"Праздники села Чувашское Дрожжаное в прошлом и сегодня" . Исследовательская работа.
Вложение | Размер |
---|---|
![]() | 77.11 КБ |
МБОУ «Чувашско-Дрожжановская средняя
общеобразовательная школа»
Дрожжановского муниципального района РТ
Научно - исследовательская работа по теме:
Праздники села Чувашское Дрожжаное
Подготовила: ученица 10 класса
Кудрявцева Александра
Руководитель:
Петрова Валентина Николаевна
учитель чувашского языка и
литературы
высшей квалификационной категории
2017 год
Муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ
«Чăваш Çĕпрел туллии вăтам шкулĕ»
Çĕпрел муниципаллă районĕ Тутар Республики
Наукăлла тĕпчев ĕçĕ:
Чăваш Çĕпрел ялĕнчи уявсем
Пурнăçлаканĕ: 10-мĕш класра
вĕренекен Кудрявцева Александра
Ертÿçĕ: аслă категориллĕ чăваш
чĕлхипе литература вĕрентекен
Петрова Валентина Николаевна
2017 çул
Содержани
I. Ум сăмах…………………………… ………………… 4 -5 стр.
II.Тĕп пай………………………………. ……………… 6-21стр.
1. Чăваш уявĕсем…………………………………………6-8 стр.
2. Чăваш Çĕпрел ялĕнчи ĕлĕкхипе хальхи уявсем ........9-18 стр.
3. Словарь ĕçĕ. … …........................................................19 стр.
III. Хыç сăмах………………………… ………………... 20 стр.
IV. Усă курнă литература………………………………..21 стр.
Ум сăмах
Чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхĕ иксĕлми. Çепĕç юрри-кĕвви, ăса вĕрентекен сăмахĕсем, ырă сунса каланă халап-пехил, халăхăн чипер йăли-йĕрки- çаксем пурте çын пурнăçне, чун-чĕрине, кăмăл-туйăмне, ĕç-хĕлне, ĕрет-несĕлне пуянлатакан ăс-пурлăх. Çамрăк ăру çивĕч ăс-хакăллă ÿссе çитĕнтĕр, ырă кăмăллă,сапăр та сапайлă, ĕçчен пултăр тесе, аслă ăрусем сĕм авалтанпах нумай вăй хунă, пайтах тăрăшнă. Пирĕн халăхра кашни çемьен ача-пăчана ăса вĕрентес йăли-йĕрке пулнă. Ку енĕпе вĕсем мĕн авалах хăйне евĕр шкул пулса тăнă. Ачисем йышлă пулсан та ашшĕ-амăшĕ, ваттисем пурне те ăс пама, ĕçе хăнăхтарма вăхăт тупнă, таса кăмăл-туйăмлă ÿстернĕ. Малаллахи пурнăçра çемье çавăрса лайăх пурнăç тума вĕрентме тăрăшнă. Ламран-лама куçса пыракан йăла- йĕркене пăхăнтарнă. Ĕлĕк чăвашсем çулталăк хушши пыракан уявсен йĕркине çирĕп пăхăнса тăнă. Пурнăç самани улшăнса пынă май уявсен йали-йĕркисем улшăнса е пачах пĕтсе пынă. Мĕншен улшăннă-ши вĕсем? Е пачах та халĕ çак уявсене ирттермеççĕ? Çак ыйтусем мана канăç памарĕç. Унсăр пуçне чăвашсен паллă çыравçисем Хветĕр Уярпа Юхма Мишши пирĕн ял уявĕсене курма килни, хăйсен хайлавĕсенче ун çинчен çырни шухăша ячĕ.
Çавăнпа та уявсене тĕпчеме, ĕлекхи тата хальхи йăла -йĕркесене танлаштарма шутларăм. Паллах, хамăр ял уявĕсем мана ытларах кăсăклантарчĕç. Çавăнпа та тĕпчев ĕçне те «Чăваш Çĕпрел ялĕнчи уявсем» темăпа суйласа илтĕм.
Чăн малтан, ĕçе пурнăçличчен, социаллă тĕпчев ирттертĕм. Тĕпчевре хамăр шкул ачисенчен йăла-йĕркепе сыхантарса виçĕ ыйту парса хуравлаттартăм:
1) Эсир Чăваш Çĕпрел яленчи уявсене пĕлетĕр-и?
2) Мĕнле уявсене пĕлетĕр?
3) Хăш уяв ытларах килĕшет?
Хуравĕсем тĕрлĕрен пулни мана тĕпчев ĕçĕ пурнăçлама кăсăклантарса ячĕ. Ĕçе пурнăçлама словарьсемпе, тĕрлĕ кĕнекесемпе усă куртăм. Чăваш Çĕпрел ялĕнчи чи ватă çынсемпе тĕл пултăм, хам тăвансемпе калаçрăм, уявсем иртекен вырăнсенче пулса куртăм.
Тĕпчев ĕçне пурнăçлама хам ума çак тĕллевсене лартрăм:
1.Чăваш Çĕпрел ялĕнчи ĕлĕкхи тата хальхи уявсене тĕпчесе танлаштарасси ;
2. Çитĕнсе пыракан ăрăва ялти уявсемпе туллинрех паллаштарасси;
3.Ял музейне тĕпчев ĕçне парнелесе пуянлатасси.
Задачăсем:
Тĕпчемен шухăш: Уявсене халлĕхе пурне те шута илсе çырман, çавăнпа та йала-йерке тĕпчевçисен ку тĕлĕшпе вăй хумалла.
Актуаллăхĕ: Паянхи кун ку тĕпчев ĕçĕ актуаллă, мĕншĕн тесен вĕренекенсене ял йăли-йĕркине пĕлме, вĕрентекенсене, литературăпа интересленекенсене усă курма кирлĕ ĕç.
Тĕп пай
1.Чăваш уявĕсем.
Çак çěре эсир пěлетěр-и:
Ватă та вăл; ĕмĕр çамрăк та.
Уявра уяв ку çěршывра,
Ĕçěпе - хускатě вăл тăва!
Кам-ха, кам çак халăха пěлет:
Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет.
Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,
Çĕр пин тĕслě тĕрě вăл тěрлет...
