Этем тени пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнмасть. Хутшăнма вара чĕлхе кирлĕ. Тĕнчере кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Чĕлхе çынна вĕрентет, унăн тавра курăмне анлатать, курманни – пĕлменни çинчен пĕлтерет, çыннăн ăс - тăнне кăна мар, туйăмне те тарăнлатать.
Вложение | Размер |
---|---|
chavash_respublikinchi_varmar_rayonen_pysak_enkkassinchi_vatam_shkule.docx | 18.8 КБ |
Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕн Пысăк Енккассинчи вăтам шкулĕ
Реферат
Чĕлхе- пархатарлă вăй
Ĕçĕн пурнăçлаканĕ: Мешкова Дарья,
6-мĕш класра вĕренекен
Ертсе пыраканĕ: Иванова Ирина Васильевна,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенн
Пысăк Енккасси-2019
Кӱртĕм
Этем тени пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнмасть. Хутшăнма вара чĕлхе кирлĕ. Тĕнчере кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Чĕлхе çынна вĕрентет, унăн тавра курăмне анлатать, курманни – пĕлменни çинчен пĕлтерет, çыннăн ăс - тăнне кăна мар, туйăмне те тарăнлатать. Вырăссен паллă педагогĕ К.Д.Ушинский тăван чĕлхе çинчен çакăн пек каланă: «Халăх хăйĕн чĕлхинче миллион уйрăм çын шухăшĕсемпе туйăмĕсене нумай пин çул хушшинче пуçтарса хунă. Çĕршыв çутçанталăкĕпе халăх историйĕ çынсен чунĕсенче сăнарланса сăмахра палăрнă. Çынĕ вилнĕ, анчах вăл тунă сăмах халăх чĕлхин вилĕмсĕр те иксĕлми пуянлăхĕ пулса юлнă, çапла вара чĕлхен кашни сăмахĕ, унăн кашни форми этемĕн шухăшĕсемпе туйăмĕн тухăçĕ: вĕсем урлă сăмахра çĕршыв çутçанталăкĕпе халăхăн историйĕ сăнланнă». Чĕлхе халăх историне сăнласа панине çирĕплетес тесе хам ума çакăн пек тĕллев лартрăм.
Тĕп тĕллевĕ: чăваш чĕлхи обществăпа тачă çыхăннине, çавна пула вăл улшăнса, пуянланса пынине палăртасси, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парасси.
Задачăсем: словарьсемпе паллашса чăваш чĕлхине кĕнĕ сăмахсене тупса палăртни; çыравçăсен хайлавĕсене вуласа тухни; чĕлхеçĕсен тĕпчевĕсемпе паллашни.
Актуаллăхĕ: чĕлхен общество пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ нихăçан та иксĕлмест, мĕншĕн тесен чылай улшăнусемпе наукăпа техникăри çĕнĕлĕхсемпе, культура ӱсĕмĕсем чĕлхере çĕнĕ сăмахсем çуратаççĕ.
Халăх пурнăçĕнче мĕн пурри пурте чĕлхере сăнланать, çавăнпа унта халăхăн иртнĕ кун-çулĕ те, ĕмĕчĕ – шанчăкĕ те, ĕçĕ - хĕлĕ те – пурте йĕрленсе юлать.
Сăмахсем пулаççĕ тĕрлĕрен
«Истори тĕлĕшĕнчен хăйне уйрăм пурнăçпа пурăнакан кашни халăх сĕм авалтанах хăйĕн туйăмĕсен, ăнлавĕсен кĕлеткине тăван чĕлхерен илсе пырать, вĕсене вăл хăйĕн ăс-тăнĕн вăйĕсемпе тата майĕсемпе усă курса тăнă…Чĕлхе вăл çав ăс-тăн пуянлăхĕн хуппи пулса тăрать, анчах çав хупă хăйĕн ăшчиккипе пĕрле ӱссе ларать, унтан уйрăлмасть»,-тенĕ чăвашсен паллă педагогĕ И.Я.Яковлев.
