Чăваш чĕлхи. 6 класс
Уроксем. Тестсем. Сĕнÿсем
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Урок планĕ | 32.5 КБ |
Япала ячĕн вĕçленÿ уйăмлахĕсем | 30.37 КБ |
Предварительный просмотр:
Тема: Палл= яч\сем ёинчен =нлантарни.
Урок т\с\: ё\н\ тем=на =нлантармалли урок.
В\рентъ т\ллев\:к\ё\н класра палл= яч\семёинчен в\реннине сас илесси,палл= яч\е грамматика уйрмл=х\сем ёинчен п\т\м\шле =нлантарасси.
Воспитани т\ллев\: ват= ёынсене хисеплемелли ёинчен,в\сенчен кулмалла мари ёинчен калаёу ирттересси.
Аталантару т\ллев\:калаёу тата ёыру пуплевне с=нарл=рах тума,палл= яч\семпе пуянлатма х=н=хтарасси.
К=тарту хат\р\сем: таблиц=сем,карточк=сем, ъкерч\к, Яковлев с=н\. к\некисем.
Урок юх=м\.
1.Класа й\ркелени.
2. Урок т\ллев\семпе паллаштарни.
3.Ё\н\ тем=на =нлантарни:
Доска ёинче:
-Вут=н алли те, ури те в=р=м.
Ёак=нта палл= тун= с=мах=н ыйт=вне кал=р.М\нле пуплев пай\ пулать-ши в=л? (палл= яч\).Выр=сла м\нле пуплев пай\ в=л? Т\сл\хсем тупса пар=р.
Палл= яч\н грамматика формисемпе паллашатп=р.
Япалан,её\н,палл=н паллине п\лтерекен м\нле? ыйтура т=ракан пуплев пайне палл= яч\ теёё\.
К=м=лл= ёын к=м=лл= калаёать.
Салампи шупка к=вак к\пе т=х=нн=.
Палл= яч\сем предложенире ытларах определени пулаёё\,анчах та обстоятельство та, сказуем=й та пулма пултараёё\.
Палл= яч\сен танлаштару степен\сем.
- Т\п степень: х\рл\.
- Танлаштарулл= степень : х\рл\рех.
- В=йл= степень: х\п-х\рл\, чи х\рл\.
Палл= яч\н пал=рту форми.
-и, -скер аффикс хуш=ннипе пулать:
х\рли, х\рл\скер, сарри, сар=скер
4.И.Я.Яковлев=н «Ват=семпе ёамр=ксем» калавне вулани Итлени.Ачасем палл= яч\сене ёырса пыраёё\.
- Ачасем, калав пире м\нле пулма в\рентет? (Ваттисене хисеплеме, ват=сенчен кулма юрамасть)
- М\нле палл= яч\сене ёырса илт\р?(ват=, аван, айван, телейл\, усал, х\п-х\рл\,в=р=м).
5.Палл= яч\сем пире м\н тума кирл\-ши? (шух=ша с=нарл=рах, уё=мл=рах тума, ч\лхене пуянлатма).
6. Ё\н\ тем=на ёир\плетни В=й= выляни.П\р пан= с=мах патне палл= яч\сем тупса ёырмалла. Х=ш ретри ачасен нумайрах та х=ватл=рах пулать?
Хур=н- шур=, к=тра, сим\с, ёамр=к, ват=, яштака, хуё=к, кук=р, чирл\, х=р=к…
Сысна – таса мар, ват=, м=нт=р, хытанка, усал, ухмах, наян, хаяр, аёа, ама, п\т\...
7.К\некепе \ёлени : 153, 155 –м\ш х=н=хтарусене пурн=ёлани.
8. Ёак ваттисен с=мах\сене каласа п\тер\р:
Кам \ёлемест,ёав ёимест.
М\н акан, ёав ш=тать.
Чавса ёыв=х та ёыртма ёук.
Кая юлсан, каю ш=тать.
Ё=ла ан сур, х=в=нах \ёессъ кил\.
Ёынш=н ш=т=к ан алт, х=вах к\рсе ък\н.
9. Ч=вашла япалан т\с\сене ёырни: сим\с, к=вак, х\рл\, сар=, шур=, хура, сенкер, х=м=р, с=р=, пес, к\рен,ула, х\рх\лт\м.
10.П\т\млетъсем туни :
1.М\нле пуплев пайне палл= яч\ теёё\?
2.Ун=н ыйт=в\ м\нле?
