Кǎçал пирěн Комсомольски районне туса хунǎранпа 75 çул çитрě.Çак районта çуралса ÿснě кашни çыннǎнах ун историне пěлмеллех, тӗпчемелле тесе шутлатǎп. Çавǎн пек тěллевпех эпě хамǎн пěчěк ěçе пуçǎнтǎм. Чи малтанах интернета кěрсе чылай пǎхкаларǎм, анчах та унта район историйě çинчен каланисем те, унǎн аваллǎхěпе паллаштаракан ěçсем те тěл пулаймарǎм.Вара ялти, шкулти библиотекǎсене çитсе хама кирлě кěнекесене шырарǎм, шкулти архивра упранакан «Каçал ен» (маларах «Октябрь ялавě» пулнǎ) хаçатсене пǎхса район историйě çинчен çырнǎ материалсемпе паллашрǎм. 1991 çулхи январěн 26-мěшěнче тухнǎ номерте эпě « Аслǎ Каçал ǎçтан пуçланнǎ?» легендǎна тупрǎм. Вǎл мана питě интереслентерсе ячě, мěншěн тесен çав вырǎнсенче эп пулса курнǎ, унта асǎннǎ ялсене лайǎх пěлетěп,юхан шыв тǎрǎхěсенче пулǎ тытнǎ.
Ялти ватǎсемпе те курса калаçма шухǎш пулчě манǎн .Вěсем те хамǎр Хырай Ẽнел çыннисем 1921 çулта Каçал тǎрǎхěнче пулса иртнě Чаппан пǎлхавне епле хутшǎнни çинчен тěлěнмелле истори каласа кǎтартрěç.Тӗплӗнрех ун ҫинчен 1992 ҫулхи январӗн 28-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ "Октябрь ялавӗ" хаҫатра вуласа пӗлтӗм. Çакǎн хыççǎн мана Каçал ялěн аваллǎхě ытларах интереслентерсе ячě.
Материалсем шыраса эпě Каçала мěншěн кайран Комсомольски ят панипе тěплěнрех паллашрǎм. Илтессе ун çинчен районти «Çěр тата ҫын» музее кайсан илтнěччě-ха. Халь ун çинчен аванах пěлтěм.
Аслǎ аттелěх вǎрçи вǎхǎтěнче Каçал ен мěнлерех пурǎнни, унǎн паттǎр ывǎл-хěрě çинчен те пěлме кǎмǎллǎ пулчě.
Ҫавӑн пекех районӑн хальхи ҫитӗнӗвӗсемпе, унӑн хастар ҫыннисемпе мухтанас та килет. Вӗсем ҫинчен ытларах та ытларах пӗлес кӑмӑл ҫуралчӗ.
Вложение | Размер |
---|---|
chavash_respublikinchi_vierenu_kasal_docx.docx | 31.7 КБ |
mukhtavla_kasal_en.ppt | 1.78 МБ |
Чӑваш Республикинчи вӗренӱ тата ҫамрӑксен политикин министерстви
Комсомольски районě
Хырай Енелěнчи пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкул
Муниципаллӑ вӗрентӱ учрежденийӗ
Тӗпчев ӗҫӗ
Тема: «Мухтавлă Каçал ен»
Ěçе пурнăçлаканě Хырай Ӗнел вӑтам
шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен
Безрукин Алексей
Ертӱҫӗ: чăваш чěлхипе литературине
вӗрентекен Кузьмина Н.В.
2014 çул
Анкета участника
Автор : Безрукин Алексей Владимирович
Название работы: "Мухтавлӑ Каҫал ен"
Название секции: " Чувашский язык и литература"
Место учебы: муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Починокинельская средняя общеобразовательная школа" Комсомольского района Чувашской Республики
Класс: 10
Руководитель: Кузьмина Надежда Валерияновна
Тупмалли:
Ум сӑмах 1стр.
1. Аслă Каçал ăçтан пуçланнă ( легенда) ; 2-3 стр
2 . Аслă Каçала мěншěн Комсомольски ят панă 3-4 стр.
3. «Чаппан пăлхавě» ( ял историйěнчен) 4-6 стр.
4. Пуçламăшě 6-7 стр.
