Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕсем:
1) Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем çинчен туллинрех тĕпчесе пĕлесси;
2) Космонавт летчиксен Раççей тата Чăваш çĕршывĕн историйĕнчи пĕлтерĕшне ăнланасси;
3) Паллă çынсен пурнăçĕпе кăсăкланасси, тавракурăма аталантарассси;
4) Шыравпа тĕпчев ĕçне хăнăхасси.
Тĕпчев ĕçĕн задачисем:
1) шыравпа тĕпчев ĕçĕсенче тĕрлĕ мелсемпе тата меслетсемпе усă курасси;
2) космонавт летчиксен паттарăх çулне тĕпчесси;
Проект ĕçĕн объекчĕ:
Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем.
Проект ĕçĕн предмечĕ:
Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисен паттарлăх çулĕ. Вĕсен паттăрлăхне манманни.
Проект ĕçĕн мелĕсемпе меслечĕсем:
Вложение | Размер |
---|---|
chavash_enen_tenche_uclahne_tuhna_kachchisem.doc | 95 КБ |
chavash_enen_tenche_uslahne_tuhna_kachchisem.ppt | 2.05 МБ |
«Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем»
тĕпчев ĕçĕ
Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕсем:
1) Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем çинчен туллинрех тĕпчесе пĕлесси;
2) Космонавт летчиксен Раççей тата Чăваш çĕршывĕн историйĕнчи пĕлтерĕшне ăнланасси;
3) Паллă çынсен пурнăçĕпе кăсăкланасси, тавракурăма аталантарассси;
4) Шыравпа тĕпчев ĕçне хăнăхасси.
Тĕпчев ĕçĕн задачисем:
1) шыравпа тĕпчев ĕçĕсенче тĕрлĕ мелсемпе тата меслетсемпе усă курасси;
2) космонавт летчиксен паттарăх çулне тĕпчесси;
Тĕпчев ĕçĕн актуаллǎхĕ:
Андриян Григорьевич Николаев, Николай Михайлович Бударин, Мусса Хираманович Манаров – чăвашсен мухтавлă ывалĕсем . Вĕсем чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ. Вĕсем утса тухнă çул чăн-чăн паттăрсен çулĕ. Кашни чăваш ачин, кашни хăй халăхне хисеплекен çыннăн çакăн пек паттăрсем çинчен пĕлмелле. Мĕншĕн тесен чăн та вĕсен ячĕпе Чăваш çĕрĕн историйĕ, Раççей çĕр-шывĕн историйĕ, тĕнче историйĕ çырăнать.
Проект ĕçĕн объекчĕ:
Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем.
Проект ĕçĕн предмечĕ:
Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисен паттарлăх çулĕ. Вĕсен паттăрлăхне манманни.
Проект ĕçĕн мелĕсемпе меслечĕсем:
Ĕç йĕрки:
Тапхăрсенче тумалли ĕçсем | Ачан ĕçĕ | Учитель ĕçĕ |
Хатĕрленӳ тапхăрĕ | ||
Тĕпчев ĕçен темипе проблемине палăртасси. | Темăна вĕренекенпе сÿтсе явать. | Тĕпчев ĕçĕн тĕп шухăшĕпе ачана паллаштарасси, тĕллев лартма пулăшать. |
Ĕçе планлани | ||
а) хушма литература, тĕрлĕ источниксем палăртасси; | Ĕçен планне хатĕрлет. | Çĕнĕ шухăшсем палăртать, ĕçе хăçан пурнăçламаллине калать. |
ă) пухнă пĕлĕве планлани, тишкерни; | Задачисене палăртать. | |
б) кăтартăва суйласа илни: - отчет (ăсра, çырса); - конференци ирттересси; | ||
Тĕпчев ĕçĕ | ||
Информации пухасси, тĕл пулакан задачăсене пурнăçласси. Тĕп ĕçсем: - ыйту-хурав, - шырав, - тĕпчев, - картотека, - литературăпа паллашни. | Тепчев ĕçĕ ирттерет, тĕл пулакан задачăсене пурнăçлать. | Сăнать, канаш парать. |
Пĕтĕмлетÿ ĕçĕ | ||
Пуçтарнă информацие тишкересси, пĕтĕмлетÿ туни. | Информацие тишкерет, тунă ĕçе йĕркелесе çитерет. | Сăнать, канаш парать. |
Хатĕр ĕçе кăтартни | ||
Ĕçĕн результатне кăтартса пани. | Хăйĕн ĕçĕ çинчен отчет тăвать, пĕтĕмлетет. | Учитель итлет, ыйтусем парать. Ĕçе хаклать, туса çитереймен ĕçсене палăртать. |
Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ:
Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен пухнă материал Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем çинчен татах та ытларах пĕлме май парать. Çак материалпа уроксенче, класс тулашĕнчи мероприятисене ирттернĕ чухне усă курма пулать.
