хальхи вăхăтра театр куракантан пуҫланать пулĕ тесе шутлатăп эпӗ. Апла пулсан, театрăн хальлӗхе куракансем пур-ха. Шкулсенче театр кружокӗсем ĕçлени, культура училищисенче артиста вĕренмелли уйрăмсем уçни театрсене ҫӗкленме пулӑшать. Театрăн тӗлӗнмелле те ҫутӑ сӑнне сӳнтерме паманнисем- артистсем тата куракансем- яланах пулӗҫ пек туйӑнать мана.
Вложение | Размер |
---|---|
sochineniteatr_-_yuratavam_man.odt | 27.57 КБ |
Театр - юратăвăм ман.
Амасева Анастасия,
Шупашкарти 47-мĕш вăтам шкулта
11-мĕш класра вĕренекенĕн çыру ĕçĕ
Петрова Антонина Геннадьевна,
Шупашкарти 47-мĕш вăтам шкулта
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ,
ĕçе ертсе пыраканĕ
Пихампар – чăвашсен тĕнĕпе, вылăх-чĕрлĕх тата чĕрчунсен турри. Çакăнтан пуçлас терĕм эпĕ хамăн çыру ĕçне.
Эпир çемьепе чăваш патшалăх академи драма театрĕнче час-часах пулма тăрăшатпăр, унта пыракан спектакльсене курма май тупатпăр. Пуринчен те ытларах мана Владислав Николаев пьесипе, СССР халăх артисчĕ, драма театрĕн тĕп режиссерĕ, Валерий Николаевич Яковлев лартнă «Эс манăн чунра (Пихампар чунĕ манра)» спектакль кăмăла кайрĕ. Çак спекталь чăваш халăхĕшĕн çĕнĕлĕх, мĕншĕн тесен драма театрĕн сцени çинче пĕрремĕш хут мюзикл çуралнă. Ман шутпа вăл чăннипех те питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Çав тери илемлĕ юрăсем, тĕлĕнмелле селĕм ташăсем чуна тыкăнлаççĕ. Çамрăк ăрури артистсем те хăйсен сăнарĕсене питĕ витĕмлĕ калăплаççĕ.
Çак спектакль тарăн шухăша ярать; унти пулăмсем, паянхи кунра кăна мар, çут тĕнче çуралнăранпах кăсăклă ыйтăва кăларса тăратать.
Паянхи куçпа пăхсан, пирĕн пурнăç та сунарçăсемпе кашкăрсен хутшăнăвĕ çинчи пек. Тĕпрен илсен, икĕ йăх çак çут тĕнчере пурăнма кашни тивĕçлĕ пулнине çирĕплетекен кĕрешÿ кăларса тăратать. Кил-йыш, юрату, курайманлăх юнашарах пыраççĕ…
Сунар тапхăрĕ пырать. Кашкăрсен йышĕ сунарçăсен ункине лекнĕ. Унтан вĕсене, çын тыткăнĕнче ÿснĕ Саркаш ятлă кашкăр хăтăлма пулăшать. Чиперпи кашкăр амипе паллашса, Саркаш, хăйĕн ĕмĕтĕнчи аякри хысак хĕрринче ушкăнран уйрăм пурăнма шут тытаççĕ. Çурăсем çуралсан, вĕсене хастар та чыслă пулма вĕрентсе ÿстерме ĕмĕтленеççĕ.