(Комсомольски районě пуçланса кайни çинчен)
5. Пěтěмпех çěнтерушěн 7-8 стр.
6. Пăлапа Кěтне хушшинче 8-9 стр.
Хыҫ сӑмах 9 стр.
Ум сǎмах
Кǎçал пирěн Комсомольски районне туса хунǎранпа 75 çул çитрě.Çак районта çуралса ÿснě кашни çыннǎнах ун историне пěлмеллех, тӗпчемелле тесе шутлатǎп. Çавǎн пек тěллевпех эпě хамǎн пěчěк ěçе пуçǎнтǎм. Чи малтанах интернета кěрсе чылай пǎхкаларǎм, анчах та унта район историйě çинчен каланисем те, унǎн аваллǎхěпе паллаштаракан ěçсем те тěл пулаймарǎм.Вара ялти, шкулти библиотекǎсене çитсе хама кирлě кěнекесене шырарǎм, шкулти архивра упранакан «Каçал ен» (маларах «Октябрь ялавě» пулнǎ) хаçатсене пǎхса район историйě çинчен çырнǎ материалсемпе паллашрǎм. 1991 çулхи январěн 26-мěшěнче тухнǎ номерте эпě « Аслǎ Каçал ǎçтан пуçланнǎ?» легендǎна тупрǎм. Вǎл мана питě интереслентерсе ячě, мěншěн тесен çав вырǎнсенче эп пулса курнǎ, унта асǎннǎ ялсене лайǎх пěлетěп,юхан шыв тǎрǎхěсенче пулǎ тытнǎ.
Ялти ватǎсемпе те курса калаçма шухǎш пулчě манǎн .Вěсем те хамǎр Хырай Ẽнел çыннисем 1921 çулта Каçал тǎрǎхěнче пулса иртнě Чаппан пǎлхавне епле хутшǎнни çинчен тěлěнмелле истори каласа кǎтартрěç.Тӗплӗнрех ун ҫинчен 1992 ҫулхи январӗн 28-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ "Октябрь ялавӗ" хаҫатра вуласа пӗлтӗм. Çакǎн хыççǎн мана Каçал ялěн аваллǎхě ытларах интереслентерсе ячě.
Материалсем шыраса эпě Каçала мěншěн кайран Комсомольски ят панипе тěплěнрех паллашрǎм. Илтессе ун çинчен районти «Çěр тата ҫын» музее кайсан илтнěччě-ха. Халь ун çинчен аванах пěлтěм.
Аслǎ аттелěх вǎрçи вǎхǎтěнче Каçал ен мěнлерех пурǎнни, унǎн паттǎр ывǎл-хěрě çинчен те пěлме кǎмǎллǎ пулчě.
Ҫавӑн пекех районӑн хальхи ҫитӗнӗвӗсемпе, унӑн хастар ҫыннисемпе мухтанас та килет. Вӗсем ҫинчен ытларах та ытларах пӗлес кӑмӑл ҫуралчӗ.
Аслă Каçал ăçтан пуçланнă
-легенда-
Нумай, нумай вăхăт каялла Комсомольски районě вырнаçнă тавралăхра сěм вăрман ÿссе кашласа ларнă. Вăрман хуçи упа пулнă.Шăхран ялě вырнаçнă вырăнта çамрăк та чипер ача пурăннă. Унăн ашшě князь пулнă. Унăн хуçалăхě юхăннă пулнă, ашшěпе амăшě- вилнě. Унăн пысăках мар дружина пулнă. Вăл хăйне чунтан парăннă тарçа, Мамат ятлăскерне усранă.Ҫамрăк çыннăн – княçăн ячě Бикмурза пулнă.
Хальхи Луцки сали патěнчи вăрман вырăнěнче (вырăнти çынсем ăна Тюбяк теççě) таврара паллă Тюбяк ятлă князь пурăннă. Унăн икě çамрăк чипер хěр çитěннě. Аслин ячě Кошелика пулнă, кěçěннин вара – Шальтямка . Чухăн князь Бикмурза Тюбяк хěрне Кошеликăна юратса пăрахнă. Анчах та Тюбяк князь чухăн княçе , Бикмурзана кăмăлламан, ăна курасшăн та пулман.Унăн пуçěнче ăна кěру тăвас шухăш пулман та. Тюбак хăйěн аслă хěрне ,Кошеликăна, Теберды ятлă ватă княçе качча парасшăн ěмěтленнě.Теберды князь вара халě Аслă Терпит (вырăсла – Тябердино) ялě вырнаçнă вырăнта пулнă.