3.Палл= яч\н м\нле степеньсем пулаёё\?
4.Палл= яч\сем предложенире м\нле член пулаёё\?
5.Палл= яч\н пал=рту форми м\нле мелпе пулать?
11. Киле \ё пани : 16&, 158 х=н=хтару(=нлантарса пани).
12. Ачасен \ёне хаклани.
Предварительный просмотр:
Тема: Япала ячĕсен вĕçленÿри уйрăмлăхĕсем.
Урок тĕллевĕ: Камăнлăхпа пару, вырăнпа туху падежĕсен вĕçленÿри уйрăмлăхĕсене асăрхама вĕрентесси; çав формăсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.
Воспитани тĕллевĕ: Кирек мĕнле чĕлхене те хисеплеме хăнăхтарсси, чĕлхесене пĕлес туйăма аталантарасси.
Усă курмалли хатĕрсем: проектор, ноутбук, DVD проигрыватель.
Урок юхăмĕ
l. Ачасене урока йĕркелени.
ll Вĕреннине аса илни
- 4 ача доска умĕнче çак сăмахсене вĕçлеççĕ: çыру, сăвă, арча, Нарспи.
Тĕп падежĕ |
çыру | сăвă | арча | Нарспи |
Камăнлăх падежĕ | çырă-в-ăн | сăвв-ăн | арча-н | Нарспи-н |
Пару падежĕ | çырă-в-а | сăвв-а | арча-н-а | Нарспи-е |
Вырăн падежĕ | çыру-ра | сăвă-ра | арча-ра | Нарспи-ре |
Туху падежĕ | çыру-ран | сăвă-ран | арча-ран | Нарспи-рен |
Пĕрлелĕх падежĕ | çыру-па | сăвă-па | арча-па | Нарспи-пе |
Суклăх падежĕ | çыру-сăр | сăвă-сăр | арча-сăр | Нарспи-сĕр |
Пирке падежĕ | çыру-шăн | сăвă-шăн | арча-шăн | Нарспи-шĕн |
Чĕлхен шăмми çук. Çынна йывăр ан кала, ху та çавна курăн. Ĕçре ĕçчен пул, çарта паттăр пул. Ĕçрен хăраман паттăр пулнă. Чĕлхÿпе ан васка, ĕçÿпе васка. Шанчăксăр пурăнакан этем çур çын кăна теççĕ. Çыншăн шăтăк ан алт, хăвах унта ÿкĕн.
- Япала ячĕсен ыйтăвĕсене, падежне палăртмалла..
Чĕлхен (мĕнĕн? камăнлăх падежĕнче)
Çынна (кама? пару падежĕнче.)
Ĕçре (ăçта?мĕнре? вырăн падежĕнче)
Çарта (ăçта?мĕнре? вырăн падежĕнче)
Ĕçрен(мĕнрен? туху падежĕнче)
Чĕлхÿпе (мĕнпе? пĕрлелĕх падежĕнче)
Ĕçÿпе (мĕнпе? пĕрлелĕх падежĕнче)
Шанчăксăр(мĕнсĕр? çуклăх падежĕнче)
Çыншăн (камшăн? пирке падежĕнче)
Слайд кăтартасси.
lll. Çĕнĕ темăпа ăнлантарасси.
1. Вĕçленÿри уйрăмлăха кăтартма доска çинче маларах вĕçлеттернĕ сăмахсенчен пуçламалла. Камăнлăх тата пару падежĕсенче пулакан улшăнусене вĕренекенсем хăйсемех кăтартма пултараççĕ. Ăна тума пулăшу ыйтăвĕсем памалла:
- Ă сасăпа пĕтекен сăмахсенче падеж аффиксĕ хушăннă чух мĕнле улшăну пулать? (Ă сасă тухса ÿкет, ун умĕн пĕр хупă сасă çеç пулсан вăл вăрăмланать, икĕ хупă сасă пулсан вăрăмланмасть.)
- А, э сасăпа пĕтекен сăмахсен вĕçленĕвĕнче мĕнле уйрăмлăх пур? (А, э сасăсемпе пĕтекен сăмахсен камăнлăх падежĕнче –н вариантлă, пару падежĕнче падеж аффиксĕ умне -н кĕрсе ларать.)
- Япала ячĕ у, ÿ сасăсемпе пĕтсен мĕнле улшăну куратăр? (У, ÿ сасăпа пĕтекен япала ячĕсем камăнлăх тата пару падежĕсенче ă, ĕ сасăсемпе ылмашаççĕ, сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине в сасă кĕрсе ларать.)
