Конспект открытого занятия по познавательному развитию ФЭМП в младшей группе на тему "ВОЛШЕБНЫЙ СУНДУЧОК".
план-конспект занятия по математике (младшая группа) на тему
.ИГРОВЫЕ ПРИЁМЫ:
1.Начинается занятие с сюрпризного момента : превращение воспитателя в "ВОЛШЕБНИКА".
2.Игра "Возьми себе 1 стул".
3.Физкультминутка : игра "Волшебный платок".
4.Пальчиковая гимнастика "Замок".
5.Игра "Найди ключ на замок".
6.Дыхательная гимнастика "Подуем на сундучок".
7.Игра "Найди пару лентам".
8.Анализ занятия , угощение детей.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
![]() | 102.61 КБ |
Предварительный просмотр:
Вĕренÿ йĕрки:
(Ачасем кĕвĕпе зала кĕреççĕ, вара кĕвĕ майĕпен кăна илтĕнет).
Воспитатель: - Ачасем, пирĕн пата паян хăнасем килнĕ. Айтăр сывлăх сунатпăр вĕсене! Мĕнле хитре сывлăх сунма пĕлетпĕр-ха зпир:
Здравствуйте, руки,
Хлоп-хлоп-хлоп!
Здравствуйте, ножки,
Топ-топ-топ!
Здравствуйте, гости,
Всем привет!
(ал суллаççĕ хăнасене)
В.: - Ачасем, калăр-ха мана миçе хăна килнĕ пирĕн пата?
Ачасем: - Нумай.
В.: - Вĕсем халь эсир мĕнлерех маттур пулнине пăхса лараççĕ. Ларччăр-и, хăнасем? Ларăр, тетпĕр (пурте пĕрле калаççĕ).
(Эпĕ ачасемпе калаçнă хушăра вăрттăнрах пĕр тенкел кайса лартмалла зал варрине).
В.:- Ай-уй, ачасем, мĕн выртать кунта? Камăн тумĕ вара ку? Кам тăхăнма пултарать-ши кун пек костюм? Мĕнле шутлатăр? (ачасен отвечĕсем).
В.: - Тен ман тăхăнса пăхас ăна? Тăхăнас-и, Аня?
(тăхăннă вăхăтра асамлă кĕвĕ янăрать, тĕрлĕ тĕслĕ çутă çутăлса каять).
В.: - Ай-уй, мĕскер манпа? ( çаврăнать ). Акă эпĕ асамçă, волшебник пулса тăтăм та. Ĕненетĕр-и, ачасем, эсир мана?
В.: -Халĕ хитре кайса ларăр-ха тенкелсем çине
(ачасем пĕр тенкел кăна ларнине кураççĕ).
-Мĕншĕн лармастăр?
- Пĕр тенкел кăна.
В.: - А сире миçе тенкел кирлĕ вара?
- Нумай.
В.: - Мĕншĕн нумай тенкел кирлĕ вара сире, Настя,кала-ха.
В.: - Маттур ,Настя, тĕрĕс каларăн, мĕншĕн тесессĕн эсир нумайăн. Апла пулсан кашни хăйне валли пĕршер тенкел кайса илĕр- ха хăвăрт кăна.
Вăйă „ Хăвна валли 1 тенкел ил ”.
( тенкелсем илсе кайса лараççĕ ).
В.:- Марат миçе тенкел илтĕн? Карина миçе илчĕ?
- Хитре вырнаçса лартăмăр, халĕ тимлĕ пăхатпăр ман çине. Ăçта-ха манăн асамлă патак? Эпĕ вĕт халь асамçă:
- Ахалай – махалай!
( асамлă кĕвĕ янăраса каять ,патакне çавăрса илет те çÿлте : сылтăм çанă ăшĕнчен тутăр туртса кăларать).
В.: - Акă тĕлĕнтермĕш , ачасем! Манăн сылтăм çанăран мĕн тухрĕ? (саркаласа кăтартать).
-Тутăр.
В.: - Миçе тутăр?
- Пĕр тутăр.
В.: - Тутăрĕ мĕн тĕслĕ?
-Тутăрĕ симĕс тĕслĕ.
В.: - Камилла, ку тутăр пысăк е пĕчĕк?
- Тутăрĕ пысăк.