Халăхăн ăс-хакăлĕн аталанăвĕ хăвна çав халăхăн пĕр пайĕ пулнине туйса илнинчен килет. Хăвăнра чăвашлăха туймастăн пулсан унăн культурине нихăçан та туяймăн.
«Кашни халăх хăй пултарулăхне тĕпчесе чи пахине, чи хаклине тĕнче культурине хывать. Кашни халăхăн хăйĕн ытарайми мерченĕ пур…
Наци йăли-йĕрки ӳсекен ăрăва яланах витĕмлĕх кӳнĕ.
Вĕренӳре халăх поэзине, кĕвви-юррине, вăййисемпе халăх сăмахлăхне тĕпе хураççĕ, ĕлĕк-авал пирĕн асатте-асанне мĕнле уявсем ирттернине каласа параççĕ. Кашни халăх хăйĕн культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас тĕллевпе пурăнать»,-тенĕ Н.Г.Волков педагог хайĕн «Этнопедагогика» кĕнекинче.
Мĕн - ха вăл уяв? Ю.Скворцовăн «Чăвашла-вырăсла» словарĕнче ăна çапла куçарнă.
Уяв - праздничный
çурхи уяв — весенний праздник
халăх уявĕ — народное празднество
пĕтĕм тĕнчери ĕççыннисен уявĕ — международный праздник трудящихся.
Ĕлĕк чаваш халăхĕ çулталăкри уявсен йĕркине çирĕп тытса пынă. Ку вăл çĕр ĕçĕпе, выльăх-черлĕх ĕрчетессипе тата ваттисене асăнассипе тачă çыхăннă.Пĕр уявра юрланă юрăсене тепринче юрламан, ваттисене асăннă чухне çеç пĕр йышши юрăсем илтĕннĕ. Халăх календарĕ те ĕлекрех урăхла пуçланса урахла вĕçленнĕ. Авалхи чăвашсем çулталак пуçламăшĕ çуркунне кун таврăнна чухнехи (мартăн 21-22-мĕшĕсем) çĕнĕ уйăх çуралнă вăхăт тесе шутланă.Çакна палăртса вĕсем уявсем ирттернĕ. Кивĕ çула ăсатса ямалли уяв – калăм. Çĕнĕ çула кĕтсе илмелли – мăн кун.
Çулла кун çаврăнсан (июнĕн 21-22-мĕшĕсем) çинçе уявне пуçланă. Вăл эрне хушши пынă.Ку вăхăтра çĕр ĕçĕсем чарăнса ларнă. Пĕтĕм халăх чÿк ирттернĕ, çамрăксем аслă уяв ирттернĕ.
Кĕркунне кун таврăннă чухне (сентябрĕн 21-22 мĕшĕсем) тăван-хурăнташсем пĕрле пухăнса чÿклеме тунă. Масар çине кайса çĕнĕ вил тăприсем çине юпасем лартнă.
Декабрĕн 21-22-мĕшсенче сурхури ирттернĕ. Тем тĕрлĕ сăрланса та тумланса килсем тăрăх çветке ÿренĕ. Çуркунне çитсен манкун ирттернĕ.
Чăвашсем çĕре питĕ хисепленĕ. Çĕр ĕçĕсене пуçласа вĕçленине паллă тумалли уявсем нумай пулнă. Çур акине вĕçлесен – акатуй ирттереççĕ, утă çулса пуçтарсан – утă пăтти çиеççĕ.
Вăйă юррисене çурхи ĕç-пуç хыççăн юрланă. Вĕсем те уяв сăмахлăхĕ шутне кĕреççĕ. Унта халах ырлăхшăн çут çанталăка тав тума тăрăшнă. Раççейри хальхи календарĕ ял çыннисем хăнăхса çитни çĕр çула яхăн пулин те хăш-пĕр уявсем паянхи куна çитнĕ. Христиан тенне кĕрсен раштав, кăчкă праçнике, Микула, сăпас, троица (çимĕк) хутшăннă.
Чăваш Çĕпрел шкул ачисем уявсене мĕнле пĕлеççĕ-ха? 1-11 класра вĕренекенсен хушшинче социаллă тĕпчев ирттернĕ тарăх паллă пулчĕ. Шкул ачисем 3 ыйтава хуравларĕç.
1) Эсир Чăваш Çĕпрел яленчи уявсене пĕлетĕр-и?
2) Мĕнле уявсене пĕлетĕр?
3) Хăш уяв ытларах килĕшет?
Диограммă тăрăх паллă пулчĕ, шкул ачисем чăваш увĕсене пĕлеççĕ, анчах пурте мар. Ялта иртекен уявсене те пĕлеçсĕ, ытларах çимĕкпе мăн куна. Çимĕк уява нумайăшĕ юратаççĕ. Лайăхрах хуравсем 4,8, 9, 10, 11-мĕш классем пачĕç.
Тăван çĕр-шыва юратас туйăм кашни çын чĕринчех пурăнать. Çак ырă туйăм пысăк юхан шыв пекех. Юхан шыв та çăл куçран вăй илсе тапранать пулсан, этемĕн кун-çулĕ те çавăн пекех тăван кĕтесрен пуçланать. Тăван ял, тăван кил яланах хăй патне туртать, унта çеç чуна канлĕ, лăпкă. Çавăнпах пуль аякка тухса кайнисем тăтăшах хăйсем çуралнă ялне васкаççĕ. Кунта пĕтĕмпех çывăх, çыннисем те пурте тăван пекех, курса калаçас килет. Çакă уйрăмах ял уявĕсенче яр уççăн палăрать.
