План конспект внеклассного мероприятия
план-конспект занятия
Предварительный просмотр:
План-конспект внеклассного мероприятия «Атте-аннерен асли çук».
Предмет: чувашский язык
Класс: 5 класс
Тема внеклассного мероприятия: Атте-аннерен асли çук.
Тип урока: Урок- игра.
Цели: создание условий для творческого развития учащихся, формирование активной жизненной и гражданской позиции, лидерских качеств, коммуникабельности, пропаганда здорового образа жизни, уважительного отношения к родителям.
Прогнозируемые результаты:
- Развитие коммуникабельности, формирование организаторских навыков;
- Умение находить новую, необходимую информацию;
- Формирование устойчивых творческих групп
- Самоопределение по отношению к социально-этическим ценностям объединения, определение своего статуса участника объединения
- Формирование организаторских навыков;
- Понятие о социально-позитивной модели поведения;.
Оснащение урока: компьютер, презентации, слайды, газета.
Урок теми –Атте- аннерен асли çук
Урок тĕсĕ –Ăмăрту урокĕ.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
- Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.
- Çенĕ сăвăсемпе, юрăсемпе пуянлатасси
- Ребуссем тутарасси
- Синквейнсем тума хăнăхтарасси.
- Кластерсем тутарса ачасем сăмах йышне хушса, пуплеве пуянлатасси.
- Ваттисне сăмахĕсене астуса юлса, пуплеве пуянлатасси.
Аталантару тĕллевĕ:
- Ачасен тавракурăмне аталантарасси
- Ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарасси;
- Тĕллеве тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама хăнăхтарасси ;
- Ĕçе тунă май вăхăтпа пĕлсе усă курма хăнăхтарасси ;
- Тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарасси
- Хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхтарасси;
- Хутшăнура тĕрлĕ роль калăплама пултарнине аталантаррасси (ыйту паракан, хуравлакан, итлекен, канашсемпе сĕнÿсем илекен е паракан);
- Харпăр хăй шухăшне палăртса ăнлантарма, шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама вĕрентесси.
- Ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарасси;
Технологисем:
- Информаципе хутшăну;
- Проблемăлла вĕренÿ;
- Сывлăха упрасси;
- Харпăрлăха аталантарасси;
- Ушкăнпа хутшăнса ĕçлемелли;
- «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси;
Мелсемпе меслетсем – ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, тема тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарни, командăпа ĕçлени,кĕвĕ итлени, шыравпа танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару.
Курăмлăх хатĕрĕсем – презентаци, слайдсем, «Тавах сире,атте-анне» (сăвви В.Давыдов-Анатри) юрă , карточкăсем, хаçат.
Кăтарту хатĕрĕсем - компьютер, презентаци,слайдсем, хаçат.
Урок-ăмăрту юхăмĕ.
Класа йĕркелени.
ă) сывлăх сунни
ă) фонозарядка:
Пин-пин пĕрчĕ, пин пĕрчĕ
Пин пĕрчĕ те, пĕр пĕрчĕ,
Пĕччен илсен пĕр пĕрчĕ
Пурте пĕрле – пин пĕрчĕ.
Ачасем икĕ ушкăна пайланнă. Кашни командăн хăйĕн редакторĕ. Урок вĕçĕнче вĕсен хаçат кăлармалла.
Вĕрентекен:.
Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен:
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн
Сире савса асра тытсан
Киле килме тупатпăр çул.
Чунра хĕвел–сире курсан,
Сиртен хаклини кам та çук.