Тĕпчев ĕçне пурнăçланă май эпĕ те нумай çĕнĕ япала пĕлтĕм. Ку маншăн пурнăçра усăллă пулма пултарать. Шырав, тĕпчев тата ытти ĕçсем туса ирттерни мана космос мĕн тери интереслĕ, илĕртӳллĕ, тĕлĕнмелле япала пулнине пĕтĕм чун-чĕрепе туйса илме пулăшрĕ.
Тĕпчев ĕçĕн çăлкуçĕсем:
Космонавт летчиксен паттăрлăх çулне тĕплĕнрех тĕпчес тесе чи малтан шкулти, ялти тата Вăрмар районĕнче вырнаçнă библиотекăна кайрăмăр, тĕрлĕ литературăпа паллашрăмăр. Сĕнтĕрвĕрри районĕнчи Шуршăлти музейра пулса куртăмăр. Республикăри хаçат материалĕсемпе, хамăр районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленнĕ статьясемпе паллашрăмăр. Библиотекăран тĕрлĕ кĕнекесем илсе космонавт летчиксен ĕçне кăтартса паракан кĕнекесен картотекине турăмăр.
1. Андриян Григорьевич Николаев – чăвашран тухнă пĕрремĕш космонавт.
А.Г.Николаев 1929 çулта авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
1950-мĕш çулта А.Г. Николаева Совет Çарне илеççĕ.
Салтакра вăл рядовой, самолет стрелокĕ, çар лётчикĕсен училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн летчик-истребитель пулать. Тÿпе ăна çÿлтен-çÿле вĕçме илĕртет, ун тата хăвăртрах, инçерех вĕçес килет.
Ҫӑлтӑрсем патне хывнӑ ҫул
Совет Союзӗн икӗ хут Геройне, мухтавлӑ летчик-космонавта халалласа Чӑваш
Республикин Наци библиотеки ӗҫченӗсем «Ҫӑлтӑрсем патне хывнӑ ҫул» ятлӑ электронлӑ курав хатӗрлерӗҫ. Курав мухтавлӑ кӑйкӑрӑн нумай енлӗ пурнӑҫне уҫса парать. Вӑл «Ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫинче ҫуралаҫҫӗ», «Ҫӗршыв тивӗҫне пурнӑҫласа», «Паттӑр ятне мухтаса» пайсенчен тӑрать. «Ҫӗршыв тивӗҫне пурнӑҫласа» пайра чаплӑ ентешӗмӗрӗн пурнӑҫӗ ҫинчен калакан кӗнекесемпе, космонавт амӑшӗн Анна Алексеевнӑн тата тӑванӗсемпе ентешӗсен аса илӗвӗсемпе паллашма пулать. Кунтах космонавт архивӗнчи нумай сӑн ӳкерчӗке вырнаҫтарнӑ. Вулакансемшӗн космонавт тӑванӗ Сергей Николаев ҫырнӑ
«Андриян Григорьевич Николаев. Память. Воспоминания» (Шупашкарта, 2006 ҫулта пичетленнӗ) тата Ю. Устиновӑн «Космонавт № 3 Андриян Николаев» (Мускавра, 2004 ҫулта пичетленнӗ кӗнекисем питех те кӑсӑклӑ пулӗҫ. Чӑваш наци музейӗ 2006 ҫулта хатӗрлесе кӑларнӑ «Притяжение Родины» альбом вара музейре тата космонавт архивӗнче упранакан сӑн ӳкерчӗксемпе паллаштарать. Сӑн ӳкерчӗксемпе юнашар космонавт каланӑ сӑмахсене вырнаҫтарнӑ.
