Представлена работа ученицы Корниловой Анны
Вложение | Размер |
---|---|
petr.doc | 229 КБ |
«Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»
муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕ
9 класра вĕренекен
Корнилова Аннăн ĕçĕ
Ертсе пыраканĕ
Воронова Вера Николаевна
Курнавăш
Петр Петрович Хусанкай, чăваш халăх поэчĕ, К.В.Иванов тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премисен лауреачĕ – пĕрремĕш ретри çăлтăрсен ушкăнĕнчи чи шултри те хăватли, хăй сÿнсен те çĕр çине пин-пин йăлтăр çутă сапаканни. Унăн çăлтăрĕ чăваш поэзийĕн тÿпине çирĕммĕш çулсенче тухнă, вара çур ĕмĕр тăршшĕ çап-çуттăн çуннă, ыттисене хăй тавра пухса тăнă.
Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ анлă, пысăк. Лирик, историк, этнограф, критик, чĕлхеçĕ, публицист, тăлмач – вăл сăмах искусствин пур жанрĕпе те çырнă.
Пысăк ĕмĕтпе те шанчăпа, хĕрÿ ĕçре те кĕрешÿре, пĕр вĕçсĕр шыравра ирттернĕ поэт хăйĕн пултару терчĕпе тулнă пархатарлă пурнăçне. Унччен пултарнинчен тата çÿлĕрех çĕкленме тытнă вăл ăнлантару çунатне, ăсталăх тÿпине тăтăшах кармашса пынă.
Петĕр Хусанкайăн пархатарлă ĕçĕ халăхсем хушшинчи туслăха, нумай нациллĕ литературăсем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетес, анлăлатас тĕллевпе çирĕп çыхăннă. Çав тĕллеве пурнăçлас тесе, вăл ырми-канми ĕçленĕ. Хусанкай пултаруллă поэт: вырăсла та, чăвашла та ăста çырнă. Тата вăл 38 вырăс поэчĕн, тăванла ытти халăх поэчĕсен 500 произведение яхăн чăвашла е вырăсла куçарса пичетленĕ. Вăл хăй çырнă произведенисем вара пирĕн çĕршывра тата чикĕ леш енчи халăхсен 57 тĕрлĕ чĕхипе пичетленсе тухнă.
А.С. Пушкин тăлмачсене çутĕçĕн пуштă лашисемпе танлаштарнă. Самуил Маршак та, çак пархатарлă ĕçĕн кăткăслăхне шута илсе: «Куçару – юратăвăн «пепки», - тенĕ.
Куçаруçă çăкăрĕ ансат килмест. Поэтăн ĕçĕ-хĕлĕнче, Петĕр Хусанкай шутланă тăрăх, куçару питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ун урлă тăван сăмахлăхăмăр çĕнĕ кĕвĕсемпе, сăнарлăхпа пуянланать, сăвăç-тăлмачăн хăйĕн те тавракурăмĕ аталанать. Ун пирки вăл сахал мар калаçнă, çырнă. Куçару ĕçĕнче те самай пысăк еткер хăварнă: 177 ют чĕлхеллĕ поэта чăвашла «калаçтарнă» пултаруллă сăвăç.
Сăвăçă тени авалхи тĕрĕк сăмахĕ, вăл «сăмах ăстине» пĕлтерет. Чăн та, Петĕр Хусанкай çамрăклах чăн-чăн сăмах ăсти пулнине кăтартнă. Хусанкай – ăçтан тупнă вăл çак ята? Кун пирки поэт «Раççейĕм» сăвăра акă мĕн çырать:
Пур, тетчĕç, эп астăвасса,
Пĕр пĕчĕкçĕ вырăс ялĕ;
Унăн улпутне те асăнатчĕç,
Вăл пулнă имĕш Арăстух..
Пуçтах чăваш, тĕнче ухтармăш,
Çитсе кĕрет те Хусана,
Вăрах тăрать-и вăл сахал-и,
Телейлĕ-и, телейсĕр-и –
Вăлтса илет çав пикене,
Çав Арăстух çыннин хĕрне,
Килет унпа чăваш ялне.
«Хусан çынни» те «хусансем»
Тее пуçлаççĕ хайхине.
Хушаматланнă та вара вăл
Çырма тапратнă вырăсла:
Казанковсен рати пуçланнă,
Кайран вăл тулнă çур яла.
Эп, хамăр Çеспĕл калашле,
«Чăваш тĕнче çывхартнă чух»
Çав вырăсла хушамата
Чăвашлатмашкăн шухăш тытрăм
Çапла вара, куçару ĕçне Хусанкай хăйĕн хушаматне куçарса пуçăннă.
Вăл куçарнă, «чăвашлатнă» хайлавсем хушшинче эпир чи малтан тĕнче поэзийĕн классикине куратпăр (А.С.Пушкин, М.Ю.Лермонтов, Ш.Руставелли, Н.Бараташвили, Т.Шевченко, Х.Ботев, А.Мицкевич, У.Шекспир тата ыттисем те). Классиксене куçарма хĕн, мĕншĕн тесен вĕсен сăввисене чылайĕшĕ пăхмасăр пĕлет, çийĕнчех танлаштарма пултарать. Унсăр пуçне талантлă япалана куçарма ăста тăлмач кирлĕ. Оригиналти чĕлхе уйрăмлăхĕсене те, автор пурăннă çĕр-шыва та, унти халăхăн йăли-йĕркине те, поэтăн ĕçĕ-хĕлĕпе кунçулне те, кăмăл-туйăмне те,ĕмĕт-шухăшне тата ытти нумай-нумай пулăма шута илмелле. Куçарура вак-тĕвек çук, йăлтах кирлĕ. Кĕскен каласан, тăлмачăн автор умĕнче те, вулакан умĕнче те яваплăха туйса ĕçлемелле.