Вĕрентекен: Калăр-ха ,тархасшăн, паянхи ăмăрту камсене халаланă? Эпир паянхи вăййа аттене, аннене халалланă. Атте-аннерен хакли çук. Атте! Анне! Ытарайми чăваш сăмахĕсем. Пирĕншĕн чи çывăх çынсем. Вĕсем чун-чĕринчи мĕнпур лайăх енне пире халаллаççĕ, кунран кун телей пиллесе пурнăç пурăнма вĕрентеççĕ. «Атте- анне паман ăса кĕнеке те параймĕ»,– тенĕ ваттисем. Паян эпир сирĕнпе икĕ чи пултаруллă ачасен ушкăнне пайланса ĕçлетпĕр, урок вĕçĕнче хаçат кăларатпăр. Хаçат ячĕ «Аттепе –анне пулсассăн, пуринчен те эп пуян»
Верентекен: Чăнах та эпир атте- аннерен вĕренсе пыратпăр, вĕсене тĕслĕх вырăнне хуратпăр. Анне… çак тăватă саспаллинче ырă та çепĕç туйăм пытанса тăрать? Чăваш поэчĕсем те аннене халалласа нумай сăвă- юрă çырнă. (Ачасем поэтсен тата хăйсем çырнă сăввисене пăхмасăр калаççĕ)
Кам пире мĕн пĕчĕкрен
Ÿстерет савса куллен?
Вăл―анне, тăван анне.
Тавтапуç сана, анне!
Кам пире ăс-тăн парать,
Ачашлать е хăтăрать?
Вăл анне манми анне.
Тавтапуç сана, анне!
Анне мана çунат пиллет,
Ытарайми чĕкеçем, тет
Чĕкеçĕм, тет ăс вĕрентсе,
Ăс вĕрентсе хисеплесе.
Анне мана телей пиллет,
Çурхи чипер хĕвелĕм тет,
Хĕвелĕм, тет юратнипе,
Юратнипе, савăннипе.
Анне мана кун-çул пиллет,
Таван кил-çурт тĕрекĕ тет,
Тĕрекĕ тет, куçран пăхса.
Куçран пăхса,чунтан савса.
Манăн атте пит маттур,
Тем тума та пултарать.
Трактăр - машин та ун пур,
Юратса ăна пăхать.
Заводра хастар ĕçлет
Кил-çурта та çĕнетет.
Аннене ĕçе леçет
Кĕтсе илме те ĕлкĕрет.
Каçхине шырап унпа
Задачăсен ответне.
Пур ĕçе те эс чунпа
Тунăран тавах, атте!
Вĕрентекен:Кашни çынăн хăйĕн ашшĕпе–амăшĕ–чи пахи. Эпир те атте-аннесем çинчен чи ырă самахсем çырса хуратпăр.Халĕ тепĕр конкурс ячĕ «Ăшă сăмахсем» («Атте» тата «Анне» сăмахсемпе кластер тăваççĕ.)
Вĕрентекен: Атте-анне пурри – телей. Вĕсем пире мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс çул çине тăма пулăшаççĕ. Вĕсен каланине яланах асра тытмалла. Халĕ тепĕр конкурс «Ваттисен сăмахĕсене вĕçле» (Ачасем ваттисенсăмахĕсене тĕрĕс йĕркелеççĕ).
Çемье ăшши–
Атте-аннене
Аçупа аннÿне хисепле
Атте-анне пурри–
Ашшĕсĕр ача– çур тăлăх,
Атте- анне ятне
Асатте кил ăшши тытать,
Ача-пăча ырра курса ÿссен ырă пулать,
сутăн илеймĕн.
усала курса ÿссен – усал пулать.
асанне – пÿрт ăшши.
чун-ăшши.
чи пысăк телей.
хăвнах ырă пулĕ.
амăшĕсĕр–хăр тăлăх.
ярас мар.
Вĕрентекен:Анне–çемьеăшши, атте –çемье тĕрекĕ тетпĕр. Тĕрексĕр кирек мĕнле юпа та чалăшать, тĕрексĕр кирек кам та хăйне мĕскĕн те телейсĕр туять. Кашни çемьере атте кирлĕ. Аттесĕр чун та, пурнăç та пушăрах.
Ялан пире вăй- хал кÿретĕн.
