К 65 летию со дня рождения Николая Петрова, учителя,поэта, краеведа. Биография, творчество.
Вложение | Размер |
---|---|
kopi_np.doc | 48.5 КБ |
Муниципальный этап конференции-фестиваля творчества обучающихся
“EXCELSIOR”
Николай Петров – вĕрентекен, çыравçă
Работу выполнили: Егорова Елена,
соавтор-Яковлев Никита, ученики
8 класса МБОУ «Большешатьминская СОШ
им.Васильева В.В.»
Руководитель: Назарова Светлана
Михайловна, учитель чувашского языка и
литературы МБОУ «Большешатьминская
СОШ им.Васильева В.В.»
с. Красноармейское, 2018
Ĕç тĕллевĕ: Николай Петрович Петров пултарулăхне тĕпчесе пĕлесси.
Задачисем: 1.Н.П.Петров пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах енĕсемпе паллашасси.
2.Поэт хайлавĕсемпе паллашса вĕсен темине, жанрне, проблемисене
палартасси.
3. Хамăр тăрăхри паллă çынпа мăнаçланас, ун пултарулăхĕпе
ыттисене паллаштарасси.
Умсăмах
Хамăр тавралăха тĕпчесе пĕлессине, унăн паллă çыннисемпе паллашассине эпир
яланах мала хуратпар. Çакăн пек ĕçсене туни пире тăван тавралăха юратма, ун
çыннисемпе мухтанма , вĕсенчен тĕслĕх илме вĕрентет. Тăван ен тĕрлĕ пултаруллă
çынсемпе пуян. Ку тарăхра Совет Союзĕн Геройĕ Васильев В.В., Трофимов П.Т.,
Степанов И.Р., Григорьев А.Г. тата ытти нумай паллă çын çуралнă. Çак ĕçре Николай
Петрович Петров вĕрентекен тата çыравçă кун-çулĕпе пултарулăхне тĕпчесе, ун çинчен
ыттисене те каласа парасшăн.
Ентешĕмĕр кун - çулĕ
Николай Петров 1953 сулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Четрик ялĕнче çуралнă. 1970 – мĕш çулта Мăн Шетмĕри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1975 çулта çамрăк специалиста Елчĕк районĕнчи Шăмалакри вăтам шкула ĕçлеме янă. Çак шкулта вăл икĕ çул чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. Пултарулăхне кура 1977 çулта ăна директорăн вĕрентÿпе воспитании енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçлеме шаннă. Ку ĕçре вăл 4 çул хушши тарăшса ĕçленĕ. Çак çулсенчех çемье çавăрнă.
1981-мĕш çулта çемйипех çуралнă тăрăха таврăннă.1981-1983 çулсенче Кушкари 8 çул вĕренмелли шкулта директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса вăй хунă. 1983-1986 çулсенче Карай вăтам шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. 1986-1995 çулсенче Мăн Шетмĕ шкулĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче ачасене тăван чĕлхене, тăван ен культури урокĕсенче тăван тавралăха, çĕр-шыва юратма вĕрентнĕ. 30 çул ытла çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçре тăрăшнă. Юлашки çулсенче Мускав çывăхĕнче ĕçлесе пурăннă, 2010 çулхи çĕртме уăхĕнче чĕре чирне пула пурнăçĕ вăхăтсăр таталать.
Поэт пултарулăхĕ
Сăвă çырма поэт Мăн Шетмĕ шкулĕнче 7-8-мĕш классенче вĕреннĕ чухне(1960-мĕш çулсенче) пуçлани паллă. 1970-мĕш çулта çу уйăхĕнче «Ял пурнăçĕ» хаçатра унăн «Тăван тавралăх» ятлă сăвви çапăнса тухнă. Хăй пурăннă чухне вăл 300 ытла савă çырни паллă. Шел пулин те, унăн сăввисем пичетленсе тухнă ятарлă кĕнеке çук. Н.П.Петров сăввисем ытларах «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленсе тухнă. «Çынра творчество пултарулăхĕ аталанни мĕн ачаранах палăрать. Уйрамах сăвă-калав çыракансемшĕн. Çав çăл куç евĕр тапса тăракан таланта аталантарасси пĕтĕмпех хамăртан килет», - аса илет Георгий Тусли Н.Петров сăмахĕсене.
«Кирек мĕн ĕçле,
Çын хакĕ ĕçре.
Хакне праканĕ – чун!» - тесе çырнă вăл аслă ывăлне халалланă сăвăра.