Вăрçăччен 1934 – 1936 çулсенче Хусанкай Ленинградра пулнă. Ун чухне А.С. Пушкин вилнĕренпе çĕр çул çитнĕ тĕле Хусанкай чаплă поэтăн нумай сăввине, «Евгений Онегин» сăвăллă романе чăвашла куçарнă. Çавăн чух ĕнтĕ вăл А.С.Пушкинăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе питĕ интересленет. Эрни-эрнипе ĕçлесе ларнă хыççăн, шăматкун каçалапа, Пушкинпа çыхăннă вырăнсене çÿренĕ. Çÿренĕ чухне пырса кĕнĕ шухăшĕсене блокночĕ çине çыра-çыра хунă. Каярах, 1951 çулта, «Евгений Онегин» чăвашла уйрăм кĕнекепе пичетленсе тухсан, вăл Пушкин çинчен çапла çырнă: «Пирĕн çĕнĕ поэзии анине чарăнмасăр шăваракан тепĕр юхăм вăл – вырăс поэзийĕн иксĕлми тинĕсĕ. Çав тинĕсрен чи малтан Пушкинăн пархатарлă хумĕсем çине-çинех хÿсе килсе пире хамăр чĕлхен хатне, ун тÿсĕмлĕхне ĕнентереççĕ. Эпир Пушкинпа чăвашла калаçса пăхрăмăр. Пушкин халь пĕтĕм чăваш халăхĕпе калаçать…»
Хусанкай хăй вырăссен чаплă поэчĕпе Пушкинпа пĕрешкеллине те асăрхама пулать. Аяккарахран пăхсан, çак пĕрпеклĕх уйрăмах палăрнă. Шăпах Пушкин сăнарлă Петр Петровича пÿрнĕ те чăваш çыравçисен пысăк ĕçĕсене туса пыма.
Вăрах мана юратĕ халăх: эп вăратрăм
Янравлă лирăпа ун ырă кăмăлне…
Пушкинăн çак вилĕмсĕр сăмахĕсене Петĕр Хусанкай та пĕр иккеленмесĕрех калама пултарнă.
Хусанкай хăйĕн пултарулăх лабораторине никама та кĕртсех кайманнине, «вăрттăн» ĕçленине аса илет Влас Паймен:
«Çак калаçу 1935 çулхи кĕркунне пулнăччĕ пек астăватăп.
- Сан «Мăн куккуна» мухтарĕç-ха. Çав тÿрех аса килчĕ. Пушкин хăйĕн поэмине «Мой дядя …» тесе пуçлать. Сан шутупа, чăвшла каласан, кам пулать вăл: мучăшĕ е куккашшĕ-и?
- Пиччĕшĕ пулать пуль, ача, - култăм эпĕ.
- Ма пиччĕшĕ?
- Ара, пĕлместĕн-им? Василий Львовича тăрăхласа çырнă-çке Пушкин çак йĕркене. Лешĕн пĕр сăвви «Осел был самых честных правил» йĕркепе пуçланать. Ку вара «Мой дядя самых честных правил» тет. Василий Львовичĕ Пушкин ашшĕн шăллĕ пулнă. Чăвшла пичче пулать ĕнтĕ.
Эпĕ ун чух ним пирки шухăшламасăр шÿтлесе сÿпĕлтетрĕм. Вăл шÿтлемен иккен.
- Ăна эпĕ те пĕлетĕп-ха, - терĕ вăл, куçне ахаль чухнехи пек вылятмасăр. – Анчах йĕрки кавычкăпа пуçланать. Автор мар, ун геройĕ, Онегин, «мой дядя» тенĕ.
- Апла пулсан, шуйттан пĕлет, - сасăпах култăм эпĕ. – Мĕне кирлĕ вăл сана? Куçарма шутламастăн пуль те? Ытла та пысăк япала-çке. Ăна ĕмĕр тăршшĕпе те куçарса пĕтереймĕн.
Петĕр хирĕç те, майлă та чĕнмерĕ.
Эпĕ ĕнтĕ чăнахах «Евгений Онегина» куçарасси – кăпăр-капăр тумалли ĕç мар вăл тенĕччĕ. Анчах çавăн хыççăн çулталăк та иртмерĕ, Хусанкай куçарнă чăвашла «Онегин» кун курчĕ те. Палах, эпир «мучи-кукка» пирки калаçнă чухнех куçарма пуçланă е çуррине куçарнă та ĕнтĕ вăл. Çапах шарламарĕ».
Хусанкай 1942 çулта Сталинград фрончĕнче çапăçнă. Пĕррехинче салтаксем Пушкинăн «Полтавине» аса илнĕ . «Пурне те уйрăмах сăвăри «Но близок, близок миг победы» сăмахсем хытă хумхатрĕç, - тесе çырать Владимир Демидов. - Хусанкай çавна илтнĕ май çапла каларĕ: «Сталинград чапĕ Полтава чапĕнчен нумай ирттерĕ», - терĕ.
Петр Петрович кайран пире «Полтава» сыпăкĕсене чăвашла вуласа пачĕ. Вăл ăна хăех чăвашла куçарнă-мĕн.
Пушкин каçĕ вырăс поэчĕн лирикăлла сăввисене вуланипе вĕçленнĕччĕ. Çакă пурне те савăнтарнăччĕ, кашнине хаваслантарса ячĕ: тăван культурăн гуманизмĕ мирлĕ вăхăтра кăна мар, вăрçă кунĕсенче те халăх хастарлăхне епле çĕклеме пултарнине нихçанчен лайăх туйса илтĕмĕр. П. Хусанкай çакăнта хумханса çапла каланине астăватăп: «Пушкин патриотизмĕ, вăл пурнăçа хытă юратни, унăн сăвви илемĕпе хитрелĕхĕ мана тăнран яраççĕ. Вăл вырăс чĕлхин пуянлăхне такамран та лайăх туйса илнĕ, вырăс халăх чунне нихăш поэтран лайăх уçса пама пултарнă». «Россия поэчĕсем хушшинче пысăк та çутă çăлтăрсем нумай пулнă, - терĕ вăл, - анчах Пушкин – вырăс поэзийĕн хĕвелĕ, вăл çынсен чуне ĕмĕр ăшăтса тăрĕ».
Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев Пушкинпа çыхăннă тепĕр саманта епле аса илет:
« 1949 çулта пĕтĕм совет халăхĕ Пушкин çуралнăранпа çĕр аллă çул тултарнине чаплăн палăртрĕ. Пирĕн автономиллĕ республикăра та вăл юбилей савăнăçлă иртрĕ. Поэтсемпе писательсем хуласемпе ялсене тухса çÿрерĕç. Хусанкай ячĕ çавăн чухне тепĕр хут кĕрлесе кайрĕ. Ленинградра пурăннă поэтăмăр Шупашкара куçса килнĕччĕ ĕнтĕ. Вăл, Пушкин произведенийĕсене чăвашла никамран та нумайрах, ăстарах куçарнăскер, кирек ăçта ирттернĕ литература каçĕнче те пуринчен малтаччĕ. Халăх ăна яланах тăвăллăн алă çупса кĕтсе илетчĕ.
