Главные вкладки
Лучший учитель родного языка и родной литературы
Конкурсные материалы "Лучший учитель родного языка и родной литературы"
Открытый урок "Хлеб всему голова " https://nsportal.ru/user/1115727/video
Классный час "Трудовой подвиг строителей Сурского оборонительного рубежа" https://nsportal.ru/user/1115727/video
Эссе "Я -учитель" https://nsportal.ru/user/1115727/page/esse-ya-pedagog
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok.docx | 28.05 КБ |
klassnyy_chas.docx | 22.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Чǎваш Республикин Елчĕк районĕн
Патреккел тĕп шкулĕ
6-мĕш класра ирттермелли
«Çǎкǎртан асли çук» уçǎ урок
(Алексей Воробьёвǎн «Çǎкǎр» сǎвви тǎрǎх)
Хатĕрлекенĕ
чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Облесова Ирина Николаевна
Тĕллевĕсем:
1) çĕр ĕçченĕсене хисеплеме, çǎкǎра перекетлеме вĕрентесси;
2) сǎвва илемлĕ вулама, унǎн илемне туйса ǎнланма, тишкерме вĕрентесси, тытǎмне кǎтартасси;
3) тишкерÿ логикине аталантарасси;
4) ачасен çыхǎнуллǎ пуплевне аталантарасси;
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
Учитель сǎмахĕ, учителĕн илемлĕ вулавĕ; компьютерпа, проекторпа усǎ курасси; ачасен ǎшри вулавĕ, илемлĕ вулавĕ; ыйтусем парса калаçтарни; словарь ĕçĕ; сǎвǎ тишкерĕвĕ, илемлĕх мелĕсене тупни, ǎнлантарни.
Урок юхǎмĕ
I. Класа йĕркелесси. Сывлăх сунатăп сире, ачасем.
II. Тема тǎрǎх ĕçлесси
У:Урок теми пирĕн: «Çǎкǎртан асли çук». Паян эпир сирĕнпе Алексей Воробьёвǎн «Çǎкǎр» сǎввипе паллашǎпǎр, тишкерĕпĕр. (1 слайд)
2. Учитель сǎмахĕ.
Çǎкǎр! Ытла та асамлǎ сǎмах-çке вǎл! Унǎн пурнǎçри хакне, пĕлтерĕшне каласа пама сǎмах та çитес çук. Вǎл çĕр-анне паракан хаклǎран та хаклǎ ырлǎх, пуянлǎх! Çынсем çǎкǎра тытса хǎйсен чи çывǎх тǎванĕсемпе юлташĕсем умĕнче тупа тǎваççĕ. Çǎкǎрпа çывǎх туссене, ĕç паттǎрĕсене кĕтсе илеççĕ. Çǎкǎр ĕмĕртенпех хисепре. Ахальтен мар ун умĕнче пуç тайса: «Çǎкǎртан асли çук»,- тенĕ.
Çавǎнпа та хамǎн урок эпиграфĕ вырǎнне эпĕ чǎваш халǎх поэчĕ В.Давыдов-Анатри çырнǎ çак йĕркесене илтĕм (2 слайд):
Тус-тǎванǎм, çакна эс ан ман:
Çĕр çинче асли çук çǎкǎртан!
Пуç тайса хисепле эс ǎна,
Вǎй та пурнǎç парать вǎл сана.
3.Çǎкǎр хакне палǎртса хǎйĕн хайлавĕсенче уйрǎмах чǎвашсен чаплǎран та чаплǎ поэчĕ, уй-хир юрǎçи Алексей Воробьёв çырнǎ. (3 слайд)
Чи малтанах эпир сирĕнпе кĕскен поэтпа хǎйĕнпе паллашǎпǎр.
Алексей Александрович Воробьев 1922 ҫулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнче , Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче, вăтам хресчен ялĕнче ҫуралнă. Хăйсен ялĕнчи пуҫламăш шкулта, унтан тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ.
