Уйлав
Вложение | Размер |
---|---|
epir_pulna.docx | 18.24 КБ |
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!(уйлав)
Кашни çын тăван халăх çинчен шухăшламасăр пĕр кун та пурнаймасть пулĕ тесе шутлатăп эпĕ.
Çĕр çинче халăх нумай. Эпĕ вара –чăваш. Манра асаттесен юнĕ чупать.Эсĕ кам тесе ыйтсан та эпĕ турех-эп Чăваш тесе хуравлăп!
Эпĕ ытти халăха тиркеместĕп, анчах та хамăн халăха чунтан юрататăп, уншăн çеç пурăнас,ĕçлес килет.
Çак шухăша пурне те яр-уççăн калас килет:
Эс те- чăваш , эп те –чăваш. Ĕçлер-ха эппин-чăвашла!
Ман халăх мĕн авалтанах тымар янă, çирĕпленсе, тĕрекленсе пынă. Темĕнле йывăр пулсан та асапсене тÿссе ирттернĕ вăл, аптраман, пĕтмен, малаллах талпăннă.Яланах паттăр, хăюллă!
Каснă, вăтăрнă пире,
Кăкласа хăртман та мар-тăр,
Вăрлăх юлнă пурпĕрех.
Эпĕ, эсĕ, вăл –çав вăрлăх. Чăнах та, мĕнле кăна йывăрлăхсем чăтса ирттермен пуль чăваш, çапах та парăнман, парăнассăм та çук! Чăваш- чун хавалĕпе те паттăр, чĕрепе те шĕл-кăвар, ăс-пуçран та катăк мар!
Юрри-сăввине, ташши-кĕввине , пин-пин тĕррине, çепĕç чĕлхине упраса хăварнăшăн савăнса пурăнать ман халăх. Чăваш , чăнах та, пурнать, малалла утать, малашне те çаплах пурăнма ĕмĕтленет.
Чăваш халăхĕн малашлăхĕ çутă, пуласлахĕ çирĕп. Паянхи кун та йывăрлăхсене çĕнтерсе çирĕп утăмсемпе çÿлелле талпăнать чăваш, апла пулсан мăнаçлăнах калама пултаратпăр:
-Кирек хăш вăхăтра та , темле йывăр пулсан та чăваш халăхĕ пĕтмен, вăл пулнă, пур, пулать те!
Если хочется пить...
3 загадки Солнечной системы
Как я избавился от обидчивости
Сочини стихи, Машина
Человек несгибаем. В.А. Сухомлинский