Мĕн вăл фразеологи? Фразеологизмсемпе илемлĕ литературăра тата кулленхи калаçура усă курни.
Вложение | Размер |
---|---|
Мĕн вăл фразеологи | 26.78 КБ |
Мӗн вӑл фразеологи?
Пурнăçлаканĕ: ТутарРеспубликинчи
Пăва районне кĕрекен Тури Лащи
шкулĕнче 9 класра вĕренекен
Иванова Анастасия Вячеславовна
Ертÿçи: Андреева Л.А.
Сӑмахсем, пуплевре пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса, сӑмах майлашӑвӗсем е предложенисем тӑваҫҫӗ. Чылай чухне сӑмахсем пӗр-пӗринпе ирӗклӗ ҫыхӑнаҫҫӗ. Манӑн юлташ ,хитре чечек, хӗрлӗ ялав, аван вӗренет, ачасем выляҫҫӗ сӑмах майлашӑвӗсене илер. Кусем ирӗклӗ сӑмах майлашӑвӗсем, вӗсенчи кашни сӑмахах хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе каланӑ.
Сӑмахсем ирӗклӗ мар ҫыхӑнура та тӑма пултараҫҫӗ, ун пек тӗслӗхсенче сӑмахсен ҫыхӑнӑвӗ уйрӑлми тачӑ пулать.
Каланӑ шухӑша ҫак калава вуласа тӗрӗслер.
Ватӑлса ҫитнӗ ашшӗ ачисене ӑс парасшӑн, анчах лешсем итлесшӗн мар.«Хамӑр пӗлетпӗр, эсӗ ватсупнӑ ӗнтӗ»,— тесе калаҫҫӗ те туха-туха каяҫҫӗ.
«Эх, ачасем, итлеместӗр пурнӑҫ курнӑ ҫынна; эп вилсен, мӑрьерен тӗтӗм те кӑлараймӑр та-ха». Кусем ашшӗн юлашки сӑмахӗсем пулчӗҫ. Ачисем, ватӑ ашшӗ вилсенех, кӑмакана тислӗклӗ улӑм тӑнккаса тултар-
чӗҫ, тет. «Атте тӗтӗм кӑлараймӑр тетчӗ, мӗнле ҫӑра тётӗм тухать»,—тесе савӑнса пӑхса тӑраҫҫӗ, тет, кусем тулта. Иртсе пыракан кӳршӗ арӑмӗ каларӗ, тет: «Эсир, айвансем, аҫӑр шахвӑртса каланине те ӑнланайман вӗт-ха. Пурнӑҫ, сирӗн пек пурӑнсан, малалла кайманнине, ҫурт хупӑнма пултарнине пӗлтерет вӗт эсир калани», — терӗ, тет. Ашшӗ ачисене лайӑх пӗлнӗ-мӗн. Услапсем ҫав каҫах шӑнса ӗнтӗркенӗ. Хӗл каҫма кӳрше тухма тиврӗ, тет, вара. (Г. Волков.)
Калава вуласа тухнӑ хыҫҫӑн мӗн курӑнчӗ-ха? Айван ачасем тĕтӗм кӑлар сӑмах майлашӑвне тӳрӗ пӗлтерӗшпе ӑнланнӑ, чӑннипе вӑл сӑмах майлашӑвӗ «пурнӑҫ ту, пурӑн» пӗлтерӗше кӑ-
тартать. Ку сӑмахсем тачӑ пӗрлешсе ларнӑ, ҫак ҫыхӑнура кашни уйрӑм сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ ҫухалнӑ, пӗтӗм сӑмах майлашӑвӗ
пӗр пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ. Ун пек сӑмах майлашӑвӗсене чӗлхе наукинче сӑмах ҫаврӑнӑшӗ е фразеологизм теҫҫӗ.
Сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене чӗлхе наукин уйрӑм пайӗ —фразеологи — тӗпчесе вӗренет. (Фразис — грек сӑмахӗ, чӑвашла каласан, «сӑмах, сӑмах ҫаврӑнӑшӗ» тени пулать; логос «вӗрентӳ»).