Чăваш Çĕпрел ялĕнчи уявсене мĕнле ирттернернĕ-ши? Паянхи кун вĕсем мĕнле вырăн йышăнаççĕ-ши? Çак ыйтусене хуравлама Чăваш Çĕпрел ялĕнче çуралса пурăннă, паянхи кун 87-ри (19.02.1930 ç.), Сачкова Мария Степановна пулăшрĕ. Мария Степановна каласа панă тăрăх, ĕлĕк пирĕн ялта уявсене питĕ вайла хатĕрленсе ирттернĕ. Ял халăхĕ уява çирĕп пăхăннă, хисепленĕ. Ĕçсене хăвăрт пурнăçласа уявсем тунă. Уявсене пĕтĕм ял-йыш хутшăннă. Уявсенче ял кĕрлесе тăнă. Кашни уявăн хăйĕн тĕллевĕ, йăли-йĕрки пулнă. Вĕсем хайне кура пурте пысăк шайра тăнă. Пирĕн ялта ытларах Крешенкке, Çăварни, Мăн кун Çимĕк, Петравкка, Сăпас, Хĕр сăри, Акатуй, Вăйă уявĕсене ирттернĕ. Вирĕм, Сурхури, Кăшарни, Çинçе уявĕсене пирĕн ялта ирттермен.
Крещенке – чиркӳ уявĕ. Пирен ялта ăна çулсерен кăрлач (январь) уйăхĕн 19-мĕшĕнче уявланă. Крещенке çитиччен пĕр эрне малтан чи шавлă эрне пулнă. Ăна крещенке умĕнхи эрне тенĕ.
Уяв тĕлне килĕрен çурт ăш-чиккине тасатнă. Кил хуçи хĕрарăмĕсем кăмака хутса тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ, пăрçа ăшаланă, кăпăклă сăрине те вĕретнĕ.
Карлач уйăхен 14- мĕшĕнче, кивĕлле (Çĕнĕ çулта) ватти-вĕтти кĕрĕкĕсене тавăрса тăхăннă, пичĕ-куçĕсене хăрăмпа сĕрсе хуратнă, килĕрен-килле кĕрсе ташласа çÿренĕ. Вĕсене пирен ялта айусем тенĕ. Таври ялсенче ăна упăтелле е харатакансем теççĕ. Кашни çын аллине патак тытнă. Çав вăхăтра пĕр ушкăнра 50-60 çын таранччен пухăннă. Ташланă вăхăтра кил хуçисем хăналанă: «Выльăхăрсем карта туллии пулччăр, ачăр-пăчăрсем ан чирлеччĕр, пурнăçăр тулăх пултăр»,-тесе ырă сунса, пăрçа сапса хăварнă. Е шутлесе «Вăкăрăрсем пăру пăрулаччăр, такăрсем путек туччăр, автанăрсем çăмарта туччăр», - тесе шÿтленĕ.Кам та кам пÿртне кĕртмен, çавсене: «Выльăхăрсене витерен кăларса яратпăр»,- тесе хăратнă . Е килĕ умĕнчи мунча пурипе е вутă купине салатса урăх çĕререх кӳрши патне купаласа хунă е салатса пăрахнă. Урамра иртсе пыракан çынна тĕл пулсан, ăна юр çинче йăвалантарнă, хĕвне юр тултарса янă. Пĕтĕм ял кĕрленĕ: кулнă, çухăрнă, ахăрашнă. Каç пулттипе чӳречерен шаккаса-хăратса çӳрекенсем те пулнă. Вĕсем пăтана çип çине çыхтарса чуречерен шаккаса тăнă. Шӳте юратакан ӳркенмен. Çак пĕр эрне тăсăлнă.
Карлач уйахĕн 14-мĕшĕнче çын патне кайма юраман. Ирхине ирех чи аслă кил хуçи пÿрт йĕри-тавра саврăнса кĕнĕ. Ăнсартран, асăрхамасăр кам та пулсан килсен килекене минтер çине лартса сăмахсем каланă. Выльăхсем ăнмасран хăранă, пĕр-пĕр выльăхĕпе мĕн те пулин начарри пулсан çак кун килнĕ çынна çулталăк трăшшĕпе вăрçнă.
Хĕрсем яшсем эрне тăрăшшĕпе юмăç пăхнă. Каçпа пĕр- пĕр киле пустарăннă. Хĕрсем хапха енне çурăмпа тăрса кăçатине хывса хапха урлă ывăтнă, кăçатă кунчи хăш еннелле кăтартать – хĕр çав енне качча каять тенĕ.
Сурăх урине тытнă, автана пÿрте илсе кĕрсе тырăсем хыптарнă, картана тухса вутă пуленккисене илсе пăхнă. Решеткесем тытнă, енчен те мăшăрлă тухсан çав çул хĕр качча каять имĕш, хăраххăн тухсан – качча каяймасть, мăшăрсăр юлать тенĕ.
Крещенке каçĕ пурте ял варринчи çăла (Часовня) шыва кĕме аннă. Крещенке кун йава пĕçернĕ, унпа килнĕ çынсене хăналанă
Паянхи кун ялта çак йăла пĕтсе пырать. Айăва тухасси те манăçать. Сайра хутра ачасем айăва тухаççĕ, аслăраххисем тухмаççĕ те ĕнтĕ. Крещенке каç часовня анса шыва кĕреççĕ. Крещенке кунхине йава пĕçересси те упранса юлнă.
Çăварни
Çăварни кашни çулах кĕрещенке кунĕнчен тытăнса иртсен ултă тата тăхăр эрнерен пулса пырать. Тăхăр эрнерен иртсе каймасть. Çавăнпа çăварни пĕр кунта, пĕр вăхăтра килмест.
Çăварни икĕ эрнене килнĕ. Пĕри – аслă çăварни, тепри – кĕçĕн çăварни эрни.
Чăваш Çĕпрел ялĕнче пурăнакан ватă çынсем каласа панă тăрăх, пирĕн ялта çăварнине пирвайхи кунсенчех уявлама тытăннă. Çывăх тăвансемпе, юлташĕсемпе ĕçкĕ-çикĕ пуçланă. Камăн килĕнче лаша пулнă, ăна хуçисем ятарласа лайăх çитернĕ, çăварни кунĕ çуна кÿлсе ял тăрăх ярăнса çÿреме хатĕрленĕ.
Аслă çăварни эрнинче, каç енне, ватти-вĕттипех ял варринчи çырмана пуçтарăннă. Кĕçĕн çăварни эрнинче кăнтăрла иртсен каçченех, мĕн тĕттĕм пулса çитиччен, ялти мĕнпур халăх ту-сăртлă çыртан ярăннă. Ярăнмалли чăнкă çырансем вара Чăваш Çĕпрел ялĕнче çителĕклĕ пулнă. Çăварни эрнинче ялти пĕтĕм халăх пухăнса çырма-çатрасенче ярăннă.
