Тĕнче ҫинче илемлĕ те чапсăр, пуян та чухăн вырăнсем пур. Анчах кашни ҫыннăн хăйĕн Тăван ҫĕршывĕ пур, ăҫта эсĕ хăвна телейлĕ туятăн. Маншăн ҫакăн пек вырăн – Пушкăртастан.
«Башкортостан – мой край родной»
(на чувашском языке)
Работу выполнил
Иванов В.М.,
обучающийся 10 класса
МОБУ СОШ с.Ефремкино
муниципального района
Кармаскалинский район РБ.
Руководитель:
учитель чувашского языка
Павлова Людмила Николаевна.
Ефремкино
Башкортостан – мой край родной.
Пушкăртстан – тăван кĕтес!
Таҫтан-таҫтан выртатăн эс!
Вăрманусем, сăр-ту, хирсем –
Пурте вĕсем умри илем!
А.Савельев-Сас
Тĕнче ҫинче илемлĕ те чапсăр, пуян та чухăн вырăнсем пур. Анчах кашни ҫыннăн хăйĕн Тăван ҫĕршывĕ пур, ăҫта эсĕ хăвна телейлĕ туятăн. Маншăн ҫакăн пек вырăн – Пушкăртастан. Ҫак ҫĕршывăн пуянлăхĕ, илемĕ ҫинчен питĕ вăрах калама пулать.
Пушкăртстан палтаруллă ҫынсемпе пуян ҫĕршыв. Ҫак ҫĕрсенче ушкăн Раҫҫее, тĕнчене паллă писательсем, учёнăйсем, поэтсем, ҫынсене ҫутта кăларакансем, историксем, политика ĕҫченĕсем, эстрада тата опера ҫăлтăрĕсем, спортсменсем ҫуралса ӳснĕ. Вĕсен хушшинче чăвашсем те сахал мар.
Слакпуҫĕнче, тĕслĕхрен, тĕнчене паллă Константин Васильевич Иванов ҫуралса ӳснĕ. Вăл пĕтĕм чун-чĕрипе Слакпуҫ ҫут ҫанталăкне юратнă. Мĕнле кăна сăвăсем ҫырман вăл ун ҫинчен! Акă мĕнле ӳкерчĕке вăл «Нарспи» поэминче ӳкерсе кăтартать:
Eшĕл вăрман айккипе
Ҫырма юхать кĕрлесе,
Хĕвел ҫути шывĕпе
Вылять тĕрĕ тĕрлесе.
Эпĕ те Пушкăртстан ҫут ҫанталăкне питĕ вăйлă юрататăп. Пушкăрт ҫĕрĕ вăл кӳлĕсен, аслă тусен ҫĕршывĕ. Пушкăртстанра ушкăн ҫулталăк тапхăрĕпе савăнма пулать: хĕлле – шап-шурă юрпа, ҫуркунне пĕчĕк шывсемпе тата ҫурта пек ҫеҫпĕлсемпе, ҫулла ҫап-ҫутă хĕвелпе, кĕркунне вара янкăр уяр тупепе, ылтăн пек ҫулҫăсем ӳкнипе. Ҫак ҫĕршывра ту ҫинче уҫăлса ҫӳреме, юхан шывсемпе анма, кӳлĕре шыва кĕме, тĕрлĕ-тĕрлĕ пулă тытма, ҫеҫен хирте лашапа вĕҫтерсе пыма, вăрмансенче тискер кайăксен чун-чĕрене тивекен сасăсене илтме пулать. Манăн ялти ҫут ҫанталăк та ҫав тери ытарайми илемлĕ. Ҫак илем вăраха пытăр тесе кашни ҫул Пушкăртстанра экологине лайăхлатассишĕн пысăк ĕҫ пырать. Ҫавăнпа та пĕтĕм халăх тавралăха илем кӳрес тесе ырми-канми ĕҫлеме тăрăшать. Эпĕ хам та пĕрре мар ял, шкул, урам нимине (субботникне) тухса йĕри-тавралăха тирпей кĕртме тăрăшрăм. Чăнах та, Пушкăртстанăн пĕр пĕчĕк пайĕ – Тинĕскӳл ялĕ – тата та чаплăрах пулса пырать. Пĕр хут кăна мар пирĕн ялта Иван Степанов-Нукасак пулнă. Вăл ҫакăн пек йĕркесене манăн тăван ял ҫинчен ҫырнă:
Тинĕскӳл ҫулĕпе тăхăр хурăн
Курăнать аякран сăрт ҫинче-
Тур куҫ хывнă ҫĕрте вăрах пурăн,
Ҫыннăн ӳктĕр пуртти аллинчен.
