Сценарий новогодний для младшей группы «Заюшкина Избушка»
материал (младшая группа) на тему
Цель праздника:
Создать у ребёнка радостное настроение, вызвать эмоциональный подъём.
Задачи: Развивать певческие, ритмические способности ребёнка.
Развивать коммуникативные способности ребёнка.
Развивать эмоциональную отзывчивость, музыкальную культуру.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
novyy_god_ispravlennyy_2.docx | 23.86 КБ |
Предварительный просмотр:
МБДОУ « Айбечский детский сад « Аистенок »
Ибресинского района Чувашской Республики
Сценарий новогодний
для младшей группы
«Заюшкина Избушка»
Воспитатель:
Константинова А. В.
Декабрь 2017
Уяв йĕрки :
Ачасем группăра чÿречерен урамра Хĕл Мучи килнине кураççĕ.
Е.п.: - Ачасем, пăхăр-ха, кам килет пирĕн садике?
Ачасем: - Ура! Хĕл Мучи!
Е.п.: - Хĕл Мучи патне ёлкăна каятпăр-и, ачасем?
Ачасем: - Каятпăр!
Çĕнĕ Çул кĕввипе ачасем зала кĕреççĕ.
Е.п.: - Ай мĕнле хитре кунта паян!(йĕри-тавра пăхаççĕ).Ай-уй, кам
ларать кунта çывăрса?(Хĕл Мучи ёлка çумĕнче çывăрать, хăрлаттарать).
Ачасем: - Хĕл Мучи!
Е.п.: - Айтăр пурте пĕрле : - Хĕл Мучи тăр! – тетпĕр.
- Çук, вăранмаç.Тен хытă ал çупса пăхатпăр( ал çупаççĕ – вăранмаç). Апла пулсан урасемпе хытă тапăртаттаратпăр (Хĕл Мучи вăранать).
Х.М.: - Ой, ачасем, эпĕ сире кĕтсе çывăрсах кайнă (карăнать).
- Сывлăх сунатăп, ачасем!
Ачасем: - Сывах-ха!
Е.п.: - Хĕл Мучи, эпир ачасемпе ёлкăна санпа пĕрле савăнма килтĕмĕр.
Х.М.: - Хаваспах савăнатăп çакăн пек хитре те маттур ачасемпе:
Упа çурисем те пур кунта, тилĕ çурисем те, юр пĕрчийĕсем тата мĕнле хитре!
- Хитре- и ,ачасем, манăн ёлка? Килĕшет-и вăл сире?
Юрă „ Ой – ой – ой!”
Х.М.: - Ну маттур та ачасем!
- Ёлка та савăнса кайрĕ, мĕнле хитре юрлама пĕлеççĕ ман çинчен ку ачасем, тет, хăйĕн йĕпписемпе аллине çупать.
Е.п.: - Тата сăвăсем каласа савăнтаратпăр-и , ёлкăна? Итле-ха ёлка ачасене, сан çинчен мĕнле хитре сăвăсем вĕреннĕ, Хĕл Мучи, эсĕ те итле:
Сăвăсем калаççĕ.
Х.М.: - Маттур, маттур, ачасем! Ёлка тата хытăрах савăнса кайрĕ.
Е.п.: - Апла пулсан тата юрласа ташлар-ха ёлка тавра.
Юрă - ташă „ Малыши – карандаши”:
Х.М.: - Ку маттур ачасем патĕнчен манăн каяс та килмеç, ытла хитре ташлама пĕлеççĕ.
Е.п.: - Хĕл Мучи пирĕн ачасем савăнма та пултараççĕ, сивĕрен те хăрамаççĕ.
Х.М.: - Апла пулсан айтăр ман юратнă вăййа вылятпăр. Кама хамăн асамлă туяпа лектеретĕп,çавна шăнтса лартатăп çак самантрах!
Е.п. : - Ачасем, эсир вара тимлĕ пулăр.
Игра „ Мороз – Красный нос”
(Хĕл Мучи ачасенчен тепĕр енне кайса тăрать те калать:
- Я – Мороз – Красный нос,
Кто из вас решится
В путь дороженьку пуститься?
Ачасем: - Не боимся мы угроз
И не страшен нам мороз!
- теççĕ те, ёлка тавра тараççĕ, Хĕл Мучи хăвалать, туйипе лектернĕ пек тăвать).
Х.М.: - Ой, эп пăчăхса кайрăм, ачасем, уçăлтарăр-ха, мана, вĕрĕр – ха ман çине.
Е.п.: - Эс Хĕл Мучи лар тенкел çине (ачасем вĕреççĕ Хĕл Мучине).
- Ачасем сана хитре сăвăсем каласа парасшăн, итле – ха вĕсене.
Ачасем сăвăсем калаççĕ.
Х.М.: - Чăнах та, ачасем, ăçта –ши пирĕн Юрпике, эсир курман – и ăна? Унăн сумкинче асамлă çутăсем пурччĕ. Куратăр – и пирĕн ёлка çинче темскер çитмеç?
Е.п.: - Хĕл Мучи, эпир Юрпикене курман, вăл пирĕн пата килмен, аха вĕт, ачасем?