Астăваймастăп тĕрĕссипе, - те Тăвайраччĕ, те Красноармейскинче, - районти культура çуртĕнче «Пушкин каçĕ» ирттеретпĕр. Хусанкай, пĕтĕм чунтан хавасланса, аслă вырăс поэчĕн сăввисене чăвашла вуласа парать. Янăравлă уçă сассипе кашни сăмаха итлекен çын чĕри патне çитерет. Сăвă пĕтмессерен пурте ура çине тăрса алă çупаççĕ. Çамрăк сăвăç, хăй те Пушкин пек чиперскер, чăн-чăн поэзипе хавхаланнăскер, хăй те çав самантра гениллĕ вырăс поэчĕ пекех курăнатчĕ пулмалла. Çавăнпа та пĕри залран сасартăк çапла ыйтрĕ:
- Петр Петрович! Сире чăваш Пушкинĕ теççĕ. Тĕрĕс-и çакă?
Эпир, президиумра ларакансем, пăшăрханса ÿкрĕмĕр: мĕн калĕ-ши поэтăмăр? Зал шăна вĕçни илтĕнмелле шăпланчĕ. Сăвăç кăшт çеç шухăшласа илнĕ пек пулчĕ те çирĕппĕн каларĕ:
- Çук, эп чăваш Пушкинĕ мар. Манăн тăван халăхăм асĕнче чăваш Пушкинĕ пулса мар, чăваш Хусанкайĕ пулса юласчĕ!
Халăх тăвăллăн алă çупса ячĕ. Çав самантра эпĕ те савăнсах алă çупрăм, çапах та поэтăн ăслă сăмахĕсене чылай вăхăт иртсен, Белинский çырнине вуласа тухнă хыççăн тин, лайăххăн ăнланса илтĕм. Аслă критикăн каланă шухăш пур: «Кого называют не своим именем, тот не может быть равен тому, чьим именем его называют. Байрон… не был прозван английским Гете или Шиллером, но остался Байроном»
Хусанкай та çаплах, чăваш Пушкинĕ е чăваш Есенинĕ пулса мар, чăваш Хусанкайĕ пулса халăх чĕринче ĕмĕрлĕх юлчĕ.»
Пушкина вăл «вилсе кайса» юратнă, унăн нумай-нумай сăввине, сăвăлла романне те пăхмасăр калама пултарнă. Тĕлĕнмелле астăвăм! Тĕлĕнмелле ăстăнлă çын пулнă Хусанкай.
1937 çулта Хусанкай «Аван-и, Пушкин!» ятлă сăвă çырнă. 1962 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ленинградри юлташĕсене хулари чи илемлĕ вырăнсенчен пĕринче – Искусство площадĕнчи Пушкин палăкĕ умĕнче хăйĕн халĕ çеç вырăсла çырнă «Пушкин» ятлă сăввине вуласа парать:
Как часто в дни, когда я дома
С самим собой наедине, -
Не с книжной полки пыльным томом, -
Живым приходит он ко мне!
В отчизне ко всему причастен,
Храню ее красу и честь,
Я думаю, какое счастье,
Что у России Пушкин есть!
Хусанкай вырăс литературине питĕ юратнă. Пушкинсăр пуçне ытти нумай поэтăн сăввисене чăвашла куçарнă: Есенин, Лермонтов, Маяковский, Блок, Ахматова.
Петĕр Хусанкай творчествинче Есенин мĕнле вырăн йышăннине тĕрĕс ăнланас тесен, ун пирки хăй мĕн каланине шута илес пулать. Акă мĕн çырать вăл кун пирки 1963 çулта:
«Тĕнчери чи вăйлă поэтсенчен пĕри Сергей Есенин мана, вырăсла пĕлекен, поэт пулас текен çынна, çавăрса илмесĕр пултараймарĕ. Икĕ çул хушши манăн сисĕмлĕ чĕрене савăнтарчĕ те, ывăнтарчĕ те, хавхалантарчĕ те, анратрĕ те пулĕ. Чăн-чăн поэзийĕн шалти вăйне хирĕç тăма хăвăн ăшунта-шалта - тепĕр вăй кирлĕ…»
«Уяртсан» кĕнекине, «Хура пĕркенчĕк» ятлă сăвă ярăмне пĕтĕмĕшпех тенĕ пек Есенина ытарайми юратса пăрахнă хыççăн çырнă. Автор çакна хăй те пытармасть:
Кирек мĕн кала, тăванăм, кирек мĕн кала:
Танлаштарас теп эпĕ хам та Есенинпала…
Есенин çуралса ÿснĕ вырăнсене кайса курнă хыççăн «Есенин патĕнче» поэма та çырса кăларать. Пĕр тапхăрта Хусанкая Есенин пек çырать тесе айăплама та пăхнă.
Тепĕр паллă вырăс поэчĕн – Лермонтовăн – сăввисене куçарас ĕçе те пит хастар хутшăнать. Лермонтов вилнĕренпе (1841) çĕр вунă çул тултарнă çĕре ун сăввисене чăвашла куçарса Шупашкарта уйрăм кĕнекепе кăларнă. Хусанкай сакăр сăввине питĕ ăста куçарнă. Хусанкай Лермонтова мĕнле юратни «Поэтпа миссионер» поэмăранах курăнать. Унта Лермонтовăн виçĕ сăввине асăннă: «Парăс», «Сывпул, çăвăнайман Россия», «Çук, эпĕ Байрон мар».
1930 çулхи кĕркуннеренпе 1931 çулччен Хусанкай Мускавра пурăннă.. Манеж урамĕнче хваттерте тăнă вăхăтра поэт «Çĕрйĕркеллÿ» поэма çырса пĕтернĕ (вăл уйрăм кĕнеки Тĕпиздатрах тухать), лирикăллă сăвăсем нумай çырнă. Маяковский сăввисемпе поэмисене куçарнă. Хусанкая Маяковскипе курса калаçма та тÿр килнĕ. Н Дедушкин хăй Ленинградри А.А.Жданов ячĕпе хисепленекен государство университетĕнче «Тăван çĕршыв Аслă вăрçи тапхĕнчи чăваш литератури» темăпа диссераци хÿтĕленĕ чухнехи вăхăта аса илсе çапла каласа парать:
«Хÿтĕленĕ вăхăтра Хусанкайпа унăн хĕрĕ Салампи пырса кĕчĕç. Хусанкай сăмах илчĕ:
- Ман умран тухса тухса калакан Наумов юлташ чăваш литератури çинчен чи малтан эпĕ Маяковский урлă пĕлтĕм терĕ. Унăн чăвашсене кăмăлласа асăннă сăвви пур, вăл сăвăра чăваш поэчĕсене те ырăпа асăннă, вĕсемпе тĕл пулнă, калаçнă иккен терĕ. Тĕрĕс. Питĕ тĕрĕс. Мана ку питĕ савăнтарчĕ. Хусанта 1928 çулта Маяковский патне пыракан чăвашсенчен пĕри эпĕ пулнă. Асран кайми кунсем, тĕлĕнмелле çыхăнусем куç умне килеççĕ».