Бикмурза князь вара Тюбяк княçăн хěрне ,Кошеликăна вăрланă. Кошелика унăн чěререн юратнă арăмě пулса тăнă.Тюбяк çакăн пек кӱрентерěве чăтайман. Вăл Теберды княçпа калаçса татăлнă та Бикмурза князь çине тапăнма çар янă . Çак çар Бикмурза княçăн вырăнне çěмěрсе тăкнă, хăйне çапăçура вěлернě.Кошеликăна Тюбяк килне илсе кайнă.
Вăхăт иртсе пынăçемěн, Кошелика ашшěне хăйěн Бикмурзаран ача çуралассине пěлтернě.
Тюбяк питě тулхăрса кайнă та хăйěн работникěсене шăтăк чавма тата çав шăтăка Кошеликăна чěрěллех чикме хушнă. Анчах та вăл пурпěрех хăйěн хěрне шелленě. Вăл хăйěн дружинине салатса ярать те, хăйěн çурте вут тěртсе çунтарса ятать. Çав тери хăранăскер, унăн Шальтямка ятлă кěçěн хěрě вăрмана тарать, унта шыва сикет те вилет. Шальтямка вилнě вырăнта халě Шелтем ялě вырнаçнă.
Тюбяк салатса янă дружинăри çынсем Кошеликăна пытарнă вырăнта çырма хěррипе пурăнма пуçлаççě. Çырмине вара Кошелейка тесе ят параççě. Хăйсем пурăнма пуçланă ялне те Кошелей теççě.
Тюбяк дружининчи çынсен иккěмěш пайě Шальтямка шыва сиксе путнă вырăналла кайса вырнаçнă. Хăйěн пурăнма пуçланă вырăна Шельтем тесе ят параççě.
Хăйěн юратнă княҫне Бикмурзана унăн чěререн парăннă çынни Маман пěр вырăна пырать те , таврари вăрмана хăртса пурăнмалли вырăн тăвать. Вăл вара княҫне пытарнă вырăнта пурăнма пуçлать. Унта вăл пилеш тěмě лартса ÿстерет. Хальхи вăхăтра та çав вырăна Матхи (Мамат хирě) тет (Вырăсла Маматов куст).
Кошелейка шывě тăрăхěнчи ял аслăланса пынă май унта пурăнакан çынсем Кěтне шывě тăрăхне , унăн сулахай çыранӗ тăрăхне куçма шутлаççě. Вěсем кунта куçса ларнă вырăнта пěчěк арман пулнă. Ǎна халăхра Мутовка тенě. Вăл вырăнта халě те шăтăксем тěл пулаççě. Вěсем унта пурăннă çынсен çурчěсен тупсакайěсем пулнă пулать.
Кěтне ку вырăнсенче çуркунне çурхи шывсемпе тулнăран питě сарăлать. Çавăнпа та кунта килнě çынсем Кěтне шывěн сылтăм енчи чăнкă çыранě тăрăх вырнаçса ларма шут тытаççě. Малтан вěсен Кěтне хěррипе ларса тухаççě. Ял сарăлса пынă май кунта пурăннакан çынсем ăна Кошелеи- Каçал тесе ят параççě.
Аслă Каçала мěншěн Комсомольски ят панă?
Шартлама сивě кăрлач уйăхě. РКБ(б) Ҫěрпу уесěн комитетěнче виççěн лараççě : Владимир Разумов, Феликс Ленский комсомолец тата парти укомěн секретарě. Калаçу çěршыври йывăрлăхсем çинчен , контрреволюци çамрăк Совет влаçне пěтерсе хума хăтланни пирки пырать. Уком секретарě сăмах илнě,çамрăксем итлеççě. Пулěме Октябрьти революци участникě,граждан вăрçинче паттăр çапăçнă большевик Малинкин пырса кěрет.Парти укомěн секретарě ура çине çěкленет те çапла калать:
-- Эсир,хаклă юлташсем, яла большевиксен партийěн чăн-чăн представителěсем пулса каятăр. Йывăр, питех те йывăр пулать сире ялта ěçлеме. Анчах хăраса ан ӱкěр , сирěнпе пěрле парти , чухăнсем.