Ярăнма мĕнле йышши çунасем илсе анман! Пĕрисем çемйипе ярăнма улăм турттармалли пысăк çунисене, теприсем çăварни валли ятарласа илемлетсе тунă пĕчĕк çунисене илсе пынă. Хăшĕ-пĕрисем çăварни эрнинче ярăнма лĕпĕркке тунă. Лĕпĕрккене кам мĕнле пĕлет, çавăн евĕр тунă. Тенкелпе ярăнма та меллĕ пулнă. Ун çине хăпарса ларса ярăнмалла. Çавра лĕпĕркке тума кашни çын хăйĕн меслечĕпе усă курнă. Тенкелпе çавра лĕпĕркке тĕпне пăр шăнтса хытарнă. Пăрне каллех кашни çын хăй евĕр шăнтма пĕлнĕ. Пĕрисем васкамасăр темиçе кун хушши сахал шыв сапса пырса шăнтса тăнă, теприсем часрах пултăр тесе пĕр каçрах навуспа хутăш шăнтма тăрăшнă. Тенкелпе чăнкă çырсенчен ярăнса анма хăрушăрах пулнă. Унпа часрах ÿкме пулать. Çавра лĕпĕркке вара темĕнле çÿллĕ чăнкăран та ярăнса анма хăрушă мар. Вăл енне-енне çаврăнса каять, анчах ÿкермест. Хăш чухне лĕпĕркке пăрĕ тĕпĕнченех катăлса ÿкенĕ. Ку ĕнтĕ васкаса, начар шăнтнă пăр пулнă. Кĕленче пек яка пăрпа таптаса хытарнă юр çинче ярăнма питех те меллĕ пулнă.
Мĕн чухлĕ кулă, савăнăç пулнă çăварни эрнинче, сăвă-юрă янăранă. Ваттисем те, çамрăксем те лайăх тумтирĕсене тăхăнса урама тухнă. Ватă çынсем каланă тăрăх, ĕлĕкхи вăхăтра икĕ эрне хушши ял кулăпа, юрăпа янăраса тăнă. Колхозсем туса хуриччен кĕçĕн çăварни эрнинче лаша хуçисем кăнтăр çитиччен ачасене ял тăрăх ярăнтарса çÿренĕ. Кăнтăр иртсен вара вĕсем лаша пĕккисем çине шăнкăравсем, хитре тĕрленĕ питшăллисем çакса хĕрсене ярăнтарнă. Çав вăхăтра лаша çуни çинче ларса пыракан çамрăксем юрă юрланă, хут купăс каланă.
Çамрăксем Çăварние кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Хĕрсем лашасемпе катаччи çӳреме çĕнĕ тум капăрлатнă. Каччăсем лашисене лайăхрах пăхнă, çунасене, кӳлмелли хатĕр-хĕтĕрне тасатса илемлетнĕ: пĕкĕ çине ик енĕпе капăр тутăрсемпе хăюсем çакнă, йĕвенне, кутлăхне йĕс шанкăравапа илемлетнĕ. Тăхисене тăмпа сăтăрса йăлтăртатакан пуличченех çутатнă.
Çăварни юррисем:
Эпир шур кăçата тăханас çук,
Тăхансан та тепне тивертес çук.
Ай лир канар, иккен ай лир канар,
Эпир ял ачине тус тăвас çук.
Ай-хай, пахча илемлĕ
Шур купăста пур чухне.
Ай-хай хĕрсем илемлĕ
Питре хĕрлĕ сăн пур чухне.
Паянхи кун çăварни уявĕ пирĕн ялта манăçа тухнă. Аслăраххисем сайра- хутра çырмана ярăнма анаççĕ. Йава пĕçернсси те пур-ха, кивĕлле Çĕнĕ çул кун та çын патне çÿремеççĕ. Районти хăш-пер ялсенче ку уява ирттереççĕ-ха. Кÿршĕ Хулаçырми ялĕнче ытларах ку уява хисеплеççĕ. Çăварни эрнинче лашасене кÿлсе тутăрсемпе капăрлатса ял тăрăх çÿреççĕ.
Мăнкун.
Ĕлĕк-авал чăвашсем Çĕнĕ çула çурхи хĕвел çӳле хăпарса çитсен уявланă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунне Мăнкун тенĕ. Каярахсемпе вăл вырăссен пасхипе пер килме пуçласан аслă уява Турă ачине Иисус Христоса хĕрес çине пăталанă хыççăн чĕрĕлсе тÿпене хăпарнă тесе чысласа ирттерннĕ. Мăнкун валли пÿрт-çурта çуса тасатнă. Çĕнĕ кĕпе –йĕм çĕленĕ. Пÿрт-çурт йери-тавра тасатнă.
Мăнкун çитсен кашни килĕре сухан хуппипе çăмарта пĕçерсе пĕветсе хурнă. Чустаран кукăльсем, тĕрлĕ çимесем хатĕрленĕ. Ир-ирех ачасем таса е çĕнĕ тум тăхăнса килĕрен çăмарта пухса çÿренĕ. Пуçтарса пĕтерсен пурте пĕрле çерем çине ларса çăмартисене çинĕ. Çăмартисене тата кам аяккарах перет тесе те ывăтнă, вылянă.
Аслисем рете тухма хатĕрленнĕ.Харпăр хăйсен ратнисем патне килĕрен килле çÿренĕ. Çак куна ялти çынсем питĕ лайăх хатĕрленнĕ. Мĕнпур ĕçмелли-çимеллисене хăнасем килсен сĕтел çине кăларса лартнă. Вĕсене чаплă хăналанă. Пĕр кунта ик-виçĕ киле те çитнĕ. Рете çÿресси 3-4 куна та тăсăлнă.Пысăк ратнеллисен кĕçĕн мăнкунччен çÿренĕ. Хăш-пĕр ратнисен йышĕ 15-20 киле те çитнĕ. Пирĕн ялта Синдиковсен, Романовсен, Кудрявцевсен ратнисем пысăк пулнă.
