Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне - пуканесем
учебно-методическое пособие (старшая группа)
Опубликовано 21.04.2022 - 21:13 - Морозова Вера Геннадьевна
Чăваш чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук.
Эпир ача садĕнченех шăпăрлансене чăваш халăх йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе паллаштаратпăр. Ку чухне вара ашшĕ-амăшĕ те питĕ пысăк пулăшу парать. Уявсене хатĕрленме пулăшнипе пĕрлех чăваш музейĕ тата ушкăн валли тĕрлĕ япаласемпе тивĕçтерни темрен паха. Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура пулни, пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлени ачасене тĕрĕс воспитани пама, вĕсен тавракурăмне аталантарма пулăшаççĕ.
"Керменкке" ушкăна çÿрекенсем чăвашла юрлама та, ташлама та, сăвă калама та, юмах лартма та ăста. Кунта ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пур. Нумаях пулмасть София Д. амăшĕпе пĕрле ушкăна илемлĕ çипсенчен çыхнă алла тăхăнмалли пуканесемпе (бибабо) тивĕçтерчĕç. Çĕнĕ çул валли вара чăрăш çине çакмалли çемçе чăваш пуканисене те çыхса панăччĕ. Ачасем вăйă урлă атте-анне чĕлхине юратма, ăна хисеплеме хăнăхаççĕ.