Кунсӑр пуҫне куравра Чӑваш Республикин патшалӑх деятелӗ Илья Павлович
Прокопьев ҫырнӑ «Живая легенда: слово об Андрияне Николаеве» (Шупашкарта, 2004 ҫулта тухнӑ) кӗнекен тулли тексчӗпе те паллашма пулать.
«Ҫӗршыв тивӗҫне пурнӑҫласа» пайра ентешӗмӗрӗн космосри вӗҫевӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем вырнаҫнӑ. «В космосе - двое» (Москвра, 1962 ҫулта тухнӑ) кӗнекере тӗнче уҫлӑхӗнче Андриян Николаевпа Павел Попович пӗрле вӗҫни тата уҫӑ космоса тухни ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Ҫак пайрах ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ В. А. Иванова, А. А. Парпара ҫыравҫӑ тата П. Попович летчик-космонавт хатӗрленӗ «Андриян Николаев» (Шупашкарта, 1989 ҫулта тухнӑ) кӗнеке те вырнаҫнӑ. Кӗнекене Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа хатӗрленӗ. Космонавт хӑй ҫырнӑ кӗнекесемпе те паллашма пулать. Сӑмахран, «Притяжение Земли. Записки космонавта-3» (Шупашкарта, 1999
ҫулта тухнӑ) кӗнекере автор хӑйӗн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Ҫӗршыва, атте-аннене, ҫут ҫанталӑка юратмалли ҫинчен, пулас ӑрӑва патриотла воспитани парас ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑрать. Ҫӗршыври космос аталанӑвӗ ҫинчен те тӗплӗн ҫырса кӑтартать автор хӑйӗн кӗнекинче. Кӗнеке сӑн ӳкерчӗксемпе пуян. Мухтавлӑ ентешӗмӗре халалласа ҫыравҫӑсем нумай сӑвӑ-юрӑ, калавсемпе повеҫсем ҫырчӗҫ. Вӗсенчен А. С. Железковӑпа К. И. Семеновӑн «Шуршăл ачи» повеҫне, К. К. Петров ҫырнӑ «Сенкер çăлтăр» романне тата чӑваш халӑх ҫыравҫи Михаил Юхма ҫырнӑ «Çăлтăрсем чĕнеccĕ», «Мальчик из Шоршел» «Парень из светлых ключей» кӗнекесене палӑртмалла. Паллă чăваш поэчĕсен Петӗр Хусанкайӑн, Юрий Айташӑн, Александр Галкинӑн, Георгий Ефимовӑн, Яков Ухсайӑн ентешĕмĕр cинчен cырнă сăввисем те ҫак пайрах вырӑн тупнӑ. Андриян Николаевӑн илемлӗ литературӑри сӑнарне тӗплӗнрех куравӑн «Паттӑр ятне мухтаса» пайӗ уҫса парать. Мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн кун-ҫулӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ, вӗҫсӗр тӗнче уҫлӑхӗнче пулни тата космонавт ятне асра тытни ҫинчен калакан материалсене «Справкӑсем» пайра вырнаҫтарнӑ. Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ. Вӗсем темиҫе ӗмӗр иртсен те ҫӗр ҫинче пурӑнакансен ҫулне ҫутатса тӑраҫҫӗ. Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавтӑн ырӑ сӑнарӗ халӑх асӗнче ӗмӗр упранӗ. Ҫывӑх та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, йӑл-кулӑллӑ сӑнар, ентешсемпе, тӑванӗсемпе, «ҫалтӑрлӑ тусӗсемпе» пӗрле – ҫакӑн пек юлӗ вӑл пирӗн асӑмра.
