Главные вкладки
Стихи, посвященные Михаилу Сеспелю.
Михаил Сеспель - основоположник чувашской поэзии.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
stihi_posvyashchennye_mihailu_sespelyu.docx | 19.47 КБ |
Предварительный просмотр:
Ананьева Зоя Ефимовна
Çеçпěл Мишши
Çеçпěл Мишши – çěнě кун юрăçи,
Хăюллă, çут ěмěтлě çамрăк,
Çулăмлă чун, кěрешÿ йыхравçи,
Шăпи çеç ытла çуркаланчăк.
Пурнăç ырхан аллипе чăваша
Лăсканă, хавшатнă, пусарнă,
Пÿлнě хěрсе тухакан сывлăша,
Поэт пурпěрех кăварланнă.
Çуннǎ тÿрре кǎларма Чǎнлǎха,
Шыранǎ ялан килěшÿлěх,
Йывǎр пулсан та манман Чунлǎха.
Çапла шǎпа панǎ пуль Пÿлěх.
Брюсов, Некрасов, Гюго çырнинче
Пěр шухăшлăх тупнă, янравлăх.
Пěлнě поэзи ǎслайě çинчен,
Сǎвва кěртнě вирлě сǎнарлǎх.
Туйнă, ăнланнă: чěлхе – тěп палли
Пур нацин – историйě, мулě.
Чăн чăваша сывлама та туллин
Чăваш чěлхиех кирлě пулě.
Çынлăх, тасалăх, сатурлăх, хăват
Тăван халăхран вăл пуçтарнă.
Тунă ěçе яланах вашават,
Чăвашшăн çěн юрă пуçарнă.
Пултăр, вылятăр чăвашлăх ăшши,
Поэтăмăр савăнтăр авăк.
Пур эс, кунтах, пирěн Çеçпěл Мишши –
Шур юр айне пулнă саркайăк
Çеçпěл
Вǎхǎт сана
Чǎвашǎн
Иртнипе пулассине çыхма,
Çěн çыран енне кěпер хывма
Кÿнě.
Пÿлěх чунна
Хǎраххǎн
Хěмленсе асапланма кǎна,
Хурлǎхпа кǎшǎлланма, шǎнма
Пÿрнě.
Çутǎ тěллев –
Пěртанлǎх, чǎвашсен пěрлěхěнчи хǎват –
Тусем çийěн çěкленме çунат
Панǎ.
Пурнǎç – пирчев
Каварлǎх,
Çǎмхаланǎ шуçлака самант,
Вěçеве асаплǎхпа ансат
Татнǎ.
Чунǎм йěрет
Виçесěр
Кун-çулна аса илсе ир-каç
Пурнǎçпа та вилěмпе мǎнаç
Çеçпěл.
Ěмěр иртет,
Ун витěр
Çěн ǎру çамрǎкěпе калаç,
Чěрине, вěри юнне вырнаç
Çеçпěл!
Çеçпěл бюсчě умěнче
Ак Çеçпěл бюсчě. Çын тǎрать,
Лантǎш хурать,
Сǎвǎ вулать,
Çеçпěле каласа кǎтартать.
- Чǎваш Енре хěвел вылять,
Тěрě пухать,
Пурнǎç сунать,
Чǎвашпа чǎвашла калаçать.
Паян чǎваш акать, вырать,
Утǎ çулать,
Çурт купалать,
Юррипе Парижа тыткǎнлать.
Паян чǎваш ǎс-тǎн туптать,
Сутǎ тǎвать,
Газ çунтарать,
Самана аллинче шǎранать.
Чěлхем ěçчен: сǎмах ǎслать,
Шыв пек юхать,
Вǎйǎм тупать,
Авалхи чěлхесен витěмне те упрать.
Чěлхем – хěлхем, хǎват хушать,
Хǎтлǎх парать,
Харсǎр янрать,
Чěлхесем хушшинче пиçěхсе çаврǎнать.
Çěр шыв-аннем, сана мухтав!
Ырлǎхшǎн тав,
Савнǎшǎн сав,
Çитěнтер пултаруллǎ хунав.
Янратǎр сумлǎ гимн-йыхрав,
Пултǎр уяв.
Вěлкěштěр шав
Чǎвашра чǎваш наци ялав!
Ак бюст. Чǎвашǎм пуç таять,
Пěр хурланать,
Пěр савǎнать…
Шǎплǎхра тěрлě халǎх тǎрать.
Çěршывǎм
Çěршывǎм текех тěттěмре пǎчǎхмасть,
Çěршывǎм паян тǎвǎнмасть пусмǎрта,
Хура пÿртěнче тěтěмпе чыхǎнмасть,
Шǎнса, выçǎхса пǎвǎнмасть сǎнчǎрта.
Çěнелнě çěршывǎн çěнелнě юрри
Хěвел шевлипе выляса çěкленет.
Хǎюллǎн тапать ун хěрÿллě чěри,
Çěн кун акинче ěçлесе хěпěртет.
Чǎваш чěнтěрленě кěперě çинче
Ытти халǎхпа тěл пулса ал парать.
Уй-хир пекех ирěк халь уншǎн тěнче.
Чǎвашǎм канать, савǎнать, ǎс пухать.
Ан тив, тепěр чух тǎвалла пуль утти,
Тен, шурǎ тěтре те куçне улталать,
Çапах та патвар ÿсěмсен çунатти,
Çÿлтен те çÿле вǎл илсе хǎпарать.
Çěклен Чǎваш Ен! Халǎху сан ěçчен.
Килес ǎруна пурлǎхна халалла.
Вěсем те ан юлччǎр кунçул уттинчен.
Чǎваш! Малалла,
малалла,
малалла!