Эссе на тему "Родной язык - язык матери"
Вложение | Размер |
---|---|
esse.doc | 21.5 КБ |
«Аннÿ панă чĕлхерен ан вăтан» шухăш ярăмĕ
Аннÿ панă чĕлхерен вăтанмалла мар. Вăтанатăн пулсан намăс пулать. Аннÿ сана хăй чĕлхине тăрăшса вĕрентнĕ. Уншăн пирĕн аннене тав тумалла. Ачасем, аннĕр чĕлхине нихăçан та ан манăр.
Евгений Матюшкин, 6-мĕш класс
Çуралсан эсĕ аннÿ каланă сăмахсене пуçа илсе юлатăн, ăна тăнлатăн. Çитĕнсен аннÿ чĕлхипе калаçатăн. Аннÿ панă чĕлхерен ан вăтан! Ытти çĕр-шывсенче пурăнсан та тăван чĕлхÿне ан ман!
Анастасия Белова, 6-мĕш класс
Аннÿ чĕлхинчен вăтанатăн пулсан «ятна яратăн». Тăван чĕлхе – анне чĕлхи. Аннÿне нихăçан та ан ман! Аннÿ чĕлхипе тĕрĕс калаç! Манăн анне чĕлхи – чăваш чĕлхи! Мана вăл питĕ килĕшет.
Татьяна Сурикова, 6-мĕш класс
Анне панă чĕлхем – чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхене манмалла мар. Хăвăн чĕлхÿне юрат, аталантар! «Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс», - тенĕ И.Я.Яковлев. Ман шутпа, чăваш чĕлхине те, вырăс чĕлхине те лайăх пĕлмелле.
Ульяна Федорова, 6-мĕш класс
Осенняя паутина
Рисуем одуванчики гуашью (картина за 3 минуты)
Рисуем подснежники гуашью
Распускающиеся бумажные цветы на воде
Зимний лес в вашем доме