Сценарий к Новому году для ясельной группы.
методическая разработка
Сценарий к Новому году для ясельной группы на чувашско (родном) языке. Персонажи: Снеговик, лисичка, мишка, Снегурочка, Дед Мороз и ведущая Зима.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
stsenariy_k_novomu_godu.docx | 31.77 КБ |
Предварительный просмотр:
МБДОУ «Айбечский детский сад «Аистенок»
Ибресинского района Чувашской Республики
Юр кĕлетке сăмса çухатни
1-мĕш кĕçĕн ушкăн валли хатĕрленĕ
Çĕнĕ çул сценарийĕ
Çырса хатĕрлекенĕ: Венедиктова О.И
воспитатель
д.Айбечи
2018г.
Илемлĕ зала кĕвĕ майĕпе ачасем пырса кĕреççĕ
Ертсе пыракан: Сывă-и ачасем, хăнасем? Епле илемлĕ паян пирĕн кунта, зал варрине илемлĕ хăна килсе ларнă. Йăлтăр çутăсемпе йăлтăртатать.
Çывăха килсе пăхсамăр,
Çÿлелле те аяла
Мĕн чухлĕ тетте-çке çакнă
Елка ларать çутатса.
Килĕшет-и сире елка?
Ачасем, хурав парсамăр!
Ачасем: Килĕшет, паллах!
Ертсе пыракан: Апла пулсан, уява пуçлас паян!
Пирĕн чăрăш питĕ капăр
Симĕс, симĕс йĕпписем
Анчах пăхăр,ачасем
Тем çунмаççĕ çутисем.
Мĕн халь пирĕн тумалла
Мĕнле ăна çутатмалла?
Тем пулман-ши чăрăша
Вăл шăнман-ши тамаша?
Ачасем, айтăр-ха эпир ăна хитре, ăшă, çепĕç,сăмахсем каласа ăшăтатпăр.
Мĕнлерех-ши пирĕн елка? Калăр-ха, ачасем? (елка капăр, хитре, симĕс, йалтар – ялтар)
Пурте пĕрле: Елка тархасшăн, çутăл!!!
(Асамлă кĕвĕ майăн елка çуталать)
Елка калаçать: Сывă – и, манăн туссем? Сире Çĕнĕ çул çитнĕ ятпа саламлатăп. Эсир пĕлетĕр-и-ха сирĕнпе кам калаçать? Эпĕ ку – илемлĕ чăрăш, епле хитре сăмахсем каларăр эсир мана. Тавтапуç сире, халĕ вара эпĕ сире çĕнĕ çулхи юмах каласа парăп.
Юрă «Хоровод вокруг елки»
Ертсе пыракан: Ачасем, айтăр-ха ларар, юмах курма хатĕрленер.
Кĕвĕ майĕпе зала Юр пике кĕрет.
Юр пике: Хĕллехи салам сире, пурне те!
Аслисене те, ачасене те,
Ашшĕсене, амăшĕсене, асанне – кукамайсене
Хĕр ачасене те, арçын ачасене те.
Сирĕн пата уява пĕччен килмен-ха эпĕ. Манпа пĕрле ман юлташсем – юр пĕрчисем. Килĕр кунта, юр пĕрчисем,
Манпа пĕрле ташлама,
ташлама та савăнма.
Ташă: «Малыши карандаши»
Юр пике: Вăрманта, уçланкăра
Эп пурнатăп пĕр пÿртре
Эп унта пĕччен мар –
Ман пулăшакан та пур унта
Манăн вăл шап – шурăскер
Пуçран пуçласа ура тупанĕччен
Юр чăмăркки пек çаврака вăл,
Куçĕсем ун кăмрăкран,
Сăмси вара – кишĕртен,
Юратмасть тунсăхлама
Шурă- шурă Юр кĕлетке!
Кĕвĕ майĕн зала Юр кĕлетке кĕрет, тунсăхлă, сăмсине алсапа хупланă.
Ертсе пыракан: Ак, тамаша! Юр кĕлетке хăех килет пирĕн пата. Сывă-и, Юр кĕлетке? Ма вара эсĕ питĕ тунсăхлă?Паян уяв вĕт-ха, Çĕнĕ çул, тунсăхлама вăхăт çук.
Юр кĕлетке: Манăн инкек пулчĕ-ха,
Пăхса ил, хăвах куран-ха.
