Чыс та мухтав Раççей салтакĕсене
план-конспект занятия (средняя группа)
(вăтам ушкăнра çарпа патриотизм уйăхлăхне халалласа ирттернĕ уяв)
Тĕллевсем:
· Шкул çулне çитмен ачасене Çĕршыв хÿтĕлевçисен йăли-йĕркипе паллаштарасси;
Задачăсем:
· Салтак профессийĕсемпе çар техникин ячĕсене çирĕплетесси;
· Патриотизм туйăмне вăйлатасси;
· Ал-ура çаврăнăçулăхне аталантарасси;
· Сывлăха çирĕплетме пулăшакан хăнăхусене куллен харпăр-хăй тĕллĕн тума хавхалантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, çар техникин ÿкерчĕкĕсем, кубиксем, карçинккасем, хутран ăсталанă самолетсем, кашни ача валли ялав, пиншак, пилотка, тетте пăшал, пĕчĕк мечĕксем.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
chys_ta_muhtav_raccey_saltakesene.docx | 34.77 КБ |
Предварительный просмотр:
Хатĕрлекенĕ: Тарасова Лидия Васильевна, воспитатель,
Чăваш республикинчи Йĕпреç районĕн
Хурамалти «Весна» ача сачĕ
Чыс та мухтав Раççей салтакĕсене!
(вăтам ушкăнра çарпа патриотизм уйăхлăхне халалласа ирттернĕ уяв)
Тĕллевсем:
- Шкул çулне çитмен ачасене Çĕршыв хÿтĕлевçисен йăли-йĕркипе паллаштарасси;
Задачăсем:
- Салтак профессийĕсемпе çар техникин ячĕсене çирĕплетесси;
- Патриотизм туйăмне вăйлатасси;
- Ал-ура çаврăнăçулăхне аталантарасси;
- Сывлăха çирĕплетме пулăшакан хăнăхусене куллен харпăр-хăй тĕллĕн тума хавхалантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, çар техникин ÿкерчĕкĕсем, кубиксем, карçинккасем, хутран ăсталанă самолетсем, кашни ача валли ялав, пиншак, пилотка, тетте пăшал, пĕчĕк мечĕксем.
- Умсăмах – уяв ячĕпе саламлани.
Ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хаклă хăнасем тата пĕчĕк тусăмăрсем! Эпир паян çакăнта Çĕршыва сыхлакансен кунне паллă тума пуçтарăнтăмăр. Асăннă уяв вăл пирĕн çĕршывра тата пĕтĕм тĕнчере мир пултăр тесе тăрăшакансен уявĕ. Кунĕн-çĕрĕн салтаксемпе командирсем юратнă Тăван çĕршывăмăрăн чиккисене тăшмансем тапăнасран сыхлаççĕ. Эпир вара лăпкă пурнăçпа киленсе ача садне çÿретпĕр, вĕренетпĕр, ĕçлетпĕр. Çавăнпа та Раççейĕн хăюллă та патвар салтакĕсене ăшшăн саламлатпăр, хăйсен тивĕçĕсене тĕрĕс пурнăçласа пынишĕн савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр. Айтăр-ха эпир те пулас Çĕршыв хÿтĕлевçсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илер.
- Ялавсемпе ташлани
(Ачасем О.Газмановăн «Раççей - малалла» юррипе кĕрсе виçшерĕн-виçшерĕн колоннăна тăраççĕ, ташлаççĕ. Ташă вĕçĕнче çурма çавракана тăраççĕ.)
- Сăвăсем калани.
(Ачасем Мелани Никифорован «Çĕршыв хÿтĕлевçи» сăввине вулаççĕ.)
1-мĕш ача:
Мирлĕ пурнăç хуралçи! Салам!
Паян санăн пысăк уяв.
Мухтав сана, паттăр салтак,
Çĕршыва хÿтĕленĕшĕн тав!
2-мĕш ача:
Тăван çĕршыв – пуçран хакли,
Кашни çыннах вăл – чи кирли.
