Пукане патенче ханара
методическая разработка по музыке (младшая группа) на тему

Афанасьева Тамара Васильевна

Развлечение на  чувашском  языке  с  детьми 3-4  лет

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл zala_ilemletne.docx19.67 КБ
Реклама
Онлайн-тренажёры музыкального слуха
Музыкальная академия

Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей

Современно, удобно, эффективно

Посмотреть >


Предварительный просмотр:

Зала  илемлетнĕ.  

Ачасем  чăваш  халăхăн  «Илемлĕ»  ятла   кĕввипе  алран-алла  тытăнса  кĕреҫҫе.  

Ҫур  ҫавракана  тăраҫҫĕ.

Воспит:  Ачасем,  ĕнер  пирен  пата  сыру  килнĕччĕ.  Унта,  пире  Пукане,   хăйен  патне  хăнана,  ҫуралнă  куна  чĕннĕччĕ .  Эпир  ун  патне  ҫитрĕмĕр  ĕнте,  анчах  хăй  пуканийĕ  ăҫта-ши?  Курăнмасть.  Айтăр-ха, ачасем,  хытă  кăна  юрă  юрлар,  тен  пире  илтсе  Пукане  те  ҫитĕ.

Юрă  «Ача-пăча  урамра»

Чăваш  халăх  кĕвви  стр. 100

  • Ача-пăча  урамра,  урамра  выляҫҫĕ

Урам  тулли  ачасем  выляҫҫĕ,  кулаҫҫĕ.

  •  Атя,  Валя,  урама,  урама  выляма,

Ретĕн-ретĕн  пĕр  ларса  вăй  выляр,  вăй  выляр.

Ачасем  юрласа  пĕтерсен,  пукане  урама  тухать.  Ачасене  сывлăх  сунать.

Пукане:  Сывлах  сунатап,  сире,  ачасем!  Эпĕ  пукане.  Мана  Валя  тесе  чĕнеҫҫĕ.

Воспит:  Валя,  эпир  сан  ҫыруна  илтĕмĕр,  сан  пата  ҫуралнă куна  килес  терĕмĕр,  ачасем  сан  вали  парнесем  те  хатĕрлерĕҫ.

Арҫын  ачасем:  Пул  эс  сывлăхлă,  телейлĕ

                              Ан  чирле эс  нихăҫан.

                              Сан  вали  эп  илсе  килтĕм

                              Хитре  саслă  параппан.

Арҫын  ачасем  пуканене  параппан  парнелет.

Юрă  «Параппан»

Кĕвви  Ф.Лукинăн,  сăвви  В.Давыдов  Анатрин.

стр13(1 кĕнеке)

  •  Атте  паян  хуларан  илсе  килчĕ  параппан

Пăт-пат  параппан,  пăнтăртатать  пит  аван.

Воспит:  Сан  ҫуралнă  кун  паян.  Сана  хĕрачасем  те  саламласшăн.  Весем  сана  вали  юлташ,  пукане  илсе  килне.

Вăл  илемлĕ,  чи  хитри,

Савăнан  пуль,  ҫав  тери.

Куҫесем  ун  кăн-кăвак,

Пĕвĕ-сийĕ  те  яштак.

Юрлаттарсан – вăл  юрлать,

Ташласан – пĕрле  ташлать.

Юрă  «Пукане»

  • Парнелерĕ  асанне,  мана  печĕк  пукане.

Ҫутă  сарă  ҫӳҫлине,  ялтăр  кăвак  куҫлине.

Пукане,  пукане,  эс  пăхатăн  ман  ҫине,

Пукане,  пукане,  эпĕ  пулăп  сан  анне.

  •  Ирхине  тăрать  пĕрле  манăн  пĕчĕк  пукане,

Ҫăвăнатпăр  та  пĕрле,  вăй  вылятпăр  тек  киле.

  •  Кунепе  манпа  вылять,  ҫавăнпа  та  ывăнать,

Каҫхине  юмах  ыйтать,  хыҫҫăн  лăпкă  ҫывăрать.

Воспит:  Пирĕн  ачасем  юрлама  кăна  мар,    ташлама  та  маттур.

Пукане:  Манăн  та  сиренпе   ташлас  килет.

Воспит:  Апла  пулсан  пирĕнпе  пĕрле  картана  тăр.

Ташă  «Сар  каччă»

  • Сар каччă,  сар  каччă,

Тух-ха  урама.

Мĕн  тума,  мĕн  тума?

Юрă  юрлама.

  • Сар каччă,  сар  каччă,

Тух-ха  урама.

Мĕн  тума,  мĕн  тума

Вăйă  выляма.

  • Сар каччă,  сар  каччă,

Тух-ха  урама.

Мĕн  тума,  мĕн  тума

Ташă  ташлама.

Воспит:  Килĕшрĕ-и  сана  пукане  пирĕнпе  ташлама?

Пукане:  Питĕ  килĕшрĕ.  Эпĕ  тата  выляма  юрататăп.

Вăйă  «Упа  тухрĕ  вăранса»  (чăваш  халăх вăййи).

(Ачасем  ҫавракара  тăраҫҫĕ,  упа  варринче  тенкел  ҫинче  ҫывăрать.  Упа  вăрансан  ачасем  тараҫҫĕ,  кама  тытнă,  вăл тек  вылямасть.)

Ачасем:  Упа  тухрĕ  вăранса,  упа  тухрĕ  вăранса

                Ҫырла,  мăйăр  пуҫтарма,  хуртсен  пылне  вăрлама.

Упа:        Хускалмасăр  ан  юлăр -  атту  эсĕр  тытăнăр.

Воспит:  Ачасем,  пуканен  паян  ҫуралнă  кунĕ.  Эпир  ăна  парнесем  те  патăмăр,  юрă, таша,  вăйăпа  савăнтартăмăр,  анчах  тем  манса  кайрăмăр.

Ачасем:  Эпир  паян  пуканене  саламласа,  савракана  тăрса  хăпартлу  ҫинчен  юрă  юрламан.

Юрă  «Хăпартлу»

  • Пуканен  ҫуралнă  кунĕнче

Пĕҫертĕмĕр  хăпартлу:

Ак  ҫакăн  пысăкăш,  ак ҫакăн  пĕчĕкĕш,  

Ак  ҫакăн  пек  пĕрĕнчĕк,  ак  ҫакăн  пек  сарлака.

Хăпартлу,  хăпартлу,  кама  саван,  ҫавна  чĕн

.

Пукане:  Тавтапуҫ  сире  ачасем  мана  ҫавăн  пек  савăнăсла  уяв  туса  панăшăн.  Халь  вара  эпе  сире  чей  еҫме  чĕнетĕп.  

Воспит:  Алран-ала  тытăнар  та,  группăна  Пуканепе  перле  чей  ĕҫме  кайăпăр.