Кулленхи калаçура пĕр-пĕринпе ăнланса калаçма пире пинрен ытла сăмах та çитет темелле. Анчах сăмах ăстисем, писательсемпе поэтсем, журналистсем мĕнле кăна сăмахпа усă курмаççĕ-ши? Чăваш чĕлхин сăмах йышĕ питех те пысăк та пуян; 19 ĕмĕрччен чăваш чĕлхинче йăла-йĕркепе çыхăннă пулнă, хальхи чăваш чĕлхинче обществăпа политика, ăслăлăхпа техника, культурăпа искусство ăнлавĕсене палăртмалли сăмахсем те чылай.
Чĕлхери сăмахсен йышĕ вĕçĕмсĕр улшăнса тăрать: киввисем чĕлхерен тухса ӱкеççĕ, çĕнĕ ăнлава палăртаканнисем кĕрсе пыраççĕ.
Кирек мĕнле чĕлхере те кивелнĕ самахсем сахал мар. Вĕсене эпир историе çутатакан произведенисенче тĕл пулатпăр. Акă, Юхма Мишши çырнă «Кăвак çĕмрен» романĕнче Пугачёв тапхăрĕнчи саманана сăнласа пама: кӱпе (пăхăр, йĕс тата тимĕр ункăсенчен тунă тум), келше (кивçен панăшăн хушса тӱлени), мăчавар (киремет картине пăхса сыхласа тăракан çын), айпăраш (хитре ар çын), мĕчевĕр (калаçма юратман, вăтанчăк çын), хавхав (тискер, хăрушă), сыхчă (этем чунне хураллакан пирĕшти ячĕ)кӱнтелен (куракан, свидетель) йышши самахсемпе усă курнине асăрхатпăр.
Çакăн пек сăмахсем К.Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет», Ç.Элкерĕн «Хĕн - хур айĕнче» поэминче, Н.Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕнче те тĕл пулаççĕ (нӱкер, тĕкĕрĕç, ясыр, ясак, кантур, сутник, пурмис, тиек, элем, чалка,ăрăм, кĕрмек, эрлĕк тата ыт. те).
Сăхман, тăлăп, чаппан, аçам, шупăр, тевет таврашне эпир курман та, вĕсем мĕне пĕлтернине кăсăклансах шыратпăр. И.А.Андреев çырнă тăрăх, чăвашсем тăлăппа чаппана хĕллехи вăрăм çула тухнă чухне тăхăннă. Тăлăп пысăк çухаллă вăрăм та шалпар кĕрĕк пекрех пулнă. Чаппанне вара ятарласа тĕртнĕ хулăн çăм тăларан çĕленĕ, унăн та çухи пысăк пулнă. Тăлăп, чаппан сăмахсем пирĕн чĕлхене тĕрĕк чĕлхинен кĕнĕ иккен. «Тăлăп» тесе авалхи тĕрĕкесен çурмасăр, чăлха пек сӱсе илнĕ выльăх тирне пĕлтернĕ. Çара хирте вылах кĕтсе çӱрекен тĕрĕксем хĕллехи сивĕре çавнашкал тире тăхăнса çӱреме пултарнă. Вăхăт иртнĕçемĕн хальхи тумтир сăмахăн авалхи пĕлтерĕшĕ «çие тăхăнмалли тир» тенине пĕлтернĕ. Аҫам килти тӑлла-сукнаран ҫӗленӗ хӗллехи тумтир ҫине тӑхӑнакан анлӑ, вӑрӑм, ҫӳллӗ ҫухаллӑ хресчен тумтирӗ. Сӑхманĕ çӑм ҫиппинчен килте тӗртсе тунӑ тӑла-сӑхман, сукна пулнă, тум, тумтир çĕленĕ. Сӑхман /а/ - шыв сӑхмасть, шыв ямасть. Сӑхмана сурӑх ҫӑмӗнчен /ҫиппинчен/ тӗртсе йӑваласа тунă. Тевет хӗрача тумӗ шутланнă. Ăна хул пуҫҫи урлӑ ҫакнӑ. Тевет ҫине нухрат укҫасене ҫӗлесе хунă. Шупӑр, шупар — ҫуллахи тумтир. Шурӑ хӑлат, халат. Сӑхман. Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен хушшинче сарӑлнӑ чӑваш тумӗ. Уяв вӑхӑтӗнче, кӗлӗ кунӗсенче тӑхӑнакан тӗрӗленӗ тум. Шупӑра шурӑ пусмаран, шурӑ е хура, е кӑвак сукнаран ҫӗлнӗ. Ун ҫине авалхи тамха тӗррисене тӗрленӗ.