Алина Павлова,
Чӑваш Республикин Наци библиотекин
«Чӑваш кӗнеки» центр ӗҫченӗ
2. Николай Михайлович Бударин – чăвашран тухнă иккĕмĕш космонавт.
"Космонавт пулас тесен чи малтан тĕллев лартмалла.
Эпĕ çакна ача чухнех тунă. Унсăр пуçне, паллах,
лайăх вĕренмелле, спортпа туслă пулмалла"
Н.М.Бударин
Николай Михайлович Бударин 1953 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнче çуралнă. Вăл – çемьере иккĕмĕш ача. Кирене куçса киличчен пулас космонавт ашшĕ Михаил Романович Улатăрти МТСра ĕçленĕ, амăшĕ Александра Михайловна шăл тухтăрĕнче тăрăшнă. Кирене вĕсем çемье пуçĕ ĕç вырăнне улăштарнипе, леспромхоза куçарнипе килнĕ. Бударинсен виçĕ ывăлĕ Юрий, Николай, Сергей ытти ял ачисемпе чупса-выляса ÿснĕ.
50-мĕш çулсен вĕçĕнче Михаил Романович Вăрман техникин академине вĕренме кĕрсен Бударинсен çемйи Мускав çывăхĕнчи Щелково хулине куçса каять. Кунта Николай Бударин вăтам шкул пĕтерет. Аттестат илсенех докуменчĕсене Мускаври Серго Орджоникидзе ячĕллĕ авиаци институтне кайса парать вăл. Каçхи уйрăмра пĕлӳ илнĕрен тăван шкулĕнче лаборантра ĕçлеме пуçлать.
18 тултарсан ытти пин-пин çамрăк пекех салтак атти тăхăнать, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне Чехословакире пурнăçлать каччă. Çартан таврăнсан "Энергия" наукĕпа производство пĕрлешĕвне фрезеровщик пулăшуçине вырнаçать, шăпах çак заводра "Союз" тата "Прогресс" космос карапĕсем туса кăларнă. Çавăн чухне космоспа "чирлесе" кайнă-тăр вăл. Хупă заводра вăй хума тата аслă шкулта вĕренме йывăр пулнă паллах. Çавăнпа çулталăкран каччă ĕçне улăштарать, Фрязинăри пĕр завода наладчика вырнаçать. Юлашки курссенче вĕреннĕ чухне "Энергие" каялла таврăнать, электромонтерта, электрооборудовани мастерĕнче, инженерта тăрăшать.
Космонавтсен ушкăнне 1979 çултах лекме хăтланать вăл, анчах инженер мар, рабочи çеç пулнăран йышăнмаççĕ. Ĕмĕтне пăрахăçламасть ентĕшĕмĕр, 1982 çулта тепре комисси умне тухать. 1983 çулта мандат комиссийĕ ун кандидатурине ырлать, анчах умра тепĕр тĕрĕслев - тухтăрсен пĕтĕмлетĕвĕ. 1986 çулта тахçанах кĕтни пурнăçланать – тухтăрсем "ятарлă тренировкăсем ирттерме хатĕррине" çирĕплетеççĕ. Унтан çул хыççăн çул иртет. Ведомствăсен хушшинчи патшалăх комиссийĕ 1989 çулта тин космонавтсен ушкăнне илет ăна. Пĕр пирĕн ентешĕмĕрĕн çеç мар, кашни космонавтăн çакăн пек йывăррăн тата вăраххăн хатĕрленме тивет. 1991 çулччен вĕçеве хатĕрленекенсен курсне тухса патшалăх экзаменне ăнăçлă тытать Николай Михайлович, космонавт-испытатель квалификацине илет. ЭО-19 экипажăн бортинженерĕн ятне илтиччен тепĕр 3 çул хатĕрленет-ха.
Космосра виçĕ хутчен пулать вăл, пĕтĕмĕшле 444 талăк та 1сехет те 26 минут та 1 çеккунт.
8 хутчен уçă космоса тухать, унта 44 сехет те 46 минут ирттерет.