1941 ҫулта Çĕрпӳри ялхуҫалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1941 ҫулта фронта каять. Сталиград патĕнче йывăр аманать, сывалнă хыҫҫăн тăван районĕнче агроном пулса ĕҫлет.
Каярахпа, 1957 ҫулта Шупашкара пурăнма куҫать. Радиопа телевидении комитетĕнче ял-хуҫалăх передачисен редакторĕ пулса ĕҫленĕ.
А.Воробьев – ҫырас ăсталăха хăвăрт ӳстерсе пыракан поэт. Вăл пĕтĕмпех хăй курнă, хăй пĕлнĕ япаласем ҫинчен ҫыртать. Вĕсене яланах ҫĕнĕлле уҫса пама кăтартма, лайăхрах курма пулăшать. Поэтăн чылай сăввисем совет халăхĕ иртнĕ вăрҫара тӳссе ирттернĕ йывăр вăхăт ҫинчен, уй-хир ĕҫченĕ ҫинчен.
4. а) Халĕ эпир сирĕнпе Алексей Воробьёвǎн «Çǎкǎр» сǎввине илемлĕ вулама хǎнǎхǎпǎр.
1)Учитель вулани;
2)Илемлĕ вулакансене сǎвва вулаттарни;
3) Класпа вулани.
ǎ) Тишкерÿ. - Сǎвва вуласан куç умне мĕнле ÿкерчĕк тухса тǎрать?
(Çĕн çǎкǎр кǎмакаран пиçсе тухни, çǎкǎра типтерлĕн тытса касса çини, питсем çинчи йǎл кулǎ, çĕр ĕçченĕсем çǎкǎр туса илес тесе тар тǎкса ĕçлени, çĕн тырра пуçтарса илсен ял-йыш савǎнни).
- Сǎвǎра поэтǎн мĕнле кǎмǎл-туйǎмĕ палǎрать?
(Поэтǎн савǎнǎçлǎ, хавхалануллǎ кǎмǎл-туйǎмне сисетпĕр. Поэт çĕн çǎкǎр пиçсе тухнǎшǎн, уйри ĕç ǎннишĕн, этем çǎкǎрпа тутǎ пулнǎшǎн савǎнни палǎрать).
- Поэт çǎкǎра мĕншĕн хĕвелпе танлаштарать?
(Хĕвел ǎшши пулмасан çĕр çинчи пурнǎç пĕтет, çавǎн пекех сĕтел çинче çǎкǎр пулмасан этем пурǎнаймасть).
- Поэт çǎкǎра тата ял-йыша мĕншĕн мухтать?
(Поэт çǎкǎра мухтать, мĕншĕн тесен çǎкǎр пурнǎç парать, ахальтен мар вǎл çǎкǎр çинчен: «Хĕвел пайǎрки пек хĕлхемлĕн куçать ун ǎшши ман ÿте»,- тесе çырать. Ял-йыша мухтать, мĕншĕн тесен вĕсем çǎкǎр туса илеççĕ, сĕтел çинче çǎкǎр пултǎр тесе ырми- канми ĕçлеççĕ).
б) Словарь ĕçĕ : пĕр си – пĕр тапхǎр; астив – тутанса, çисе пǎх; тертлĕ çĕр – асаплǎ (çĕр ĕçĕ йывǎр пулнǎ пирки калать); тĕшĕ – тырǎ («тĕш тырǎ» теççĕ);
пылланчĕ – тутланчĕ; тимлерĕ – итлерĕ, парнелерĕ, тǎрǎшрĕ.