Тăван чĕлхе вăл – ăруран ăрăва куçса пыракан сăмах – халап. Чĕлхе историйĕ, лексики мĕнле улшăнса пынине Н.И.Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекине», В.Г.Егоров çырнă «Введение в изучение чувашского языка», А.Е.Горшковăн «Чăваш чĕлхи лексикин аталанăвĕ», С.П.Горскин «Очерки по истории чувашского литературного языка»ĕсĕ, М.И.Скворцовăн «Чăвашла - вырăсла словарьне» тата ытти тĕслĕхсемпе паллашсан курма пултаратпăр. Тата çакна та палăртса хăварса килет: кирек хăш чĕлхепе кăларнă словаре уçса пăхсан та унта тĕп тăван чĕлхе самахĕсĕр пуçне ытти чĕлхесенчен йышăннă сăмахсене тĕл пулма пулать. Ылтăн Орда тапхăрĕнче араб сăмахĕсем кĕрсе юлнă : вăхăт, сăнчăр, сунтăх, тухья, хула; перс сăмахĕсем: пурçăн, сурпан, чăм, сăвап, чун т.ыт.те. Хусан ханстви тапхăрĕнче тутар чĕлхинчен Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен чĕлхисене чылай сăмах кĕрсе юлать. Ял ячĕсем икĕ вариантлă пулса каяççĕ, пĕри - чăвашла ят, тепри - тутарла: Кинчер - Янситово, Куснар - Байгулово, Пинер - Шихабылово, Ырашпулăх- Бишево.
Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех мари халăхĕпе кӱршĕллĕ пурăннă, вĕсем хушшинче туслăхпа тăванлăх туйăмĕ аталанса пынă. Этеме сăнарлакан сăмахсем (лапшака, чамшăк, чăркăш), апт-çимĕс ячĕсем ( кукăль, нимĕр), кайăк- кĕшĕк ячĕсем (чĕкеç, шаланкă), хурт- кăпшанкă ячĕсем (кăткă, ӱпре, шăна) тата тем тĕрлĕ сăмахсене палăртма пулать.