1-мĕш вĕçев
1995 çулхи çĕртме-авăн уйăхĕсем, Анатолий Соловьвпа ирттернĕ вĕçев 75 талăк та 11 сехет те 20 минут та 21 çеккунта тăсăлать.
2-мĕш вĕçев
1998 çулхи кăрлач-çурла уйĕсенче иртет, космосра 207 талăк та 12 сехет те 51 минут та 02 çеккунт пулать. Талгат Мусабаевпа тата Леопольд Эйартцпа вĕçет.
3-мĕш вĕçев
2002 çулхи чÿк – 2003 çулхи çу уйăхĕсем. Космосра 161 талăк та 1 сехет те 14 минут та 38 çеккунт пулать.
Наградăсем:
Николай Михайлович мăшăрĕпе Марина Львовнăпа икĕ ывăл ÿстернĕ. 2007 çултанпа вăл Патшалăх Думин депутачĕ. Пушă вăхăтра туризмпа, велоспортпа кăсăкланать.
Муса Хираманович Манаров Азербайджанри Бакура 1951 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Апла пулин те унăн ачалăхĕ Чăваш çĕрĕ çинчи Улатăр хулинче иртнĕ. Улатăрти 8 № шкулта вăл 4-мĕш класран пуçласа 10-мĕш класс таран вĕреннĕ. Унти шкула ылтăн медальпе вĕренсе тухсан Муса Мускав авиации институчĕн вĕçев аппарачĕсенчен радиоэлектроника факультетĕнче ăсталăхне туптанă.
Малтанах инженерта вăй хунă, унтан, 1974 çулта, космонавтсен отрядне кĕнĕ. 1987 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Союз ТМ-4» космос карапĕпе тата «Мир» орбита комплексĕпе вĕçнĕ. Бортинженер тивĕçне пурнăçланăскер уçлăхра 365 талăк та 23 сехет пулнă. Çапла майпа экипаж нумай вăхăт хушши вĕçсе тĕнче рекордне çĕнетнĕ. Ăнăçлă вĕçевшĕн Муса Хирамановича Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă тата Ленин орденĕпе, «Ылтăн Çăлтăр» медальпе чысланă.
Мусса Манаров уçлăха пĕрре хăпарнипех çырлахман, 1990 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче вăл космоса тепре çĕкленнĕ. Ун чухне вăл 175 талăк та 2 сехет вĕçнĕ.
Чăваш Енре ӳснĕ Муса Хираманович халĕ Мускавра пурăнать. 2005-мĕш çултанпа Муса Манаров Улатăр хулин хисеплĕ çынни шутланать.
Слайд 1
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНЎ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ ВĂРМАР РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ВĔРЕНЎПЕ ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ «МĂНÇЫРМАРИ ПĔТĔМĔШЛЕ ПĔЛЎ ПАРАКАН ВĂТАМ ШКУЛ» МУНИЦИПАЛИТЕТ В Ĕ РЕНЎ УЧРЕЖДЕНИЙ Ĕ «Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем» Ĕçе пурнăçлаканĕ: Леонтьева Анастасия Анатольевна, Вăрмар районĕнчи Мăн ç ырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен. Ертсе пыраканĕ: Цыркунова Татьяна Леонарьевна, Мăн ç ырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен ĕ . Мăнçырма - 2011Слайд 2
Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕсем: 1) Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем çинчен туллинрех тĕпчесе пĕлесси; 2) Космонавт летчиксен Раççей тата Чăваш çĕршывĕн историйĕнчи пĕлтерĕшне ăнланасси; 3) Паллă çынсен пурнăçĕпе кăсăкланасси, тавракурăма аталантарассси; 4) Шыравпа тĕпчев ĕçне хăнăхасси. Тĕпчев ĕçĕн задачисем: 1) шыравпа тĕпчев ĕçĕсенче тĕрлĕ мелсемпе тата меслетсемпе усă курасси; 2) космонавт летчиксен паттарăх çулне тĕпчесси; Тĕпчев ĕçĕн актуаллǎхĕ: Андриян Григорьевич Николаев, Николай Михайлович Бударин, Мусса Хираманович Манаров – чăвашсен мухтавлă ывалĕсем. Вĕсем чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ. Вĕсем утса тухнă çул – чăн-чăн паттăрсен çулĕ. Кашни чăваш ачин, кашни хăй халăхне хисеплекен çыннăн çакăн пек паттăрсем çинчен пĕлмелле. Мĕншĕн тесен чăн та вĕсен ячĕпе Чăваш çĕрĕн историйĕ, Раççей çĕр-шывĕн историйĕ, тĕнче историйĕ çырăнать.