в) – Сǎвǎри хǎш йĕркесем сǎввǎн тĕп шухǎшне палăртаççĕ?(4)
г) – Автор çǎкǎршǎн кама мухтать? (5)
д) Сǎмахсен синонимĕсене тупасси (6)
е) Сǎвǎри илемлĕх мелĕсене тупасси(7)
Учитель: Сăвăри танлаштарусене тупăр.-
Çĕр чǎмǎрĕ евĕр çавра. (танлаштару)
Ун пичĕ – тин тухнǎ хĕвел (танлаштару)
Çĕн çǎкǎр куратǎп умра ( эпитет)
Учитель: Сăвăри сăпатлантарусене тупăр. -
Шǎпланчĕ пÿрт ǎшĕ пĕр си. (Сăпатлантару)
Учитель: Тата мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă ҫак сăвăра?
Тĕш мулĕ (метафора – сǎмахǎн куçǎмлǎ пĕлтерĕшĕ, пытарǎнчǎк танлаштару)
III.Çирĕплетÿ.
- Çǎкǎра сĕтел çине касса хуриччен мĕнле професси çыннисем вǎй хураççĕ-ши?(18)
2. а) «Çǎкǎртан асли çук» тетпĕр, анчах та яланах çǎкǎра хисеплетпĕр-и эпир? Тепĕр чух çǎкǎр татǎкне нимех те мар тесе ǎçта килнĕ унта вырттаратпǎр, ǎна перекетлĕн тытма пĕлместпĕр. Халь, сĕтел çинче çǎкǎр пур чухне, эпир нушине туймастпǎр. Анчах ĕлĕк çынсем çǎкǎр çиеймен çулсем те пулнǎ. Тĕслĕхрен, 1921-1922 çулсенче Чǎвашра хǎрушǎ выçлǎх хуçаланнǎ. Пинĕ-пинĕпе ачасем выçǎпа вилнĕ. Çǎкǎр ун чухне ылтǎнран та хаклǎ пулнǎ. 1941-45 çç. Аслǎ вǎрçǎ çулĕсенче татǎк çǎкǎр мĕне тǎнине тылра та, фронтра та аван пĕлнĕ.
ǎ) Тĕслĕхпе паллаштарни (9).
Учитель: Ленинград хулинчи медсестра аса илĕвĕпе паллаштарасшăн.
б) (10) - Эсир паянхи кун çǎкǎра хисеплетĕр – и?
Пĕр кунта çын 50 г. çǎкǎр çисе ямасан посёлокра 200 пуханкка (160 кг ) çǎкǎра кǎларса пǎрахаççĕ.
Пĕр кунта 22 ача 50 г. çǎкǎр çисе ямасан мĕн чухлĕ кǎларса пǎрахаççĕ?
в) Халǎхǎн ырǎ йǎли-йĕркисенче çǎкǎра хисеплени, унǎн хǎватне ĕненни палǎрать(11)
- Мĕнле йǎла-йĕркесенче çǎкǎра хисеплени курǎнать?
Ачасем:
- Салтака кайнă чухне ҫаврака пуҫламан ҫăкăра касса чĕллине шурă тутăрп чĕркесе турăш умнее хураҫҫĕ, салтак таврăниччен тытмаҫҫĕ.
- Пысăк уявсенче хаклă хăнасене ҫăкăр-тăварпа кĕтсе илеҫҫĕ.
- Çĕнĕ мăшăрсене ҫăкăрпа пил параҫҫĕ.
- Килте кĕреке пуҫтариччен сĕтел ҫине ытти апат-ҫимĕҫ лартиччен ҫăкăр лартаҫҫĕ.
г) Ваттисен сǎмаххисене вĕçлени (12)
Çакăртан аслă (пулаймăн).Çакăр тутине (ĕҫлекен пĕлет).Çакăр -тăвартан (асли ҫук).Çăкăр пулсан (ĕҫ ăнать).Çăкăр ҫук пулсан (ылтăн та кирлĕ мар).
Алă ҫумасăр (ҫăкăр ан тыт).Кам кулач ҫиес тет, (кăмака ҫинче выртмасть.
д) «Пĕлме интереслĕ» (13)
Ачасем, эпĕ сире ҫăкăр ҫинчен пĕр интереслĕ каласа паратăп.