Фразеологи термин тата чӗлхери мӗнпур сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене (фразеологизмсене) те пӗлтерет. Фразеологи ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ ӗҫсенче «фразеологи единици» термин та тӗл пулать,
вӑл та «сӑмах ҫаврӑнӑшӗ», «фразеологизм» терминсемпе пӗр пӗлтерӗшлӗ, синонимлӑ.
Фразеологизмсемпе илемлӗ литература произведенийӗсенче усӑ курни
Фразеологизмсем, сӑмахсем пекех,— чӗлхе пуянлӑхӗ тенӗччӗ маларах. Вӗсем шухӑша тӗрӗс те сӑнарлӑ кӑтартса параҫҫӗ.Ҫыраканӑн е калаканӑн пӗр-пӗр шухӑша, тӗслӗхрен пӗр-пӗр ҫын ҫывӑрнине, пӗлтермелле. Ана чылай чухне ҫывӑрать глаголпа ҫӑмӑллӑнах пӗлтеретпӗр: Вӑл тенкел ҫине выртнӑ та ҫывӑрать. Ҫак шухӑша урӑхларах та йӗркелеме пулать:Вӑл тенкел ҫине выртнӑ та хуп турттарать. Юлашкинче шухӑша сӑнарлӑ, хӑйне евӗрлӗ илемлӗ йӗркелени паллӑ: кунта ҫывӑрнине кӑна мар, харлаттарнине те кӑтартнӑ.
Калаҫура фразеологизмсемпе вырӑнлӑ усӑ курма пӗлмелле, ҫавӑн чухне ҫеҫ пуплев илемлӗ пулса тухать. Ана вара итлемете кӑмӑллӑ. Тӗлсӗр усӑ курнӑ фразеологизм пуплеве пӑсагь,
шухӑша ӑнланма йывӑрлатать. Тӑм писмен, патак ҫи,шӑхӑрсаюл, тӑм пӑшал, шӑхӑрса пурӑн, тӗнче касса ҫӳре,шӑхӑртса яр,пӑкки шаннӑ т. ыт. те — пурте калаҫу чӗлхинче анлӑ усӑ кура-
кан фразеологизмсем. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри илемлӗ литература чӗлхине кӗрсе ҫирӗпленнӗ. Литературӑра усӑ куракан фразео-
логизмсенчен ытларахӑшӗ— ҫынна сӑнлаканнисем,вӗсем япаласем е пулӑмсем ҫине кӑмӑлласа та ырласа е кӑмӑлсӑр, ырла-
масӑр пӑхнине кӑтартаҫҫӗ: алли вӑрӑм, выҫӑ куҫ. Калаҫура анлӑ сарӑлнӑ фразеологизмсене писательсемпе поэтсем илемлӗ литература произведенийӗсене ҫав халлӗнех, ним улӑштармасӑр, е улӑштарса, хӑйсем майлӑ ӑсталаса,ҫӗнетсе кӗртеҫҫӗ. Ҫавна пула шухӑш сӑнарлӑхӗ татах та ӳсет,произведени чӗлхин илемлӗхӗпе янӑравлӑхӗ вӑйланать. Тӗслӗхшӗн П. Хусанкайӑн ҫак йӗркисене илер:
Никамран та ютшӑнмасӑр, Ăс пуҫран та катӑк мар,
Тан хурса пур йӑхсене, Чун хавалӗпе те паттӑр.
Ят хума пултарнӑ хамӑр Чӗрепе те Шӗл-кӑвар —
Хӗвеле, ҫӑлтӑрсене. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр.
Калаҫура анлӑ сарӑлнӑ катӑк ҫын, катӑк ӑс фразеологизма поэт сӑвӑ йӗркине ӑспуҫран та катӑк мар тесе кӗртет,ҫапла вара унӑн сӑнарлӑхӗпе янӑравлӑхӗ чылай вӑйланать.