Мăнкун валли кашни касăра темиçе таканкка туса лартнă. Çав вырăнсене пĕтĕм ял çамрăкĕсем ватти –вĕтти пухăннă. Кунта вĕсем сикнĕ, вылянă, савăннă. Çĕрле çурçĕр тĕлĕнче урамсене тата хăш-пĕр çуртсенче те, усалсем тарччăр тесе, пăшал пенĕ.
Паянхи кун та Чăваш Çĕпрел ялĕнче мăнкун уявне хисеплеççĕ. Манкун умĕн пÿртсем çăваççĕ. Веçех тасатаççĕ. Хăлĕ те, çăмартасене тĕрлĕ тĕспе пĕветеççĕ, çăмарта хупписĕр пуçне ятарлă краскасемпе уçă кураççĕ. Тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Пĕчĕк ачасем килĕрен- килĕ çамарта пухса çÿреççĕ. Ачасене пурте кĕтсе çăмарта, канфетсем хатĕрлесе хураççĕ. Паллах ĕлĕкхи пек нумайăнах çÿремеççĕ. Ратнесем хăнана çуресси те пур. Анчах халĕ пĕр кун виç-тăват киле çÿремеççĕ. Пĕр кун пĕр çемьере ханаланаççĕ, тепĕр кун теприн патĕнче. Йышлă ратнесем 3-4 куна рете çÿрессине тăсаççĕ. Мĕн пур ратне патне çÿремеççĕ паллах, тепĕр çул кам кăçал кĕртменнисем рете чĕнеççĕ.
Çимĕк- Чăваш Çĕпрел ялĕнче чи чаплă уявсенчен пĕри.
Ĕлĕхи вахăтра пирĕн ялта ку уява питĕ лайах ирттернĕ. Уява çĕнĕ тумсем çĕлесе, тĕрлесе, пÿрт-çурта тасатса, тутлă апатсем пĕçерсе кĕтсе илнĕ. Кунта ватти-вĕтти те хутшанмасăр юлман. Çимĕк уявĕ мункун иртсен çиче эрнерен пулнă. +им.ке сим.с йывё=сем лартса: кил-=урт таврашне еш.л туратсемпе (ытларах хурăн, пилеш турачесемпе) илемлетсе кетсе илн.? +им.кчен ача-пёчан =ич. т.рл. к.п=е-.шп.л тупса =имелле пулнё: =ич. хутчен шыва к.рсе =ёвёнма хушнё? +им.к ум.н ватти-в.тти ятарласа улёх =арана тухнё: вёрмана кайнё? Ватёрах =ынсем =ич. =ырма пу=не: =ич. вёрман кукрине к.рсе =итм.л те =ич. т.сл.сипл. курёк татнё? Вара мунча хутса пултарнё та «=итм.л те =ич. т.сл. курёк шыв.пе =ёвёнса: =итм.л те =ич. т.сл. йывё= мил.к.пе =апёнса» тасалнё: \трен-тиртен: шёмёран-шакран т.рл. чир-ч.ре хёваласа кёларнё?
Çимĕкчен çичĕ тĕрлĕ курăк çисе пăхмалла пулнă. Çимĕк ыран тенĕ кун ваттисене асаннă. Çав кун пĕтĕм ял çынни таванĕсене масар çине асăнма кайнă. Çимĕк кун кăнтăрла тĕлне çимĕк вăййине ирттерме вăрман варринчи Ăсан уйне капăр тумсем тăхăнса хăпарнă. Кÿршĕ ялти Паснапуç, Кивĕ Йĕлмел, Хăймалу çамрăкĕсем те пынă. Çакăнта хĕрсемпе каччăсем алран-алла тытса, унка тăрса çимĕк юррисене шăрантарнă. Такмаксем каланă, купăспа ташланса савăннă, хĕрпе каччăсем паллашнă, симек юрри юрланă. Ваттисем урама тухса пуçтарăнса ларнă. Çимĕк вăййине пĕр эрне трăшшĕпех кĕçĕн çимĕкчен ирттернĕ.
Çимĕк савви
Сиксе-сиксе шыв юхать
Пулли ăçта тăрать-ши?
Тухса та каян ай хератсем
Чунĕ те ăçта юлать-ши?
Пасна та шывĕ тарăн шыв
Тарăнăшĕ пилĕкрен
Çĕпрлĕн хĕрсем сарă хĕр
Сарă çÿçĕ те пилĕкрен.
Каçма та хурса каçăттăм
Ăçта каçмалли пур çĕре
Çулçă та пулса вĕçĕттĕм
Ăçта-ха савни пур çĕре.
Хальхи вăхăтра Чăваш Çĕпрел ялĕнче çимĕк уявĕнчен ваттисене асăнасси упранса юлнă. Çимĕк умĕн ваттисене асăнма таçта инçетре пурăнакан тăванĕсем çуралнă яла килсе çитеççĕ, масар çине пырса вилнĕ тăванĕсене асанаççĕ. Ял халăхĕ асăнма шăматкун, кăнтăрла çитсен масар çине хăпарать. Масар патне пыма çук машинăсем лартса тухаççĕ, масар çинче питĕ нумай çын. Таçти тăвансене те курма пулать кунта. Каçарахпа вара, масар çинчен ансан, тăвансем çемье тĕпне пуçтарăнса хăналанаççĕ. Çамрăксем хурăнлăха е вармана шашлык пĕçерме каяççĕ. Ман анне, Кудрявцева Светлана Николаевна, çамрăк чухне(30 çул каялла) вĕсем çимĕк кун вăрманти Ăсан уйне хăпарса тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене ирттернине палăртрĕ. Паянхи кун вăрмана кайса вăйăсем вылясси пачах пĕтнĕ.
Хĕр сăри ( Кер сăра)
Пирен енче кĕр сăрине хĕр сăри тенĕ.
Кĕрхи ĕçсем пĕтсен пукравра 14 октябрьте хĕр сăри ларнă. Пĕр çурта тытнă, хуçине çĕр улми панă е çĕр улмине кăларса панă. Тукасăра Урине аккана (Мадурова Арина) халĕ вăл вырăнта Мадуров Юриксем пурăнаççĕ вăйçа тытнă, хĕрсем йĕркипе такмак каласа ташласа сĕтел хушшинчен сăра ĕçсе йĕркипе тухса пынă. Сĕтел çинче сăра. Кĕрхи сăра курма пынисене те сăра ĕçтернĕ, такмак каласа ташлаттарнă.