е) -Çǎкǎр сǎмахпа мĕнле паллǎ ячĕсем çыхǎнаççĕ-ши?(14)
Шурǎ, хура, тутлǎ, пылак, çемçе, кǎпǎшка, çаврака
ё) - Хура çǎкǎра тата шурǎ çǎкǎра мĕн çǎнǎхĕнчен пĕçереççĕ?
IV. Пĕтĕмлетÿ.Чи лайǎх хак пирĕншĕн эсир çǎкǎра хисеплени пулĕ. Ăна пурнǎç кǎтартса парĕ. Çапах та паян мĕн çинчен калаçнине яланах асра тытасса шанса тǎратǎп. (15).
V.Киле ĕç «Çǎкǎр» сǎвва пǎхмасǎр вĕренмелле.
Предварительный просмотр:
«Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫ паттăрлăхĕ»
темăпа ирттермелли класс сехечĕ.
Учитель: Сывлăх сунатăп сире, ачасем. Паян пирĕн класс сехечĕн теми «Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫ паттăрлăхĕ».
Эпир пурте Тăван ҫĕр-шывăн Аслă вăрҫи ҫинчен пĕлетпĕр, киносем куратпăр, тăван литература урокĕсенче те ҫак темăпа сахал мар калаҫатпăр.
Учитель: Хăҫан пуҫланнă-ха ку вăрҫă?
Ачасем: ---
Учитель: Çапла. 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине, вырсарникун, хĕвел яланхи пекех ташласа тухнă. Анчах çав илемлĕ те ăшă кун çутине усал хыпар тĕксĕмлетнĕ. Совет Союзĕн кашни кĕтесĕнче пĕр сăмах янăранă: вăрçă! Ку мĕне пĕлтернине, вăл пин-пин çыннăн пурнăçне илсе каяссине ăнланса хĕрарăмсем куççульне чарайман. Арçынсем пăчăртаннă тумлама никама кăтартмасăр вăрçа амăшĕсемпе ачисене, йăмăкĕсемпе аппăшĕсене, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ывăлĕсемпе хĕрĕсене фронтра çухатнă амăшĕсем нимĕçсене ылханнă, тĕпренчĕкĕсен ачалăхне туртса илнĕ тăшмана чунран курайман... Пурне те йывăр килнĕ ун чухне.
Учитель: Тылрисене те фронтрисенчен кая мар лекнĕ.Тăван ҫĕр-шывăн Аслă вăрҫин шавĕ Чăваш Ене ҫитмен пулсан та пирĕн халăх историре тарăн йĕр хăварма пултарнă.
---- Чăваш халăхĕн тылри мĕнле паттăрлăхĕ ҫинчен пырать сăмах?
Ачасем: Ку Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫ паттăрлăхĕ.
Учитель: Çапла, тĕрĕс.
Учитель: Хăҫан чавма пуҫланă ҫак хӳтĕлев чиккисене?
Ачасем: 1941 ҫулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче.
Учитель: Мĕншĕн йышăннă вĕсене чавма?
Ачасем: 1941 çулхи октябрь уйăхĕ тĕлне тăшман çарĕ Мускав патнелле çывхарнă. Совет çыннине ыран мĕн кĕтнине никам та пĕлмен. Мускав хÿтĕленме хатĕрленнĕ.
Учитель: Тĕрĕс. Çавна май СССР оборона комитечĕ Хусан, Горький, Самара, Ульяновск, Саратов, Сталинград тата ытти хула çумĕпе хÿтĕлев сооруженийĕсем тума йышăннă. Çак документпа килĕшÿллĕн ЧАССР Халăх комиссарĕсен Канашĕпе Чăваш обкомĕ Хусан хули тата Сăр юханшывĕ чиккисенче строительство ĕçĕ пуçлама , 17 çултан аслăрах сывă та тĕреклĕ çынсене пухма хушу кăларнă. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕҫе васкасах чăваш халăхĕ те кӳлĕннĕ.