Петр Хусанкай Сурковăн «Пĕчĕкçеç кăмака, вут çунать» ятлă хăй куçарнă сăввине Алексей Суркова вăл Шупашкара СССР Верховнăй Советне депутата суйлама кандидата тăратсан суйлавçăсемпе тĕл пулма килсен вуласа панă:
Пĕчĕкçеç кăмака, вут çунать,
Сарă сухăр куççуль пек таса.
Çĕрпÿртре ман хуткупăс юрлать,
Сан куçпа куллуна астуса.
Сан çинчен пăшăлтатрĕç тĕмсем
Шурă юрлă Мускав уйĕнче.
Манăн чĕрĕ сасса эс илтсем:
Шухăшлатăп ялан сан çинчен.
Эс манран инçетре-инçетре,
Çĕр те юр тăсăлать хушăра.
Сан патна халь çитме хĕнтерех,
Вилĕм ак - виç-тăват утăмрах.
Юрласамччĕ, хуткупăс, янра,
Аякри телее сасă пар.
Эс чунтан-чĕререн савнăран
Çĕрпÿртре те мана сивĕ мар.
Ленинградра Хусанкайăн çывăх туссем – чăвашсем те, вырăссем те тата ытти халăх çыннисем те чылай пулнă. Вĕсенчен пĕри Мĕтри Ваçлайĕ . Вăл ача-пăча сăввисем çырнă. Каярах вăл В.М.Бехтерев ячĕпе хисепленекен миме институтĕнчен вĕренсе тухсан, литературăпа çеç мар, нумайрах физиологипе интересленнĕ. Унăн биологи наукисен кандидачĕн диссертацийĕ ятне чăвашла темиçе çын та куçарса пăхнă, анчах Хусанкай куçарни чи тĕрĕсси тесе палăртаççĕ чĕлхеçĕсем… Акă вăл: «Çурăм шăмми мими пăсăлсан, пуç мимин пысăк çур çаврашкисем алă-урана ĕçлеттерме пултарасси». Мĕтри Ваçлейĕ доктор диссертацийĕ çырса пĕтерсен, унăн ятне те чăвашла куçарма çăмăлах пулман. Ăна та Хусанкай куçарса панĕ. Вăл «Сарăпланнă ÿт-пĕве хăнăхтарса ĕлĕкхи шайне çитерес проблема И.М.Сеченевпа И.П.Павлов вĕрентнĕ тăрăх мĕнле сарăлса пыни» ятлă. Питĕ пултаруллă куçаруçă пулнă Хусанкай.
. Хусанкай çул çÿреме юратнă. Хĕвеллĕ кăнтăрти, Урал таврашĕнчи, Кавказри тата ытти çĕрсенчи малтанхи стройкăсенче, çĕнелкен ялсемпе хуласенче пулнă, унти халăхсене чăваш литературипе, хăйĕн сăвви-юррисемпе паллаштарнă. Поэт курса çеç çÿремен. Тăван çĕршыв тăрăх çÿрени ăна тата та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарнă. Çул çÿренĕ чух е киле таврăнсан, поэт курни-илтни, хăйĕн кăмăлне мĕн хумхантарни çинчен лирикăллă сăвăсем те, поэмăсем те çырнă. «Бакуран «Çирĕм улттă» поэмăпа хавхаланса таврăнтăм», - тет вăл хăйĕн «Кĕске афтобиографийĕнче». Малалла çавăнтах: «1931 çулта эпĕ …Мускава куçрăм. «Коммунар» ятлă чăвш хаçатĕнче тухса çÿрекен корреспондент пулса, эпĕ нумай çĕре çитсе куртăм, - тет. – Çĕнĕрен ÿссе çитĕнекен чăваш рабочийĕсемпе паллашрăм. Горькири (Чулхулари), Магнитогорскри, Донбасри рабочисен пурнăçне пĕлме тăрăшрăм. Çав тапхăрта эпĕ «Магнитту» поэмăпа йышлă сăвăсем çыртăм». Çавăн чухне ĕнтĕ поэт-патриот халăхсен туслăхĕ çинчен «Малашлăх маршĕ» ятлă сăвă çырать. Унта вăл ирĕке тухнă халăха тĕреклĕ,туслă пулма, ĕçре чысне ÿстерсех пыма чĕнет.
Карели поэчĕ А. Тимонен П. Хусанкай çинчен çапла çырнă: « Сăнран лăпкă та шухăшлă Петĕр Хусанкай – питĕ канăçсăр çын. Вăл çур тĕнче тавра çаврăннă: çуран утнă, тĕвепе, ашакпа, автомашинăпа, поездпа çÿренĕ, самолетпа вĕçнĕ. Вăл хăйĕн куçĕпе Вăтам Азие, Кавказа, Украинăна, Латвие, Польшăна, Румынине, Чехословакие, Кубăна, Болгарие курнă… Ăçта кăна çÿремен-тĕр вăл, мĕнле çершыв çинчен кăна сăвă хывман-тăр», - тенĕ.
П. Хусанкай уйрăмах Болгарие кайса çÿреме юрататнă, ăна унта тăван вырăнне хурса йышăннă. «Совет элчи, чăваш элчи», - тенĕ пăлхар писателĕсем пирĕн мухтавлă сăвăçа юратса. Вăл нумай тăрăшнипе пăлхарпа чăваш культура деятелĕсем хушшинчи туслăх куллен-кун аталанса пынĕ. Болгарире К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», А. Талвирĕн «Пăва çулĕ çинче» романĕсене, П. Хусанкайăн суйласа илнĕ кĕнекине, Çеçпĕл Мишин, Ухсай Яккăвĕн, А. Алган, Стихван Шавлин тата ытти чăваш писателĕсен произведенийĕсене пичетлесе кăларнă, кайран та хаçатсемпе журналсенче сăвăсемпе калавсем тăтăшах пичетленнĕ.