- Япала ячĕ и сасăпа пĕтсен вĕçленÿре мĕнле улшăну асăрхарăр? (и сасăпа пĕтекен сăмахсен камăнлăх падежĕнче аффиксра ĕ сасă тухса ÿкет, сăмах тĕпĕ çумне н сасă хутшăнать. Пару падежĕнче сăмах тĕпĕпе падеж аффиксĕ хушшине й хупă сасă кĕрсе ларать.)
Çак таблицăпа усă куратпăр (слайд )
падеж | сăмах мĕнле сасăпа пĕтет |
| а, е | у, ÿ | ă, ĕ | и |
кам. п. | лаша–н | пĕл (ĕ) –в - ĕн | пĕрч (ĕ) - ĕн пул (ă) - л - ăн | Нарспи - (ĕ) н |
пар. п. | лаша - н - а | пĕл (ĕ) - в - е | пул (ă) - л - а пĕрч (ĕ) - е | Нарспи - (й) - э Нарспие çыр |
Темăна çирĕплетни.
1. Камăнлăхпа пару падежĕсенче пулса иртекен улшăнăва ачасем епле ăнланнине тĕрĕслемелли ĕç.
Учитель пĕр юпана сăмах майлашăвĕсем çырать, вĕренекенсен тĕрĕс вариант çырмалла. Пĕр- пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслеме сĕнмелле.
унăн çыруне – унăн çырăвне
пăруна кĕртрĕ - пăрăва кĕртрĕ
шăшине тытрĕ - шăшие тытрĕ
арчанăн хуппи – арчан хуппи
сĕлĕнĕн миххи – сĕллĕн миххи
пăшине курчĕ - пăшие курчĕ
- Вырăн тата туху падежсенчи сăмахсене тупăр та хĕрлĕ тĕспе паллă тăвăр, предложенире мĕнле член пулнине калăр.
1. Физрук тăрăшнипе çуркунне шкулта футбол команди турĕç. 2. Тус тени пурнăçра чăнахах кирлĕ ĕнтĕ. 3.Кишĕрте питĕ нумай витамин.
4 Анкартинче пĕр хушă нимĕн те курăнмарĕ. 5. Балти тинĕсĕ хĕррине çитрĕ Канашран тухнă çар эшелонĕ. (А.Асл.) 6. Вуннăмĕш класа куçнă ачасем шкултан вĕренсе тухнă юлташĕсене ăшшăн саламларĕç. 7. Олег Çавал хĕрринчи пĕчĕк хуларан тухса кайнăранпа виçĕ çул иртрĕ. (М.Кип.)
слайд кăтартасси.
3. Класпа ĕçлемелли ыйтусем:
- Р сасăпа пĕтекен сăмахсем вырăн тата туху падежĕсенче мĕнле аффиксем йышăнаççĕ?
(-Тан(-тен)
- Ль, л, н сасăпа пĕтекен сăмахсен мĕнле улшăну пулчĕ? (Вырăнпа туху падежĕсенче çак сăмахсем –тан(-тен), -ран(-рен) аффиксем йышăнма пултараççĕ. Икĕ варианчĕ те тĕрĕс пулнине палăртмалла.)
- Ытти сасăсемпе пĕтекен сăмахсен мĕнле аффикс пулать? (-ран(-рен)
Курăмлăрах пултăр тесен таблицăпа та усă курма юрать.
сăмах мĕнле сасăпа пĕтет | аффикссем | тĕслĕхсем |
р сасăпа | -та(-те) -тан(-тен) | утарта утартан |
л, ль, н сасăсемпе | -та(-те) -тан(-тен) | çулта çултан сухалра сухалран |
ытти сасăсемпе | -ра(-ре) -ран(-рен) | кĕнекере кĕнекере |
Нумайлă хисепри е 3-мĕш сăпатри япала ячĕ пулса | -че,-чен | ялсенче ялсенчен |
Слайд кăтартасси.
Тупмалли юмахсен тупсăмне тупасси.
-Эревитлĕ –теветлĕ якат Петĕр пăчăн –тăрр! (Чĕкеç)
- Алăпа тунă çурт çумĕнче сăмсапа тунă çурт пур .(Чĕкеç йăви)
4. Текстпа ĕçлени.