Учитель: Хăҫан вĕҫленнĕ ҫак ĕҫсем?
Ачасем: 1942 ҫулхи январĕн 21-мĕшĕнче.
Учитель: Мĕншĕн ҫак ĕҫ чарăннă?
Ачасем: 1942 ҫулта Мускав патĕнчи ҫапăҫура Совет ҫарĕ ҫĕнтерет, вăй илсе наступлени пуҫланать. Историре переломный момент теҫҫĕ.
Учитель: Мĕнле ҫанталăк тăнă- ши ҫав вăхăтра?
Ачасем:1941 çулхи кĕр питĕ сивĕ пулнă. 30-40 градус тăнипе палăртнă заданисене пурнăçлама тата та йывăртарах пулнă.
Учитель: Çапла. 3 уйăх ытла шартлама сивве чăтса танксем каҫмалла мар варсем чавнă. Пĕтĕмпе 5 миллион кубла шăн ҫĕр хускатнă. Шăн тăпрана ăшăтас тесе малтан кăвайтсем чĕртнĕ, унтан чавнă. Кунсерен 85 пин ҫын, хăш ĕç хатĕрĕсене алăран ямасăр хăйĕн тÿпине хывнă.. Калама çук йывăр условисенче тар юхтарма тивнĕ пулин те окопсене кĕске вăхăтра чавса пĕтернĕ, телее, вĕсемпе тĕллевлĕн усă курма пÿрмен.
Ăш-чике лăплантармалăх кашнине кунне 800 грамм çăкăрпа, 600 грамм çĕр улмипе тата пахча çимĕçпе тивĕçтернĕ. Çак варсем тылра нушаланнисен юнĕпе тата куҫҫулĕпе тулнă.
«Кашни районăн хăйĕн рабочийĕсене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле пулнă: кĕреçесемпе, лумсемпе, пăчкăсемпе, наçилккăсемпе тата ыттипе. Рабочисене кирлĕ материалсемпе - ĕç хатĕрĕсемпе, вăрманпа, цементпа, кирпĕчпе тивĕçтерес енĕпе мерăсем йышăннă. Халăха çывăхри ялсенче, бараксенче, вăрманти организацин çурчĕсенче вырнаçтармалла, çĕр пÿртсем тумалла. Колхозсен шучĕпе апат çитермелле, котлопунктсем йĕркелемелле. Чăвашстройтрест ĕçлекенсене пуртă тата кĕреçе аврисемпе, йывăç кашăк-чашăкпа, çăпатапа, алсишпе тивĕçтернĕ. Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче шурă чул кăларма, вăрман хатĕрлеме пуçланă», — пĕлтерет ЧР патшалăх истори архивĕ.
Учитель: Мĕн тăршшĕ тăсалнă-ши ҫак хӳтĕлев чикки?
Ачасем: Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисен тăршшĕ - 380 км
Учитель: Тĕрĕс. Маттур. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине çирĕплетес ĕçе хутшăннисен тÿпине çак цифрăсемпе хаклама пулать: тăшман танкĕсене хирĕçле хатĕрленĕ чăрмав 380 километра çитнĕ - 1500 çĕр пÿрт, 80 километр окоп, 1600 хÿтĕленсе çапăçмалли çирĕплетнĕ вырăнсем. 171 450 пине яхăн ҫын хутшăннă.
Паллах, ĕҫлекенсен шухăш-кăмăлне çĕклес ÿстерес тĕллевпе агитациллĕ-массăллă мероприятисем ирттернĕ, ăмăртусем йĕркеленĕ: Малта пыракан коллектива, бригадăсене, звеносене куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавпа чысланă. Хавхалану тĕп вăйсен çăлкуçĕ пулнă.
Аса илӳсем.