Пирĕн республикăна тĕрлĕ вăхăтра П. Хусанкай чĕннипе пăлхар халăхĕн паллă писателĕсем – Ангел Тодоров, Ламар, Стефан Марков, Веселин Иосифов, Дмитрина Иосифова килсе кайнă. Кайран вĕсем Чăваш çĕршывĕн ÿсĕмĕсем çинчен хаçатсемпе журналсенче хăтлă статьясем, сăвăсем пичетленĕ.
П. Хусанкайпа Болгарии писателĕсем. 1958 çул
П. Хусанкай пăлхарла лайăх калаçнă. Болгарирен пирĕн пата хăнасем килсен, тăлмач вырăнне вăлах çÿренĕ . Пăлхар поэчĕсен сăввисене вара тÿрех чăвашла е вырăсла куçарнă. 1969 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Болгарире фашистла диктатурăна сирпĕтсе антарнăранпа 25 çул çитнине социализмлă çĕршывсенче, çавăн пекех Чăваш республикинче те паллă тунă. Çавăн чух П. Хусанкай пăлхарларан 25 поэтăн сăввисене чăвашла та, вырăсла Шупашкар станцинче. Илпек Микулайĕ, Н.Дедушкин, Петĕр
та куçарнă. Вĕсне «Советская Хусанкай, Г.Н.. Волков, Веселин Иосифовпа Димитрина Йосифова
Чувашия», «Коммунизм ялавĕ» (Болгари писателесем) тата Петĕр Чичканов. 1960 çулхи июль уйăхĕ
хаçатсем пичетленĕ.
Туслăх çулĕ питĕ анлă, вăл халăхсене пĕрлештерет. П. Хусанкай Болгарире тата ытти çĕршывсенче турист пек курса çеç çÿремен, вăл совет культурин çитĕнĕвĕсем çинчен, Чăваш çĕршывĕн кунçулĕ çинчен кала-кала панă, хамăрăн литературăпа паллаштарнă. Шупашкара таврăнсан, колхозсемпе совхозсенче, фабрик-заводсенче пулатчĕ, Болгарири социализм çитĕнĕвĕсем çинчен савăнса калаçнă, хаçат-журналсенче пăлхар халăхĕн паллă писателĕсем Христо Ботев, Пей Яворов, Ангел Тодоров, Елисавета Багряна тата ыттисем çинчен çырнă.
П. Хусанкай ытти çĕршывсенче çÿренĕ чух Тăван çĕршыва асран кăлармасть. Сак шухăш-туйăма поэт «Тăван çĕршыв», «Аслă çулпа», «Океан, океан»… тата ытти чылай произведенисенче те лайăх кăтартнă.
П. Хусанкай Болгарире, ытти çĕршывсенчи пекех, К.В. Ивановăн пултарулăхне пропагандăлас тĕлĕшĕпе чуне парса ĕçленĕ. «Нарспи» поэмăна пăлхар паллă поэчĕсенчен пĕри Н. Марангозов 1961 çулта пичетлесе кăларнă. Ку ĕçре ăна П. Хусанкай нумай пулăшнă. Вăл ку кĕнеке валли «Чăваш поэзийĕн ахахĕ – чăваш халăхĕн мухтавĕ» ятлă умсăмах çырнă. «Нарспи» поэма çинчен А. Тодоров, В. Йосифов, И. Сестримский тата ытти писательсем рецензисем çырса кăларнă.
«Нарспи» поэмăна 1975 çулта венгрла пичетлесе кăлараççĕ. Çак ĕçе те П. Хусанкай пуçарса янă. П. Хусанкай хăй К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине те, тата ытти произведенийĕсене те вырăсла куçарса кăларнă. Çапла вара, чăваш халăх сăвăçин çак пархатарлă ĕçĕ халăхсем хушшинчи туслăха вăйлатма татах пулăшнă.
1969 çулта Софире пăлхар чĕлхинчен куçаракансен пĕтĕм тĕнчери симпозиумĕ (канашлăвĕ) пулса иртнĕ. Унта куçару енĕпе питĕ хастар ĕçлекен писательсене Пăлхар писателĕсен Союзĕн премине панă. Вăл чаплă премие илме Петр Петрович та тивĕçлĕ пулнă.
П. Хусанкай Украинăра час-часах пулнă, вăл Украина литературине тĕлĕнмелле лайăх пĕлнĕ, чунтан хакланă. Чăваш çыравçисен сăввисем, калавĕсем украинла тухнине вăл яланах Çеçпĕл ячĕпе çыхăнтарнă. «Украина çулне пире вăл уçса пачĕ, пирĕн аслă туслăх сăпкине те вăлах сиктернĕ», - тенĕ вăл. «Çеçпĕл юртан тасалнă вăрманти пĕрремĕш чечек пулнă пулсан, Хусанкай – Атăл хĕрринче, пĕтĕм Совет çĕрĕнче тата чикĕ леш енче шăтса ÿснĕ чечексен ыр кăшăлĕ. Юратать Хусанкая Украина», - çапла çырать Украина паллă писателĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Юрий Збанацкий, П. Хусанкая аса илсе.
Украинăра нумай çĕрте пулнă Хусанкай. Çапах та кашни каймассерен Чернигов облçĕнчи Остер хулинче пулнах. Унта Çеçпĕлĕн вилтăпри, кунта ăна чысласа гранитран чаплă палăк лартнă, виçĕ чĕлхепе – чăвашла, украинăлла, вырăсла картса çырнă.
Украина ĕççыннисем чăваш поэтне манмаççĕ, ăна яланах хисеплесе асăнаççĕ. П. Хусанкай та, кунта килсен, ялан вулакансемпе тĕл пулса калаçнă. Çеçпĕлĕнне те, хăйĕнне те, ытти чăваш поэчĕсен сăввисене те вуланă, тăван республикăн çитĕнĕвĕсем çинчен тĕплĕн каласа паранă. Вăл унта та чăваш элчи пек тăрăшса ĕçленĕ. «Тарас тăвĕ çинче» статьяра (малтанхи хаçатра «Т.Г. Шевченко çĕршывĕнче» ятпа пичетленсе тухнă) поэт Украинăн чи чаплă çыравçисем – Павло Тычина, Максим Рыльский, Микола Бажан, Андрей Малышко, Володимир Соссюра тата ыттисем те Çеçпĕл Мишшин сăввисене куçарса «Сталева вира» кĕнеке кăларни çинчен пĕлтернĕ.