В.: - Ачасем, тимлĕ итлĕр-ха халь мана : ку тутăрĕ пысăк тата вăл сар-ла-ка. Айтăр пурте пĕрле калатпăр : - Сарлака. Аня мĕнле тутăр терĕмĕр?
В.: - Халĕ алăсемпе кăтартатпăр , акă çакăн пек сарлака [алсене сарса кăтартаççĕ ).
В.: - Тепре çавăрса пăхам-ха асамлă патака , эсир те калама пулăшăр мана асамлă сăмахсене, тен сулахай çанăран та мĕнте пулсан тухать.
- Ахалай- махалай! (асамлă патака çавăрать).
(Асамлă кĕвĕ янăрать, сулахай çанă ăшĕнчен хĕрлĕ шарф туртса кăларать).
В.: - Ку тата мĕн, ачасем?
- Шарф.
В.: - Миçе шарф, Устиния?
- Пĕр шарф.
В.: - Мĕн тĕслĕ шарфĕ, Аня?
- Шарфĕ хĕрлĕ тĕслĕ.
В.: - Вăрăм е кĕске вăл, Никита?
- Вăрăм шарф.
В.: - Тĕрĕс, ачасем, маттур, шарфĕ вăрăм тата вăл çинçе.
Çинçе тесе пурте пĕрле калатпăр: çинçе (пурте калаççĕ).
В.: - Акă çакăн пек çинçе ( алпа тытса кăтартаççĕ).
В.: - Тутăрĕ сарлака , шарф вара çинçе ( тутăр çине хурса кăтартать ).
В.: - Халь ман пата Аня тата Никита тухать, чĕркуçленсе ларăр-ха. Эп сире витсе хуратăп: Аньăна - сарлака тутăрпа, Никитăна – çинçе шарфпа.
Аня ăçта кайса кĕчĕ?
-Тутăр айне пытанчĕ.
Никита шарф айне пытанчĕ – и? Мĕншĕн пытанмарĕ, мĕнле шутлатăн, Марат?
В.: - Тĕрĕс , мĕншĕн тесессĕн шарф – çинçе , тутăр вара – сарлака.
В.: - Ачасем, ку тутăр ахаль тутăр мар - асамлă тутăр. Айтăр вылятпăр унпа. Хăвăрт кăна пысăк çаврака туса тăратпăр та ташлатпăр кĕвĕ чарăниччен.
Вăйă „ Асамлă тутăр ‘’.
(кĕвĕ майăн ачасем ташлаççĕ, чарăнсан куç хупса лараççĕ, çав вăхăтра воспитатель пĕр ачине тутăрпа хупса хурать).
В.: - Пĕрре, иккĕ , виççĕ – куçсене уçатпăр! Кам пытанчĕ-ши, ачасем, тутăр айне?
Ачасен хуравĕсем.
( Иккĕмĕш хут вылянă чух ача вырăнне асамлă арча лартса хумалла , ун çинчен тутăра илнĕ чух асамлă кĕвĕ янăрать).
В.: - Ай-уй , ачасем. Мĕн ку?
Ачасен хуравĕсем.
В.:- Тĕрĕс , арча, мĕнле пысăк арча! Мĕн тĕслĕ вăл, Карина ?
- Хĕрлă тĕслĕ.
- Мĕн пулма пултарать-ши унта? Уçса пăхатпăр- и?
-Ой , уçăлмасть. Мĕншĕн уçăлмаç-ши?
- Çăра çакăнса тăрать.
В.: - Миçе çăра, Марат?
- Пĕр çăра.
В.: - Айтăр-ха эпир те алăсене çăра туса пăхатпăр.
(гимнастика вăхăтĕнче ачасенчен вăрттăн сĕтел çине уççисене тутăр айне хумалла варринерех).
Пальчиковая гимнастика
( Пальцы двух рук переплетаются в замочек, дети вместе с воспитателем говорят следующие слова и одновременно выполняют движения) :
На дверях висит замок, (дети сложили руки в замочек )
Я открыть его не мог, (пытаются разьединять руки, но не могут)
Ну-ка, дай-ка, поверчу, (вертят руками, не разнимая их)
Постучу, (стучат ладошками друг о друга)
Потяну и отомкну! (тянут в разные стороны и разъединяют руки ).
В.: - Уçăлать-и , уçса пăхам-ха, çук – уçăлмасть. Апла пире çăра уçма мĕн кирлĕ ?