Вăхăт хăйĕн еккипех чупать. Унтанпа сахал мар çул иртрĕ. Шел пулин те, ҫак ĕҫе хутшăнакансен йышĕ ҫултан-ҫул чакса пырать. Пирĕн районта паянхи кун вĕсем пурĕ виҫҫĕн: Петрова Екатерина Ивановна (Аслă Таяба), Мисякова Ефросиния Максимовна (Аслă Елчĕк), Мижерова Ольга Ивановна (Лащ Таяба).
Ульяна пире Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан 98-ти Ефросиния Мисякова асаилĕвĕпе паллаштарать. Вăл Улатăр енче окоп чавма хутшăннă. «Çав вăхăтсене куççульсĕр аса илме çук. Ах, ытла йывăр пулчĕ-çке ун чухне. Окопсене тем тарăнăш чавтаратчĕҫ. Танксем ан каҫайччĕр тесе тутарнă вĕт вĕсене. Йăлтах алăпа, ун чухне трактор та, лаша та пулман.. Эпир вăрманта ҫĕр каҫаттăмăр. Шартлама сивĕ тăнăран шăнса чирлекенсем те пулчĕç», - хумханмасăр аса илеймест çав çулсене.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялĕнче пурăнакан Евдокия Ешмейкина кăçал 95 çул тултарать. Вăрçă çулĕсене аса илсен халĕ те куççульленет вăл. Ытла та тарăн йĕр хăварнă вăл унăн пурнăçĕнче. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Питĕркасси çывăхне окоп чавма илсе кайнă чухне Евдокия Николаевна 21 çулта çеç пулнă.
Евдокия Николаевна асаилĕвĕпе Валерия паллаштарĕ. «Пите тăм тивнĕччĕ, алă шăнса кÿтетчĕ. Тăпра хытă шăннăран кашни сантиметрне лумпа пĕтĕм вăйран таккаттăмăр, кĕреçепе ывăтаттăмăр. 1,5 тарăнăш чавмаллаччĕ. Урара - çăпата. Çĕрпÿрте таврăнсан ăна пÿлĕм варринчи çаврака кăмака тавра хурса типĕтеттĕмĕр. Ăшă тумланайман ун чухне, çири кĕпе-йĕм кивĕччĕ», - аса илчĕ Евдокия Николаевна.
Учитель: Патăрьел районĕнчи Аслă Чеменре пурăнакан 16 ҫулхи Вера Михайловăна 1941 çулхи кĕркунне Сăр хĕррине окоп чавма илсе кайнă. Ялти çамрăксене пухнă та Пăрачкав тăрăхне лашапа лартса кайнă. Паллах, аслисен тин çеç чечекленме пуçланă ачисене йывăр ĕçе ярас килмен. Анчах ыйтнă-и ун чухне? Каймалла - çапла каланă çирĕппĕн. Унăн асаилĕвне Ульяна каласа парĕ:
«Йĕре-йĕре кайрăмăр. Мĕн кĕтет пире? Хăрататчĕ. Лайăх çĕрте пурăннă эпир, икĕ хутлă çуртра. Çÿлтинче штабчĕ, эпир аялти хутра выртса тăраттăмăр. Вăл хĕл юр нумай çуманччĕ, сивĕ самаях шăтăртатрĕ. Ĕç вырăнне лашапа илсе каятчĕç. Пĕррехинче ларса пынă чухне сисмен те - пите тăм тивнĕ. Шап-шурă вырăна юрпа сăтăркаласа ăшăтрăм. Çăпатапа ура шăнатчĕ. 40 градус сивĕре сăхман та витĕр яратчĕ. Хăшĕ-пĕри ăшăнас тесе кăвар çинче тăпăртататчĕ. Эпĕ ун пек туман - ĕçлесе ăшăнаттăм. Аванах çитеретчĕç. Килтен çăкăр илсе кайни те пулнă. Пĕррехинче кăлпасси панăччĕ. Темшĕн çимерĕм ăна. Те хăнăхманран, те тутлă мар пек туйăннăран... - иртнине куç умне кăларчĕ Вера Дмитриевна.
