Сурхури
учебно-методический материал по музыке (старшая группа)
Аслă ушкăнри ачасемпе ирттермелли Сурхури уявӗ
Тӗллевсем: чăваш халăх йăли-йӗркине хисеплеме тата юратма вӗрентесси. Сурхури уявӗпе паллаштарасси. Ачасен пуплевне аталантарасси.
Задачăсем: ачасене халăх уявӗсене явăҫтарасси, вӗсен музыка пултарулăхне тупса палăртасси, халăх культурипе паллаштарасси.
Умӗнхи ӗҫ: чăваш халăхӗн Сурхури уявӗ тата йăли-йӗрки ҫинчен (юмăҫ яни, лашасемпе чупни) каласа парасси, ырсунăмсем, юрăсем, ташăсем вӗренесси, тупмалли юмахсен тупсăмӗсене тупасси, хускану вăййисем ирттересси.
Кӳртĕм ĕç: воспитателĕн малтанах ачасене чăваш вăййисене тата халăх сăнавӗсене вĕрентмелле.
Словарь ӗҫӗ: Сурхури, йăва.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
andreeva_l.a._surhuri.docx | 27.33 КБ |
Онлайн-тренажёры музыкального слухаМузыкальная академия
Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей
Современно, удобно, эффективно
Предварительный просмотр:
Ҫитрӗ кӗтнӗ Сурхури!
Аслă ушкăнри ачасемпе ирттермелли Сурхури уявӗ
Тӗллевсем: чăваш халăх йăли-йӗркине хисеплеме тата юратма вӗрентесси. Сурхури уявӗпе паллаштарасси. Ачасен пуплевне аталантарасси.
Задачăсем: ачасене халăх уявӗсене явăҫтарасси, вӗсен музыка пултарулăхне тупса палăртасси, халăх культурипе паллаштарасси.
Умӗнхи ӗҫ: чăваш халăхӗн Сурхури уявӗ тата йăли-йӗрки ҫинчен (юмăҫ яни, лашасемпе чупни) каласа парасси, ырсунăмсем, юрăсем, ташăсем вӗренесси, тупмалли юмахсен тупсăмӗсене тупасси, хускану вăййисем ирттересси.
Кӳртĕм ĕç: воспитателĕн малтанах ачасене чăваш вăййисене тата халăх сăнавӗсене вĕрентмелле.
Словарь ӗҫӗ: Сурхури, йăва.
Вăйă йӗрки
Залра ӗлӗкхи йывăҫ ҫуртсем лараҫҫӗ, чăваш тӗррипе илемлетнӗ алшăллисем ҫакăнса тăраҫҫӗ.
Ертсе пыракан: Сурхури — авалхи чăваш уявĕ. Ĕлĕкрех ăна кун вăрăмланма пуçласан ирттернĕ. Сурхурие ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Сурхури ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă. Килтен-киле пуçтарнă апат-çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ апатран сĕтелçи майланă. Ача-пăча килрен-киле çӳренӗ, урайне ăшаланă пăрçа сапнă. Тарават хуçасем вĕсене тутлă çимĕçпе сăйланă. Каçхине пĕтĕм çамрăк улаха пухăннă, юмăҫ янă.
Зала икӗ ача кӗреҫҫӗ.
1-мӗш ача: Сурхури, Сурхури,
Ҫитрӗ кӗтнӗ Сурхури!
2-мӗш ача: Хирӗҫ тухса илтӗр-и,
Хапха уҫса хутăр-и?
Ытти ачасем тухаҫҫӗ.
3-мӗш ача: Ачасем, эсир ăҫта каятăр?
4-мӗш ача: Сурхури ҫитрӗ! Вăйă выляма каятпăр!
5-мӗш ача: Урам тăрăх каятпăр,
Килрен-киле ҫӳретпӗр.
6-мӗш ача: Атьăр, тухăр, ачасем,
Урам тăрăх кайăпăр.
Килрен-киле ҫӳрӗпӗр
Салат-хăмла пухăпăр.
Сурхури тӗк Сурхури,
Чаплă пултăр Сурхури!
Чăвашла кӗвӗ янăрать. Ачасем пӗрремӗш ҫурт патне пыраҫҫӗ. Пӳрт умӗнче хӗрарăм ларать.
Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Сурхури ачисем ҫитрӗҫ пуль-ха? Хирӗҫ тухса пăхам-ха?
Ачасем юрласа килеҫҫӗ.
Ачасем: Сурхури, Кӗркури!
Ваҫҫа арăмӗ Варвари.
Пире пăрҫа памасан,
Пире пăрҫа памасан,
Ана ҫинчи пăрҫине
Тăрна ҫисе ятăр-и?
Эпир Сурхури ачисем. Сывлăх сунатпăр.
Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Хаклă хăнасем, иртӗр малалла.
7-мӗш ача: Эпир сире телей сунатпăр! (Урайне пăрҫа сапать).