Фразеологи словарӗсем
Чӗлхери сӑмах пуянлӑхне словарьсенче ҫырса кӑтартаҫҫӗ.Ҫавӑн пекех чӗлхери фразеологизмсене те словарьте ҫырса кӑтартма май пур, ун пек словарьсене фразеологи словар ӗ с е м теҫҫӗ.
Чӑваш фразеологине пухса ятарлӑ ӑнлантаруллӑ словарьсем пичетлесе кӑларман-ха. Ун йышши словарьсем ытти чӗлхесен, сӑмахран вырӑс фразеологи словарӗ, пичетленсе тухнӑ.
(«Фразеологический словарь русского языка». Под редакцией В. И. Молоткова, Москва, 1967). Унта 4 пин ытла фразеологизм кӗртнӗ, вӗсен пӗлтерӗшне ҫырса панӑ, кашни фразеоло-
гизма илемлӗ литературӑран илнӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ.
Фразеологизмсене пӗр чӗлхерен тепӗр чӗлхене куҫарас тӗлӗшпе куҫару фразеологи словарӗсем пысӑк пулӑшу параҫҫӗ.Ун пек словарьсем чӑвашла та пичетленнӗ. Малтанхи «Вырӑсла-чӑвашла кӗске фразеологи словарьне» А. Е. Горшков хатӗр-
ленӗ, вӑл 1973 ҫулта «Мӗнле каласан тӗрӗс?» кӗнекере пичетленсе тухнӑ. Словаре вырӑс чӗлхинче час-часах тӗл пулакан сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене кӗртнӗ, вӗсен пӗлтерӗшӗсене ӑнлантарса панӑ.
М. Ф. Чернов хатӗрленӗ «Краткий русско-чувашский фразеологический словарь» (Шупашкар, 1975) малтанхи словарь
евӗрлех, анчах та кунта фразеологизмсен хисепӗ темиҫе хут нумайрах. Унсӑр пуҫне автор интернаци сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем ӑҫта, хӑш вӑхӑтра тата мӗнле майпа пулса кайнине тӗплӗн
ӑнлантарса парать. Фразеологизмсене пурне те алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Вырӑс фразеологизмӗсене чылай чухне чӑ-
ваш чӗлхинчи пӗлтерӗш енӗпе пӗр пек сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе фразеологи калькисем туса куҫарнӑ. Хӑшпӗр чухне автор фразеологизм пӗлтерёшне чӑвашла ӑнлантарса панӑ. Акӑ ун пек
тӗслӗхсем:
Выносить на своих руках к о г о пӑхса ӳстер, пӗчӗкре ҫитӗнтер.
Как в воду канул шыва путнӑ пекех, ҫӗр ҫӑтнӑ пекех (ҫухалчӗ).
Тришкин кафтан д о с л. Тришка сӑхманӗ (пӗр ҫитменлӗхе пӗтерсе тепӗр ҫитменлӗх кӑларса тӑратни).
— И. А. Крыловӑн «Тришкин кафтан» юптарӑвӗнчен.
Тришка сӑхманӗн ҫётӗлсе кайнӑ чавсине саплама ҫаннисенё кӗскетнӗ. Кайран ҫаннисене тӑсма ҫав сӑхманӑн аркине касма тивнӗ.
1982 ҫулта М. Ф. Черновӑн «Чӑвашла-вырӑсла фразеологии словарӗ» пичетленсе тухрӗ.
Паллах, куҫару словарӗсенче чӗлхери мӗнпур фразеологизмсене ҫырса кӑтартма май ҫук. Апла пулин те, ун йышши словарьсенче фразеологизмсен пӗлтерӗшне шыраса тупма, вӗсемпе куҫару ӗҫӗнче усӑ курма пулать.
ТĔП ЛИТЕРАТУРА
ХУШМА ЛИТЕРАТУРА
За еду птицы готовы собирать мусор
Плавает ли канцелярская скрепка?
Мастер-класс "Корзиночка"
Сторож
Афонькин С. Ю. Приключения в капле воды