1969 çулта П. Хусанкайăн хăйĕн те «Салам сана, Украина!» ятлă сăвăсен кĕнеки украинла пичетленсе тухнă. Ун чухне вăл, чирлĕскер, кĕнеки çине: «Украинăра та сасă патăм… Кăшт упранĕ-ши тата хăвтăм? Курăпăр!» - тесе çырнă те: «Ĕçлемелли, çÿремелли нумай-ха. Часрах Çеçпĕлĕн програмлă пĕр сăввине – «Çĕн Кун акине» - 50 чĕлхепе кăларасчĕ», - тенĕ.
Чăнах та çак кĕнекене кăларас пирки вăл питĕ нумай ĕçленĕ. Сăвва куçаракансем – паллă поэтсем пулнă, кашнипех вăл хăй калаçнă е çыру çÿретнĕ. Куçаракансем хушшинче: СССР государство премийĕн лауреачĕсем Андрей Малышкăпа Сильва Капутикян, Дагестан тата мари халăх поэчĕсем Юсуп Хаппалаевпа Миклай Казаков, Латви культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Ванаг, пăлхар поэчĕ Ольга Машкова тата ытти паллă поэтсем.
Кĕнеке тухиччен Переделкинăри кану çуртĕнче вăл çапла çырнă: «Вăраха хăварнă ĕçĕм-хĕлĕме петермелле… Çеçпĕл сăвви килчĕ литвалла, кабардинла, балкарла, словакла, хорватла, сербла… Финла, полякла тума ыйтса ятăм».
П. Хусанкай Украина паллă поэчĕ Павло Тычинăпа питĕ çывăх, туслă пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрин сăввине нумай куçарнă. «Тычина Хусанкай çырнисене пысăка хурса хаклатчĕ, чăваш поэчĕсен ĕçĕсем çинчен те ытларах пĕлесшĕн çунатчĕ», - тенĕ Ю. Збанацкий.
П. Хусанкайăн Украинăри çывăх тусĕсем хушшинче рабочисем те, колхозниксем те пулнă, вĕсемпе вăл туслă çыхăну тытнă. Акă,
Петĕр Хусанкайпа Павло Тычина. П Чичканов укерчĕкĕ Донецк облаçĕнчи Т. Шевченко
ячĕпе хисепленекен колхозран 1966 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче ун патне янă çыру:
«Уважаемый Петр Петрович!
Просим Вас дать свое согласие на избрание Вас почетным колхозником нашей сельхозартели. При этом мы исходим из того, что наш колхоз носит имя великого украинского поэта Тараса Григорьевича Шевченко, поэзия которого остается для всех нас вечно живой и зовущей. Мы считаем, что Вы – прямой родственник и близкий друг Тараса Григорьевича, а значит и наш. Ждем ответа».
П. Хусанкай ку çырăва илсен савăннă та, пăшăрханнă та. Чаплă колхозник пулма чаплă ĕçсем тумалла тенĕ вăл. Колхозниксем патне, тав туса, пысăк çыру çырнă. Ăна пухура пăхса тухнă, поэта «Хисеплĕ колхозник» ятне, унтан вара ĕç кĕнеки парнă. П. Хусанкай çырăвне халиччен ниçта та пичетлемен. Вуласа пăхар-ха:
«Дорогие друзья!
Извините меня за то, что я отвечаю на Ваше письмо с некоторым опозданием. Я целый месяц был в отъезде и вернулся только вчера. Меня глубоко тронуло и окрылило Ваше письмо. Вы мне оказали незаслуженно высокую честь, выразив меня почетным колхозником вашей сельхозартели. Я очень взволнован этим, и, кажется, сразу помолодел лет на десять. Конечно, ни о каком отказе с моей стороны не может быть и речи. Я согласен. Но тут же начинаю думать: чем и как мне быть бы Вам полезным? Ведь до пенсионного возраста (по колхозному) мне еще остается лет шесть, а по нашему (писательскому) уже меньше года. А быть просто «свадебным генералом», как говорят, было бы неудобно.
Я думаю, что в колхозе имени Великого Кобзаря очень любят поэзию. Может быть поэтому и вспомнили про меня. Поэтому я для начала сразу хочу послать для Вашей библиотеки мои стихи, поэмы и сказки в двух томах. Это было издано здесь, у нас, в русском переводе. Есть там и стихи об Украине.
Я давно дружу с многими украинскими поэтами. Мы переводим друг друга. Бываем в гостях друг у друга, встречаемся на съездах, пленумах и т. д. Эта наша дружба освещена именами Шевченко, который оставил сочувственные записки о чувашах в своем дневнике, и Сеспеля – нашего поэта, работавшего на Украине в начале двадцатых годов и умершего там. Украина высоко чтит его память. Вы, разумеется, знаете об этом. А с 1962 года украинский и чувашский народы породнились, побратились и на небесах – аж в космосе. Об этом писал очень сердечно Павло Тычина в дни пребывания Павла Поповича на родине.
Выразив желание избрать меня почетным колхозником, Вы, может быть, вспомнили об этом. Это новые грани дружбы народов, чем сильна и непобедима наша Родина.
Я сердечно благодарю вас и всех колхозников за братское доверие, за высокую честь, оказанные мне. Надо подумать о формах нашего общения: может быть я сумел бы приехать к Вам, мне предстоит поездка на Украину.
10.03.66г Ваш П. Хузангай…»
Петр Петровича пур тĕлте те вулакансем юратса, кăмăлласа йышăннă. Ăна Тутар респуликинче уйрăмах лайăх пĕлеççĕ. Вăл унта çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Хусанкай чăваш педтехникумĕнче, унтан Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Çакăнта ĕнтĕ вăл чăваш литератури çулĕ çине тăнă, тутар писателĕсемпе паллашнă. Пуринчен ытла Хади Такташпа, Адель Кутуйпа, Хасан Туфанпа, Муса Джалильпе туслă пулнă
Петĕр Хусанкай тата тутар писателесем М Нугманпа Тутар поэчĕсемпе яланах тутарла
С Шакир калаçнă, вĕсен сăввисене чăвашла куçарнă. Унăн хăйĕн те 1968 çулта тутарла «Туссемпе» ятлă сăвăсен кĕнеки тухнă.
