"Асатте кил картинче"
план-конспект занятия по развитию речи (младшая группа)

Осипова Елена Степановна

Конспект занятия  на чувашском языке "Асатте кил картинче" в младшей группе.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chuvashskiy_konspekt.docx20.52 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Канаш районĕн «Вǎтапуçенчи «Шāнкǎрав ача сачĕ» муниципалитетăн шкул умĕнхи вĕренÿ бюджет учрежденийĕ

Тема: «Çыхăнуллă пуплев:

Ачасен сăмах пуянлăхне ,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе « Асатте кил картинче» сăнасси.

Кĕçĕн ушкăнри ачасем валли

                                        Сценарин авторĕ:

Осипова Елена Степановна

Канаш районĕн «Вăтапуçенчи «Шāнкăрав курāкȇ» ача сачĕ» муниципалитетăн шкул умĕнхи вĕренÿ бюджет учрежденийĕн воспитателĕ

Вĕренÿ задачи:  

1. Ачасене сӑнлакан сӑвӑсемпе паллаштарасси, вӗсене ӑнланма пулӑшасси, диалог йéркелес хăнăху малалла аталанмалла.

2. Поэзии хайлавӗсене кӑмӑллӑн йышӑнма вӗрентсе пырасси.

3. Ачасене килти чȇр чунсене, ăçта тата мȇнпе тāранса пурāннине сāнама хāнāхтарасси,

Аталану задачи: Ǎсра юлнӑ сӑвӑсене палӑртуллӑ каласа пама хавхалантарасси, артикуляци аппарачĕпе фонематика сисĕмне (слух) аталантарас, пуплеври сасăсемпе кăсăклантарас ĕçе малалла тăсасси.

Сапӑрлӑх задачи: сисӗнкӗ, тимлӗх туйӑмне аталантарасси, чéр чунсемпе савăнма, лайăххине япăххинчен, ыррине  уйăрма вĕрентсе пырасси; урлă ачан кăмăл-туйăм тĕнчине пуянлатасси.

Словарь éçé: Асатте.асанне .кушак,качака.автан.

Кирлӗ хатӗрсем: мольберт, теттесем: автан, качака, кушак.

Маларах туса ирттернӗ ӗҫсем: уҫӑлма тухсан кильти черчунсене сӑнани, сāвā хăш-пĕр сыпăкĕсене калама вĕрентесси,вырāс халāх юмахéсене вулани

 Мелсемпе меслетсем:

– хавхалану саманчĕ;

– вуласа пани;

– иллюстрацисене сăнлани;

– ачасемпе выляни;

– калаçу;

– рольпе калани;

– юрласа кăтартни;

– калаçу-пĕтĕмл

Ĕç йĕрки:

(Ачасем асатте( воспитатель) тавра пуçтарăнса тăраççĕ)

 Асатте: Сывлăх сунатăп,ачасем!Мана эсир  астăватăр-и?(Ачасем хуравлаççĕ.)

 Ачасȇм: Ах асатте, асатте,

 Яр-ха мана выляма -              

Илсе килéп сан валли

Чāмǎр улма йāпанма

Асатте: Ан та йǎлăн - ямастǎп

2. Ах, асатте, асатте,

Яр - ха мана выляма

Илсе килȇп сан валли

Кавāн вāрри йǎпанма.

Асатте: Ан та йăлāн – ямастăп!  

3. Ах, асатте, асатте.

Яр-ха мана выляма

Илсе килéп сан валли

Кавāн вǎрри йăпанма  

 Асатте: Ан та йāлǎн – ямастăп

Асатте:Анчах та çак пȳпле юмахāн тупсāмне тупсан.яратāп.

- Ачасем тимлĕ итлер=, лайăхрах шутласан тупсăмне тупма пулать.

Мяу,мяу хāй кāна

Мансăрах хāйма çиет.

Кун пек тутлă хāймана

Манăн та çиес килет.

Ачасем: Кушак

Асатте: Маттур, ачасем, тĕрĕс тавçăрса илтĕр тупсăмне.

(асатте кушак тетте кāтартать)

- Терес, ку-кушак.

– Ку мéн? Ку кушак. 

