Республиканский конкурс сочинений
«Пою мою республику»,
посвященный Дню Республики
и празднованию 100-летия образования Республики Башкортостан
в номинации
«Я и моя семья – вперед в будущее»
Вложение | Размер |
---|---|
epie_tata_manan_seme.docx | 885.06 КБ |
Эпӗ тата манăн ҫемье.
Ҫемье… Мӗнле илемлӗ те ăшă сăмах…
Мӗн вăл сирӗншӗн ҫемье тесе ыйтсан, кашниех хурав тупать. Ҫемье вăл – общество ячейки, ҫирӗп тыл, крепость… Кашни ҫыннăн ҫемье ҫавăрмаллах, кашниех ҫакăн ҫинчен ӗмӗтленет, паллах. Ман шутпа, вăл – манăн чи ҫывăх та тăван ҫынсем, ҫемье вăл – чи ăшă та хăтлă вырăн, унта сана яланах кӗтеҫҫӗ, ҫемье вăл – манăн шанчăклă та ҫирӗп тыл, вăл нихăҫан та мана пӗччен хăвармасть. Пурнăҫри йывăр лару- тăрура мана яланах пулăшать. Мӗншӗн-ха эпир пуласлăха тулли ҫемьесӗр курмастпăр? Мӗншӗн тесен асаннепе асатте, кукамайпа кукаҫей, аннепе атте тата ачисем пурте пирӗншӗн иртнӗ, хальхи тата пуласси.
Ҫемье сăмах кӗске пулсан та, унан пӗлтерӗшне уҫса парас тесен вӗҫне-хӗрне тупаймăн. Ҫав тери тарăн шухăшлă та пысăк пӗлтерӗшлӗ вăл. Кашни ачан пуласлăхӗ тăван ҫемьепе ҫыхăннă. Туслă ҫемьере ачасем пӗринчен тепри маттур, ăслă, яланах ашшӗ-амăшне пулăшма тăрăшаҫҫӗ. Ҫемьере ҫирӗп те хастар ăру ҫитӗнни ашшӗ-амăшне те савăнтарать, ырă ят кӳрет. Ҫемье ăшши — чун ăшши тесе ахальтен каламан пулӗ ватăсем.
Пирӗн ват асатте-асаннесем кӗнеке тавраш вуламан, хутла пӗлмен, университетсенче вӗренмен. Апла пулин те хăйсен ачисене ҫав тери аван воспитани пама пултарнă. И.Я. Яковлев чăваш халăхӗ валли халал ҫыричченех вӗсем вырăнти йӗркесене авалтанпах тытса пынă. Эпӗ сире Яковлев халалӗнчи ҫемье пирки ҫырнă шухăшсемпе паллаштарасшăн.
«Ҫемйӗре лайăх пăхса усрăр: ҫемье вăл халах чаракӗ, патшалăх чаракӗ. Ҫемье пурнăҫӗ тӗлӗшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхӗ ялан хытă тытса тăнă. Ҫак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Ҫемьен лăпкă пурнăҫӗ пире пурнăҫ хыттинчен хӳтӗлесе тăрать.
Килӗштерсе тӗреклӗ тăракан ҫемьешӗн катаран килекен пурнăҫ синкерӗсем харушă мар. Ӳтӗре ясарпа ан варалăр, ӳсӗртекен, астаракан япаларан шикленӗр. Ҫемьене сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килӗштерсе лăпкă ӗҫлесе пурăнма хăвăр валли тӗреклӗ чарак лартса хурăр…»
Хальхи вăхăтра пирӗн республикăра ӗҫчен те хастар, сăпайлă, килӗштерсе пурăнакан ҫемьесем питӗ нумай. Ҫакăн пек ҫемьесене чыс тăвас,ҫемье рольне пурнăҫра ӳстерес тесе Пушкăрт республикинче 2018 ҫула«Ҫемье ҫулӗ» тесе палартнă. Аван ҫемье тесе каласси унтан пӗр-пӗр чаплă ҫын тухнинчен ҫеҫ килмест. Тӗслӗх илмелли ҫемьесем кашни тăрăхрах нумай. Ачана тӗрӗс воспитани парасси йăхран йăха, ламран лама куҫса пымалла. Ачисем ашшӗ-амăшӗн ӗҫне хисеплесе вӗсен ҫулӗпе кайни те ҫемье килӗштерсе пурăннине кăтартать.
Хамăрăн ҫемьене, асатте-асаннесене, кукаҫи-кукамайсене лайăх пӗлетпӗр-и-ха эпир?
Ҫемье ăшшине тытса тăраканӗ, йӗркелесе пыраканӗ кам тесе шутлатăр эсир? Анне! Мӗн тери ҫепӗҫҫӗн, илемлӗн илтӗнет ҫак сăмах.