Владимир Разумов комсомолец – пултаруллă агитатор. Ялти хресченсем хушшинче ывăнма пěлмесěр ěçленě вăл. Докладсем, лекцисем, калаçусем тăтăшах ирттернě çулăмлă агитатор. Коммунистсен партийěпе Совет правительствин политики çинчен тěплě каласа ăнлантарнă, вулав çурчěсемпе комсомол ячейкисем йěркелеме пулăшнă вăл. Анчах та хěру чěреллě комсомолецсемпе большевиксене пурте юратман.
1921 çул пуçламăшěнче область Совечěпе парти Чăваш обкомě çав çулта акма вăрлăх хывса хăвармалли компани ирттерме йышăннă. Çав питех те кăткăс та ответлă ěçе ирттерме партипе Совет работникěсем вулăссене тухса кайнă. Шурă гвардеец пулнă çынсем , эссерсемпе кулаксем çак пысăк мероприятие хирěç тăнă. Вěсем Атăл тăрăхěнчи тěрлě вырăнсенче пăлхавсем пуçарса янă. 1921 çулхи кăрлачăн 27-мěшěнче революци тăшманěсем Аслă Каçал ялěнче те пăлхав çěкленě. Вěсем Канаш хулинчен килнě продовольстви комитечěн членěсене - С. Новиков, В.Аржанухин, С.Соловьев комсомолецсене тата К.Кречетникова , Д.Павлов , К.Петропавловский учительсене тискеррěн вěлернě. Паттăр комсомолецсемпе учительсем Совет влаçěшěн пуçěсене хунă. Çавсене чысласа 1939 çулта Аслă Каçал ялне Комсомольски тесе ят панă. 1961 çулта Комсомольскинче вӗсене асӑнса палăк лартнă.
«Чаппан пăлхавě»
(Хырай Ӗнел ял историйěнчен)
1921 çулхи январь уйăхěнчи Аслӑ Каçал ялěнчи пăлхава мěншěн «чаппан пăлхавě», тесе каланă-ха? Сăлтавě çакăнта. Пăлхава хутшăнакансен пысăк пайě чаппан тăхăннă пулнă.
Мěнле лару-тăрура пулнă-ха Хырай Ěнел ялě çак пăлханура? Январь уйăхěн юлашки кунěсем. Шартлама сивě хуçаланать. Ялти халăха хурал пуртне пухăва пуçтарăнма йыхăраççě. Ял халăхě чěннě çěре пуçтарăнса çитсен , пухăва Кузьма Павлович Свеклин уçать. «Сельский» тесе чçннӗ ăна ун чухне.
Кун йěркинче пěр ыйту: Аслă Каçал вулăсěнчи советсене хирěçле йěркелекен пăлхава хутшăнас пирки.
Пуянсем, ял куштанěсем пăлхава ним тăхтаса тăмасăр хутшăнма, ыран ирех Аслă Каçал ялне тухса кайма чěнсе кăшкăрнă. Пухура урăх шухăшлă çынсем те пулнă..Акă, патша вăхăтěнче уретник пулса ěçленě Михаил Иванович Шишкин : «Пирěн пăлхава каймалла мар, вăл пире нимěн те памасть. Ялйышсем, эсир çакна ăнланăр: йывăçа нихăçан та тăрăран касмаççě,»- тенě. Çак сăмахсене илтсен, Григорий Егорович Мурнаев (ялта ăна «шурă патша»тесе чěннě. Шап –шурă çӱçлě ял куштанě пулнă вăл) :
«Эсě те ,Шишкин, революционерсем майлă, сана та персе вěлермелле,»- тесе кăшкăрнă.
М.И. Шишкин сěнěвěпе килěшсе И.Я.Ишмуратов сăмах илет: «Михаил Иванович питě тěрěс каларě.Шутлăр-ха эсир, ял-йышсем. Тимěр сенěксемпе мěн тăвайăпăр-ха эпир?» Çак сăмахсем те «шурă патшана» килěшмен : «Ишмуратов, сана та персе вěлермелле,»- тенě.