Поэт час-часах Кавказра та пулнă. Унта унăн тусĕсем чылай пулнă: Расул Газматов, Юсуп Хаппалаев, Кайсын Кулиев, Ираклий Абашидзе, Сильва Капутикян тата ыттисем те. Унта та вăл чăвш культури, литератури çинчен каласа панă, хăйĕн сăввисемпе кăна мар, хамăрăн нумай поэтсен произведенийĕсемпе вĕсене паллаштарнă.
Петĕр Хусанкайпа балкар халăх поэчĕ К Кулиев. 1960
Петĕр Хусанкайăн пултарулăхĕ, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ поэзире чи паллă вырăн йышăннă. «Тăван халăхăн иртнĕ, хальхи тата пулас пурнăçĕ çинчен тарăн шутлакан поэт», - тенĕ ăна вырăс поэчĕ Сергей Смирнов. «Эпĕ сана ялан асра усратăп, эсĕ маншăн пысăк культурăллă писательсенчен пĕри, ăслă та такамран çывăх тусăм», - тесе çырнă Кайсын Кулиев.
Латвии халăх поэчĕ Ян Судабалкин, П. Хусанкая ырăпа асăнса, хăйĕнпе курнăçичченех çапла каланă: «Эпĕ Сире нихçан та курман, анчах Эсир мана питĕ çывăх, Сирĕн çинчен эпĕ чылай пĕлетĕп, мĕн пĕлни вара пĕтĕмпе – лайăх, аван. Эсир, халăх поэчĕ, хăвăр тăван республикăшăн, ырă Чăваш çĕрĕшĕн нумай вăй хуратăр, пĕтĕм Раççейшĕн те, апла пулсан, пĕтĕм тĕнчешĕн те». Петĕр Хусанкайпа Латвии халăх поэчĕ Я. Судабалкин. 1963
Тăван çĕршывăн аслă вăрçин çулĕсенче П. Хусанкай çарта пулнă, фашизма хирĕç пăшалпа та, перопа та паттăр çапăçнă. Дон шывĕ çинче, Сталинград патĕнче, Брянск фронтĕнче, Украина фронтĕнче тĕрлĕ лару-тăрура пулнă. Поэт-воин, тăшмана аркатса, вилĕме çĕнтерсе, йывăр аманнă пулсан та, Польшăна çитнĕ. Петр Петрович поляксен чаплă поэчĕ Юлиан Тувим çырнă «Экс ориенте люкс» («Хĕвелтухăç çути») чăвашла та куçарнă. Сăвви ку пĕтĕмпех ытарлă янăрать темелле, «пулас чăвш Ньютонĕсене» мухтать.
Тăван халăхне юратнипе пĕрлех Петр Петрович вырăс халăхĕпе Российăри ытти халăхсем çинчен хисеплесе ăшшăн калаçнă. Вăрçă хыççăн вăл халăхсен туслăхĕ çинчен, Чăваш çĕршывĕн пуласлăхĕ çинчен, çынсен таса кăмăлĕ çинчен сăвăсем çырма ĕмĕтленнĕ.
П. Хусанкай пирĕн нумай халăхсен поэчĕсемпе çыхăну тытнă, вĕсемпе туслă пулнă, чунтан кăмăлласа çырусем, сăвăсем çырнă. Акă унăнăн писателсене халалласа çырнă сăввисем «Максим Горький», «Владимир Маяковский», «Сергей Есенин патĕнче», «Павло Тычпнăна», «Кайсын Кулиев патĕнче», «Назым Хикмете», «Максим Рыльские», «Мусса Джалиле», «Ян Судрабкална», «Хади Такташа», «Семен Данилова» тата ыттисем те. Çав вăхăтрах вăл тĕнче поэзийĕнчи паллă поэтсене те лайăх пĕлнĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕсене тивĕçлипе хакланă.
1954 çулта П. Хусанкай «Тăван сасăсем» ятлă тĕрлĕ халăх поэчĕсен сăввисен кĕнекине кăларнă. Унта тĕнчери 57 поэтăн произведенийĕ. «Хăшĕ пĕри тахçанах çĕре кĕнĕ, хăшĕ инçе пурăнать, теприсене тăлмач курнă çеç мар, вĕсен сассине куçа-куçăн курăнса илтме те тивĕçлĕ пулнă. Маяковский, Тычина, Купала, Леонидзе, Тихонов, Рыльский, Твардовский… Çак ятсене вăл хамăр саманари поэзи ăсталăхне курнă, вĕсен сассисем малашне те нумайччен янăрассине туйнă… Вырăс чĕлхине пула вĕсен сассисем Чăваш çĕршывне çитрĕç», - тенĕ кĕнекене хатĕрлекенĕ тата куçараканĕ. П. Хусанкай хаваслансах çак кĕнекене кĕртнĕ виçĕ поэтăн сăввисенче чăваш халăхĕн культурипе пуласлăхĕ çинчен çырнине асăннă. Грузи халăхĕн гениллĕ поэчĕн Шота Руставелин «Тигр тирĕ тăхăннăскер» поэмине чăвашла куçарма хатĕрленнĕ, анчах чĕлхине япăх пĕлнипе ĕç кал-кал каяйман. «Грузире темиçе хут та пултăм, татах кайма шутлатăп», - тенĕ поэт. Тăлмачăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ çитессе поэтăн юлташĕсем те шанса пурăннă. «Ялав» журналăн 1966 çулхи 9-мĕш номĕрĕнче çак чаплă поэмăн малтанхи виçĕ пайне пичетленĕ. Ытти сыпăксене вăл куçарса пĕтереймен…
Куçару ĕçĕпе уйрăмах интересленекенскер, Хусанкай хăй мĕнле ĕçлени çинчен, пăлхар поэчĕсен сăввисене вырăсла та, чăвашла та куçарни çинчен кала-кала панă. Хусанкай «Ватăлатпăр, сывлăх пур чух кăшт усăллă ĕç туса хăварас килет», тесе пăшăрханнă.
Ăçта кайсан та, ăçта çитсен те П. Хусанкай халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе нумай ĕçленĕ. Вăл тăванла халăхсене чăвш литературин паха тĕслĕхĕсемпе паллаштарас тесе нумай вăй хунă, ăста тăлмачă Н. Шелепин, Çеçпĕл Мишшин, Митта Ваçлейĕн, Ухсай Яккăвĕн, А. Алган, С. Элкерĕн, Иван Ивникĕн, И. Тукташăн тата ыттисен произведенийĕсене вырăсла куçарнă.