– Ку мéн, Аня? Ку кушак (показ кошки)

– Ку кушак - и? Çапла, ку кушак (печчен,е пурте пéрле каласа хāварни).

-Кушак мéн çиет? (ева кушак валли чашāка сéçи тāвать те лартса парать)

Асатте: Атьāр ачасем урамма тухар

 Итлер, ачасем: ,эпé сире тепéр тупмалли юмах калам-ха

Ме-ке-кек вăл кетуре,

Ик мāйракалла,инçетре. 

Ачасем:Качака

Асатте: Терес,ку-качака.

– Ку мéн? Качака.

– Ку качака-и? Çапла, ку качака.

– Петя! Ку качака е кушак? Ку качака.

– Слава! Ку кушак- и? Çук, ку кушак мар, ку качака.

- Качака мéнпе тāранса пурāнать?(ачасен хуравесéм)

 Ǎна кам апат парас тет?

-Артем качакана курāк парать, шыв ȇçтерет.

Асатте: Ачасем, атьӑр пӳрнесемпе вылятпӑр. Пӳрне – вӑййи - такмакне качакана калатпӑр, паллашатпǎр.

 

 Пурӑннӑ тет пӳрнесем                               Пӳрнесене чышкӑна чӑмӑртатпӑр.

Хӑйсен пĕчĕк пӳртĕнче.

Ку пӳрни – асатте,                                     Пас пӳрнене çĕклетĕп

Ку пӳрни – асанне,                                     Шĕвĕр пӳрнене çĕклетĕп

Ку пӳрни – атте,                                         Вӑта пӳрнене çĕклетĕп

Ку пӳрни – анне,                                          Ятсӑр пӳрнене çĕклетĕп

Ку пӳрни вара – ачи,                                    Кача пӳрнене çĕклетĕп

Унӑн ячĕ –(ачасем хāйсен ятне каласа тухаççе) …….

Асатте:  Итлесе пǎхăр ачасем

(автан авāтни илтéнет)

Ку-ка-ре-ку тесе ирех янǎрать

Ачасене савăнтарать.

Ачасем: (автан)

- Ку автан пулнă - çке, терес, ачасем.

– Ку мéн? Ку автан.

– Ку автан е кушак? Ку автан.

– Ку автан - и, Анна? Çапла, автан менле юрлать?  «Ку-ка-ре ку» (ачасем автан пек авāтаççе).

Ачасем: Эпир «Автан тус юрā пéлетпȇр, итлесем пирȇн юррāма (ачасем юрǎ юрлаççе)

(Ачасем асаннене кураççе)

Ачасем: Асанне, асанне

Ǎçта эсȇ каятǎн?

Асанне: Асăлхана каятǎп.

Ачасем: Унта мȇскер тăватǎн?

Асанне: Типе киçак пухатāп.

Ачасем: Ах, асанне, асанне,

Тип киçакпа мéн тāван?

Асанне: Вучах чéртсе яратāп.

Ачасем: Ах,асанне.асанне,

Вучах чéртсе мȇн тāван?

Асанне: Хуран çакса яратǎп.                                                                                                                                    

Ачасем: Ах, асанне, асанне,

 Хуран чéртсе мȇн тǎван?

Асанне: Хуран кукли пȇçерȇп

               Ачасене çитерéп.

Асатте: Ачасем кукăль питé юратаççé.Çисе пāхǎр асаннен кукāльне

Ачасем: Тавтапуç, асанне

Асанне: Эсир мĕнле килти чéр чунсене асатте кил картинче тĕл пултăр паян? Мéн çитертéр?

(Ачасем хуравлаççĕ.)

 Терес, маттур, ачасем!

Усă курнă литература:

1. Артемьева Т.В., Михайлова С.Г., Иванова Н.В. Ачасене шкулччен вĕрентмелли тĕслĕх программа. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2015.

2. Артемьева Т.В., Михайлова С.Г. Чăваш ача сачĕсенче иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнри ачасене илемлĕ литературăпа паллаштарасси. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2016.

3. Николай Васильев. Кéçéннисен кéнеки. – Чăваш кĕнеке издательстви, 1990.

4. Егоров В.Г. Русско-чувашский словарь. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1972.