Х.М.: - Ак тамаша?Ăçта çухалса кайрĕ – ши вара вăл?Тен ăна чĕнсе пăхмалла пирĕн? Юрпике, эс ăçта?(кăшкăрать). Ачасем, эсир те пулăшăр –ха мана (пĕрле чĕнеççĕ:Юрпике, эс ăçта?) Кĕвĕпе Юрпике кĕрет:
Юрпике: - Илтетĕп, асатте, васкатăп сан пата.
Эпĕ юртан тунăскер,
Хăрамастăп сивĕрен,
Çавăнпа эп Юрпике
Сывă –и, ачасем?
Х.М.: - Мăнукăм, эс хăвăн асамлă çутăсене манса каймарăн –и илме? Ёлкăна çутатма вăхăт çитнĕ.
Юрп.: -Вĕсем акă, сумкăра.Ачасем, мана эсир те пулăшăр –ха каласа (пĕрле калаççĕ, çав вăхăтра залри çутăна сÿнтермелле):
Пĕрре, иккĕ, виççĕ – ёлка çутăл!(Юрпике ёлка çине йăлтăрккасем сапать, ёлка çутăлать).
Юрп.: - Ёлка çутăлнă ятпа манăн тусăмсем ,
Юр пĕрчисем ташă пуçлăр-ха халех.
Юр пĕрчисен ташши.
Е.п.:- Хĕл Мучи, ачасем сан çинчен хитре юрă та юрлама вĕреннĕ, итлесе пăх-ха вĕсене.
Юрă „ Дед Мороз”.
Х.М. – Тĕлĕнмелле хитре юрă! Анчах питĕ интереслĕ, мĕнле тухмалла-ха ман ку çаврака ăшĕнчен?
Е.п.: - А эпир сана кăлармастпăр, ачасем , хытă тытăр алсене, ан ярăр.
Вăйă „ Вот попался к нам в кружок”.
Ачасем: - Вот попался к нам в кружок
Здесь и оставайся.
Не уйти тебе, Мороз,
Как не вырывайся!
Х.М.: - Мĕнле кăлармастăр? А эп кунтан тухатăп ( ачасем патне пĕр енне, тепĕр енне утать, ачасем кăлармаççĕ).
-Ну, апла пулсан кунтан сикетĕп (сикнĕ пек тăвать), Мĕн япали ку? - Апла пулсан упаленсе тухатăп (упаленет- пĕрех тухаймаç ).
- Мĕн тумалла –ши?(шутланă пек тăвать), Ну, апла пулсан сирĕн çине халь пĕтĕм сивĕ сывлăшпа вĕретĕп (хытă вĕрет - ачасем тарса хăйсен вырăнне кайса лараççĕ).
Е.п.: - Маттур та Хĕл Мучи, ачасемпе юрă та юрларăн , выляма та ĕлкĕртĕн.
Х.М. – Ачасем, эсир юмах итлеме юрататăр-и? Апла пулсан тимлĕ итлĕр , юмах каласа паратăп халь сире. Манăн пĕр паллакан мулкач çури пур, вăл яланах манпа пĕрле çÿрет. (мишук ăшĕнчен кăларать).
- Эп асамçă, волшебник!
Халь эпĕ ăна чĕртетĕп.
-Ну-ка, Юрпике , илсе кил-ха ман асамлă покрывалăна.
(ачасен умĕнче мулкач çурине покрывалăпа хуплать те ёлка тавра çаврăнать, асамлă сăмахсем каласа: Трах-тиби-дох –тиби-дах! (3хут),кайран пысăк мулкач илсе тухать).
Х.М.: - Акă вăл ,чĕрĕлчĕ те! Сывă- и , мулкач тус?
Мулкач: (пуçне уснă, кичеммĕн) –Сывах-ха Хĕл Мучи.
Х.М.: - Эс мулкач мĕншĕн çавăн пек тунсăхлă.Пирĕн кунта уяв, савăнмалла паян.
Мулкач: - Ман савăнмалли нимĕн те çук.
Х.М.: - Каласа пар –ха пире, тен эпир ачасемпе пулăшатпăр сана.
Мулкач: - Эп хам валли йывăçран пÿрт туса лартрăм, лайăхчĕ мана унта пурăнма, анчах усал тилĕ килчĕ те хăваласа кăларса ячĕ мана килтен. Халĕ ман ăçта пурăнмалла?(макăрать).
Х.М.: - Ну вăл тилĕне, эпĕ ăна вĕрентетĕп! Тытам-ха хамăн алла.Пĕрре те ан кулян , мулкач тус, хăваласа кăларса яратпăр эпир ачасемпе тилĕне сан пÿртрен.
Мулкач: - Ой, хăратăп эп тилĕрен, усал вăл питĕ , çисе яма пултарать.
Юрпике: - Ан хăра, мулкач тус, эп пĕлетĕп мĕн тумаллине.Халех вăл тилĕне вĕрентсе илетпĕр. Пулăшаççĕ пире упа çурисем. Мĕнле мĕкĕрсе яраççĕ, урисемпе тапăртатаççĕ, тилĕ хăраса каять те тухса тарать сан пÿртрен. Упа çурисем тухăр-ха кунта.