Пуян, илпек Пушкăртстанăн ҫут ҫанталăкĕ никама та сивĕ чунлă хăвармасть. В.В.Даль, А.П.Чехов , В.И.Ленин – пурте вĕсем ҫак ҫĕрсенче пулса курнă, хайсен аса илĕвĕсенче, хайлавĕсенче кăмăл-туйăмĕсене ҫырса хăварнă. Тутарстананра ҫуралнă паллă чăваш поэчĕ Петĕр Хусанкай Пушкăртстан ҫинчен ҫакăн пек йĕркесене ҫырса хăварнă:
Пушкăртра кăлкан ешернĕ тапхăр,
Кĕсресен чи сĕтлĕ эрнисем ,
Йуҫтĕр кăмăс талхăсра, хал патăр
Амăшне, ҫăмăлланса ҫитсен.
Ҫак сăвăра Хусанкай Пушкăртстанăн пĕр пуянлăхне аса илнĕ, вăл – кăмăс. Ниҫта та урăх пирĕн патри пек ҫакăн пек сиплĕ сĕткене тумаҫҫĕ. Пирĕн ҫĕр-шывра унпа нумай санаторире ҫынсене сыватса кăлараҫҫĕ. Ахаль мар Пушкăртстана иккĕмĕш Швейцари теҫҫĕ: Раҫҫейри чи лайăх санаторисем Пушкăрт ҫĕрĕ ҫинче. «Янган-Тау», «Краснаусольск», «Юматово», «Зелёная роща», «Шафраново», «Яктыкуль» – пурте вĕсем Пушкăртстанри сыватмалли вырăнсем.Ҫак вырăнсене космонавтсем, тĕнче уҫлăхне вĕҫсе килсен, сипленме килеҫҫĕ.
Пушкăртстанăн тепĕр ылтăн пуянлăхĕ – пыл. Ушкăн тĕнчере пирĕн пушкăрт пылĕ чăн-чăн деликатес шутланать. Хăйĕн тутипе, сиплĕ пахалăхĕпе вăл пĕтĕм тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнса тăрать. Кăрмăскал районĕнчи Сихун ялĕнче ҫуралса ӳснĕ поэт, Михаил Сихун, питĕ илемлĕ сăвăсем ҫырнă пулнă. Ҫак йĕркесенче вăл хуртсем пыл пуҫтарнине асăрхаса ҫырнă:
Ир вăраннă вĕлле хурчĕ
Вĕҫрĕ - тухрĕ ҫуртĕнчен,
Чечек ҫине килчĕ - ларчĕ –
Сĕткен ĕмет ăшĕнчен.
Тата Пушкăртстан хăйĕн ҫĕр айĕнчи пуянлăхĕсемпе те паллă. Пирĕн ҫĕр-шыв нефтьпе, газпа, яшмăпа, пăхăрпа тата ытти нумай хаклă йышши чулпа пуян. Тата кунта ăслăлăх, пĕлӳлĕх, культура, ҫурт-йĕр лартасси, промышленность вăйлă аталанать. Ахаль мар Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин каланă: «Пушкăртстанра ушкăн Раҫҫей хăйĕн нумай тĕрлĕ культурипе, тĕнпе, чĕлхипе, халăх туслăхĕпе сăнарласа тăрать».
Эпĕ ҫак илемлĕ, пуян та чаплă ҫĕршывăн ҫитĕнĕвĕсемпе мăнаҫланатăп, ҫĕнтерĕвĕсемпе савăнатăп. Ҫак ҫĕр ҫинче ҫуралса ӳсни – манăн пурнăҫри чи пысăк ăраскал тесе шутлатăп. Хамăн малашнехи пурнăҫа эпĕ Пушкăртстанра ирттересшĕн, мĕншĕн тесен вăл манăн атте-анне ҫуралса ӳснĕ ҫĕршывĕ. Пуласлăхра хамăн Тăван ҫĕршыва мĕнле те пулин усă курес тетĕп. Тăван ҫĕр-шывран инҫетре пулнă чухне эпĕ тунсăхлатăп, вăхăт маншăн питĕ салху иртет, чуна мĕн-тĕр ҫитмест. Пушкăртстан – манăн чун-чĕрешĕн чи ҫывăх, тăван та хаклă вырăн!
Голубая лягушка
Самый главный и трудный вопрос
Лавовая лампа
Тигрёнок на подсолнухе
Как напиться обезьяне?