Хамăрăн аттепе аннене эпир уйăхпа, хӗвелпе тан хуратпăр. Атте-анне ҫумра пулсассăн пире сив хӗл те ăшшăн туйăнать. Мӗн чухлӗ сăвă-юрă хывман пулӗ атте-анне ҫинчен.
Ман хамăн та атте – анне пур,вĕсем –кил ăшши, чун ăшши. Вĕсенчен хакли никам та ҫук. Пирĕн пысăк ҫемье Пăслăк ялĕнче пурăнать. Эпир йышлăн: атте, анне, шăллăмсем, аппа тата эпĕ. Манăн аннене Ирина тесе чĕнеҫҫĕ. Вăл килте шăллăма пăхать. Анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕҫе хăнăхтарса ӳстерет. Эпир аннене пулăшса хуҫалăхра тупăшса ĕҫлетпĕр. Манăн та анне пекех ĕҫчен, ăслă, пысăк чунлă ҫын пулас килет.
Аттене ялта Ростислав тесе чĕнеҫҫĕ.Вăл Мускава ĕҫлеме ҫӳрет. Мĕн пĕчĕкрен атте пирĕнпе пĕрле конструкторсенчен тĕрлĕ япаласем пуҫтаратчĕ, халĕ вара пысăк ĕҫсем тума тăрăшать: трактор пуҫтарчĕ, тимĕр авса хитре картасем турĕ тата ытти те. Пĕчĕк шăллăм та аттене кура тĕрлĕ япаласем конструкторпа пуҫтарма тăрăшать, атте ун ĕҫне хакласа хĕпĕртенине курсан вара савӑнать, хăйне пысăк ҫын пек туять. Пирĕн ҫемье пысăк. Ку мана питĕ савӑнтарать, мĕншĕн тесен нихӑҫан та кичем мар, йĕри-тавра сана юратакан, пулӑшма хатĕр аслисем. Пĕрре-иккĕ кӑна та мар- тӑваттӑн.
Телевизорпа час-часах ашшĕпе амăшĕсĕр ӳсекен ачасем ҫинчен кӑтартаҫҫĕ. Вĕсен кăмăлĕ те сивлек. Мĕн чухлĕ ача нуша курать, ҫак ӳкерчĕк чуна хурлантарать. Шел пулин те, ашшĕ-амăшне ĕмĕр кӳренсе пурăнмалла суран тăвакан хĕрсемпе ывăлсем те пур-ха пирĕн хушăра. Тахҫан чи юратнӑ ҫынсем пулнӑ, пурӑна-киле ватӑлнӑ ашшĕ - амăшне хăйсем пăхас вырăнне ваттисен ҫуртне кайса яракансем сахал-и тата? Ман шутпа, ватăсене хисеплемелле, ырă сăмахсем каласа чунĕсене ăшăтмалла, йывăр вăхăтсенче пулăшса пымалла, аякра пулсан – тăван киле манмалла мар. Ҫемье телейĕ пĕр-пĕрне юратнинче, хисепленинче, упранинче.
Хĕвел хăй ăшшине ҫĕр ҫине еплерех сапалать, аттепе анне те ҫавăн пекех чун-чĕре хĕрӳлĕхне пире парнелеҫҫĕ. Ҫак пуянлăха ҫухатас марччĕ, упраса пурăнасчĕ, ватлӑх кунĕсенче вĕсемпе те пирĕн ӑшӑ пуласчĕ.
Шупашкарăн чи хитре лаптăкӗнче, залив хӗрринче, хула ҫыннисемпе тӗп хуламăр хăнисем йышлăн пухăнакан ҫӗрте мăнаҫлă «Управҫă анне» палăк пур. Ҫак «Управҫă аннен» пур ҫыншăн та пӗрешкел хаклă, питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ, тулли шухăшлă сăмахсем пур. Палăк ҫине икӗ чӗлхепе ҫапла ҫырса хунă: «Пӗр-пӗрне юратса, тăнăҫлăхра пурăнакан ачасем, пехил сире» («Благословенны дети мои, живущие в мире и любви»).
Атте-анне ҫумӗнче пурăннă чухне нимӗнле хуйха-суйха пӗлместпӗр. Вӗсен хӳтлӗхӗнче пурăнатпăр. Анчах та ӳссе ҫитсен вӗсен кайăк чӗпписем пек аякка каймалла. Таҫта аякра пулсан та атте-аннене, кил-ҫурт ăшшине асра тытатпăр, вӗсем ҫумра ҫуккине кашни утăмрах туятпăр. Яланах анне хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе «уйрăмах тутлă» тесе аса илетпӗр.
Ҫак сăвă йӗркисемпе вӗҫлес килет:
Анне пулсан — хӗвел питре,
Атте пулсан - кун-ҫул хитре.
Ҫемье пулсан — телей питре,
Юрлать пӗр вӗҫӗм чун-чере.
Два петушка
Для чего нужна астрономия?
Горячо - холодно
Самодельный телефон
Где спят снеговики?