Раççĕй патшалăхĕпе пĕрлешсен, вырăс сăмахĕсем чăваш чĕлхине пĕр вĕçĕмсĕрех кĕрсе пынă. Вырăссемпе тачă çыхăну тытса пынăран кил- çурт таврашĕнче кирлĕ япаласемпе, ĕç хатĕрĕсемпе усă курма пуçланă (пичке, витре, кĕрепле, куршак, суха, хăмăт,тăпач). Вăхăт иртнĕçемĕн чăваш чĕлхине йăла пурнăçĕпе çыхăннă ăнлава палăртакан сăмахсем, 20 ĕмĕрте обществăпа политика, наукăпа техника, культурăпа искусство ăнлавĕсене палăртакан сăмахсем те кĕме пуçланă (промышленность, цех, фабрика, комбайн, трактор, инженер, техник, водитель, лётчик, опера, балет, архитектура, консерватории). Тĕнче уçлăхне тĕпчес тапхăр пуçланнипе чĕлхемĕре çĕнĕ сăмахсем кĕрсе пынă: космос, космонавт, спутник, луноход, ракета, скафандр. Çапла вара, чĕлхере сăмахсенче халăхăн авалхи пурнăçĕ тарăн йĕр хăварать. Кашни ĕмĕрте пухăнса пынă пĕлӱлĕхĕн тĕслĕхĕсене хальхи вăхăтра ваттисен сăмахĕсенче тĕл пулма пулать. Акă, тĕпсĕре тĕмен çитмест тата тĕменре тĕрли пур ваттисен сăмахĕсенех илер. Пиртен чылайăшĕ тĕмен сăмахĕ мĕне пĕлтернине калаймасть, авал вара вăл «питĕ нумай» тенине пĕлтернĕ иккен. Авалхи тĕрĕксемпе монголсем вунă пинрен тăракан çар ушкăнне е вунă пин çар çынни тăратма пултаракан облаçа темен тенĕ. Акă тепĕр ваттисен сăмахнех илер: айпăлта айăпĕ тимĕрçе тивнĕ тет. Кунта тĕл пулакан айпăлта сăмах авал çар хатĕрне пĕлтернĕ, ăна чăвашсем ытти тĕрĕксенчен йышăннă. Тĕрĕксем ăна ай балта тенĕ, чăвашла вăл уйăх пуртă пулать. Истории паллисене сăнлакан тупмалли юмахĕсем те сахала маар: лаптак кашта çине симĕс курăк шыв (масмак ); така та çиет, вăкăр та çиет, тăрантăм темест (киремет); авалхи кашкăр, паян йцăпăлти (кулак); ярăп, яра парăп, исмелĕп те тӱмелĕп (сăхман); ик кушакăн тăват хӱре (çăпата) ; çăмлă йăрăм тум тума (тăла), чип чиперкки, чиперкки, икĕ пичĕ сĕврĕкки (хушпу); пер ен хуплăх, тепĕр ен пасарлăх (шӱлкеме).
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90- мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕршыв пурнăçĕ тĕпрен улшăнчĕ. Саманине кура пирĕн чĕлхе те урăхланчĕ, пичетре, хаçат-журналта усă куракан çĕнĕ сăмахсемпе пуянланчĕ. Писательсемпе поэтсем, драматургсемпе чĕлхеçĕсем, литература критикĕсемпе хаçатçăсем мĕнле кăна сăмахсем шухăшласа тупмаççĕ-ши?
Эпир калама хăнăхнă картлашка сăмах вырăнне Д.Гордеев (картлаç çинче тăр), А. Ĕçхĕл (пусма картлаçĕ), Ю.Артемьев (кун-çул пусмин картлаçĕсем) тесе çыраççĕ. Халиччен усă курнă библиотека сăмах вулавăш, учебник - вĕрентĕк, професси ăслăлăхне вĕрентекен ятарлă училеще вĕрентĕш, пĕр класра вĕренекен юлташ класташ. выставка- куравăш евĕрлĕ сăмахсемпе те тĕл пулма пуçларăмăр. Пĕр сăмахпа каласан, илемлӗ пирӗн чӗлхе, илемлӗ те хăватлă. Тăван чӗлхемӗр ӳснӗҫемӗн ӳссе пынипе, унăн хăватне эпир хамăр писательсен чи лайăх произведенийӗсене, вӗсем куҫарнă кӗнекесене вуланă чухне витӗрех туйса, курса тăратпăр.
Юлашкинчен калани
Чĕлхе халăх культуринче чи пысăк та чыслă мул пулса тăрать. Пире пурсăмăра та сăмах мулĕ кирлĕ. Çав мула ӱстерсе те упраса хăварасчĕ пирĕн. Тепĕр чухне истори хыççăн ĕлкĕрсе те пыма çук пулĕ, анчах çĕнĕ тапхăрта çуралакан сăмахсем чăваш чĕлхи «çĕр пин сăмахлă» çеç пулманнине тепĕр хут çирĕплетсе параççĕ.
Рисуем акварельное мороженое
Ёжикина Радость
Любимое яичко
Император Акбар и Бирбал
Ах эта снежная зима