Упа çурисен ташши.
Тилĕ (чÿречерен пăхса): - Мĕнле сиксе тухатăп , мĕнле чупса тухатăп - çапла пурне те çурса тăкатăп!
Мулкач: - Никамран та хăрамаç вăл усал тилĕ.
Юрпике: - Хĕл Мучи, тен хитре ташă ташласа парсан тилĕн чунĕ çемçелет.
Тилĕ çурисен ташши.
Тилĕ: - Мĕнле сиксе тухатăп , мĕнле чупса тухатăп , çапла пурне те çурса тăкатăп!
Мулкач: - Çук, мана никам та пулăшаймаç.
Юрпике: - Асатте,тилĕ никамранта хăрамаç , тен эс хăв
хăваласа пăхатăн тилĕне мулкач пÿртĕнчен?
Х.М.: - Ачасем, тен эсир пĕлетĕр, кама чĕнмелле –ши пирĕн, кам пулăшма пултарать –ши пире?
Е.п.: - Ачасем, кам пулăшать – ха юмахра мулкача?
Ачасем: - Автан!
Х.М.: - Апла пулсан автана чĕнетпĕр (асамлă патаккипе шаккать):
-Автан тус , автан тус,
Киккирикку – хĕрлĕ пуç.
Хăвăрт кил-ха эс кунта
Пулăшмашкăн мулкача!
(Кĕвĕпе Автан кĕрет çавапа, ёлка тавра утса çаврăнать).
Автан: - Ку-ка-ре-ку! Тилĕ тус! Тух хăвăртрах мулкач пÿртĕнчен. Мĕнле çавапа сулса яратăп, çаплах пуçна касса пăрахатăп!
(тилĕ чĕтресе тухать).
Тилĕ: - Ой-ой-ой!Каçарăр мана , тусăмсем, эпĕ текех усал пулмастăп , чее те пулмастăп,текехрен эп лайăх пулатăп.
Ачасемпе туслă пулатăп, санпа та мулкач тус (мулкача çурăмăнчен ачашлать ).
Х.М.: - Каçаратпăр-и , ачасем, тилĕне?
Апла пулсан выляр-ха вăйă савăнса.
Вăйă „ Снежки”.
Е.п.: -Ачасем, айтăр Хĕл Мучине хитре юрă юрласа паратпăр.
Юрă „ Хĕл Мучи”.
Х.М.: - Эсир мана савăнтартăр, апла пулсан манăн та сире савăнтармалла.
Юрпике: - Хĕл Мучи ,сан ачасем валли парнесем ăçта?
Х.М.: - Ой, ватăскер эпĕ, шăтăк пуç, мансах кайрăм ăçта хунине.
Юрпике: - Аса ил –ха, аса ил хăвăртрах, ăçта хунă эс парнесене?
Х.М.: - Ой – е -ей! Угу – гу! Нимĕнле те аса илейместĕп
(пуçне хыçать). А-а-а, мана асамлă туя пулăшать:
-Абра-кадабра! Ахалай- махалай! (туйипе шаккать).
Кĕвĕпе мишук чупса кĕрет те ёлка тавра çаврăнса каялла тухса каять.
Х.М.: - Ой – ой – ой! Эс мишукăм ăçталла?
Парнесем кирлĕ мана!
Тилĕ, мулкач, Юрпике
Пулăшăр –ха халь мана.
Илсе килĕр мишука
Халех кунта каялла.
(тилĕ, мулкач, Юрпике мишука илсе кĕреççĕ).
Х.М. – Тинех лекрĕн ман алла, тек тараймăн эс манран.
(мишукран парнесем кăларса ачасене валеçсе парать).
Автан: - Ку-ка-ре-ку! Çĕнĕ çулта пурне те телей, савăнăç сунатăп!
Юрпике: - Асамлă хĕл уявĕ ячĕпе саламлатпăр сире, ачасем!
Тилĕ: - Çирĕп сывлăх сунатăп пурне те!
Мулкач: - Пултăр телей иксĕлми!
Пурте: - Çĕнĕ Çул ячĕпе!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Сценарий Новогоднего утренника "Заюшкина избушка" (младшая группа) 2015г.
Сценарий Новогоднего утренника "Заюшкина избушка"...
Сценарий Новогоднего утренника " Заюшкина избушка" для детей средней группы
Инсценировка р. н. с. "Заюшкина избушка" приуроченная к празднованию Нового года...
Сценарий новогоднего праздника "Заюшкина избушка"
Новогодний сценарий...
Сценарий новогоднего праздника " Заюшкина избушка"
Для детей младшего возраста....
Сценарий Новогоднего праздника "Заюшкина избушка"
Сценарий для младшей группы...
Сценарий новогоднего утренника "Заюшкина избушка"
Сценарий новогоднего утреника...
сценарий новогоднего развлечения "Заюшкина избушка "
laquo;Заюшкина избушка»(новогодний утренник) Цель: Создать праздничную атмосферу, доставить радость детям. Раскрыть творческие способности детей через различные виды деятельности....