Слайд 3
Проект ĕçĕн объекчĕ: Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем. Проект ĕçĕн предмечĕ: Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисен паттарлăх çулĕ. Вĕсен паттăрлăхне манманни. Проект ĕçĕн мелĕсемпе меслечĕсем: Шырав. Тĕпчев. Картотека. Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ: Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен пухнă материал Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем çинчен татах та ытларах пĕлме май парать. Çак материалпа уроксенче, класс тулашĕнчи мероприятисене ирттернĕ чухне усă курма пулать. Тĕпчев ĕçне пурнăçланă май эпĕ те нумай çĕнĕ япала пĕлтĕм. Ку маншăн пурнăçра усăллă пулма пултарать. Шырав, тĕпчев тата ытти ĕçсем туса ирттерни мана космос мĕн тери интереслĕ, илĕрт ÿ ллĕ, тĕлĕнмелле япала пулнине пĕтĕм чун-чĕрепе туйса илме пулăшрĕ.
Слайд 5
Андриян Григорьевич Николаев – чăвашран тухнă пĕрремĕш космонавт «Çулсем, ĕмĕрсем иртĕç, тĕнчери халăхсем вара пирĕн ĕмĕрти хăюллă та чаплă вĕçевсене нихăçан та манмĕç». А.Г.Николаев
Слайд 6
А.Г.Николаев 1929 çулта авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашш ĕ – Григорий Николаевич Ам ă ш ĕ - Анна Алексеевна Пичч ĕ ш ĕ с ем - Иванпа Петя Й ă м ă к ĕ - Зина
Слайд 7
Планет ă сем, çă лт ă рсем… Иван Михайлович Романов Андриян Николаев Клавдия Ивановна Семенов ă па Çă лт ă рсем м ĕ н иккенне Андриян пу ç ласа х ǎ й ĕ н п ĕ ррем ĕ ш в ĕ рентекен ĕ нчен, Клавдия Ивановн ă ран илтн ĕ . 5-7-м ĕ ш классенче вара ǎ на астрономие нумайрах п ĕ лме Иван Михайлович Романов в ĕ рентекен пул ă шн ă .
Слайд 8
1950-мĕш çулта А.Г. Николаева Совет Çарне илеççĕ. Салтакра вăл рядовой, самолет стрелокĕ, çар лётчикĕсен училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн летчик-истребитель пулать. Тÿпе ăна çÿлтен-çÿле вĕçме илĕртет, ун тата хăвăртрах, инçерех вĕçес килет.
Слайд 9
1960-м ĕ ш ç улхи март ă н 7-м ĕ ш ĕ нче А.Г. Николаев космонавтсен пĕрремĕш ушкăнне к ĕ ме тив ĕç л ĕ пулнă. Совет космонавч ĕ сен п ĕ ррем ĕ ш ушк ă н ĕ . 1960-м ĕ ш ç ул.
Слайд 10
Тренировка саманч ĕ сем Ю.Гагарин, А.Леонов, П.Попович, А.Николаев, Г. Шонин тата ыт. тренировка в ă х ă т ĕ нче. Энгельс. 1960 ç .
Слайд 11
1962 ç улхи август ă н 11-м ĕ ш ĕ нче 11 сехет те 30 минутра Çĕ р спутник ĕ н орбити ç ине «Восток-3» космос карап ĕ в ĕç терсе ян ă . Андриян Григорьевич Николаев «Восток-3» космос карап ĕ пе Çĕ р тавра 64 ç авр ă м тун ă , 3 тал ă к та 22 сехет те 22 минут в ĕç н ĕ . Позывной ĕ – Сокол.