Учитель: Ачасем, ҫак асаилӳсене вуласан сирĕн куҫ умнее мĕнле ӳкерчĕк тухса тăрать?
Ачасем: Сивĕ, тумĕсем ҫӳхе. Пурте нимĕçсем çывхарасран хăраса канмасăр тар тăкса ĕҫлеҫҫĕ.
Учитель: Эпĕ те сирĕнпе килĕшетĕп. «Кунта тăшман ури пусмĕ» тесе никам та ĕçе пăрахса кайман, сĕм çĕрлечченех ĕçленĕ вĕсем.
«Кунта тăшман ури пусмĕ» фильм
«Кунта тăшман ури пусмĕ» шăпах ҫак ятпа «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕпе электронлă документсен архивĕ документлă фильм ӳкерет. Ãна хăйсем курнă ҫынсем аса илĕвĕсене, истрори тата архив докуменчĕсене тĕпе хурса хатĕрлеҫҫĕ. «Чăвашкино» студире тăрăшăкансем Етĕрне тата Тăвай районĕсенче ĕҫленĕ, пулас фильмăн темиҫе сценисене ӳкернĕ. Сценари авторĕ тата режиссĕрĕ А.Енейкин.
«Хӳтĕлев чиккисен строителĕсем» кĕнеке
Çак кунсенче «Хӳтĕлев чиккисен строителĕсем» кĕнеке кун çути курнă. Кĕнекене Сăр тата Хусан чиккисене тума хутшăннисемпе вĕсен тăванĕсен аса илĕвĕсем кĕнĕ. Вĕсене Шупашкарти шкул ачисемпе шырав отрячĕсем пĕлтĕр ялсене кайса пуçтарнă. Шыравçăсем окопсемпе дзотсем, çĕр пӳрчĕсем пулнă вырăнсемпе паллашнă, ял çыннисемпе курса калаçнă, çавăн пекех архиври материалсене тишкернĕ. 87 аса илӳрен тăракан кĕнекене сăн ӳкерчĕксемпе, истори докуменчĕсемпе пуянлатнă. Ку «Шырав» ĕçне 300 ачапа 60 ытла вĕрентекен хутшăннă.
Пĕтĕмлетӳ.
Учитель: Кăҫалхи ҫула мĕн ҫулĕ тесе палăртнă?
Ачасем: Чăваш Ен Пӳҫлăхĕн Указĕпе 2021 ҫула республикăра Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫ паттăрлăхне халалланă ҫулталăк тесе пĕлтернĕ.
Учитель: Ачасем, эсир мĕнле шухăшлатăр, пирĕн халăха тăшмана ҫĕнтерме мĕн пулăшнă?
Ачасем: Вăрçă асапне чăтса ирттернĕ çынсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăм. Йывăр пулнă вĕсене, йывăр пулсан та чăтнă, анчах çакна кăтартман. Тăраниччен çăкăр çиеймен вĕсем, анчах пĕрре те ÿпкелешмен. Вăрçă вĕсен асĕнче тарăн йĕр хăварнипе пĕрле кăмăлне çирĕплетнĕ, пурнăçа хаклама вĕрентнĕ. Вĕсене туслăх, пĕр шухăшлă пулни, шанчăк пурри, ҫĕр-шыва юратни тăшмана ҫĕнтерме пулăшнă.
Учитель: Тĕрĕс шухăшлатăр эсир ачасем. «Хӳтĕлев чиккине тунă чухне асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем паттăрлăх кăтартнă, йывăрлăхсене парăнмасăр çĕнтерӳшĕн вăй-халне шеллемен. Халăх пурнăçĕн çак тапхăрне нихăçан та манмалла мар, ăна пирĕн те, килес ăрăвăн та асра тытмалла. Хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă кашни çыннăн ятне астуса тăмалла» - ҫак сăмахсемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать.
Пирĕн те ҫынлăха ҫухатмалла мар.