Çапах та пуху пăлхава хутшăнмалла тесе решени йышăнать.
Пухуран киле таврăнсан, каçхи апат хыççăн, М.И.Ишмуратов хутаçа çăкăр-тăвар чикет, тăлăп тăхăнать те килтен тухса каять. Арăмне те пěлтермесěрех хăварать. Пěлнě тăрăх, вăл Тарăн варти юр кěрчě ăшне чавса кěрсе выртать. Виçě талăкран анчах килне таврăнать. Пăлхава хутшăнмасăр юлать.
Иван Яковлевич Ишмуратов та çавăн пекех тăвать. Вăл масар çинче , юр ăшěнче виçě талăк пурăнать., унтан килне таврăнать.
Сăмах май каласа хăварни вырăнлă пулě. М.И.Шишкин ялти прогрессивлă çынсенчен пěри пулнă. . Ял халăхне хутла вěрентессишěн, çутта кăларассишěн тăрăшă вăл. Çавна май хăйěн вăйěпе тěрлěрен кěнекесем туянса библиотека уçать. Ку библиотекăпа чылай çын усă курнă.
1937 çулхине , репресси вăхăтěнче, М.И.Шишкина «шанчăксӑррисен» шутне кěртсе арестленě, ялтан илсе кайнă. Тăван вырăнсене тек кураймасть вăл, яла таврăнаймасăрах вилет..Халě ăна реабилитациленě. Айăпсăр айăплă пулнă Михаил Иванович.
И.Я.Ишмуратов шăпи те репрессипе çыхăннă. Те урă, те хěрěнкě пуçпа : "Спасибо Микулая, икě ěнене суттарчě, спасибо Сталина, качака хăварттарчě",- тесе юрланă имěш. Çакăшăн 10 çуллăха хупса хураççě ăна. Çапах та вăл килне таврăннă. Чылай пурăнса ватлăх вилěмěпе вилнӗ. Халě Иван Яковлевича та реабилитациленě.
( Григорий Порфирьевич Ишмуратов асаилěвěнчен. Çырса илекенě В.Г.Дьконов. 1992 çулта çак асаилу «Октябрь ялавě» райхаçатра пичетленсе тухнă.)
Пуçламăшě
ССР СОЮЗĚН Ěç тăвакан Тěп Комитечěн Президиумěн 1927 çулхи авăнăн 5-мěшěнчи йышăнăвěпе килěшуллěн республикăна 17 района пайланă. 30 – мěш çулсенче Комсомольски районěнчи ялсем Патăрьел, Йěпреç тата Шăнкăртам районěсене кěнě. Районсем ытла пысăккине шута илсе Чăваш АССР Аслă Совечěн президиумě районсен шутне ӱстерме йышăннă. Çакна çирěплетсе РСФСР Аслă Совечěн Президиумě 1939 çулхи нарăсăн 22 – мěшěнче Указ кăларнă. Унпа килěшуллěн Патăрьел, Йěпреç тата Шăнкăртам районěсене кěнě хăш-пěр яла Комсомольски районне панă. Унăн центрне Аслă Каçал ялěнче тума йышăннă, ятне Комсомольски тесе улăштарнă.
Района Патăрьел районěнчен Александровка, Аслă Каçал,Шăхран, Аслă Ҫěрпуел,Нěркеç, Хирти Сěнтěр, Хирти Мăнтăр, Кивě Сěнтěр, Эткер; Шăнкăртам районěнчен Элпуç, Кайнлăк, тукай Мишер, Чěчкен, Урмаел; Йěпреç районěнчен Асанкасси, Явăш, Анат Тимěрчкасси, Вăрманхěрри Чурачăк. Ҫěнě Мăрат, Хырхěрри, Тăманлă Выçли, Аслă Чурачăк ял Совечěсене тата вěсене пěрлештерекен ялсене кěртнě.
1939 çул пуçламăшěнче районта 49 ял тата 22 ял Совечě шутланнă. Ялсенче савăнăçлă митингсем , пухусем иртнě.