- Уççи кирлĕ.
В.: - Миçе уççи кирлĕ?
- Пĕрре.
В.: - Асамлă тутăр пулăш-ха мана уççи тупма :
-Абро-ко- дабра!) ( тутăр айĕнчен уççисем кăларать)
В.: - Акă тупăнчĕ уççи! Анчах кунта пĕрре кăна мар, пире вара пĕрре кăна кирлĕччĕ вĕт , ачасем? Суйласа тупма пулăшатăр – и мана уççисене?
Вăйă „ Çăра валли уççи тупăр ”.
- Малтан çăра çине пăхар-ха тимлĕрех, мĕнле геометри фигури пытаннă унта?
- Тăваткал.
В.: - Çак уççине тĕрĕслесе пăх-ха, Настя. Ку уççипе уçма пулать-ши çăрана? Мĕншĕн пулмасть?
В.: - Маттур , Настя, тĕрĕс пĕлтĕн, ку уççи вĕçĕнче çаврака, çăра çинче вара – тăваткал.
- Ку уçăпа уçма пулать- ши çăрана? Никита мĕнле шутлатăн?
- Çук, кунта виçкĕтеслĕх.
-Тĕрĕс каларĕ- и , Никита?
- Халь Устиния ку уçăна тĕрĕслесе пăхать. Ку уçă çинче мĕнле фигура , Устиния? (тĕрĕслесе пăхать те , çăрана уçаççĕ , арчана уçсан унтан татах пĕчĕкрех арча кăлараççĕ).
- Ак тĕлĕнтермĕш! Татах арча. Пысăкрах е пĕчĕкрех ку арча , Аня?
- Миçе арча пулчĕ вара халь?
- Иккĕ.
В.: - Кунта тата мĕн пур – ши? (уçса пăхать -уçăлмасть) Уçăлмасть ачасем , çăра та курăнмасть.
- Айтăр эпир ун çине пурте пĕрле хытă кăна вĕрсе пăхатпăр ( арча çине вĕреççĕ ).
- Тимлĕ итлĕр – ха ,ачасем, тĕлĕнтермĕш арча темскер каласшăн пире:
- Ой-ой-ой!
Мĕн тăватăр эсир манпа?
Эп вĕт ахаль арча мар,
Эп – асамлă , эп – хитре!
Сĕтел çинче лентăсем
Пулăшăр –ха халь мана
Лентăсене суйлама –
Мăшăрĕсене тупма!
В.: - Ăнлантăр – и , ачасем, лентăсен мăшăрĕсене тупса парсан арча уçăлатăп тет. Пĕр лентине эп сире паратăп , сирĕн вара çавăн пеккине тепре шыраса тупмалла
сĕтел çинчен .Тимлĕ пулăр. Стеша, сана мĕн тĕслĕ лента патăм?
Никита , санăн лента вăрăм е кĕске? Маратăн ленти сарлака е çинçе?
Вăйă „ Лентăсен мăшăрĕсене тупăр ”.
(кĕвĕ майăн ачасем лентăсем шыраççĕ, тупсан килсе лараççĕ).
В.: -Пурте тĕрĕс тупрĕç – и, айтăр – ха тĕрĕслетпĕр ( танлаштараççĕ лентăсене ).
- Халĕ арчана уçса пăхар – ха (арча уçăлать ,ун ăшĕнчен татах пĕчĕк арча кăларать).
- Татах арча тухрĕ. Ку тата мĕнле арча? Мĕн тĕслĕ вăл , Аня?
- Сарă тĕслĕ.
В. : - Настя , миçе арча пулчĕ пирĕн?
- Виçĕ арча.
В.:- Чи пысăк арчана кăтарт –ха Камилла.
-Пĕчĕкреххине Устиния кăтартать.
-Ку вара мĕнле арча, Марат?
- Чи пĕчĕкки.
В.: - Уçса пăхам – ха эпĕ ăна ( уçăлмасть) , кунта тата мĕн пытаннă – ши? Халĕ манпа пĕрле асамлă сăмахсем калатпăр:
Пĕрре , иккĕ ,виççĕ – арча уçăл!
