Нарăс.
материал по развитию речи (подготовительная группа) на тему
Опубликовано 31.01.2018 - 21:00 - Васильева Светлана Германовна
Кăрлач уйăхĕн 31- мĕшĕ, 2018 çул. Шкул çулне çитмен ачасене вуласа пама хайланă сăвă.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
naras_dokument_microsoft_office_word.docx | 11.08 КБ |
Предварительный просмотр:
Нарăс
Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕ, 2018 ç.
Йăл-йăл! çиçсе, ялкăшса
Сар хĕвелĕ вăранать,
Сивĕ çилĕ ахăрса
Пÿрт тăррине шак! шаккать.
Сукмаксене пытарса
Тем тарăнăш юр выртать,
Хĕл кунĕпе савăнса
Йĕлтĕр сырса яш ушать.
Ача-пăча çунапа
Тăвайккине улăхать,
Çуна çине вырнаçсан
Çилтен хытă ыткăнать.
Çил ачийĕ ăмсанать,
Хăлхаранах шăхăрать,
Ача-пăча савăнать,
Тĕттĕмчченех ярăнать.
© С. Васильева-Тельмова