«Çеçпĕл вилни çинчен Шупашкара çитнĕ хыпар-хăнар ман чĕрене таçтан персе аннă чул пек ыраттарчĕ, - тенĕ вăл Çеçпĕлĕн «Çырусен пуххи» кĕнекини пичетленĕ чухне. Ахальтен мар ĕнтĕ Çеçпĕл сăввисаене Хусанкай вырăсла чи малтан куçарнă.
Влас Паймен хусанкай «Нарспи» поэмăна епле куçарнине аса илет:
«Пĕррехинче (1936 çул пуçламăшĕнче) Аркадий Золотов пире иксĕмĕре те хытă вăрçрĕ:
– Поэтсем! – терĕ вăл кÿреннĕн. – Пĕртен-пер классикăлла япала пур пирĕн, çавна та вырăсла куçарса параймастпăр.
Сисрĕмĕр ĕнтĕ, «Нарспи» пирки çĕтĕлет.
- Ман ĕç мар. Паймен куçартăр. Вăл вырăсла Пастернак пек сăвăлама пултарать, - йăвашшăн тĕртсе хучĕ Петĕр.
- Ан кул-ха, Петр Петрович. Çапах та эп пĕррехинче поэт йăмăкне, Прасковья Васильевнăна, «Нарспие» вырăсла куçарма сăмах панăччĕ. Ман парăм вăл. Мĕн пулсан та куçаратăпах, - хĕрсе пакăлтатрăм эпĕ.
- Чăнах-и?! – сиксе ÿкрĕ Золотов. Çавăнтах кăшт сиввĕнтерех: - Мĕнле, рифмăсăр куçарас тетĕн-и? – терĕ.
- Ма рифмăсăр? Куçарсан, рифмăллă япалана рифмăласах куçаратăп ĕнтĕ, - терĕм.
- Куçар-ха, тăванăм, куçар! Сана уншăн Шупашкарта палăк лартатпăр, - хĕрсе кайрĕ Золотовĕ.
Петĕр кăшт сивĕтрĕ ăна:
- Палăк пирки ан шан, Влас. «Нарспи» авторне, пирĕн пĕртен-пĕр классика, хăйне те палăк лартайман-ха халлĕхе.
- Итле-ха, Паймен, - терĕ вара Аркадий Иванович, манакуçран шăтарас пек пăхса. – Хытă шанатăп сана. Куçар. Халех ĕçе тытăн. Палăкĕ вăл – шÿтлени çеç. Ун пирки калаçмăпăр… Акă мĕн…
- Ун пек индульгенции парсан, манăн та куçарас мар-и, Аркадий Иванович? – кулчĕ Петĕр.
- Сан çылăхусене манма пуçларăмăр ĕнтĕ. Куçарсан та эсĕ – вырăссене чăвашла куçар, терĕ шÿтлĕ сăмаха питех йышăнма пĕлмен Золотов.
Эпĕ чăнласах çав ĕçе тытăнтăм. 1937 çул вĕçнелле куçарса пĕтертĕм. Анчах çавăн чух куçарни кун кураймарĕ. Çухалчĕ вăл. Каярах, 1945-1948 çулсенче, «Нарспи» поэмăна çĕнĕрен куçартăм. Хусанкай та 1937 çултах куçарма тытăннине пĕлмен çав эпĕ. Пĕлнĕ пулсан, тепĕр хут куçарса тертленмен пулаттăм.
1936-1937 çулсем тăршшĕпе Петĕрпе темиçе хут та курнăçнă эпĕ, тăтăшах çырÿ çÿретнĕ. Анчах вăл манна «Нарспие» хăй куçарма шухăшланине е тытăннине систермерĕ.
Çапла «вăрттăн» ĕçлесе, кайран хатĕр ĕспе тĕлĕнтернĕччĕ Петĕр Хусанкай»
Петр Хусанкайăн чăваш культуринчи пысăк ĕçĕ нумай енлĕ, ăна тăван республикăра çеç мар, пур çĕрте те лайăх курма пулать. Вăл – чăваш халăхĕн шанчăклă ывăлĕ, обществăпа государтсво деятелĕ, талантлă сăвăç, куçаруçă. Унăн ячĕ ĕмĕр хĕвел пек çунса тăрĕ.
Хусанкай хăйĕн ĕмĕрĕнче 60 кĕнеке пичетлесе кăларнă (çав шута уйрăм кĕнекен тухнă куçарнисем те кĕреççĕ), унăн сăввисене тĕнчери 56 халăх чĕлхипе вулаççĕ. Унăн сăвви- юррисем халăхпа пĕрле пархатарлă ĕçре ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнĕç.
Чăваш литературишĕн Петĕр Хусанкай – мухтанмалли пулăм. Унăн сăнарĕнче, ĕçĕ-хĕлĕнче чăваш çынни малашлăхри сăнне куратпăр: унта чăвашлăх та, интернацилĕх те, тăван халăх чунĕпе пĕтĕм тĕнче ăс-хакăлĕ те, темиçе чĕлхепе пĕр пекех хавассăн сăвă çавăрни те пур. Петĕр Хусанкай хайлавĕсем – вăл пурăннă вăхăт ялавĕ пекех.
Литература
1. Чăваш литератури: Учебник-хрестомати: Вăтам шкулăн 9-мĕш класĕ валли /
В.П.Никитин (Саньял) пухса-çырса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке
издательстви, 2003. – 319 с.
2. Литература: Учебник-хрестоматия для 9 кл. нац. шк.: В 2-х частях. Ч.I /Авт.-сост.
Н.Н.Вербовая, К.М.Нартов, Л.В.Тодоров. – СПб.: отд-ние изд-ва «Просвещение»,
1996. – 447 с.
4. Манăçми Хусанкай. Асаилÿсем. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1987ç.
303+24 (вкл.) с.
кĕнеке издательстви, 2006. – 479 с.
План
4. Усă курнă литература
Этот древний-древний-древний мир!
Ворона
Как выглядело бы наше небо, если вместо Луны были планеты Солнечной Системы?
Девятая загадочная планета Солнечной системы
Зимовье зверей
Комментарии
Работа Анны Корниловой по