«Манăн çемьери йăла-йĕрке»
план-конспект занятия (старшая группа)
"Манăн çемьери йăла-йĕрке" темăпа аслă ушкăнри ачасемпе (5-6 çулхи) ĕçлемелли тулли конспект.
Тĕллев:
- Кил-йыш текен ăнлава çирĕплетесси,
- çемье, çемьери кил-йыш йăли-йĕрки çинчен ăнлантарасси,
- çемьери çынсене юратма, пĕр-пĕриншĕн тăрăшма хăнăхтарасси.
Задачăсем:
- Ача хăй çемьере мĕнле вырăн йышăннине, аслисем уншăн епле тăрăшнине лайăхрах ăнлантарасси, хăй те вĕсене юратса хисеплеме тивĕçлине туйса илтересси,
- Кил-йышри йăла-йĕркене, уявсене ăша хывса хисеплеме хăнăхтарасси (формировать представления о семейных праздниках, традициях, реликвиях, ценностное отношение к ним).
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
chavash_respublikin_yeprec_rayonenchi.doc | 42.55 КБ |
Предварительный просмотр:
Чăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи «Хурамалти «Весна» ача сачĕ»
шкул çулне çитмен ачасен муниципаллă бюджет вĕрентÿ учрежденийĕ
«Манăн çемьери йăла-йĕрке»
Тарасова Лидия васильевна,
воспитатель
Хурамал – 2024 ç.
Тĕллев:
Кил-йыш текен ăнлава çирĕплетесси,
çемье, çемьери кил-йыш йăли-йĕрки çинчен ăнлантарасси,
çемьери çынсене юратма, пĕр-пĕриншĕн тăрăшма хăнăхтарасси.
Задачăсем:
Ача хăй çемьере мĕнле вырăн йышăннине, аслисем уншăн епле тăрăшнине лайăхрах ăнлантарасси, хăй те вĕсене юратса хисеплеме тивĕçлине туйса илтересси,
Кил-йышри йăла-йĕркене, уявсене ăша хывса хисеплеме хăнăхтарасси (формировать представления о семейных праздниках, традициях, реликвиях, ценностное отношение к ним.
Словарь ĕçĕ:
а) Çак çĕнĕ сăмахсене кĕртмелле: çилĕм (клей), асатте (дедушка по отцу), асанне, кукамай (бабушка по матери), кукаçи (дедушка по матери), атте (отец), анне (мать), кил-йыш, маттур;
ă) сăмахсене аталантармалла: юратать, ĕçлет, чи ĕçченни, пулăшать, вăйлă, аттеçĕм, аннеçĕм.
Маларах туса ирттернĕ ĕçсем: кил-йыш ÿкерчĕкĕсене пăхни, ыйту-хурав, ачасене кил-йыш çинчен калаçтарни, кĕнекесем вулани.
Занятире усă курнă материал: хутран касса тунă чĕре, çилĕм (клей), çемье ÿкерчĕкĕсем, несĕл йывăççи.
Заняти ирттермелли йĕрке:
Воспитатель: Ачасем, паян пирĕн патăрта хăнасем. Ура çине тăрса сывлăх сунар-ха вĕсене.
Ачасем (харăс): Сывлăх сунатпăр, хăнасем.
Вроспитатель: Пукансем çине вырнаçса ларăр, ачасем. Илтетĕр-и, алăка шаккаççĕ. Татах такам килнĕ пулмалла пирĕн пата. Кайса пăхам-ха. Чăнах та акă пир ĕн пата тата Илемпи çитрĕ. Вăл пушă алăпа мар, посылка посылка илсе килнĕ. Кунта «Пчёлки» ушкăнри ачасем валли тесе çырнă. Мĕн-ши унта, пĕлес килет-и сирĕн?
Ачасем(харăс): Пĕлес килет!
Воспитатель: Айтăр-ха пăхар апла. (Воспитатель посылкăран чĕре ÿкерчĕкĕ кăларать). Ай-уй еплерех хитре чĕре. Тем çырнă кунта. Итлĕр-ха.
Воспитатель: - Арина, ăслă пул, кĕçех эпĕ сана илме пыратăп. Санăн аннÿ.
- Сеня, апата веçех çисе яр, эпĕ саншăн пăшăрханатăп. Кукаму.
- Миша, ачасене ан кÿрентер, воспитателе итле. Санăн аçу.
- Мира, урама тухнă чух ăшăрах тăхăн. Аслаçу.
Воспитатель: Ачасем, эсир чухларăр-и? Эпир паян мĕн çинчен калаçăпăр?
Ачасем: Çемье çинчен.
Воспитатель: Илемпи ача садне çÿрет, вăл ушăн гербне тăвасшăн. Пулăшăпăр- и ăна? (Ачасен хурав ĕ).
Воспитатель: Мĕн-ха вăл çемье?
мĕш ача: çемьере пĕр-пĕрне юратакан çынсем пурăнаççĕ.
мĕш ача:çемьери çынсем пĕр-пĕрне хисеплеççĕ.
мĕш ача:çемьере пĕр-пĕринпе лăпкăн калаçаççĕ.
Воспитатель: Апла пулсан çемьен мĕнлерех пулмалла-ши?
Ачасем: пысăк, туслă, çирĕп, ĕçчен.
Воспитатель: Тĕрлĕ çемьери кашни çынна мĕнпе уйăрма пулать? Тĕслĕхрен, Катьăпа Алисăна мĕн енчен уйăрма пулать?
Ачасем: Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, сăн-пит, йăла-йĕрке расна вĕсен.