Хĕр сăри юрри
Апла та пултаратпăр
Капла та пултаратпăр
Ытти ĕçпе кăна маар
Ташăра пултаратпăр
Ахваясси ахваяс
ай уй ахваяс
Ахваясси ахваяс
ай уй ахваяс
…
Сана аса илетĕп
Ешĕл курăк çине выртса
Тăраниччен йĕретĕп
Ахваясси ахваяс
ай уй ахваяс
Акатуй сăмах — ака туса пĕтернине, çурхи ĕçсенчен ĕçкĕ-çикĕ йăлине туса уйрăлнине, ăмăртса-кĕрешсе, выляса-çĕнтерсе чăвашлăх тытăмне, çĕр ырлăхне вăйлатнине пĕлтерет. Ваттисем каланă тăрăх, çурхи акара ака пуç тырă акнă анана пĕтĕçтерет иккен.
Авал акатуя пирĕн тăрăхра Хăймалупа Чăваш Çĕпрел улăхĕнче, е вăрман хушшинчи уçланкăра (Ăсан уйĕнче)ирттернĕ. Тыр-пул акса пĕтерсен ялти пĕтем халах пуçтарăнса акатуй улăхне, çаранне пуçтарăннă. Акатуя ялти старостасем, аслăрах çынсем ертсе пынă. Йăлине — ял ваттисем, вăййине — иртнĕ уявра пулнă çамрăксем, паттăрсем, утамансем. Акатуй, вăйă йĕркисем авалтанах пĕр пек пулнă, вĕсене халăх çултан-çул пĕлсе, вĕренсе тăнă. Акатуй лапенче Акатуй юпи, кашти ларнă. Унăн хĕреслĕ турачĕ, кашти çине тăватă пит шăлли çакнă. Пит шăллисене пĕлтĕр качча кайса туй тунă арăмсем панă. Çитĕннине палăртас текен çамрăк паттăрсем юпа çине улăхса пит шăллине илсе анмалли вăйăра кĕрешнĕ. Пит шăллине илсе ансан ăна кăкăр урлă çакнă. Акатуйра лашасемпе ăмăртмалла чупнă. Е тата хĕр-упраç панă пит шăллине, юлан утçă вĕçтерсе çĕклесе пыраканскере, хуса çитсе, алла илсе мала тухмалла пулнă. Кĕрешмелле ăмăртнă. Тулли /пăрçа/ миххисене çĕклесе чупмалла, кашăксем çине çăмарта хурса ăмăртмалла вылянă. Йывăр япалана икĕ пăтлă кире пуканне çĕклемелле, выртакан пĕренене, каска пуканне тăратса лартмалла ăмăртнă. Лапра пысăк таканкка пулнă. Çамрăксем хĕрачасене чуччу-карусельпе шавлăн ухлаттарса ярăнтарнă. Çамрăксем катаччи тăранттасĕ çине ларса юрăсем шăрантарнă, акатуй çаранĕ тавра юрла-юрла çаврăннă. Ял-ялсенчен пуçтарăннă халăх илсе килнĕ кучченеçсене, эрех-сăрана урапасем çине уçса лартнă. Хăйсен пĕлĕш-тăванĕпе пĕрле калаçа-калаçа хăналаннă. Купăспа каланă, юрланă та, ташланă.
Халĕ ирттерекен акатуй пирĕн районта кашни урам ялта иртмест. Пĕр çул пер ялта, тепĕр çул тепĕр ялта. Пирĕн ялта 2014- мĕш çулта пулса иртрĕ. Унта та çак йаласене пăхăнма тарăшаççĕ. Кунта районти мĕнпур чăваш пуçтарăнать.
Вăйă.
Çăва тухсан яш – кĕрĕм вăйă юррисем шăратма пуçланă. Çамрăксем ĕçĕсене хăвăрт ĕçлесе чи чаплă тумĕсене тăханса вăййа васканă. Вăйăсем пирĕн ялта ĕлĕк Хăймалу çеремĕнче, вăрман хĕрринче( халь унта Çăл пуçĕ), Çÿлти каспа Лешакки хушшинчи çерем çинче , ял варринче иртнĕ. Вăрман хĕрринче çимĕк уявĕсем иртнĕ. Унта куршĕ ялсем те пынă. Хăймалу çеремĕнче, Çÿлти каспа Лешакки хушшинчи çерем çинче кшни кун вăйăсем иртнĕ. Вăййа тухма пурте пĕр вăхăта калаçса татăлнă. Ялта пĕр çамрак та ваййа тухмасар юлман. Ачасем те çăмраксен хыçĕнчен чупнă. Вĕсем вайă мĕнле иртнине пăхса тăнă.
78 сулхи казаков Николай Васильевич аса илет:«Салтака кайиччен ваййа эпĕ те тухса курнă, вайă такмакĕсем те каланă, юрланă, ташланă. Салтакран килсен ялта ваййа тухасси пĕтсе пыратчĕ ĕнтĕ».
«Вăйăра хĕрсемпе каччăсем паллашнă. Çĕр хута хĕвел çаврăнăш çинĕ. Хĕрсемпе каччăсем çутăличчен ларнă. Таканкки çинче те ярăннă», - тет Сачкова М.С. хай ваййа тухнă чухнехи сан ÿкерчекне кăтартса. Чăн та, вăл кунта,18-та 1958 çулта, питĕ хитре тухьяпа, чăваш кĕпипе, урине йăлтăркка калуш тăханнă. Каланă май 87 çулхи Марье аппа купăс тăсса ярса çамрăк чухне юрланă юрра шăрантарса ячĕ.