В.: -Темскер уçăлмасть (арчана хăлха патне илсе пырать)
-Шăпăрт , шăпăрт ,темскер калать мана арча. Аха пурте каламан иккен асамлă сăмахсене , çавăнпа вăл уçăлмасть те. Айтар – ха, пурте пĕрле хытăрах тепре каласа пăхатпăр:
- Пĕрре , иккĕ , виççĕ – арча уçăл! ( асамлă кĕвĕпе арча уçăлать , ун ăшĕнчен чупа – чупс сиксе тухать).
В.: - Ой – ой! Ку тата мĕн?
-Чупа – чупс!
В.: - Сирĕн çиес килет –и вара чупа –чупс ? Кун пек маттур ачасене çитермеллех пуль. Малтан мана калăр – ха, килĕшрĕ – и сире асамçă тĕнчинче? Марат сана мĕн килĕшрĕ? Настьăна мĕн килĕшрĕ? Мĕн турăмăр - ха эпир сирĕнпе?
-Мана та эсир питĕ килĕшрĕр. Аня та маттур пулчĕ , Никита та , Карина та , пурте ,пурте (чупа – чупс валеçсе парать ). – Халь миçе чупа-чупс юлчĕ ман асамлă арчара?
- Пĕрре те юлмарĕ.
- Халĕ вара эсир мана пулăшăр асамçă тумне хывма, пурте пĕрле калатпăр:
- Пĕрре , иккĕ , виççĕ - йĕри –тавра çаврăнса - хуратăп хывса костюма!
(асамлă кĕвĕпе çаврăнса илет те хывса хурать костюма , тĕрлĕ тĕслĕ çутă та сÿнет).
- Халĕ вара пирĕн группăна кайма та вăхăт. Хăнасене малтан пире курса ларнăшăн тавтапуç калатпăр та, хуллен каятпăр.
МБДОУ „Айбечский детский сад „ Аистёнок” Ибресинского района Чувашской Республики
Конспект открытого занятия
по познавательному развитию
ФЭМП
в младшей группе „ Колобок ”
на тему:
„ Волшебный сундучок”
Воспитатель
1 квалификационной категории:
Константинова А. В.
8 февраля 2018 г.
Образовательная область :
Познавательное развитие.
Интеграция областей :
„Художественно – эстетическое развитие” ,
„Речевое развитие” ,
„Физическое развитие”.
Цели:
Учить сравнивать два предмета, контрастных по ширине, используя приёмы наложения и приложения; обозначать результаты сравнения словами : широкий – узкий, шире – уже.
Образовательные задачи:
Закреплять и обобщать знания детей о количестве предметов, употребляя слова „один”, „много”, „ни одного”.
Закреплять умение различать и называть геометрические фигуры: круг, квадрат, треугольник ; основные признаки предметов: цвет, форму, величину.
Закреплять умение устанавливать отношения между понятиями: „большой”, „поменьше”, „самый маленький”.
Развивающие задачи:
Развивать память, слуховое и зрительное внимание, наблюдательность, мелкую моторику рук.
Развивать речь, расширять и активизировать словарный запас детей словами: широкий , узкий.
Воспитательные задачи :
Воспитывать интерес к занятию, доброжелательные отношения
Доставлять детям радость и удовольствие от встречи с волшебником и его чудесами.
Игровые приёмы:
1. Организационный момент.
2. Сюрпризный момент : превращение воспитателя в „Волшебника”.
3. Игра „ Возьми себе 1 стул ”.
4. Игра „ Волшебный платок ” (физкультминутка).
5. Пальчиковая гимнастика.
6. Игра „ Найди ключ на замок ”.
7. Дыхательная гимнастика „Подуем на сундук ”.
8. Анализ занятия , угощение детей.
Музыкальный репертуар:
1. Для входа детей.
2. Для превращения в волшебника.
3. Для волшебных моментов во время занятия.
4. Для игры „ Волшебный платок ”.
5. Аудиозапись : говорит сундук.
6. Во время игры с лентами.
Необходимый материал :
1. Костюм волшебника.
2. Волшебная палочка.
3. 3 сундучка, разные по величине.
4. Большой зелёный платок.
5. Шарф красный , длинный.
6. 1 замок и 3 ключа.
7. Стульчики по количеству детей.
8. 3 стола.
9. Чупа – чупс каждому ребёнку.
Раздаточный материал:
1.Ленты парами разной длины , ширины и цвета.