Пĕринче вăйлă çумăр çуса иртрĕ. Вара сарайне шыв кайрĕ те пĕр чĕкеç йăви исленсе çĕр çине персе анчĕ. Йăвара виçĕ чĕпĕ пулнă - мĕн. Иккĕшĕ çĕре ÿксенех вилнĕ пулмалла, хытсах ларнă. Тепри сывлать ак. Сывах. Манăн ăна мĕнле те пулсан пурăнтарас килчĕ. Ара, çăхан чĕппи мар, чĕкеç чĕппи вĕт - ха вăл. Эпĕ чĕкеç чĕппине ерипен кăна алă çине илтĕм те карттус ăшне ятăм. Хам вите патне кайса вăрăм чикмек илсе килтĕм. Сарай çумне шалтан чикмек хурса çÿлелле хăпартăм. Çÿлте пирĕн тепĕр чĕкеç йăви пурччĕ.
Кармашкаласа, алла чĕкеç йăвине тăсрăм. Унта икĕ чĕпĕ пур. Çĕре ÿкнĕ чĕкеç чĕппине вăрттăн алла илтĕм. Васкаса каллех чикмек çине хăпартăм та ятăм.
Тепĕр кунне эпĕ ирхине картишне тухрăм та сарайне кĕтĕм. Пăхатăп: йăваран чĕкеç хÿри курăнать. (Кр. - Кĕç.)
- Текста ят парăр. Тĕп шухăшне палăртăр.(Чĕкеç чĕппине пулăшни)
- Чĕкеçсем мĕнлисем пулаççĕ? (çĕр чĕкеçĕ. ялти чĕкеç, хула чĕкеçĕ]
- Мĕн вăл чикмек? Синонимне калăр. (пусма)
- Камăнлăх, пару, вырăн, туху падежсенчи япала ячĕсене тупмалла. Ыйтăвне тата уйрăмлăхне палăртмалла.
Сарайне (мĕне? пару п.)
Йăвара (мĕнре? вырăн п.)
Чĕппине (мĕне? пару п)
Йăвине (мĕне? пару п.)
Картишне (мĕне? пару п.)
Йăваран (мĕнрен? туху п.)
5. Кану саманчĕ. (Кĕвĕпе хусканусем тăваççĕ.)
Çинук аппан çичĕ яш,
Çиччĕшĕ те çирĕп яш:
Пĕрремĕшĕ – Тунахай,
Иккĕмĕшĕ –Ытарай.
Виççĕмĕшĕ – Юнахай,
Тăваттăмĕшĕ – Кĕçентей,
Пиллĕкмĕшĕ – Эрнеккей.
Улттăмĕшĕ – Шăмаккай,
Çиччĕмĕшĕ –Вырăстай ,
Ун умĕнче пуçна тай.
104 –мĕш хăнăхтару. 56стр.
Скобкăри сăмахсене кирлĕ пек улăштарăр, вĕсем хăш падежра пулнине калăр.
- Алăк çумне таянса чун киленичченех итлерĕм унăн (юрри) .
- Пичче янă (çыру) эпĕ (анне) вуласа патăм.
- Ку пусăри (тулă) комбайн кĕçĕрех вырса пĕтерет.
- Тепĕр кунне (пулă) вун икĕ ача тухса каяççĕ.
- Эпир (мир) кĕрешетпĕр.
Слайд çинче тĕрĕслемелле.
Пĕтĕмлетÿ.
- Ă,ĕ сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсене вĕçленĕ чух хăш падежсенче улшăнусем палăраççĕ?(пару тата камăнлăх падежĕсенче)
- Л, н сасăсемпе пĕтекен сăмахсен хăш падежсенче икĕ тĕрлĕ аффикс варианчĕ пулма пултарать? (вырăн тата туху падежĕсенче)
- И сасăпа пĕтекен япала ячĕсене камăнлăх, пару падежĕсенче мĕнле çырмалла?(кам.п.аффиксĕн н варианчĕ хушăнать,п.п.сăмах тĕпĕпе аффикс хушнине й сасă кĕрсе ларать)
Ачасен ĕçĕсене хакласси.
Килти ĕç.
101 –мĕш хăнăхтару. (54 стр.) Скобкăри сăмахсене вырăн е туху падежĕнче çырăр.
Тĕслĕх: (Учитель) тăрать пĕр ывăл,çемйипех вăл (Хусан) – Учительте тăрать пĕр ывăл,çемйипех вăл Хусанра.