Унăн ăшши – чĕре тулли,
Пуянлăхĕ – кашнин валли.
3-мĕш ача:
Тăван çĕршыв çирĕп пулсан,
Ывăл-хĕрÿ те хур курман.
Тăван çĕршыв, эс сыв пулсан,
Тăван йăву та пулĕ сан.
4-мĕш ача:
Тăван çĕршыв çирĕплĕхĕ
Вутлă арминчен килет.
Çапăçмашкăн питĕ вирлĕ
Харсăр салтак çеç пĕлет.
5-мĕш ача:
Салтак ятне илес тени –
Пасар кулач çини мар.
Йывăрлăхранушатÿсни –
Сала йыттипулнимар.
6-мĕш ача:
Салтакслужби пит тăварлă,
Çăкăрĕ те ват пек йÿçĕ.
Пурнăçĕ ун вут-кăварлă,
Çавăнпа хисеплĕ ячĕ.
- «Мальчишка – будущий солдат» юрă
(сăмахĕсем А.И.Пилецкаян, кĕвви В.Трубачевăпа Д.Трубачевăн)
Ертсе пыракан:
Халĕ вара ăмăртусене пуçлăпăр. Пирĕн хушăра кахалсем те, юлхавсем те çук. Пулас салтаксене ăмăртусене хастар хутшăнма чĕнетпĕр! 2 ушкăна пайланăпăр. Паллах, малтан шăм-шака хускатмалла.
- «Солнышко лучистое» разминка
(Ачасем сывлăха çирĕплетмелли ĕçсем/хусканусем тăваççĕ.)
Ертсе пыракан:
Эсир туслă, ачасем, чăн-чăн салтаксем пекех. Çапах та аттесем пекех хăюллă, вăйлă пулас тесен пĕлÿ те, хытă тăрăшни те кирлех! Апла пуçларăмăр тĕрĕслеме! Хăш ушкăн хăвăртрах тата тимлĕрех?
- «Постри салтак» конкурс
(Пукан çинче пиншак, пилотка тата пăшал выртать. Сигнал парсан сирĕн чупса çитмелле палăртнă вырăна, тумсене тăхăнмалла, хăвăрт чупса кайса пукан йĕри-тавра чупса çаврăнмалла, тумтире типтерлĕ хывса хумалла, эстафетăна теприне памалла. Хăш ушкăн маларах вĕçлет?)
Ертсе пыракан:
Ку конкурса валли икĕ атте кирлĕ. Малалла эсир епле тĕл пеме пĕлнине тĕрĕслĕпĕр. Аттесем карçинкка тытса тăраççĕ, ачасен мечĕксене тĕл персе кĕртмелле.
- «Тĕл перекен» конкурс
Ертсе пыракан:
Сире килти ĕç парса янăччĕ. Хутран самолет тумалла пулнă. Халĕ вара кам чи инçерех вĕçекен самолет ăсталанине пĕлĕпĕр.
- «Летчиксем» конкурс
(Кашни ача ашшĕпе пĕрле хăйсем тунă самолетсене вĕçтереççĕ. Камăн самолечĕ инçерех вĕçет?)
- «Кавалеристсем» конкурс
(Ушкăнсем «лашасем çине утланса» ăмăртаççĕ.)
Ертсе пыракан:
Пирĕн арçын ачасем чăннипех те пит маттур, уяв ячĕпе «Десантниксен ташши» парнелеççĕ аттесене.
- «Десантниксен ташши»
(Арçын ачасем «ВДВ с неба привет» юрă кĕввипе ташлаççĕ.)
Ертсе пыракан:
Чăн-чăн салтакăн вăйлă та, хăюллă та, ăслă та пулмалла. Тĕрĕслесе пăхар.
- «Тупсăмне пĕл» конкурс
(Ушкăнсем çар техники ячĕсем çинчен хывнă тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлмелле тупăшаççĕ.)