Слайд 12
1970-м ĕ ш ç улхи июн ĕ н 1-м ĕ ш ĕ нчен пу ç ласа 19-м ĕ ш ĕ ччен А.Г. Николаевпа В.И. Севастьянов космонавтсем «Союз-9» караппа в ĕç н ĕ . А.Г. Николаевпа В.И. Севастьянов «Союз-9» караппа т ĕ нче у ç л ă х ĕ нче вун сак ă р тал ă к в ĕç н ĕ , т ĕ р ĕ срех каласан, космосра 424 сехет пулн ă . Çĕ р тавра в ĕ сем 286 ç авр ă м тун ă , 20 миллион километра ях ă н в ĕç н ĕ .
Слайд 13
Космонавтика музейĕ 1972-мĕш çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче космонавт çуралса ÿснĕ Шуршăл ялĕнче Космонавтика музейне уçнă.
Слайд 14
Часовня 2005-мĕш çулхи çу уйăхĕнче А.Г. Николаева пытарнă вырăна часовня туса лартнă, ăна яланах тирпейлесе тăраççĕ. Чăваш çĕрĕнче вырнаçнă сăваплă вырăна, А.Г. Николаева вил тăприйĕ çине Раççей çĕр-шывĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кăна мар, пĕтĕм тĕнчери çĕр-шывсенчен: Швейцарирен, Германирен, Венгрирен, Украинăпа Белоруссинчен тата ытти çĕртен килсе кураççĕ.
Слайд 15
Николай Михайлович Бударин – чăвашран тухнă иккĕмĕш космонавт «Космонавт пулас тесен чи малтан тĕллев лартмалла. Эпĕ çакна ача чухнех тунă. Унсăр пуçне, паллах, лайăх вĕренмелле, спортпа туслă пулмалла» Н.М.Бударин
Слайд 16
Николай Михайлович Бударин 1953 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнче çуралнă. Вăл – çемьере иккĕмĕш ача. Кирене куçса киличчен пулас космонавт ашшĕ Михаил Романович Улатăрти МТСра ĕçленĕ, амăшĕ Александра Михайловна шăл тухтăрĕнче тăрăшнă. Кирене вĕсем çемье пуçĕ ĕç вырăнне улăштарнипе, леспромхоза куçарнипе килнĕ. Бударинсен виçĕ ывăлĕ Юрий, Николай, Сергей ытти ял ачисемпе чупса-выляса ÿснĕ.
Слайд 17
50-мĕш çулсен вĕçĕнче Михаил Романович Вăрман техникин академине вĕренме кĕрсен Бударинсен çемйи Мускав çывăхĕнчи Щелково хулине куçса каять. Кунта Николай Бударин вăтам шкул пĕтерет. Аттестат илсенех докуменчĕсене Мускаври Серго Орджоникидзе ячĕллĕ авиаци институтне кайса парать вăл. Каçхи уйрăмра пĕл ÿ илнĕрен тăван шкулĕнче лаборантра ĕçлеме пуçлать.
Слайд 18
Космонавтсен ушкăнне 1979 çултах лекме хăтланать вăл, анчах инженер мар, рабочи çеç пулнăран йышăнмаççĕ. Ĕмĕтне пăрахăçламасть ентĕшĕмĕр, 1982 çулта тепре комисси умне тухать. 1983 çулта мандат комиссийĕ ун кандидатурине ырлать, анчах умра тепĕр тĕрĕслев - тухтăрсен пĕтĕмлетĕвĕ. 1986 çулта тахçанах кĕтни пурнăçланать – тухтăрсем "ятарлă тренировкăсем ирттерме хатĕррине" çирĕплетеççĕ. Унтан çул хыççăн çул иртет. Ведомствăсен хушшинчи патшалăх комиссийĕ 1989 çулта тин космонавтсен ушкăнне илет ăна. Пĕр пирĕн ентешĕмĕрĕн çеç мар, кашни космонавтăн çакăн пек йывăррăн тата вăраххăн хатĕрленме тивет. 1991 çулччен вĕçеве хатĕрленекенсен курсне тухса патшалăх экзаменне ăнăçлă тытать Николай Михайлович, космонавт-испытатель квалификацине илет. ЭО-19 экипажăн бортинженерĕн ятне илтиччен тепĕр 3 çул хатĕрленет-ха.
