"Керменкке" ушкăна çÿрекенсем "Ик-ик упа-тус" мультфильма кăмăлласах пăхрĕç
занимательные факты (старшая группа)
Опубликовано 22.04.2022 - 10:07 - Морозова Вера Геннадьевна
Пирĕн тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. Вăл халăхăн ĕмĕр сÿнми ăс-тăн чечекĕ. Эпир мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçса ÿсетпĕр. Чăваш чĕлхи — атте-анне чĕлхи. Тăван чĕлхе — чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе, чи пахи, чун уççи. Мĕн тери илĕртÿллĕн янăрать вăл? Пирĕн хамăрăн тăван чĕлхепе яланах мухтанмалла, ăна упрама тăрăшмалла.
Чăваш чĕлхи юрă-ташăра, юмахсенче упранни темрен те паха. Мультфильмсенче те пирĕн тăван чĕлхене илтме пулать. Ачасем "Ми-ми мишки" мультфильма кăмăлласах пăхаççĕ. Çак мультфильма чăвашла куçарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Чăваш чĕлхи эрни пынă май, "Керменкке" ушкăна çÿрекен ачасемпе асăннă мультфильмăн "Кеша, пулăшсам", "Шыв айĕнчи одиссея" серийĕсене курса савăнтăмăр. Мультфильм ачасен кăмăлне кайрĕ. Асăннă мультфильм ачасен пуплевне, тавракурăмне аталантарать. Çавăн пекех пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра пулăшма вĕрентет. Мультфильмри сăнарсем ырă, ĕçчен.
Чăваш чĕлхи ачасенче упранать, çавна манас марччĕ.