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех,
Ах, аттем,аттем, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Халĕ тепĕр конкурс «Атте» сăмахпа синквейн çырасси
Вĕрентекен:Чăваш мĕн авалтан çутçанталăкпа тачă пурăнма тăрăшнă. Чăвашăн чи юратнă йывăçĕ юман теççĕ. Ăна вăл пуççапнă. Ăна касса пÿрт лартнă, урай сарнă. Юман хуппипе кĕпе- йĕм пĕветнĕ. Чи хăватлă паттăра та юман паттăр тенĕ. Чăвашсем тата кама юманпа танлаштарнă?
Çăка йывăçне те чăвашсем питĕ юратнă. Çăка йывăçĕнчен савăт-сапа тунă, çăки пыл та панă. Кама çăка йывăçп етанлаштарнă?
Капăр хурăна та хисеплет чăваш. Хурăн та нумай усă парать. Кама хурăн йывăçĕпе танлаштарнă?
Вĕрентекен:Анне, атте çинчен нумай юрă илтнĕ эсир. Анчах та юрă йĕркисенчи сăмахĕсем пăтрашăннă. Вĕсене хăйсен вырăнне лартăр. (Ачасем юрă йĕркисенчи сăмахĕсене тĕрĕс йĕркелеççĕ).
Анне, çуратнăшăн, тавах,
Ÿстернĕшĕн, çунат, мăшăр,
Савнăшăн, те, ÿстернĕшĕн,
Пилленĕшĕн, телей, сунми.
Вĕрентекен: Кану саманчĕ çитрĕ. (Ачасем учитель хыççăн хусканусем туса пыраççĕ)
– Эс кăтарт-ха, Ваня тус,
Утаман мĕнле ташлать?
–Ак çапла, ак çапла,
Ак çапла-çке вăл ташлать.
– Эс кăтарт-ха, Ваня тус,
Асанне мĕнле ташлать?
–Ак çапла, ак çапла,
– Эс кăтарт-ха, Ваня тус,
Мулкачă мĕнлет ашлать?
–Ак çапла, ак çапла,
Ак çапла-çке вăл ташлать
Вĕрентекен: Пирĕн аттесем, асаттесем Тăван çĕршыв– хÿтĕлевçисем. Çак ребусра тăшмана пĕтерме салтака ырă сунса каланă сăмахсем пытарăннă. Мĕнле сăмахсем - ши вĕсем?(Ачасем ребус тупсăмне тупса, вуласа параççĕ, хаçат валли материал параççĕ).
Вĕрентекен: Сирĕн килте атте- анне çинчен илемлĕ калав çырмалла пулнă,çавăн пекех атте- анне сăнÿкечĕклĕ открытка евĕр туса килмелле пулнă. (Ачасем калавĕсене вулаççĕ, редакторсене параççĕ).
Вĕрентекен: Паян пирĕн вăйă вĕçленсе пырать. Халĕ эпир сире , ачасем, сăмах паратпăр. Мĕн çĕнни, кăсăкли пĕлтĕр-ха эсир паян? (Ачасем хăйсен шухăшне калаççĕ, пĕр- пĕрне хаклаççĕ, редакторсем хаçачĕсене вĕçлесе пыраççĕ, доска умне тухса çакаççĕ).
Вĕрентекен: Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе- анне те хăйĕн чун- чĕре ăшшине пире парнелеççĕ. Вĕсен хÿттинче эпир савăнса ÿсетпĕр. Атте-анне пурри– пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ.
Тав тăвасчĕ аттене
Тав тăвасчĕ аннене,
Вĕсен ырă кăмăлне
Манас марччĕ ĕмĕрне.
Юлашкинчен ачасем «Тавах сире, атте-анне» (сăвви В.Давыдов-Анатри) юрă юрлаççĕ.
