Главные вкладки
Документы
Материалы на конкурс https://www.youtube.com/watch?v=vmOibJUaX2Y Ссылка на фрагмента мастер-класса
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
portfolio_2019-konvertirovan-szhatyy.pdf | 2.31 МБ |
razrabotka_uroka_po_fgos_v_elpi_appapa_perle.doc | 35 КБ |
urok_konspekche_tuslah_4_klass.docx | 284.71 КБ |
Предварительный просмотр:
Предварительный просмотр:
Тема :Валентина Элпи «Аппапа пĕрле» калав
Эпиграф:
Çыннăн ĕçĕ те, чунĕ те ырă пултăр.
Планируемые результаты
Предметные умения: ознакомить с биографией писателя, заинтересовать учащихся его творчеством; сообщить историю создания произведения, рассказать о событиях, отраженных в рассказе; объяснить смысл жанрового определения «рассказ-быль» и главную мысль произведения «Аппапа пĕрле»
знать содержание прочитанного произведения; уметь воспринимать и анализировать текст, определять жанр литературного произведения, формулировать идею, проблематику произведения, давать характеристику герою.
Метапредметные УУД (универсальные учебные действия):
Личностные: положительно относится к учению, познавательной деятельности, приобретает новые знания, умения, совершенствует имеющиеся.
Регулятивные: принимает и сохраняет учебную задачу; планирует (в сотрудничестве с учителем и одноклассниками или самостоятельно) необходимые действия, операции, действует по плану.
Познавательные: понимает информацию, представленную в изобразительной, схематичной, модельной форме, использует знаково-символические средства для решения различных учебных задач.
Коммуникативные: строит небольшие монологические высказывания, осуществляет совместную деятельность в парах и рабочих группах с учетом конкретных учебно-познавательных задач.
Тип урока : урок усвоения новых знаний.
Литература теорийĕ:
тема – хайлавра мĕн çинчен каласа кăтартни;
тĕп шухăш – автор калавра кăтартнă сăнлăхсемпе мĕн каласшăн пулнă;
калав – çын пурнăçĕчи пĕр-икĕ ĕç пулăм çинчен калакан пысăках мар прозăлла хайлав.
Оборудование
Вĕренекенсен алă ĕçĕсенчен йĕркеленĕ курав, мультимеди проектор, слайдсем.
Ход урока.
I. Орг. Момент.
.II. Мотивация к учебной деятельности
Хăйсем тĕллĕн урок темине палăртни.
III. Актуализация и фиксирование индивидуального затруднения в пробном учебном действии 1) Мĕн вăл калав? Унăн тĕсĕсемпе тĕп паллисене палăртни.(
2) Валентина Элпи пирки мен пĕлетĕр ?
IV . Выявление места и причины затруднения
Калава вулани .Ăнланман сăмахсемпе ĕçлени
V Построение проекта выхода из затруднения
5)Кроссворд «Хайлав содержанине астăватăн-и?»
1. Калаври тĕп сăнар мĕн ятлă? Вăл мĕнле çын .Сăнарне уçма кластер туни.
VI Реализация построенного проекта
Кашни санаран характеристикине тупса вуласси .
- Калăр-ха, ачасем, çак калавпа паллашнă хыççăн сирĕн ахăртнех килĕштернĕ сăнарсем пулчĕç. Камсем-ши вĕсем? Вĕсем çинчен каласа парăр .
VII Первичное закрепление с проговариванием во внешней речи
-Атьăр-ха, юлташсем çак икĕ арçын ачана танлаштарса пăхар. Пĕрремĕш ушкăн Верука хаклать , иккĕмĕшсем вара – Тольăна .
Унтан çак сăнарсене автор мĕнле глаголсемпе характерланине текстра тупса вуласси
Кану саманчĕ.
- Хайлава вуланă чухне сире ытларах мĕн пăшăрхантарчĕ, ачасем (
Хайлавра Верукăн ашшĕпе амăшĕ Верук ĕçне хурлаççĕ , мĕншĕн ?
VIII . Включение в систему знаний и повторение
Калаври ырă кăмăллă çын сăнарĕ.
IX Информация о домашнем задании
„Верукпа Толя ырă ĕçĕсем“ сочинение çырмалла.
X Рефлексия
1.Урокра эпĕ активлă/ пассивлă пултăм.
2.Хамăн урокри ĕçпе эп кăмăллă/ кăмăлсăр.
3.Маншăн урок вăрăм пулчĕ/ хăвăрт иртрĕ.
4.Урокра эп ывăнтăм/ ывăнмарăм.
5.Урокра ман кăмăл çĕкленчĕ/ пусăрăнчĕ (хуçăлчĕ).
6.Урокри материал ăнланмалла/ ăнланмалла мар, усăллă/ усăсăр, кăсăклă/ кăсăклă мар
Предварительный просмотр:
«Туслăхра-вăй»
(4-мěш класра ирттермелли чăваш чĕлхи урокĕ)
Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетӳ урок
Пĕлӱ тĕллевĕсем: Туслăх çинчен калаçу ирттересси.
Аталантару тĕллевĕ: Ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: Туслăха упрама, туссене йывăр самантра пулăшма вĕрентесси.