Марье апппа чăвашсен паллă çыравçи Хветер Уяр Шупашкартан ятне вăйă курма килнине те астăвать, унпа калаçнисене те манман-ха. Хветĕр Уяр («Таната» роман авторĕ) , чăн та, пирĕн яла 1957-1958 çулсенче йала -йĕркесене тĕпчеме темиçе хут та килет. «Пирĕн пата Хветĕр Уяр мăшăрĕпе Мария Шорниковапа (артистка) темиçе хут та килнĕ. Ман аттепе, Кадышев Григорий Ивановичпа (ялта ăна Кирукка тенĕ), туслăччĕ вĕсем. Пÿрт уменче иккĕш темччен калаçса ларатчĕç. Аттерен такмаксем, юрăсем çырса илетчĕ вăл. Манран та ыйтнине астăватăп-ха. Каçпа пирĕн умра çамрăксем вăйă ирттĕрнине пăхса тăратчĕ, шур хут çине сырса пыратчĕ», - тет аса илсе Кадышев Г.И. хĕрĕ 74 çулхи Матросова Юля Григорьевна. Пирĕн яла Хĕветĕр Уяр килсе вăйă курнине хăйен «Чăваш ваййи» калавра тĕплĕн çырса парать.
«1958 =улхи июнь пу=ламёш.нче эп. Тутар республикинчи Чёваш +.прелне =итсе кĕт.м? Яра кунах х.вел т\сме =ук =унтарнёчч. те: т.тт.м пулас ум.н тин кёштах сывлёш у=ёлч. ? Эпир Григорий Иванович Кадышевпа в.сен п\рч. ум.нче кала=каласа ларатпёр? В.сене хир.=ех аслё урамра пысёк клуб курёнса ларать? Унта к.=.р спектакль пулмалла?
Ялта ка=хи урам =еп.= музыка пек ч.рене ачашлать? Хулё тытнё х.рачасем сурёх хёваласа т.рлеттерсе иртсе кая==.? Урам урлё ка=ма тёнё кушак в.сене курсан каялла =аврёнса тарать? Та=та мотоцикл тик.сс.н кёрлатать: хур какёлтатать: .не макёрни илт.нет? Шапасем ка=са кайса кёшкёра==.? П.ч.к ача такама витлет% «Т.мп.л-т.мп.л Тимахви: т.мп.л-т.мп.л Тимахви? ? ?» Сасёсем ытла хёлха анинчех мар та: темле =ем=ен: ыррён илт.не==.? Сывлёшра сипл. \сен-тёрансемпе ёшё с.т шёрши к.рет? Сывлёш. Хёй те у=ёлнё=ем у=ёлса пырать? ? ?
,нт. ка= та пулса =итр. ? Клуб й.ри-тавра халёх т.рк.шет? Алёксем патне хурт в.ллин шётёк.сем умне хуртсем купаланнё пекех халёх пу=тарённё? Кёшкёрашнисем: ача макёрни: кулни – пурте п.рле паян?
Сасартёк леш енчи урамра юрё илт.нсе каять? Ка=хи шёв-шава хутшёнма юрать-ши: юрамасть-ши? =ухалса кайёп-ши: =ухалса каймёп-ши тен. Пекех вёл малтан хёюссёрён янёрать? Унтан вёй илнё=ем вёй илсе пырса кунталла =ывхарса килме тытёнать?
Ку урамра та х.рсем юрласа яра==.?
Ви==.м.ш урамра пу=ланать? ? ?
- Ку м.-.н;
- Х.рсем вёййа тухр.=:- тет Григорий Иванович?
Теп.р вунё-вун пил.к минутран ви=. Ушкён та клуб патне пу=тарёнса п.р картана п.рлешет? Малтанлёха кунта х.рсем =е=-ха? В.сем шап-шурётутёрсемпе: шурё саппунпа: пусма к.пепе? Улача к.пеллисем те курёна==.? Анчах пурте чёвашла тумланнё? К.писене Чёваш +.прел.н х.р.сем ик-ви= аркёллё тёва==.-м.н? Ви==.м.ш арки: =иелти: к.ске п\к.м в.= ?Ура =инче – пушмак: туфли пекки: =ут калуш?
Х.рсем малтан ялти ватёсенчен ка=ару ыйтнё пек пула==.%
Пёлтёр та пёлтёр пултёранён
Папка та ярас вёхёч. ?
Ан =иллен.р: ваттисем:
Выляс-кулас та вёхёч. ?
Унтан =амрёк .м.ре мухта==.%
Ай-хай пахчи илемл.
Шур купёста пур чухне?
Ай-хай х.рсем илемл.
Питре х.рл. пур чухне?
Хёйсене те манса хёварма==. +.прел х.р.сем%
Утмёл хёйа= тилкепи Вёрман х.рри йёс-пёслё:
Варри пур=ён ви= ука? Йёс-пёс.пе илемл.?
Ай-хай +.прел х.р.сен Ай-хай +.прел х.р.сем
Пил.к =ин=е: ку= хура? Лёс =\=.пе илемл.:-
Тесе юрла==.-сёвёла==. в.сем?
Чёнах та хитре вара Чёваш +.прел.н х.р.сем% яштака: шултра? Кун.пе пу= =.клемес.р уйра =ум =умланё х.рсем халь вёйё картинче патша маёрисем пек ка=ёрёлса ута==.? Пырса ан =улёх халь в.сен =умне? +апла: кунти х.рсем .=леме те: савёнма та п.ле==.-м.н?
Клуба к.реймен каччёсем килкелесе тёра==.? В.сем хёсене пысёка хунё пекле аяккаллла пёхкала==.: х.рсенчен тёрёхласа иле==.?
Вёйё карти хутшённё=ем хутшёнса пырать? Халь .нт. п.т.м аслё урам тулли х.р утать: =аврёнать: клуб тавраш.нчи лаптёка шёнё=ми пулса каять? Вара х.рсем пысёк картине татмасёрах: сёнчёр ункисем пек п.ч.к-п.ч.к ункёсене к.ре-к.ре тухса =аврёнма тытёна==.?
,рёсенче яланах пурнё= ыйтёв.сем – в.рентсе калани: сёнанисем: т.ксе илни? Акё =ёлтёр шутласа тёракан ватё каччёсем пирки%
+ичч. Х.=. =ип тиркет:-
Кантёр =иппи чух кёна?
Начар каччё х.р тиркет:-
Инке-арём чух кёна?
Акё асёрхаттарса каланисем%
Вёрман чётлёх пулсассён Амёш. Хаяр пулсассён
В.=ес кайёк. в.=еймест? Каяс х.р. каяймасть?