Тавах сире, атте-анне
Эсир пире ача чухне
Юрла-юрла сиктернине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне
Тавах сире, атте-анне
Эсир пире ăс панине,
Телейлĕ çул пиленине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне
Тавах сире, атте-анне
Эсир пире вĕрентнине,
Ыр кăмалпа ăшăтнине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне
Тавах сире, атте-анне
Эсир пире сыхланине,
Чун-чĕререн юратнине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне
Сывпуллашни
Методический комментарий внеклассного мероприятия
Проводя внеклассное мероприятие: «Атте-аннеренаслиçук.» я активно использовала игры. Они направлены на развитие памяти, мышления, внимания.
Урок я начинаю с фонетической зарядки. Считалочки, песенки, четверостишия направлены на развитие и совершенствование произносительных навыков, создание благоприятного эмоционального настроя на уроке.Фонетическая зарядка заставляет речевой аппарат функционировать в рамках изучаемого языка, ведь каждому языку присуща своя артикуляция, своя система звуков.
Пение на уроке способствует улучшению произношения, развивает память; несёт большой эстетический и воспитательный потенциал: происходит приобщение к музыкальной культуре чувашского языка. Кроме того, пение вносит в урок разнообразие, снимает усталость.
Выпуская стенгазету, дети лучше познают себя, познают мир. У них развивается творческие способности, аккуратность при оформлении
Физкультминутки, снимают усталость и напряжение у детей, ведь дети легко утомляются и быстро теряют интерес к одному и тому же виду работы. Но кроме этого, учащиеся при выполнении физкультминутки ,опять же, упражняются в произношении. При проведении физкультминуток, игр, ведущими могут назначаться более подготовленные ученики, что является дополнительным стимулом для тех, кто ещё не был в этой роли.
Работа по развитию и поддержанию интереса к языку продолжается. За счёт кластеров, синквейнов и пословиц у детей повышается словарный запас и за счёт информации расширяется их кругозор.
Мышление детей, особенно в школьном возрасте, конкретное и опирается на наглядные образы и представления. Вот почему я использовала яркую, привлекательную наглядность, вызывающую интерес у детей.
И закончить я хочу словами Л. С. Выготского: « Если мы делаем что-либо с радостью. Мы и впредь будем стремиться делать то же самое. Если мы делаем что-либо с отвращением, это означает, что мы будем всячески стремиться к прекращению этих занятий». Поэтому я в своей работе стремлюсь к тому, чтобы дети шли на мои уроки с радостью и ожиданием чего-то нового и интересного.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект внеклассного мероприятия для обучающихся 1 курса ССУЗа "Зависимое поведение"
В данной работе освещается проблема формирования зависимого поведения...
План конспект внеклассного мероприятия на тему: «Делопроизводитель (секретарь), оператор диспетчерской (производственно – диспетчерской) службы должен уметь работать в коллективе и в команде, эффективно общаться с коллегами, руководством, потребителями».
Представленная работа показывает приемы и методы отработки ОК (общепрофессиональной компетенции) 06 «работать в коллективе и в команде, эффективно общаться с коллегами, руководством, потребителями». ...
План - конспект внеклассного мероприятия «Музыкальный аукцион»
План - конспект внеклассного мероприятия с использованием игровых технологий «Музыкальный аукцион»...
План - конспект внеклассного мероприятия (урок мужества) Тема: «Урок Победы»
Пламя Великой Отечественной войны 1941-1945 гг. бушевало 1418 дней и ночей, это почти четыре года. И все эти годы советский народ ковал победу над врагом на фр...
План-конспект внеклассного мероприятия «Родной язык, как ты прекрасен!»
Мероприятие посвящено Году родных языков и единства в Республике Татарстан и великому татарскому поэту Габдулле Тукаю ....
План конспект внеклассного мероприятия
План- конспект внеклассного мероприятия...
План-конспект внеклассного мероприятия, посвящённого первому Народному учителю Республики Мордовия А.А. Прохорову
На мероприятии рассказывается учащимся о первом Народном учителе Прохорове А.А. Актуальность темы внеклассного мероприятия - в изучении и систематизации материала об известном педагоге нашего колледжа...