Юр кĕлетке пичĕ çинчен аллисене илет те сăмси çуккине пурте кураççĕ.
Юр пике: Юр кĕлетке, эсĕ сăмсуна çухатнă пулмалла (кулянать, макăрать, куççульне шăлать).
Ертсе пыракан: Ан кулян, Юр кĕлетке, эпир сана ачасемпе пулăшăпăр! Часах сан сăмсуна тупăпăр!
Юр пике: Ачасем, хăвăр кĕсъĕрсенче пăхса илĕр-ха, никамăн та Юр кĕлетке сăмси кĕрсе ÿкмен-и унта?Тенкел айĕсене пăхса илĕр.
Ачасем Юр кĕлетке сăмсине шыраççĕ.
Ертсе пыракан: Юр кĕлеткене пулăшмаллах! Айтăр, ачасем вăрмана кайса шыратпăр. Унта çухатса хăварман-ши Юр кĕлетке хăйĕн сăмсине? Вăрмана эпир асамлă поездпа каятпăр. (Поезд туса пĕр-пĕрин хыçне тăраççĕ)
Кĕвĕ майĕпе тилĕ кĕрет
Тилĕ: Эпĕ илемлĕ- чее тилĕ
Юрататăп хитреленме
Хитреленме те чиперленме.
Ертсе пыракан: Пирĕн инкек-ха кунта,
Пăхса-ил-ха – курăн хăвах.
(Юр кĕлетке аллине пичĕ çинчен илет те, унăн сăмси çукки курăнать)
Юр кĕлетке: Ачасем патне садике васкарăм та, сăмсана çухатса хăвартăм.
Ертсе пыракан: Тилĕ тус, тилĕ тус,
Пар, тархасшăн, Юр кĕлетке сăмсине.
Тилĕ: Пар тархасшăн (йĕкĕлтешсе). Ме, тытса пăх-ха, ак ку сана каймасть-и? (Юр чăмăркки парать)
Юр кĕлетке: Мана кун пекки кирлĕ мар.
Ертсе пыракан: Вăт, куратăн, Тилĕ тус, ăна кун пеки кирлĕ мар.
Тилĕ: Кирлĕ мар тăк кун пекки, тупатпăр урăххи.
Юр кĕлетке: Манăн сăмсасăр мĕнле çÿрес-ха?
Ертсе пыракан: Малалла каятпăр-и, ачасем? Юр кĕлетке сăмсине шырама?
Тилĕ: Эп сире кун пек ямастăп, выляс килет ман сирĕнпе. Ачасем пурте йĕлтĕр, çуна, коньки юратаççĕ. Юр чăмăрккисемпе пемелле те выляма юратаççĕ паллах.
Ертсе пыракан: Айтăр, ачасем, Тилĕпе юр чăмăрккисемпе пемелле выляса илер.
Вăйă: «Юр чăмăрккисемпе пемелле»
Ертсе пыракан: Эпир вара малалла каятпăр.
(Кĕвĕ майăн ачасем малалла каяççĕ)
Юр пике: Кам-ха кунта чăрăш айĕнче пурăнать? Упа пире хăнана чĕнет иккен.
(Кĕвĕ майăн Упа килет)
Упа: Эп çывраттăм хам патра
Ура тĕпне çулласа.
Шăв- шав илтрĕм те,
Пăхма тесе тухрăм та.
Халь çыврас килмест ман
Халь выляс килет ман.
Вăйă: «Мишка - лежебока»
Юр пике: Упа –утаман, ман ыйтас килет санран
Эс курман- и вăрманта сăмса?
Юр кĕлетке ачасем патне васканă та
Хăйĕн сăмсине çухатнă.
Ертсе пыракан: Упа тус, пар-ха, тархасшăн Юр кĕлетке сăмсине.
Упа: Лимонад эп юрататăп
Час- часах «кола» ĕçетĕп (Юр кĕлеткене лимонад бутылки парать). Ак ку каять пуль сана.
Юр кĕлетке: Мана кун пекки кирлĕ мар,
Хамăнах лайăхчĕ ман
Мĕн тăвас-ха халĕ ман?(Макăрать)
Юр пике: Ан макăр-ха, Юр кĕлетке, сана кам пулăшма пултарасса пĕлетеп эпĕ. Ачасем, айтăр-ха пурте пĕрле Хĕл Мучине чĕнетпĕр.