В.=ес кайёк. в.=еймест: Каяс х.р. каяймасть?
Ларас =.ре лараймасть? Илес ачи илеймест?
Акё п.рне-п.ри систерсе хуни%
Арка =ич ан ярсассён
П.ве йывёр килм.-ши;
Х.р чухне шух =\ресен
Кайран йывёр килм.-ши;
Юлашкинчен х.рсем хушшинче каччёсем те курёнкала пу=лар.=»?
Шел пулин те, Хеветĕр уяр пирĕн яла килнине сăн укерчĕк туман. Юхма Мишши те ĕлĕкхи йаласене тĕпчеме килнине астăвакансем пур.
Хальхи вăхатра çамрăксем ваййа мар, клуба музыка кĕввипе ташлама пустарăнаççĕ.
3.Словарь ĕçĕ
Сурхури — чăвашсен ĕлĕкхи уявĕ.
Ăна хĕллехи кунпа çĕр танлашнă хыççăн паллă тунă, халĕ те паллă тăваççĕ. Сцена çинче те кăтартса пама питĕ меллĕ уяв.
Хĕр сăрине те çав вăхăталлах ирттернĕ. Пирĕн патра нумай пулмасть кăна тума пăрахрĕç.
Кăшарние çамрăксем раштавран пуçласа пĕр эрне ирттернĕ.
Çăварни /çу эрни/ — çуркуннехи кун танлашăвĕпе çыхăннă.
Ĕлĕк ик эрне ирттернĕ. Пĕрремĕш эрни — аслă çăварни, иккĕмĕш эрни — кĕçĕн çăварни. Халĕ эпир хамăр программăра çак йăла-йĕркене кăтартса парасшăн.
Вăйă —çамрăксем выляса савăнмалли вахăт. Вайăра ташланă, юрланă , сăвăсем каланă.
Калăм — ваттисене асăнмалли кун.
Тĕне кĕмен чăвашсем Мăнкун умĕн ирттернĕ.
Мăнкун.
Ĕлĕкхи чăвашсен çулталăк Мăнкунтан пуçланнă. Эпир Мăнкун уявне пилĕк çул каялла кăтартса панăччĕ.
Акатуй.
Акатуй сăмах — ака туса пĕтернине, çурхи ĕçсенчен ĕçкĕ-çикĕ йăлине туса уйрăлнине, ăмăртса-кĕрешсе, выляса-çĕнтерсе чăвашлăх тытăмне, çĕр ырлăхне вăйлатнине пĕлтерет.
Çимĕк — çуллахи уяв.
Вăл кун ваттисене асăннă, çăва çине кайса килнĕ. Ярапайĕнче халĕ те ирттереççĕ, ял халăхĕ пĕрле пухăнса пысăк хуранпа какай шӳрпи пĕçерет. Кайран ваттисене асăнса çиеççĕ. Эпир ку уява сцена çинче те кăтартса панă.
Уяв.
Уява тури чăваш çамрăкĕсем Мăнкунпа çимĕк хушшинче ирттернĕ
Каçсерен укăлчана çамрăксем вăййа тухнă, юрă юрланă, каччăсем
хĕрсене суйланă.
Хыç сăмах
Чăн та, эпир юлашки вăхăтра самана улшăннă май хытăрах чĕреллĕ пулма пуçларăмăр. Чăваш йăли-иĕркисене манса пыратпăр. «Халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса аталантарса пырсан çеç чăваш çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла кайма пултарать» тĕнчери ытти халăх йышĕнче тивĕçлĕ вырăна тухать, ĕмĕрхи чапне çĕнетсе, чĕртсе яма шанчăк тупать», — тет педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Г. Н. Волков. Чăваш халăхĕн виçĕ пин çулти чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Çак халăх ĕмĕр-ĕмĕр тар юхтарса ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, тыр-пул акса, çурт-йĕр лартса, хăмла, улма-çырла, пахча, вăрман ÿстерсе пурăннă.
Мĕнрен килнĕ-ха чăваш халăхĕн сĕм аваллăхран пыракан пархатарĕ? Паллах, авалтан пыракан, ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕркесенчен. Несĕлсем пирĕн валли пуян еткер хăварнă. Кунта халăх сăмахлăхĕ, ал ĕç пултарулăхĕ, халăх юрри-ташши кĕреççĕ. Пирĕн çак еткерпе усă курма пĕлмелле. Самана улшанса пынă май йала-йĕрке те улшăнса пырать, шел пулин те, нумайăшĕ манăçа тухать.
Ватă çынсенчен халиччен илтмен юрăсене çырса илни, археологсем çĕр айĕнчен авалхи тупрана чавса кăларнипех танлашать пулĕ тетеп. Хальхи вахăтра йăла-йĕркене тĕпчесси васкавлă ĕç. Вĕсене пĕлекенсем кунран-кун сахалланса пыраççĕ.
Ку тĕпчев ĕçне тăван чĕлхене юратакан, тăван ял тата тавралăх историйĕпе интересленекен кăна пурнăçлама пултарать. Эпĕ те тĕпчев ĕçне тăван чĕлхене юратнипе, ял йала-йĕркипе кăсăкланнипе пурнăçларăм. Хам ума лартнă тĕллевсене ĕçе кĕртрĕм тесе шутлатăп. Ĕçе пурнăçлама кăткăс пулнине те асăрхарăм. Ялти ватăсем, хамăн тăвансем, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулăшнипе çак ĕçе пулас ăру ял йăла-йеркине пĕлтĕр тесе пурнăçларăм.
Ман шутпа, çак ĕçĕ пурнăçлани шкул ачисене, вĕрентекенсене, литературăна тĕпчекенсене питĕ кирлĕ. Йăла-йеркене тĕпчесе вĕренни чăваш халăхĕн, чăваш чĕлхин аваллăхне пĕлме пулăшать.
Усă курнă литература
Интернет ресурсем
Ял çыннисенчен ыйтса пĕлни:
Военная хитрость
Сказка на ночь про Снеговика
О чем поет Шотландская волынка?
Мальчик и колокольчики ландышей
Как нарисовать осеннее дерево акварелью