Урокра усă курмалли хатĕрсем: магнитсем; касса кăларнă утрав, карап, сăмахсем, çăлтăрсем; 15 сас палли; туратсен çыххи; кашни ача вали хатĕрленĕ юрă сăмахĕсем.
Урок юхăмĕ
-Сывлӑх сунатӑп, ачасем!
-
-
Ачасем манӑн карап пур. Карап «Туслӑх» ятлӑ.
(На доске «ҫӱлҫӱрев»)
Паян эпир сирěнпе «ҫӱлҫӱреве» тухатпӑр. Ҫавӑнпа та эпě экипаж пухатӑп. Эсир манпа пыма хатěр-и?
Ачасем: -Хатěр!
- Эпир халě, ачасем, пристаньре. Кам мěн тума пěлет? Айтӑр-ха, халě пěлетпěр:
1. Кам ишме пěлет?
Вырӑнсемпе улшӑнӑр. Маттур.
2. Кам юрлама пултарать?
Экипаж хаваслӑ пулать.
3. Кам ташлама пултарать?
Экипаж пултаруллӑ пулать.
4. Кам шутлама пултарать?
Экипаж ӑслӑ пулать.
5. Кам ěҫлеме пултарать?
Экипаж ěҫчен пулать.
6. Кам туссене пулӑшать?
Экипаж туслӑ пулать.
Ачасем маттур. Эпир ҫулҫӱреве тухма хатěр.
1-мěш утрав – Хěвеллě утрав.
Пӑхӑр-ха ачасем. Хěвелěн пайӑркисем ҫук. Айтӑр, хěвеле пулӑшатпӑр, суйлатпӑр. Калӑр, тус мěнле?
(шанчӑклӑ, лайӑх, хаваслӑ, ěҫчен, вӑйлӑ, ӑшӑ, сивě, кěске, вӑрӑм)
-Маттур, ачасем. Пирěн сӑмах «Маттур».
2-мěш утрав – Юрӑ утравě.
Ачасем, эпир сирěнпе юрӑ утравне ишсе ҫитрěмěр. Ку утрав юрлама юратать. Эпир те юрлатпăр.
Юрӑ «Юлташпа ҫула тухсан»
Юлташпа ҫула тухсан
Юлташпа ҫула тухсан
Ҫулӗ хавасрах-ҫке.
Туссӑр эп(ӗ) ҫур ҫын пулсан
Туссӑр эп(ӗ) ҫур ҫын пулсан
Юлташпа нумай-ҫке.
Пултӑр ҫилӗ, пултӑр юр
Пултӑр ҫумӑр, акӑ кур
Мана юлташсем пулӑшаҫ.
Пултӑр ҫилӗ, пултӑр юр
Пултӑр ҫумӑр, акӑ кур
Мана юлташсем пулӑшаҫ.
Эпир, ачасем, пултаруллӑ. Сӑмах «ПУЛТАРУЛЛӐ».
3-мěш утрав – Ӑслӑ сӑмахсен утравě.
- Ачасем, ак, ӑслӑ сӑмахсен утравне ҫитрěмěр. Анчах та мěн пулнӑ кунта? Ҫӑлтӑрсем хавас мар. Вěсем ваттисен сăмахне тупаймаççĕ. Айтӑр, вěсене пулӑшатпӑр.
Ваттисен сӑмахě: «ҫěр тенкě пуличчен ҫěр тус пултӑр».
Эсир ачасем «ӑслӑ».
4-мěш утрав – Алфавит утравě.
- Хамӑрӑн туслӑха ҫирěплтме эпě сире сас паллисем валеҫсе паратӑп. Доска умне тухӑр, алфавит йěркипе тӑрӑр.
- Тěрěслетпěр. Эсир чӑнах та маттур ачасем. Ларӑр.
Айтӑр, ку утрав ҫинчен тата лайӑхрах пěлетпěр. Сас паллисем тимлě пулӑр. Хӑш сас палли ҫук?
- Утравра мěн пурӑнать?
- Утравра тěрлě кай.к, ч.р чун пурӑнать.
-Утравра мěн ӱсет?
- Утравра тěрлě ч.чек, й.вӑҫ ӱсет.
Ку утра йěрке пур. Туслӑх пурӑнать. Эсир ачасем «туслӑ».
5-мěш утрав – Чике старик утравě.
- Чике старик патаксем хӑварнӑ. Патаксем пěрле, патаксем пěр ҫыхӑра.
Хуҫ. Хуҫӑлать-и? Хуҫӑлмасть.
- Патаксем пěччен, туслӑ мар.
Хуҫ. Хуҫӑлать-и? Хуҫӑлать.
- Ачасем, пирĕн мĕнле пулмалла?
- Эпир туслă, çавăнпа эпир вăйлă
-Ачасем, эпир сирĕнпе туслă пулатпăр.
- Маттур. Акă эпир пристане каялла çитрĕмĕр. Лайăх кайса килтĕмĕр. Мĕнле пултăмăр?
(Маттур, пултаруллӑ, ӑслӑ, туслӑ, вӑйлӑ)
-Сире ҫулҫӱрев килěшрě-и? Тӑрӑр. Вырăнсемпе улшăнăр. Пурте маттур, айтӑр, алӑ ҫупатпӑр. Сывӑ пулӑр! Тепре тěл пуличчен.