Н.П.Петров пултарулăхĕнче тĕрлĕ темăсем пур- сатира, юмор. Тĕслĕхрен,
«Лайăх çын шутне кĕме
Пирĕн патра çăмăл:
Пуçлăха элеклеме
Пултăр çеç сан кăмăл!...» , «Ĕнер пеçереттенччĕ апат», «Çĕнĕ чăлха тăхăнсан», «Хăть кала», «Вăхăт çитрĕ авланма…», «Çăмăл мар ертÿçĕ пулма», «Кĕтÿç мар ертÿçĕ пулăр» сăвăсем тата ыттисем те.
Ачасем уйрăмах «Çырла», «Телевизор», «Дежурнăй» сăвăсене юратса вулаççĕ.
Юрату çинчен çырнисем те тĕл пулаççĕ унăн пултарулăхĕнче: «Çĕнĕ Шупашкарти савни», «Хĕрарăм…кам вăл тĕнчере?»
Тăван тавралăха санаса унăн кашни пулăмне сăнарланă поэт, тĕслĕхрен, «Тăван ен культури» сăвă çакна аван кăтартать.
«Мăн Шетмĕ тăрăхĕн мухтавĕ» сăвăлла калава «Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ е кунта хăй вăхăтĕнче вĕреннĕ-ĕçленĕ çыравçăсене, тĕпчевçĕсене, таврапĕлÿçĕсене халаллатăп»,-тесе çырать автор 2004-2005 çулсенче.( Çак хайлавра Спиридон Михайлов, Тарас Кириллов, Краснов-Асли, Краснов-Кĕçĕнни, Алексей Григорьев, Сÿпенкке Илли, Хветĕр Уяр, Прохор Трофимов, Георгий Трофимов,Семенов Леонтий, Петр Петров, Николай Петров, Петĕр Яккусен, Вăлатимĕр Улахсем, Геннадий СтепановВладимир Арсентьев, Илья Степановпа машăрĕ Нина, Виталий Сергеев, Галина Яковлева-Çуткÿл ятсене куратпар).
Поэт пултарулăхĕнче халал сăввисене те палăртмалла, тĕслĕхрен, «Маттур»(Я.М.Григорьева халалланă), «Станислав Юхтара», «Тавах»(Мăн Шетмĕ больницинче ĕçлекенсене) т.ыт.те.
Вĕрентекен те, краевед та
Шкулта ĕçленĕ вăхăтра литература кружокĕ йĕркелесе ертсе пынă. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри конкурссене хутшанса малти вырăнсене тивĕç пулнă.
Николай Петров çуралнă тарăхăн историйĕпе интересленнĕ, çак ĕçе ачасене те, вĕсен ашшĕ – амăшне те явăçтарнă. Мăн Шетмĕ шкулĕнче тĕрлĕ экспонатсемпе пуян краеведени музейĕ йĕркеленĕ. Ун патĕнче музейра Шупашкарти «Терра Инкогнита» обществăна ертсе пыракан А.Березинпа Н.Березин пĕрре кăна мар пулнă (авалхи чĕрчунсемпе, Мăн Шетмĕ юхан шыве тăрăх вырнаçнă хулашсемпе (городище) интересленнĕ).
2005-мĕш çулта Н.Петров «Мăн Шетмĕ ача сачĕн историйĕ» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Мăн Шетмĕ Богоявлени чиркĕвĕ, Мăн Шетмĕ шкулĕн историне тĕпчесе çырма пуçланă.(Шел пулин те вĕçлеймен).
Наградăсем
1991-мĕш çулта «Халаха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа чысланă.
2001-мĕш çулта Нестĕр Янкас премине тивĕçнĕ.
2003-мĕш çулта «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» ята панă.
Пĕтĕмлетÿ
Çак ĕçе Н.Петровăн «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленсе тухнă сăввисене тишкерсе, çавăн пекех ÿн çинчен çак хаçатра пичетленнĕ статьясене тĕпчесе хатĕрленĕ.
Николай Петрович Петров (1953-2010ç.ç.) пирĕн тăрăхран тухнă паллă çынсенчен пĕри - вĕрентекен те вăл, поэт та, краевед та. Хайлавĕсем тĕрлĕ енлĕ- сатирăпа юмор, ача-пăча, юрату, халал тата ытти темăсем те пур поэт пултарулăхĕнче. Унăн сăввисенче чунлăх, чăнлăх, тĕрĕслĕх малти выранта тăраççĕ. Хăй халăхне, унăн ĕçĕ-хĕлне, тăван тавралăхне юратни кашни йĕркерех уççăн илтĕнет.
Усă курнă литература
1. «Ял пурнăçĕ» çу уйăхĕ,1997€ чÿк, 1999; пуш, 2000;авăн, 2002;авăн,2002;2004-2005
Плавает ли канцелярская скрепка?
Композитор Алексей Рыбников
Две снежинки
Два морехода
Просто так