Анчах вĕсен телейлĕ пурнăçĕ вăрăма пымасть. Кашкăр ушкăнĕн ертÿçи, хаяр та хăй пирки çеç шутлакан Пахмат пулса тăрать. Вăл, Чиперпи хăйĕнпе пулма килĕшменшĕн урнăскер, кашкăр ушкăнне ертсе, килти выльăх-чĕрлĕх тăракан витесене тустарса тухать. Сунарçăсем, çакна тÿсеймесĕр, аслă сунара тухаççĕ. Кашкăрсем, Саркаш патне килсе, Пахмат вырăнне ертÿçĕ пулса, ункăран тухма пулăшу ыйтаççĕ. Саркаш килĕшет. Тухса каяс умĕн, Саркаш Чиперпие ăнсăртран сунарçăсем вĕсем патне килсе тухсан, хăй çынсен тыткăнĕнче шар курса ÿснĕскер, хăйĕн çурисене çав читлĕхрен хăтарас тесе, хысакран пăрахса кайма ыйтать. Çапах Чиперпи, хăй çуратнă çурăсен пурнăçне туртаса илме хăяймасть.
Аслă сунар вăрçинче, Саркашпа Пахмат та, Чиперпи те пуçĕсене хураççĕ. Кашкăр йăхĕнчен никам та çăлăнаймасть. Саркашпа Чиперпи çурисем çеç чĕрĕ юлаççĕ. Çак çурăсене, Саркаш вилли çумĕнче, ăна пăхса ÿстернĕ сунарçă асăрхать. Саркаша сăнчăрта усраса йăнăш тунине туйса, тупа туса, ун çурисене сăнчăрламасăр ÿстерме, ÿссен, вăрмана ирĕке яма сăмах парать.
Спектакль, çĕр çинчи хĕвел ăшшипе киленсе, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма йыхравлакан юрă-гимнпа вĕçленет.
Спектакльти сăнарсем хăйне евĕр, паха, асра юлакан сăнарсем. Кашни сăнарах е юратса, е тарăхса, е шеллесе, е ăмсанса пăхса ларатăн.
Çак спектакль, кашни ăрури куракан чунне тыткăнласа кăмăла кайĕ тесе шутлатăп. Спектакле курнă хыççăн çĕнĕ туйăмсем, шухăшсем çуралаççĕ. Манăн çемьене те питĕ тыткăнларĕ çак мюзикл. Ман шутпа, çамрăксене театра илĕртес, чăваш культурипе искусстви патне çывăхлатас тесен, шăпах çак спектальтен пуçламалла пек туйăнать. Чăн та, спектакльсем курма аван. Илемлĕ залра ларатăн. Асамлă чаршав уçăлать, тĕрлĕ çутăсем выляççĕ. Аристсем чуна тивмелле витĕмлĕн выляççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ. Çапах та, спектакль мĕнле çуралать- ха?
Спектакль кăларма, уйрăмах мюзикл тума, питĕ кăткăс иккен. Ăна режиссер пĕччен мар, ушкăнпа лартаççĕ. Чи малтан режиссер авторпа ĕçлет; хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерет, хăш-хăш сценăсене улăштарма сĕнет. «Пихампар чунĕ манра» пьесĕ на тÿрех лартман, ăна çичĕ хутчен улăштарса çырнă. Çиччĕмĕшне вара, мюзкл валли либретто туса çырнă. Унтан çак либреттона Юрий Григорьев композитор патне кĕвĕлеме ăсатнă. Вара тин актерсем патне çитернĕ. Унта тепĕр ăста, ташăсене лартаканĕ, Зоя Александрова хутшăннă. Декорацисемпе костюмсене хатĕрлес енĕпе Светлана Зверева тăрмашнă. Çапла вара, спекталь икĕ çул ĕçленĕ хыççăн çеç кун çути курнă.
«Чăваш сцени çинче мюзикл лартас шухăш тахçанах çуралнă. Анчах та мюзиклта пур драма театрĕн актерĕ те выляймасть, унта - вылянисĕр пуçне, юрламалла та, ташламалла та. Чăваш драма театр артисчĕсем маттур, пур енлĕ те пултаруллă пулнă май, çак мюзикла лартма шутларăм, вĕсем ман шанăçа тÿрре кăларчĕç» , - тесе пĕлтернĕ Валерий Николаевич куракансене.