8-мӗш ача: Тырри пултăр! (Урайне тырă сапать).
9-мӗш ача: Укҫи пултăр! (Урайне укҫа сапать).
Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Ҫапла пултăр! Маттур, ачасем. Тупмалли юмахсен тупсăмне пӗлетӗр-и эсир?
Алăсăр, урасăр кӗпер хурать (Сивӗ).
Тулта купа, пӳрте шыв (Юр).
Шывра ҫуралать, шывран хăрать (Пăр).
Вĕçет-чĕнмест, выртать - чĕнмест,
Вилсен-шавлать, чарăнма пĕлмест (Юр çуни, ирĕлсе шыв пулни, юхни.).
Ертсе пыракан: «Пиҫиххи пăрахмалла» вăййа выляр-и?
Ачасем: Выляр.
1-мӗш ача: Эпӗ пиҫиххи пăрахаканӗ пулатăп. Кукленсе ларăр, хыҫалалла ан пăхăр.
Эп утатăп хурланса,
Хам юлташа шыраса,
Утсан-утсан чупатăп,
Пиҫиххи пăрахса хăваратăп.
2-мӗш ача: Кӗтерук, сан хыҫра пиҫиххи выртать. Пӗлеймерӗн. Кӗтерука мӗн тутарар?
Ачасем: Ташă ташлаттарар!
«Линькка-линькка» кӗвӗ янăрать. Ачасем пӗрле ташлаҫҫӗ.
Вăййа темиҫе хут выляҫҫӗ. Ачасем юрлаҫҫӗ, сăвă калаҫҫӗ.
Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Маттурсем. Эсир хӗлле ҫинчен халăх сăнавӗсене пӗлетӗр-и?
1-мӗш ача: Пӗлӗтсем ҫиле хирӗҫ шусан – юр ҫăвасса.
2-мӗш ача: Пӗлӗтсем аялтан шусан – сивӗтессе.
3-мӗш ача: Хĕл сивĕ пулсан çу питĕ шăрăх пулать.
4-мӗш ача: Ула кураксемпе чанасем тӳпере явӑнаҫҫӗ - юр ҫӑвасса.
5-мӗш ача: Йывăçсене пас тытсан - шартлама сивӗсем пуласса, тӗтре карса илсен - ӑшӑтасса.
Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Маттур.
Ак куршак, пӗчӗк куршак,
Юмăҫ ярса пăхар-и?
Ҫак куршакран япала туртса кăларатăр. Эпӗ вара сире пуласлăхра мӗн пулассине калăп.
Ачасем черетпе япала туртса кăлараҫҫӗ: ҫăраҫҫи – пуян хуҫалăх, ҫăкăр – ҫителӗклӗх, ҫӗрӗ – пуянлăх, чул – ҫӗнӗ ҫурт, хăлха ҫакки – нумай юлташ.
Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Ачасем, сире Сурхури кучченеҫне парам-ха. Паян ирех кăмакара чăкăлтак (йăва) пӗҫертӗм. (Ачасене кучченеҫпе сăйлать).
6-мӗш ача: Айтăр, ачасем, тепӗр киле каятпăр.
Ачасем: Каяр, каяр!
Ачасем тухса каяҫҫӗ.
Литература:
- Волков, Г. Н. О традициях чувашского народа в эстетическом воспитании. – Чебоксары: Чувашкнигоиздат, 1965.
- Волков, Г. Н. Трудовые традиции чувашского народа. – Чебоксары: Чувашкнигоиздат, 1970.
- Егоров, Н. И. Чувашские праздники и обряды. – Чебоксары, 1991.
- Жуковский, Р. Чувашские плясовые наигрыши. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1977.
- Лаврентьева, С. Сурхури // Сувар. - 2010. – № 1-2. – С. 11.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Сценарий чувашского праздника "Сурхури"
Сценарий праздника предназначен для детей подготовительной к школе группы. В празднике могут участвовать дети всех подготовительных групп дошкольного учреждения....
«Сурхури — чувашский праздник Рождества»
laquo;Сурхури — чувашский праздник Рождества» Цель: познакомить детей и взрослых с чувашским зимним обрядовым праздником «Сурхури»; способствовать воспитанию у детей и взрос...
Конспект занятия "Сурхури"
Без прошлого нет будущего, так звучит мудрая народная пословица и это действительно неоспоримая истина. Не зная своей национальной культуры, обычаев, традиций, человек духовно беден. Принадлежность ...
Народные праздники чувашей. Сурхури.
История того места, где мы родились и живем, для нас очень важна. Невозможно познать историю своей страны вне истории своей малой Родины. В последние годы очень много внимания уделяется изучению ...
Чувашский праздник "Сурхури"
Конспект развлечения с детьми подготовительной к школе группы посвящен знакомству с праздником зимнего цикла - «Сурхури» – праздника в честь приплода скота....