Пурте пĕрле Хĕл Мучие чĕнеççĕ
Хĕл Мучи: Сывă-и, ачасем! Çĕне çул ячĕпе сире, пурне те!Акă эпĕ çитрĕм те.
Ман сирĕнпе выляс килет
Сире савăнтарас килет
Айтăр, тăрар елка тавра,
Кĕтсе илер Çĕн çула пĕрле.
Юрă: «Песня дразнилка »
Хĕл Мучи: Ах, астăвăр-ха, туссем
Халь шăнтатăп эп сире.
Вăйă «Заморожу»
Хĕл Мучи: Ах, ывăнтăм эпĕ халь, кайса канам-ха.
Ертсе пыракан: Хĕл Мучи, пирĕн Юр кĕлетке сăмсине çухатнă, эс вăрманта курман-и ăна?
Хĕл Мучи: Çук, эп нимле сăмса та курман.
Елка калаçать: Сире мĕнле пулăшмаллине пĕлетĕп, хамăн вăрттăнлăха уçатăп. Мулкачсем питĕ маттур,
Тупса парĕç кишĕр, калăр вĕсене, илсе килччĕр кишĕр.
Юр пике: Тĕрĕс, тĕрĕс! Тавтапуç сана Елка! Айтăр-ха, мулкачсем мĕнле ташлама пелнине курар.
Ташă: «Зайка серенький сидит»
Юр пике(ташă хыççăн): Акă Юр кĕлеткен сăмси тупăнчĕ те. Тыт, Юр кĕлетке!
Юр кĕлетке: Тавтапуç, Юр пике!
Тавтапуç, мулкачсем!
Мĕнле хитре сăмса халь манăн! Тÿрех савăнас килсе кайрĕ! Айтар-ха пурте пĕрле манпа савăнăр.
Юрă: «Дед Мороз, розовые щечки »
Ертсе пыракан(парнесем): Хĕл Мучи, эс пире валли мĕн те пулин илсе килнĕ-и вара?
Хĕл Мучи: Ăçта-щи вара манăн мишук? Кунтахчĕ вĕт-ха, манса хăвартăм-ши вара?(елка тавра утса мишуккине шырать)
Юр пике: Хĕл Мучи, эсĕ асамçă вĕт-ха
Юрпа пĕтĕм таврана витме те пултаран, чÿречесене те эрешлен, çырма урла та кĕпер хывма пĕлетĕн. Хăв чăнах та маттур пулнине кăтарт-ха пире.
(Хĕл Мучи елка хыçне каять, пĕчĕкрех юр чăмăркки чышса тухать)
Юр пике: Вăт, асам тăк, асам!Асатте, кусем парнесем-и вара?Мĕнле кăларăпăр вара эпир вĕсене?
Хĕл Мучи: Урасемпе тапăртатсан (ачасем тăпăртатаççĕ),алă çупсан (алă çупаççĕ), юр чăмăркки хăех уçăлать.
(Хĕл Мучи парнесене валеçет)
Хĕл Мучи: Çĕнĕ çулта мĕнпур савăнăç сирĕн пултăр, сывлăх сире, пурне те!
Юр пике: Тепре тĕл пуличчен, чипер юлăр!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Открытка к Новому году «Умка», ясельная группа.
Цель: формирование интереса к эстетической стороне окружающей действительности, развитие детского творчества.Задачи: 1) развитие продуктивной деятельности детей;2) знакомство с техникой приклеивания в...
Сценарий "Счастливый Новый год" для ясельной группы
Зима пришла веселая, все люди рады ей. Она зовет на улицу и взрослых и детей. Ах, снежок! Ах, дружок! Падай на ладошку,Мы пойдем с тобой гулять в новеньких сапожках....
Сценарий Праздника Новый год в ясельной группе.
Новогоднее развлечение с детьми раннего дошкольного возраста вместе с мамами и Дедушкой Морозом....
Сценарий к Новому Году для средней группы Новый год с Сорокой
Сценарий с очень обоятельной Сорокой....
Сценарий нового года для ясельной группы
Сценарий нового года для ясельной группы...
Сценарий Нового года в ясельной группе
Сценарий Нового года в ясельной группе...
Сценарий Нового года в ясельной группе
для детей 1,5 -2 лет...