Пĕрех, мюзиклти пулăмсем мана тыткăнланă май, артистсен вылявĕ урлă вĕсен шухăшне те пĕлес килчĕ ман. Сипет, Чиперпи аппăшĕ, Пахмата юратать. Пахмат хăйне кÿрентерет пулин те, каçарать, хÿтĕлет, ăна тĕрĕс çул çине тăратма тăрăшать. Анчах, шел пулин те, Пахмат ăна туясшăн мар. Çут-тĕнчене çурисем килни те унăн кăмăлне çавăраймасть. Сипете пĕрех кÿрентерет.
Сипет рольне выляканĕ – Эмилия Ильина. Вăл çак сăнара калăпланăшăн Республика шайĕнче иртекен «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Чи лайăх хĕрарăм сăнарĕ» номинацине тивеçнĕ. Сипет сăнарĕ илемлĕ те сăпайлă. Куракансем те ун çине юратса, хĕрхенсе пăхаççĕ. Артисткăна та ку роле выляма та кăмăллă пек туйăнать.
Спектакле пăхнă май, куракансем умне ыйтусем те тухса тăраççĕ. Çапах та усал, хаяр сăнарсене епле калăплаççĕ-ши артистсем? Малтанах пĕлсе тăратăн вĕт - ха куракансем сана юратманнине. Чиперпи Пахматпа пулнă пулсан, мĕнлерех çаврăнса тухăччĕ-ши вĕсен шăпи? Тата çак пăтăрмах пĕтĕмпех юратăва пула е çук? Историрен илсен, нумай вăрçăсем юратăва пула, хĕрарăма пула пуçланнă. Троян аслă вăрçи те, Илемлĕ Еленăна пула хускалнă… Евгений Урдюков шăпах çак спектакльте Пахмат рольне вылять. Вăл ку роле вылянине пăхса ларсан, ку роль артиста килĕшнине асăрхатăн. Пахамат сăнарне илес пулсан, ăна Чиперпи юратăвĕ те улштараймастьчĕ пуль . Çавăн пекех пуçтахланса, алхасса çÿрĕччĕ. Унăн чăкăлтăшлăхĕ юнра. Кунта вара Пахмат пирки «унăн ашшĕ çавăн пек кăраччĕ, хăйĕн кутăнлăхне пулах пĕтрĕ», – теççĕ. Çавăнпа та Пахмат, хăйĕн кутăнлăхĕпе пĕтĕм йыша пĕтерет. Чиперпи уншăн черетлĕ çĕнтерÿ кăна пулĕччĕ, анчах Чиперпийĕ те парăнмасть.
Театра кайса килсен, куракансем умĕнче çакăн пек ыйту сиксе тухать пек туйăнать: «Нивушлĕ çавăн пек çынсем улшăнмаççĕ-ши? Тен тĕрлĕ сăлтава пула вĕсем çапла пулса каяççĕ. Вырăссем «преступниками не рождаются, ими становятся», – теççĕ. Манăн пур пĕрех шанс килет, тĕнчере ырă çынсем ытларах. Тĕрлĕ сăлтава пула, пурнăç çулĕнче такăнса, тĕрĕс çул çинчен пăрăннă çынсене, ырă çынсен ăшши, юратăвĕ тĕрĕс çул çине кăлартăрччĕç.
Сочинение вĕçленĕ май, çакна каласа хăварас килет: хальхи вăхăтра театр куракантан пуҫланать пулĕ тесе шутлатăп эпӗ. Апла пулсан, театрăн хальлӗхе куракансем пур-ха. Шкулсенче театр кружокӗсем ĕçлени, культура училищисенче артиста вĕренмелли уйрăмсем уçни театрсене ҫӗкленме пулӑшать. Театрăн тӗлӗнмелле те ҫутӑ сӑнне сӳнтерме паманнисем- артистсем тата куракансем- яланах пулӗҫ пек туйӑнать мана.
Алые паруса
Лиса и волк
Нечаянная победа. Айзек Азимов
Рисуем пшеничное поле гуашью
Ласточка