Чăваш АССР Халăх Комиссарěсен Совечě çу уйăхěнче патшалăхăн хăш- пěр çурт – йěрне Патăрьелěнчен Комсомольскине куçарма ирěк панă. Учрежденисем тума «Искра», Шмидт ячěллě , «Красный Октябрь», «Большевик», «Красный маяк» тата ытти колхозсем пулăшнă. Патăрьелěнчен çурт-йěре лашасемпе турттарнă. Чи малтан парти райкомě, ял хуçалăхěн финанс пайě, ВЛКСМ райкомě куçнă. ВЛКСМ райкомě кулак çуртне йышăннă. Унăн тепěр пайӗ – «Большевик» колхоз правленийě.
Редакципе типографии каярах куçнă. Вěсем малтан колхозниксен килěнче ěçленě.Типографи валли райцентрта ěç хатěрěсем пулман. Çавăнпа «Октябрь ялавě» хаçата Патăрьелěнчех çапнă.
Пěтěмпех çěнтерÿшěн
Тăван çěршывăн Аслă вăрçине районтан 7322 çын хутшăннă, 4162-шě таврăнайман.
Вăрçă çулěсенче район ěçченěсем Аслă Çěнтерěве çывхартассишěн ырми-канми вăй хунă. Сăмахран, Комсомольски МТСěн тимěрçисем Ивановпа Школьников, Ильинпа Жирнов токарьсем, Левин слесарь кулленхи ěç нормине 250-300 процент пурнăçланă. Кузнецов, Беззубов, Чукмаров, Наумова механиксем колхозсенче ака-суха вăхăтра ирттерессишěн тăрăшнă, кунсерен 15-16 сехет ěçленě.
Район çар техники тума укçа нумай уйăрнă. Сăмахран, «Колхозник Чувашии» тата «Тракторист Чувашии» ятлă танксем тума 1.164 пин тенкě пухнă. Пěтěмпе район вăрçă çулěсенче çак тěллевпе 1.764 пин тенкě куçарнă. Райфо заведующийě пулнă И. А. Кадкин 3500 тенкě хывнă. «Мурат» колхоз шкул коллективěпе пěрле самолёт тума 170 пин тенкě пухса панă, каярах- тата 200 пин тенкě. Шурут Нурăсри «Правда» колхоз- 7500 тенкě. «Большевик» колхоз председателě А. Борков- 3000 тенкě тата 25 пăт тырă, «Трактор» колхоз председателě Т. Иванова, «Мотор» колхоз председателě Хасянов, «Искра» колхоз предсетателě С. Квасов 3-4-шар пин тенкě тата 20-25-шер пăт тырă, Шмидт ячěллě колхоз председателě И. Коновалов 10 пин тенкě, «Победа» колхоз председателě Голубев тата «Коммунар» председателě Зайцев 8-шар пин уйăрнă. МТС танксем тума 122 пин тенкě панă.
Район эвакуаци йěркипе Ленинград, Калинин, Мускав облаçěнчен килнисене йышăннă, тăшманран ирěке кăларнă облаçсене тырă пуха-пуха янă, фронта тум-тир нумай ăсатнă. Вăрçă çулěсенче хуçалăхсем мěн пур тырра фронта ярса пынă, тепěр чухне хěл каçма та хăварман. Çавна пула çынсем выçăпа чирленě, уйрăмах ачасене йывăр лекнě. «Хунав» колхоз (Виçпÿрт) ěçченěсем кашни ěç кунěнчен 100-шер грамм тырă уйăрма йышăннă.
Районтан фронта лашасем, техника, ытти хатěр-хěтěр нумай ӑсатнӑ.
Пăлапа Кěтне хушшинче
Район 63 пин гектар йышăнать . Ҫав шутра ял хуçалăхěнче усă куракан çěр – 31616 гектар , вăрман – 16013 гектар.
Районта 27 хуçалăх. 54 ялпа посёлок , 12 ял администрацийě, 27500 çын пурăнать. 12 наци çынни. Мěн пур йышăн 65 % - чăвашсем. 24%- тутарсем.
Районăн пěр тěп больница , участоксенче -3 , çемье врачěсен офисě – 5 , врач амбулаторийě -1, акушерсен пункчě -26.
