Моя методическая копилка
Предварительный просмотр:
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ЙĔПРЕÇ РАЙОНĔНЧИ «ХУРАМАЛТИ «ВЕСНА»
АЧА САЧĔ» ШКУЛ ÇУЛНЕ ÇИТМЕН АЧАСЕН
МУНИЦИПАЛЛĂ БЮДЖЕТ ВĔРЕНТŸ УЧРЕЖДЕНИЙĔ
СЦЕНАРИ
ТЕМА «75 МӖШ АСЛӐ ҪӖНТЕРӲ УЯВНЕ ЧĂВАШЛА ЯНРАТТАРАР»
Сценарин авторĕ:
Абалымова Эльвира Николаевна,
Хормалы 2020
Тĕллевĕ: вăрçă мĕнне ачасене ăнланма пулăшасси; патриотизм туйăмне вăйлатасси, тăван Ҫĕршыва юратма, вăрçăра пулнисене хисеплеме, вĕсем пĕтĕм чунне тăван çĕршывшăн, ирĕклĕхшĕн панине ăнлантарасси. Ачасене ĕлĕкхи юрăсемпе паллаштарасси, вĕсене тăрăшса, мăнаçланса, хавхаланса юрлама вĕрентесси. Сăвăсене пĕр чарăнмасăр, хумхануллăн калама хăнăхтарасси.
Кирлĕ материалсемпе хатĕрсем:тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, ялавсем, чечексем.
Мероприятие 5-6 çулхи ачасем валли хатĕрленĕ.
Шарсемпе, ялавсемпе, чечексемпе хитрелетнĕ зала, ачасем «Ҫĕнтерӳ кунĕ» В. Тухманова çырнă кĕвĕпе кĕреççĕ, çурма çавра туса тăраççĕ.
Ертсе пыракан. Хаклă ачасем! Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, хăнасем! Эпир паян чи чаплă уява, Ҫĕнтерӳ кунне уявлама пуçтарăнтăмăр. Майăн тăххăрмĕш кунĕнче, нумай-нумай çул каялла вĕçленнĕ хаяр вăрçă, аслă аттелĕх вăрçи.
Ҫапăçу хирĕнчен таврăнманнишĕн эпир питĕ хурланатпăр. Пĕр самантлăха шăп тăрса вĕсене асăнса чыслăпăр, çак телейлĕ тĕнчере кашниех вĕсене чун-чĕререн тав тăвĕ. Пурте тăрар та пуçсене тайса вĕсене аса илер!
Ачасем те, аслисем те хăйсен вырăнĕнчех пĕр минут чĕнмесĕр тăраççĕ. « Вилнисене те чĕррисене те Пуç таятпăр» юрă çырни илтĕнет (А.Пахмутова музыки, М.Львов сăмахĕсем).
Нумай хуласенче « Ӗмĕрхи вут» çунать. Эпир вара «Ҫĕнтерӳ» палăкĕ умне чечексем хуратпар.
Ачасем: Никама та манман,
Нимĕн те манăçман!
«Ылтăн çăлтăр» И. Дунаевский композицийĕпе икĕ ача пăта чечекĕсемпе ташă ташлаççĕ.
Ертсе пыракан: Нимĕçсем пирĕн çине пĕр систермесĕр, июнĕн 22 мĕшĕнче 1941 çулта пырса кĕнĕ. Пирĕн салтаксем Ҫĕршыва хӳтĕлеме хатĕр пулнă. Кашни кун фронта салтаксене ăсатнă. Тăванĕсем, амăшĕсем вĕсене куççульпе, çĕнтерĕве шанса ăсатнă.
Г.Свиридова «Ҫар маршĕ» сасăпа зал варрине ачасем тухаççĕ. Ҫар тумĕ тăхăннă арçын ачасем- салтаксем. Хĕр ачасем вĕсен амăшĕсене, йăмăкĕсене, юратнă ачисене сăнласа параççĕ. Ачасем ушкăнăн-ушкăнăн тăраççĕ. Пĕрремĕш ушкăнра- виçĕ ача. Пĕр арçын ача- «салтак» тата икĕ хĕрача – «амăшĕ» тата аппăшĕ. Хĕр ачасем салтака ыталаççĕ те куççульне шăлаççĕ.
1 мĕш арçын ача. Ан макăр, эс йăмăкăм,
Ан йĕр, эс анне.
Часах эпĕ килĕп
Ҫĕнтерӳ кунне!
Музыка янăрать. Ачасен иккӗмӗш ушкӑнӗ: виҫӗ хӗр ача – арçын ача "салтака" ҫавӑрса илеҫҫӗ, ӑна ӑшӑ нуски, перчетке, тӗрленӗ енчӗк параҫҫӗ.
2 мĕш арçын ача. Паттăр салтак
Илет хулана.
Хăюллă та паттăр
Пулатăп ялан.
Ачасен виҫҫӗмӗш ушкӑнӗ: икӗ хӗрпе икӗ арçын ача - "салтаксем".
3 мĕш арçын ача. Пур пирӗн танк
Пур пулемет!
4 мĕш арçын ача. Пур пирӗн тупӑ
Пур самолет!
3-мӗшпе 4-мӗш ачасем(хорпа). Ҫĕнтерĕпĕр ирсĕр çав çĕр çăтмана
Вутпа вилĕм витĕр тухса çĕнтерӳллĕн.
"Пирӗн Тӑван Ҫӗршыв вӑйлӑ!" юрă янăрать (А. Филиппенко музыки, Т. Волгина сӑмахӗсем). Арçын ачасем строевой утӑмсемпе утаҫҫӗ, хӗрачасем тутӑрӗсемпе сулаҫҫӗ.