Тупмалли юмахсем:
- Чунĕ çук, юнĕ çук, кайăкран хытă вĕçет. (самолет)
- Эпĕ çав тери пысăк техника, ÿтĕм манăн тимĕртен,
Мĕнпур тăшмана хăратса перетĕп эп снарядсенчен. (танк)
- Шыв айĕнчи тимĕр кит çĕрĕн-кунĕн çывăрмасть.
Çĕрĕн-кунĕн çывăрмасть, тăшмансенчен вăл сыхлать. (шыв айĕнчи карап)
- Хăй килĕнчен аякра …… çÿрет тинĕсре. (карап)
Ертсе пыракан:
Чăннипех маттур пирĕн ачасем. Ку конкурс витĕр те ăнăçлă тухрăр эсир. Малалла хĕр ачасем арçын ачасене сăвă парнелесшĕн.
1-мĕш хĕрача:
Паттăр салтак пур çинче
Усал тăшман нимех мар.
Раççей çарĕ пур çинче
Хăрушлăхран хăрар мар.
2-мĕш хĕрача:
Тăван çĕршыв чысĕшĕн
Сыхă тарать Раççей çарĕ.
Халăх пурлăх тĕрекĕшĕн
Пурте пĕрле кар тăрар-и?
3-мĕш хĕрача:
Салтак пулса курмасăр
Пурнăç хакне чухлаймăн.
Çапăçура пулмасăр
Нуша мĕнне пĕлеймĕн.
4-мĕш хĕрача:
Тăшман - çĕлен, эс ан ĕнен,
Ăна шансан, чунсăр юлан
Ялан сыхă тăрсан кăна
Тăшман пуçне эс çĕнтерен.
5-мĕш хĕрача:
Вăрçă вăл – чи хăрушши,
Хÿтĕлевçĕ! Сыхă тăр!
Тăшманпа кĕрешесси –
Вăй виçсе выляни мар.
6-мĕш хĕрача:
Мирлĕ пурнăçăн тĕрекĕ!
Санран вăйли ним те çук.
Мирте пулсан пирте пулĕ,
Миртен асли ним те çук.
- «Поздравляем мальчиков» юрă.
Хĕр ачасем юрлаççĕ
Ертсе пыракан:
Çапла. Манпа пурте килĕшеççĕ пуль тесе шутлатăп. Чăнах та, пирĕн аттесем чи ăслисем, чи маттуррисем. Киĕшетĕр-и эсир манпа, ачасем?
Ачасем (харăс): Килĕшетпĕр!
Ертсе пыракан:
Аттесем маттур пулнине тепĕр хут çирĕплетсе хăварар. Икĕ атте кирлĕ каллех.
- «Мина уйĕ» конкурс
(Илемлĕ юрă янăрать. Аттесен куçĕсене сыхаççĕ, карçинккасем параççĕ. Сигнал хыççăн палас çинчи «минăсене» (кубиксене) пуçтармалла. Палăртнă вăхăтра кам ытларах кубик пухать?)
Ертсе пыракан:
Пирĕн ушкăнри хĕр ачасем мĕнпур арçынсене «Ангелсенташши» парнелесшĕн. Хапăл туса кĕтсе илетпĕр вĕсене.
- «Ангелсенташши»
Ертсе пыракан:
Çакăнпа пирĕн уяв вĕсленчĕ. Аттесене, асаттесене, кукаçисене тепĕр хут уяв ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр. Ырă ĕçсем туни, садикре хамăра аван тытни, аслисене итлени – çаксем пурте аттесемшĕн чи лайăх парне пулĕç. Яланах сапăр пулар. Çавăн пекех юратнă çыннăмарсем валли эпир пĕчĕк парнесем те хатĕрлерĕмĕр.
Ачасем ашшĕсене хайсем тунă парнесем (открыткăсем) параççĕ.
Усă курнă литература:
- Пирĕн уявсем. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви, 1991.
- Пĕрле вулар-ха. Хрестомати. 2-мĕш кĕнеке. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви, 1987.
- Чăваш музыки ача садĕнче. Хрестомати. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви, 1995.
- Чăваш халăх сăмахлăхĕ. Вак жанрсем. 5 том. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви, 1984.