Районта Чăваш халăх писателě Лаврентий Талеров, Чăваш халăх поэчě Валерии Туркай çуралнă. К.В. Иванов ячěллě патшалăх премийěн лауреачě Куçма Турхан, Денис Гордеев, Хветěр Агивер, Николай Патман, Виталий Шемекеев, Гурий Чаржов, Николай Ытарай, Геннадий Уткин, Кашкăр Микули, Алексей Милли, Василий Шашкар, Ркаиль Зайдулла,Иван Викторов,Хурнай Мишши
писательсемпе поэтсем тухнă.
Ӳнер ěçěнче Чăваш Республикин тава тивěçлě художникěсем В.Немцовпа Ю.Ксенофонтов, И.Бойковпа И.Кокшин художниксем , Шупашкар хулин тěп архитекторě С.Лукьянов.хăйсен сумлă вырăнне тупнă.
Сцена искусствинче Чăваш Республикин тава тивěçлě артисчěсем А.Маштановăпа Л.Толстова , Е.Галкина, Н.Прокопьев, «Уяв» ансамбль ертуçи , ЧР культурăн тава тивěçлě ěçченě З.Козлова, РФ культурăн тава тивăçлě ěçченě Р.Козлова пысăк çитěнусем тунă.
Композиторсенчен ЧР музыка обществин тава тивěçлě ěçченě Евгений Федоров уйрăмах палăрнă.
Чăваш çамрăкěсен Сеçпěл Мишши ячěллě премийěн лауреачěсем – Л.Толстова, В.Туркай, З.Козлова, Ю.Михайлов ( « Хыпар» хаçат редакцийěн пай редакторě)
Чăваш журналисчěсен Семен Элкер ячěллě премийěн лауреачěсем –
Л.Таллеров, Ф.Агивер, А.Леонтев («Хыпар» Издательство çурчěн генеральнăй директорě – тěп редакторě.), Т.Ильина , Н.Никифоров.
СССР спорчěн тава тивěçлě мастерěсем – В.Воронков, В.Чернова.
СССР спорт мастерěсем – И.Зобов, В.Краснов, В.Кротов, Н.Чумаков, З.Ефремова. В.Голландцев, О.Михайлов ,А.Михайлов, О.Сергеев, А.Андреев, З.Ласточкин, Т.Краснова тата ыттисем те.
Чăваш АССР физкультурăн тава тивěçлě ěçченě - В.Ласточкин , Н.Харитонов шывра ишес енěпе республикăра нумай хут чемпион пулнă.
Пěтěмлетÿ
Çак ěçěме çырса эпě хам валли чылай çěнěлěх уçрǎм. Хам пуçтарнǎ материалсене пěр йěркене ҫыхӑнтарса хатěрленě ěçěм , тен, ачасене район историйěпе паллаштарнǎ чухне усǎ курма та юрǎхлǎ пулě тесе шутлатǎп.
Усă курнă литература:
Чебоксары-2004
9. Хыпар кěнеки.Ěçченсемпе мухтавлă Каçал Ен. 1999
Слайд 1
Мухтавл ӑ Каҫал ен 75 ҫулта Района 1939 ç улхи нарăсăн 22 -м ӗшӗнче туса хунă.Слайд 2
Асл ӑ Ка ҫал ӑҫтан пуҫланнӑ?
Слайд 3
Район ят ӗнче упранаҫҫӗ Маттур комсомол ачисем, Нихҫан та асран тухаймаҫҫӗ Чыслаҫҫӗ вӗсене ентешсем.
