Сценарий развлечения в младшей группе «У Маши день рождения»
материал (младшая группа) на тему
Цель праздника:
Помочь детям понять, что день рождения – это праздник, где дети веселятся: поют песни, играют, танцуют.
Поднять у детей настроение, желание веселиться вместе с героями праздника.
Доставлять радость при встрече с Машей и Медведем.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
razvlechenie.docx | 395.69 КБ |
Предварительный просмотр:
МБДОУ « Айбечский детский сад « Аистенок»
Ибресинского района Чувашской республики
Сценарий развлечения
в младшей группе
« У Маши день рождения»
Воспитатель:
Константинова А. В.
Октябрь 2017
Шарсемпе илемлетсе пĕтернĕ залра хаваслă кĕвĕ янăрать. («Маша и Медведь» мультфильмри «Солнечные зайчики» юрă кĕвви)
Ачасем кĕвĕ çеммипе зала кĕреççĕ
Воспитатель: Ай, мĕнле хитре кунта паян! Маша та уйрăмах хитреленсе кайнă. Ун паян çуралнă кун. Эпир ăна хитре пукан çине лартатпăр та пысăк çаврака туса «Каравай» юрласа паратпăр.
«Каравай» вăйă юрри
Упа (кĕрет): Камсем юрлаççĕ кунта? Ай, мĕнле хитрее ачасем килнĕ пирĕн пата хăнана. Паллашар-ха сирĕнпе. Эпĕ Упа-утаман. Эсĕ кам? Мĕн ятлă-ха эсĕ? Эсĕ тата мĕн ятлă? т.ыт.те. Пуринпе те паллашрăм-и?
В.: Паян Машăн çуралнă кун. Çуралнă кун вăл – варени кунĕ.
Çуралнă кунпа саламлатпăр,
Телей, савăнăç сунатпăр.
Çуралнă кун ячĕпе
Пĕçеретпĕр варени.
Упа: Варени пĕçерме пирĕн улма-çырла, кăмпасем, йĕкелсем пуçтармалла пулать. Эсир хатĕр-и, ачасем?
Игра-аттракцион «Собери ягоды, фрукты, грибы и шишки» («Маша и Медведь» мультфильмри «Ты варись моё варенье» юрă кĕвви)
1
Упа: Ак мĕн чухлĕ пуçтартăмăр. Халĕ эп вĕсене пысăк кастрюле яратăп та пĕçерме лартатăп.
В.: Варени пиçнĕ вăхăтра айтăр, ачасем, Машăна çуралнă кун ячĕпе хитре юрă парнелетпĕр.
Юрă
В.: Çуралнă кунта пурте савăнаççĕ.
Вăйă «Жмурки». (Малтан Упа, кайран Маша)
Сирена сасси илтĕнсе каять. Упа пысăк машина туртса кĕрет. Машина çинче пысăк коробка.
Упа: Вăрмантан коробка килчĕ пирĕн пата. Мĕн-ши унта? Айтăр-ха, ачасем, пăхатпăр. Унта вара – Маша валли вăрманти туссенчен открыткăсем.
В.: Кайса ларăр-ха пурте. (Открыткисене кăлара-калара вуласа парать.) Кам саламлать-ши Машăна? Тимлĕ итлĕр, ачасем.(Тупмалли юмах вулать.)
Вăрăм-вăрăм хăлхаллă.
Икĕ уран сиксе çÿрет.
Кашкăртан та, упаран та,
Ачасенчен те хăрать. (Мулкач.)
(Открыткисене Машăна парса пырать)
Шăлĕ шак-шак,
Хÿри тукмак. (Кашкăр.)
2
Чеескер, хитрескер,
Халап çапма хастарскер,
Çисе янă йăвана. (Тилĕ.)
Тÿн-тÿн карчăк, тÿн карчăк,
Тÿн карчăкăн пин шăрпăк. (Чĕрĕп.)
Упа: Ну, маттур та ачасем. Тупмалли юмахсене веçех пĕлтĕр. Халĕ вара айтăр Машăпа ман юратнă вăййа вылятпăр.
«Упапа пыл хурчĕсем» вăйă
Упа: Ай, мĕнле хаваслă вылярăмăр. Эсир мана питĕ килĕшрĕр. Эп кайса пăхам-ха, ман варени мĕнле пурăнать унта. Пиçмерĕ-ши? О-О! вăт варени тăк варени пулчĕ ман!
Асамлă пакет кăларать, ун ăшĕнче конфетсем е пысăк конфет – ун ăшĕнче пĕчĕк конфетсем.Пурне те валеçсе парать.
Упа: Ачасем, айтăр-ха Машăна тепĕр хут çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр.
Ачасем: Саламлатпăр! Саламлатпăр! Саламлатпăр!
Упа: Çуралнă кунта выляççĕ те, юрлаççĕ те, ташлаççĕ те. Айтăр эпир те ташлатпăр.
3