"Ача сачĕн пахча пур". Юрă.
материал по музыке (средняя группа) на тему

Васильева Светлана Германовна

“Огородная-хороводная” юрă сăмаххисене 

С. Г.  Васильева чăвашла куçарнă. Выляса юрламалла. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл acha_sachen_pahcha_pur_dokument_microsoft_office_word.docx13.54 КБ
Реклама
Онлайн-тренажёры музыкального слуха
Музыкальная академия

Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей

Современно, удобно, эффективно

Посмотреть >


Предварительный просмотр:

                     

                                      Ача сачĕн пахча пур

                                        (чăвашла куçарни)

 Ача сачĕн пахча пур,

Унта шур купăста пур

Çакăн пек чăмăрскер,

Çакăн пек пысăкскер.

Эс, купăста, ан васка,

Ташласа пар пĕр кана.

Яра пар, савăнтар,

Эпир алă çупатпăр.

Ача сачĕн пахча пур,

Унта хĕрлĕ кăшман пур

Çакăн пек çавраскер,

Çакăн пек пылакскер!

Эсĕ, кăшман, ан васка.

Ташласа пар пĕр кана

Яра пар, савăнтар,

Эпир алă çупатпăр.

Ача сачĕн пахча пур,

Унта симĕс хăяр пур

Çакăн пек вăрăмскер,

Çав тери сĕткенлĕскер!

Эсĕ, хăяр, ан васка.

Ташласа пар пĕр кана.

Яра пар, савăнтар,

Эпир алă çупатпăр.

Ача сачĕн пахча пур,

Унта сарă сухан пур

Çакăн пек çавраскер,

Çакăн пек пĕчĕкскер.

Эсĕ, сухан, ан васка.

Ташласа пар пĕр кана.

Яра пар, савăнтар,

Эпир алă çупатпăр.

Ача сачĕн пахча пур,

Унта помидор та пур

Çакăн пек хитрескер,

Хĕрлĕ тĕслĕ, тутлăскер!

Эс, помидор, ан васка.

Ташласа пар пĕр кана.

Яра пар, савăнтар,

Эпир алă çупатпăр.

Пурте пахчана тухар,

Çимĕçсене пуçтарар!

Кирлĕ пулĕç хĕлле,

Ак тутанăпăр пĕрле!