Слайд 4
Чаппан п ӑлхавӗ ҫинчен Ҫулсем чылаях ак ӑ шурӗҫ Иртсессӗн Чаппан хумӗсем. Ҫапах та асран тухайма ҫҫӗ Ун чух паттӑрла вилнисем
Слайд 5
Асанкасси Яв ӑш Анат Тимӗрчкасси Вӑрманхӗрри Чурачӑк Ҫ ӗнӗ Мӑрат Хырхӗрри Тӑманлӑ Выҫли Аслӑ Чурачӑк Элп ӱҫ Кайнлӑк Тукай Мишер Чӗчкен Урмаел Александровка Асл ӑ Каҫал Шӑхран Аслӑ Ҫ ӗрпӱел Нӗркеҫ Хирти Сӗнтӗр Хирти Мӑнтӑр КивӗСӗнтӗр Эткер Пат ӑрьел Й ӗпреҫ Ш ӑнкӑртам Асл Асл ӑ Каҫал
Слайд 6
П ӗтӗмпе ҫӗнтерӱшӗн Районтан 7322 ҫын вӑрҫа кайнӑ, 4162-шӗ таврӑнайман
Слайд 7
Район 63 пин гектар йышӑнать ? Унта 12 наци ҫынни пурӑнать Мӗн пур йышӑн 7 3 % -чӑвашсем 23 % - тутарсем ? Кӗтне хӗррипе вырӑс ялӗсем- Александровка:Луцки:Кӗҫӗн Каҫал ларса вырна ҫн ӑ
Слайд 8
Сан ӑн мухтавлӑ ҫыннусем,Каҫал ен! Чăваш халăх писателě: Лаврентий Таллеров Чăваш халăх поэчě : Валерии Туркай Писательсемпе поэтсем : Куçма Турхан, Денис Гордеев, Хветěр Агивер, Николай Патман, Виталий Шемекеев, Гурий Чаржов, Николай Ытарай, Геннадий Уткин, Кашкăр Микули, Алексей Милли, Василий Шашкар, Ркаиль Зайдулла,Иван Викторов,Хурнай Мишши
Слайд 9
Сан ӑн мухтавлӑ ҫыннусем,Каҫал ен! Художниксем : В.Немцов Ю.Ксенофонтов И.Бойков И.Кокшин Шупашкар хулин тěп архитекторě С.Лукьянов
Слайд 10
Сан ӑн мухтавлӑ ҫыннусем,Каҫал ен! Чăваш Республикин тава тивěçлě артисчěсем : А.Маштанова, Л.Толстова , Е.Галкина, Н.Прокопьев, «Уяв» ансамбль ертуçи З.Козлова, РФ культурăн тава тивăçлě ěçченě Р.Козлова Композиторсем: ЧР музыка обществин тава тивěçлě ěçченě Евгений Федоров
Слайд 11
Сан ӑн мухтавлӑ ҫыннусем,Каҫал ен! Чăваш çамрăкěсен Сеçпěл Мишши ячěллě премийěн лауреачěсем: Л.Толстова, В.Туркай, З.Козлова, Ю.Михайлов(« Хыпар» хаçат редакцийěн пай редакторě) Чăваш журналисчěсен Семен Элкер ячěллě премийěн лауреачěсем: Л.Таллеров, Ф.Агивер, А.Леонтев («Хыпар» Издательство çурчěн генеральнăй директорě – тěп редакторě.), Т.Ильина , Н.Никифоров.
Слайд 12
Сан ӑн мухтавлӑ ҫыннусем,Каҫал ен! СССР спорчěн тава тивěçлě мастерěсем: В.Воронков, В.Чернова. СССР спорт мастерěсем : И.Зобов, В.Краснов, В.Кротов, Н.Чумаков, З.Ефремова. В.Голландцев, О.Михайлов, А.Михайлов, О.Сергеев, А.Андреев, З.Ласточкин, Т.Краснова тата ыттисем те. Чăваш АССР физкультурăн тава тивěçлě ěçченě - В.Ласточкин , Н.Харитонов шывра ишес енěпе республикăра нумай хут чемпион пулнă.
Слайд 13
Ҫ ӗнелсе ҫӗкленет Каҫал ен Ка ҫал енӗмӗр,савн ӑ ҫӗрӗмӗр,- Вӗҫсӗр-хӗрсӗр хирсем,вӑрмансем, Савӑк юррӑмӑр,хаклӑ тӗррӗмӗр_ Яланах ҫӑлтӑр пек эс ҫиҫсем! В.Туркай
Слайд 14
Ҫ ӗнелсе ҫӗкленет Каҫал ен
Слайд 15
Ҫ ӗнелсе ҫӗкленет Каҫал ен
Плавает ли канцелярская скрепка?
Сладость для сердца
Если хочется пить...
Шум и человек
Сорняки