнĕ май тавралăх чĕрĕлсе ешерме, илемлĕ чечексемпе витĕнме тытăнать.

Кĕлчечек тăкать шыва

Тутлă шăршлă çеçкине.

Аннесен уяв куне

Парнелесшĕн ташшине.

«Кĕрен чечек» ташă ташлаççĕ.

Е: Эпир ăста – юрăра,

Пултаруллă – ташăра.

Ри-та, ри-та, рита-та,

Тапăртатар чăвашла.

«Вăйăра» юрă юрлаççĕ.

«Чăваш ташши» ташлаççĕ.

Х: Епле маттур ачасем. Шăпчăк евĕр юрлаççĕ, пăрчăкан пек ташлаççĕ.

Е: Чăн та, Хĕвел тус, маттур пирĕн ачасем. Вĕсем юрра-ташша кăна мар, алĕç тума та ăста.  Аннесем валли хăйсен аллисемпе епле чаплă парнесем  хатерлерĕç.

Аннесене чыс тăватпăр,

Парнелетпĕр чечексем.

Ыр сунса сăмах калатпăр:

Пурте:«Сывă пулччăр аннесем!»

Хăйсем ăсталанă парнесене параççĕ.

Е: Юлашкинчен юратнă аннесемпе асаннесене, кукамайсене тепĕр хут çывхарса килекен Мартăн 8-мĕш кунĕпе саламлатпăр. Çурхи кун пек хĕвеллĕ кунсем, çурхи шыв пек шăнкăр-шăнкăр кулă тата хурçă  пек  çирĕп сывлăх та сурпан пек вăрăм кунçул сунатпăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект НОД по речевому развитию на тему: «Ҫурхи вăрманта»

Конспект НОД по речевому развитию на тему: «Ҫурхи вăрманта»...