Воспитатель: Тĕрĕсех, ачасем. Сирĕн кашниннех çемье пур. Вăл пысăк е пĕчĕк. Паян манăн вара сирĕн кил-йышра еплерех йăла-йĕрке пуррине пĕлес килет. Çемьери кашни çын: асли те, кĕçĕнни те çав йăласене тытса пырать. Вăл кашни çемьере тĕрлĕрен пулать. Тĕслĕхрен, пĕрисем ирсерен çемьепе пĕрле ирхи зарядка тăваççĕ...
Ачасем: - çуралнă куна уявлани;
- çут çанталăкра уçăлса çÿрени, канни;
- спортпа туслă пулни;
- алă ĕçĕ туни;
- тутлă апат п ĕçерни;
- тĕрлĕ конкурссене хутшăнни;
- кĕнекесем вулани т.ыт.те
Воспитатель: Чăвашсен чи ырă йăли-йĕркисенчен пĕри вăл - несĕл йывăççи тăвасси. Акă паллашар-ха ...... çемйинчи несĕл йывăççипе.
Воспитатель: Ача калаçма вĕренсенех чи пĕрремĕш сăмах вăл - анне. Мĕн кăна тумаççĕ-ши анне аллисем. Çĕлеме, ÿкерме, çыхма, тутлă пĕçерме пĕлекен алăсем. Аттесем тата мĕн кăна тума пĕлмеççĕ-ши? Çурт тума, похода кайма, сунара çÿреме, спортпа туслашма. Асатте-асаннесем, кукамай кукаçсен йăли-йĕркине те манас марччĕ пирĕн. Айтăр-ха эпир сирĕнпе çемье сăн ÿкерчĕкĕсемне пăхар, вĕсен йăли-йĕркипе паллашар.
(Арина Тарасова, Арсений Михайлов, Арина Семенова, Арина Иванова çемье фотисем тăрăх каласа параççĕ.)
Воспитатель: Ачасем, айтăр-ха вăйă выляса илер. Вăйă ячĕ - «Камне пĕл». Çавракана тăрар-ха. (Воспитатель çаврака варринче, аллинче меч ĕк, ачасене мечĕк персе парса ыйтусем парать.)
- Эпĕ анне, эсĕ маншăн кам пулатăн? (хĕр, ывăл)
- Эпĕ кукаçи, эсĕ маншăн кам пулатăн? (мăнук)
- Эпĕ асанне, эсĕ маншăн кам пулатăн? (мăнук)
- Эпĕ кукамай, эсĕ маншăн кам пулатăн? (мăнук)
- Эпĕ пичче, эсĕ маншăн кам пулатăн? (йăмăк, шăллăм)
- Эпĕ аппа, эсĕ маншăн кам пулатăн? (йăмăк, шăллăм)
Воспитатель: Ачасем, пукансем çине вырнаçса лартăмăр, тепĕр вăйă выльăпăр. Вăйă яч ĕ - «Атте ятне пĕл». (Воспитатель пĕр-пĕр ят калать, ачасем ашшĕ ятне (отчество) калаççĕ. Тĕслĕхрен, Сергей - Сергеевна (хĕр ачасем калаççĕ) - Сергеевич (арçын ачасем калаççĕ.)
- Алексей - Алексеевна - Алексеевич,
- Андрей - Андреевна - Андреевич,
- Александр - Александровна - Александрович,
Димитрий - Димитриевна - Димитриевич
Воспитатель: Ывăнмарăр-и, ачасем? Айтăр-ха канса илер (физкльтминутка).
Çуркунне те çулла,
Кĕркунне те хĕлле
Эпир туслă çемьепе
Тăватпăр зарядка:
Анне аллине çĕклет,
Атте кукленсе ларать.
Сулахая, сылтăма
Сева шăллăм пăрăнать,
Пурте пĕрле чупатпăр,
Утса та илетп ĕр.
Воспитатель: Кĕнеке кĕтесне килĕр-ха, ачасем. Çемье çинчен калакан юмахсем эпир сирĕнпе вырăсла та чылай вуланă. Аса илер-ха: «Гуси-лебеди», «Красная шапочка», «Царевна-лягушка»,...
Воспитатель: Сăнав-танлаштару (эксперимент) ирттерни. (пĕр поднос çинче пĕр хулă выртать, тепĕр поднос çинче хулăсен çыххи). Кам-ха пирĕн ушкăнра чи вăйли, спортпа тусли. Айтăр-ха пĕлер. Ачан пĕр хулла хуçмалла, унтан çыхăри хулăсене хуçса пăхмалла. Ваттисен сăмахĕ те пур - Пĕр хулă хуçăлать, пин хулă хуçăлмасть. Тĕрĕсех иккен.Куртăр-и, ачасем? Çавăн пекех эпир те сирĕнпе ушкăнра, нумайăн пурнатпăр. Апла пулсан эпир те çирĕп, никам та пире çĕнеймест. Çапла-и,ачасем? Килĕшетĕр-и эсир манпа?
Воспитатель: Ачасем Илемпине пулăшар-и? Ушкăн гербне тăвар-и? (Ачасем чĕрен пушă енне ÿкерчĕксем çыпăçтараççĕ: мечĕк, пукане, каравай, кубик, ...)
Воспитатель: Çăкăра та çыпăçтарар-ха, ачасем. Ку вăл- эпир хăнасене яланах тарават пулнине пĕлтерет. Еплерех хитре герб ушкăнăн пулса тăчĕ, ачасем.Эсир çемьере те, ушкăнра та маттур, туслă, хисеплетĕр пĕр-пĕрне.хăвăр çемьери йăла-йĕркепе паллаштарнăшăн тавах сире.
Воспитатель: Маттур, ачасем. Эсир мана паян питĕ килĕшрĕр. Сире паянхи заняти килĕшрĕ-и? Килĕшрĕ пулсан смайликсем суйласа илме сĕнетĕп. (рефлекси).