Сочинение посвящено бывшему учителю начальных классов, ветерану педагогического труда.
Вложение | Размер |
---|---|
zhurnalistika_2020_efimov_denis.docx | 97.22 КБ |
Ялти сумлă ҫын.
Дмитриева Анастасия Александровна – Тинĕскӳл ялĕнчи чи хисеплĕ ҫынсенчен пĕри. Вăл ĕҫ ветеранĕ, Халăх ҫутлăхĕн отличникĕ. Анастасия Александровна Тинĕскӳл вăтам шкулĕнче 38 ҫул кĕҫĕн классен вĕрентекенĕ пулса вăй хунă. Халĕ вăл тивĕҫлĕ канура. Анастасия Александровна – тăватă ача амăшĕ, ултă мăнукĕн юратнă кукамăшĕ. Паян эпĕ ҫак хисеплĕ те сумлă ҫынпа калаҫу ирттерес терĕм.
- Анастасия Александровна, ҫĕр ҫинче профессисем чылай, мĕншĕн эсир вĕрентекен ĕҫне суйласа илес терĕр?
- Вĕрентекен пулма эпĕ пĕчĕкренех ĕмĕтленеттĕмччĕ. Нумай япала ачалăхран килет. Эпĕ туслă ҫемьере ҫуралса ӳснĕ, ачасенчен тăваттăмĕшĕ, чи кĕҫĕнни пулнă. Аппасем шкулта лайăх вĕренетчĕҫ. Эпĕ те вĕсенчен ырă тĕслĕх илеттĕм, «тăваттăсемпе» те «пиллĕксемпе» ҫеҫ вĕренме тăрăшаттăмччĕ. Час-часах пĕтĕм ҫемьепе кĕнеке вулама лараттăмăрччĕ, вуланине сӳтсе яваттăмăрччĕ. Анне юрă-ташă ăстиччĕ. Вăл пире чăвашсен авалхи юррисене, ташшисене вĕрентетчĕ. Атте вара хитре ӳкеретчĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне пире парса хăварнă ĕнтĕ. Паянхи кун та эпĕ вĕсене тав тăватăп. Вĕсем ачисем пĕлӳ илччĕр тесе ырми-канми тăрăшатчĕҫ. Малтан Оля аппа педучилищĕне вĕренме кĕнĕччĕ, каярахпа мана та вĕрентекен пулас ĕмĕт Пелепей хулине илсе ҫитерччĕ.
- Пелепей педучилищинче вĕреннĕ ҫулсем сирĕн пурнăҫăрта мĕнле йĕр хăварчĕҫ? Тархасшăн, аса илӳсемпе паллаштарăр-ха?
- Пелепей педучилищине эпĕ ырăпа аса илетĕп. Унти вĕрентекенсем тарăн пĕлӳ пама студентсене тĕрлĕрен аталантарма тăрăшатчĕҫ. Пире баянпа калама та, ача-пăча ташшисене ташлама та, ушкăнра юрлама та вĕрентрĕҫ, спортпа туслă пулма та хăнăхтарчĕҫ. Эпĕ волейбол секцине ҫӳреттĕмччĕ. Хамăр хĕрсен ушкăнĕпе эпир Республика тата Раҫҫей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаттăмăрччĕ, училище чысне хӳтĕлеттĕмĕр. Пелепей педучилищинче илнĕ пĕлӳсем, хăнăхусем ĕҫре ҫитĕнӳсем тума пулăшрĕҫ.
- Анастасия Александровна, эсир пурнăҫ тăршшĕпе пĕр шкулта – Тинĕскӳл вăтам шкулĕнче ĕҫленĕ. Çак шкул пирки мĕн калама пултаратăр?
- Тинĕскӳл вăтам шкулĕнче эпĕ 1974-мĕш ҫултан пуҫласа, алла диплом илнĕ хыҫҫăн ĕҫлеме пуҫларăм. 38 ҫул эпĕ туслă та тăрăшуллă ĕҫ коллективĕнче вăй хутăм. Эпир, вĕрентекенсем, хуть хăҫан та пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаттăмăрччĕ. Коллектива ертсе пыракансем – Павлов Г.И., Петров А.В., Дмитриева О.А., Павлов Н.М., Иванова Р.В. – хăйсен ĕҫне тĕплĕ тăватчĕҫ, пиртен те ҫавнах ыйтатчĕҫ. Классенче ачасен йышĕ пысăкчĕ. Мана пĕрремĕш ҫулах йышлă класс пачĕҫ, пуре 36 ачаччĕ. Вĕсене пуҫламăш красран вĕрентсе кăларсан, пĕрремĕшне тата та нумайрах ача килчĕ. Вăл вăхăтра шкула килекен ачасем чăвашла кăна калаҫатчĕҫ, вырăсла пĕр сăмах та пĕлместчĕҫ, ҫавăнпа эпир пĕтĕм уроксене тăван чĕлхепе ҫеҫ ирттереттĕмĕрччĕ. З.П.Трофимовапа, М.Я.Дмитриевапа чылай ҫул пĕрле ĕҫлерĕмĕр, шкулти уявсене интереслĕ тума тăрăшаттăмăрччĕ. Хĕлле ҫунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнма тухаттăмăр. Ачасене тĕрлĕ йышши ĕҫсене явăҫтараттăмăр: ваттисене пулăшма, тимĕр-тăмăрпа хут пуҫтарма, ял хуҫалăхне валли йĕкел пухса пама.