Слайд 19
Космосра виçĕ хутчен пулать вăл. Пĕтĕмĕшле 444 талăк та 1сехет те 26 минут та 1 çеккунт. 8 хутчен уçă космоса тухать,унта 44 сехет те 46 минут ирттерет.
Слайд 21
Наградăсем: РФ Геройĕн «Ылтăн çăлтăрĕ» (1995 çул) – «Мир» комплекс çинчи вăрах вĕçев вăхăтĕнче паттăрлăхпа хăюлăхшăн; «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степень орден (2004 çул) – космоса тĕпчес ĕçре кăтартнă профессионализмпа хăюлăхшăн; «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» III степень орден (1998 çул) – «Мир» комплексри вĕçев вăхăтĕнче хăйне хĕрхенмесĕр хăюлăх кăтартнăшăн; Çавăн пекех Отан орденне (Казахстан) тата «Космосри вĕçевшĕн» (НАСА Spase Flight Medal ) НАСАн виçĕ медальне тивĕçет.
Слайд 22
Николай Михайлович мăшăрĕпе Марина Львовнăпа икĕ ывăл ÿстернĕ. 2007 çултанпа вăл Патшалăх Думин депутачĕ. Пушă вăхăтра туризмпа, велоспортпа кăсăкланать.
Слайд 23
Муса Хираманович Манаров – чăвашран тухнă виççĕмĕш космонавт
Слайд 24
Муса Хираманович Манаров Азербайджанри Бакура 1951 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Апла пулин те унăн ачалăхĕ Чăваш çĕрĕ çинчи Улатăр хулинче иртнĕ. Улатăрти 8№ шкулта вăл 4-мĕш класран пуçласа 10-мĕш класс таран вĕреннĕ. Унти шкула ылтăн медальпе вĕренсе тухсан Муса Мускав авиации институчĕн вĕçев аппарачĕсенчен радиоэлектроника факультетĕнче ăсталăхне туптанă.
Слайд 25
1987 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Союз ТМ-4» космос карапĕпе тата «Мир» орбита комплексĕпе вĕçнĕ. Бортинженер тивĕçне пурнăçланăскер уçлăхра 365 талăк та 23 сехет пулнă. Малтанах инженерта вăй хунă, унтан, 1974 çулта, космонавтсен отрядне кĕнĕ.
Слайд 26
Мусса Манаров уçлăха пĕрре хăпарнипех çырлахман, 1990 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче вăл космоса тепре çĕкленнĕ. Ун чухне вăл 175 талăк та 2 сехет вĕçнĕ. Çапла майпа экипаж нумай вăхăт хушши вĕçсе тĕнче рекордне çĕнетнĕ. Ăнăçлă вĕçевшĕн Муса Хирамановича Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă тата Ленин орденĕпе, «Ылтăн Çăлтăр» медальпе чысланă.
Слайд 27
Чăваш Енре ÿ снĕ Муса Хираманович халĕ Мускавра пурăнать. 2005-мĕш çултанпа Муса Манаров Улатăр хулин хисеплĕ çынни шутланать.
Слайд 28
Ç улсем, ĕ м ĕ рсем ирт ĕç , в ĕ сен яч ĕ сем в ă х ă т с ĕ м ĕ пе т ĕ кс ĕ мленме мар, х ĕ вел кашни ир тух ăç ран ç уталса х ă парн ă ев ĕ р ç уталсах т ă р ĕ ç .
Слайд 29
Ырă çул пултăр!
О путнике
Пустой колос голову кверху носит
«Течет река Волга»
Ночная стрельба
Усатый нянь