сценарий
Предварительный просмотр:
Муниципальное образование «Красночетайский район Чувашская Республика»
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение
«Большеатменская средняя общеобразовательная школа»
Красночетайского района Чувашской Республики
Аннесен уявĕ
сценарий развлечения
для детей старшей группы
Составила:
Васильева С.Н.
д. Большие Атмени
2015
Ведущий: Савăнса кĕтсе илетпĕр
Аннесен уяв кунне,
Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр
Парнине те саламне.
Вĕсене халь чыс тăватпăр,
Парнелетпĕр чечексем,
Ыр сунса сăмах калатпăр:
- Сывă пулччăр аннесем!
Ведущий: Анне! Унăн ячěпе темěн чухлě ырă та çепěç сăмах калас килет. Мěн тери хаклă çын вăл! Анне! Пирěн паянхи уяв аннесем çинчен пулě. Сире çывхарса килекен Аннесен кунě ячěпе чěререн саламлатпăр!
Анжела К.: Анне кули –
Хĕвел шевли.
Анне кули –
Чи илемли.
Лера С.: Анне кулсан
Чунра аван:
Юрлас килет,
Ташлас килет.
Юрă: «Аннесен уявĕ».
Эпĕ хамăн аннене
Питĕ юрататăп.
Аннесен уявĕнче
Сан çинчен юрлатăп.
Анне, ах анне
Эсĕ пиршĕн пĕрре.
Пул эс сывă яланах
Ан чирле, ан ватăл.
Эп анне сана чăнах
Питĕ юрататăп.
Анне, ах анне
Эсĕ пиршĕн пĕрре.
Ведущий: Халĕ ачасем аннесемпе выляса илер.
Вайă: «Кам çăмхана маларах явалать».
Анжела А.: Кам-ха пире юратса,
Ачашласа йăпатса,
лăпка-лăпка ÿстерет,
çунат пиллет, вĕçтерет?
- Юратнă анне.
Эвелина К.:Кам-ха эпир чирлесен,
япала мĕн çĕмĕрсен,
начар, юлхав вĕренсен
Куçне хупмасть каçсерен?
- Юратнă анне.
Алеша У.:Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?
Катя Т.: Кам тĕлĕкĕнче те
Курать - çке пирех,
Килте пуринчен
Тăрать иртерех?
Даниил Я.: Кам ир вучах чĕртнĕ –
Апат пĕçерет,
Ĕне суса кĕнĕ,
Ăш сĕт ĕçтерет?
Настя Ч.: Кам ыррăн, хавассăн
Пурне те пире
Çапла лăш курмасăр
Пăхса ÿстерет?
Саша К.: Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне:
Вăл пирĕн телей-çке,
Вăл - пирĕн анне.
Вайă: «Кам ытларах сăпка юррисем пĕлет».
Юрă: «Пирĕн анне».
Анне эсĕ ир тăран
Ир тăран та ĕç тытан. 2раза
Пахчара йăран çумлан,
Апатне лартса яран.
Васкаса ĕне сăван,
Кĕтÿне те хăвалан.
Ла-ла-лалала.
Ла-ла-лайла.
Ытарми хитре анне
Ывăнми ĕçчен анне.2раза
Çĕнĕ кунăн ыйхине
Эс сиретĕн пулмалла
Шуçăмне те хĕвелне
Эс чĕнетĕн пулмалла.
Ла-ла-лалала.
Ла-ла-лайла.
Анне эсĕ ир тăран
Ир тăран та ĕç тытан. 2раза
Пахчара йăран çумлан,
Апатне лартса яран.
Васкаса ĕне сăван,
Кĕтÿне те хăвалан.
Ла-ла-лалала.
Ла-ла-лайла.
Дима У.:Тем-тем сăмах каласшăн
Ача тăсать алне.
Вăл туртăнать хавассăн
Хăй амăшĕ патне.
Анне!
Çак ят чи çывăх,
Чи чаплă çĕр çинче.
Пурнать вăл ĕмĕр сывă
Кашни çын чĕринче.
Карина Я.: Тÿпере пин-пин çут çăлтăр.
Çуталаççĕ йăлтăр - йăлтăр.
Кам-ши çутнă вĕсене?
Ма ÿкмеççĕ çĕр çине?
Вĕсене пĕрле пухасчĕ,
Çăлтăрсен çыххи тăвасчĕ,
Аннесен уявĕнче
Парнелесчĕ аннене.
Дима Ж.: Кам пире мĕн пĕчĕкрен
Ӳстерет савса куллен?
Вăл – анне, тăван анне,
Тайма пуç сана, анне.
Даниил А.: Кам пире ăстăн парать,
Ачашлать е хăтарать?
Вăл – анне, манми анне,
Тайма пуç сана, анне.
София Н.: Эпир камшăн чи хакли,
Чун хĕвелĕ, юратни?
Вăл – анне, тăван анне,
Ĕмер-ĕмĕр тав, анне.
Юрă: «Мамина улыбка».
Мамочка родная я тебя люблю.
Все цветы весенние тебе я подарю.
Пусть солнце улыбается, глядя с высоты.
Как же это здорово, что у меня есть ты.2р.
Мамина улыбка вносит счастье в дом.
Мамина улыбка мне нужна во всем.
Мамину улыбку всем я подарю.
Мамочка родная я тебя люблю.2р.
Нет на свете лучше и милее глаз.
Мама всех красивее скажу я без прикрас.
Ведь без тебя мне мамочка не прожить и дня.
Как же это здорово, что ты есть у меня.2р.
Ачасем амăшĕсене парнесем парнелеççĕ.