Эпир, вĕрентекенсем, Тинĕскӳлĕн ял керменне те хаваспах ҫӳреттĕмĕр: спектакльсем лартаттăмăр, юрă-ташăпа савăнтараттăмăр. Хамăр пултарулăхпа кӳршĕ ялти ҫынсене те паллаштараттăмăр. Агитбригада йышĕнче тăрса колхоз хирĕнче ĕҫлекенсене тĕнчери хыпарсемпе паллаштарма доклад вулама нумай ҫӳренĕ, концертсем лартнă. Пĕр сăмахпа каласан, тулли те кăсăк пурнăҫпа пурăнма тăрăшнă.
- Эсир 4 ача амăшĕ. Шкул ĕҫĕпе ҫемьене мĕнлерех шайлаштараттăрччĕ?
- Вăхăчĕпе йывăртарах та пулнă пуль. Ачасемпе декрет отпускĕнче вăл вăхăтра ларман, пĕчĕк пепкесем 4 уйăхра чухнех ĕҫе тухаттăм. Паллах, ҫывăх ҫынсем пулăшсах тăнă, ҫемье маншăн хуть хăҫан та тĕрек пулнă. Килти хуҫалăх та пирĕн пысăкчĕ. Сергей мăшăрпа ачасене тăрăшуллă пулма пĕчĕкрен вĕрентрĕмĕр. Виҫĕ хĕр те аслă пĕлӳ илсе ĕҫлеҫҫĕ: аслă хĕр Ирина район администрацийĕнче финанс пайĕнче вăй хурать, Наташа бухгалтер, Светлана Тинĕскӳл вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ пулса ĕҫлет. Ывăл та ялтах ĕҫлет.
- Ачасене тĕрĕс воспитани парас тесен мĕн тумалла?
- Ача-пăчана пĕчĕкренех ĕҫе хăнăхтармалла, кашни япалашăн яваплă пулма вĕрентмелле. Атте-анне хуть хăҫан та тĕслĕх пулмалла. Ача мĕн курать, мĕн илтет– пурте ун ҫине витĕм кӳрет.
- Халĕ ҫамрăксем вĕрентекен профессине сайра суйлаҫҫĕ. Тен, вĕсемшĕн ку ĕҫ йывăр пек туйăнать?
- Йывăрри пĕтĕм профессинче те пур пуль. Ман шутпа, вĕрентекен ĕҫĕ питĕ интереслĕ. Ачасемпе ĕҫлесе чунра ҫамрăк юлнă пек туйăнать. Кĕҫĕн класра вĕренекенсем питĕрех черчен те сисĕнкĕллĕ. Вĕсен шухăш-кăмăлне туйма пĕлни кирлĕ. Тата хуть те мĕнле ĕҫе те юратса тумалла, хавхаланса ĕҫлемелле.
- Анастасия Александровна, халĕ эсир хисеплĕ канура. Пушă вăхăта эсир мĕнлерех ирттеретĕр?
- Эпĕ ҫеҫкесем ӳстерме юрататăп. Вĕсене пăхса савăнатăп. Чечексем пурнăҫа илем кӳреҫҫĕ, кăмăл-туйăма ҫĕклеҫҫĕ. Тата эпĕ тутлă апат пĕҫерсе ҫывăх ҫынсене савăнтарма тăрăшатăп. Мăнуксемпе вăхăт ирттерме те хуть хăҫан та хавас. Ялта, паллах, ĕҫ нумай: пахчара та, кил-ҫуртра та, хуҫалăхра та – алă усса ларма вăхăт ҫук.
- Анастасия Александровна, эсир ҫамрăксене мĕн суннă пулăттăрччĕ?
- Çамрăк ăрăва, ман шутпа, малалла аталанмалли майсем нумай. Вĕсене тăрăшулăх, хавхаланулăх сунас килет. Пĕтĕм пуҫарура ăнăҫу сунас килет. Çамрăксен мĕнпур ĕмĕчĕсем пурнăҫланччăр.
Калаҫăва Тинĕскӳл вăтам шкулĕнче,
9-мĕш класра вĕренекен Ефимов Денис ирттернĕ.
У меня в портфеле
Почта
Девятая загадочная планета Солнечной системы
Почему Уран и Нептун разного цвета
Твёрдое - мягкое