К сожалению, самый коррумпированный судья на свете - это наша совесть... В.Чайка
Вложение | Размер |
---|---|
korruptsine_cuk_temelle.docx | 16.66 КБ |
Тутар Респпубликин вĕрентÿ министерстви
Пăва муниципаллĕ районне кĕрекен Тури Лащи тĕп шкулĕ
Коррупцине „Çук!” темелле
(Скажем коррупции „Нет!”)
Работу выполнила : Ĕçе пурнăçлаканĕ:
Никонорова Екатерина Никонорова Екатерина
Николаевна, ученица 8 класса Николаевна, Пăва районне
Верхнелащинской основной кĕрекен Тури Лащи шкулĕн
школы Буинского района 8-мĕш класс вĕренекенĕ
Учитель: Андреева Л.А. Вĕрентекенĕ: Андреева Л.А
Пăва (Буинск) 2015
„К сожалению, самый коррумпированный
судья на свете – наша совесть...”
В.Чайка
...Поезд Канаш – Мускав. Çуллахи каникул вăхăчĕ. Эпир аппапа хăнана каятпăр. Ларса пыракансем вăхăта тĕрлĕрен ирттереççĕ: кам кроссворд шутлать, кам телефонпа вылять. Анчах телефонсен часах „вăйĕ пĕтет”. Пĕр вăхăт вагонри свет розетки патĕнче черет пуçтарăнса кайрĕ. Пĕрин хыççăн тепри телефонĕсене „вăй илтересшĕн”. Формă тăхăннă пĕр çамрăкрах арçын килсе тăчĕ те:
-Аллă тенкĕ, - терĕ.
Ларса пыракансем пĕр сăмахсăрах укçа парса хăвараççĕ. Пĕри те поезд çинче розеткăпа усă курнăшăн укçа тÿлемелли çинчен закон пуррипе çуккине пĕлесшĕн те пулмарĕ. Манăн аппа тăчĕ те телефонне илсе розеткă еннелле утрĕ. Малтан вăл арçынтан укçа илме йышăнни çинчен хут ыйтрĕ. Çамрăк каччă çухалса кайрĕ.
-Пĕтĕм поезд çинче укçа илеççĕ, -терĕ.
-Укçине эпĕ те тÿлетĕп, анчах эсĕ малтан мана закон хутне кăтарт – ха? – терĕ аппа.
Эпĕ вĕсем çине пăхса ларнă май шухăша кайрăм. „Чăн та мĕн чухлĕ „çăмăл” укçа тăвать – ши вăл Канашран Мускава çитиччен, çулĕ те кĕскех мар –çке? Ласа пыракансем те вĕт пĕри те хут та ыйтмарĕ, е вĕсене хул пуççийĕ çичи пагонĕсем шиклентерчĕç –ши?”
Пĕтĕмлетÿ тăвар –ха, кам айăплă? Укçа параканни е укçа илекенни? Хуравсем тĕрлĕрен пулĕç. Анчах та эпĕ çакăн хыççăн коррупци çинчен тата та тарăнрах тĕпчесе пĕлес терĕм.
Коррупци вăл ĕç вырăнне хăвна кирлĕ пек усă курни. Кĕскен каласан: „Эсĕ мана, эпĕ – сана”. Пĕр шутласан коррупци формипе „çÿлте” çеç мар, ахаль халăх та усă курать. Тĕслĕхрен: ачана йĕркеллĕ ача пахчине вырнаçтарас – укçа, Пĕрлехи Патшалăх Экзаменне пысăк балсемпе парас – укçа, института бюджет енĕпе вĕренме кĕрес – укçа. Калăн йĕрки çапла.
Чăн та, самани те йывăр халь. Пĕр вĕçĕмсĕр реформа ылмашать, çĕр шывсем те пĕр-пĕринпе килĕштереймеççĕ, тем уйăраççĕ, пайлаççĕ. Пирĕн Раççейре хăйĕн Тăван Çĕр шывне чунтан юратакан çынсем пĕтмен-ха. Статистика шутланă тăрăх Раççейре çулталăкне 300$ миллиард взятка илĕнет. Таса чунлă çынсем пулман пулсан çак цыфра тата та пысăкрах пулĕччĕ.
Эпĕ те хамăн тус – юлташсем, ял – йышсем хушшинче анкета ирттертĕм. ”Мĕнле шутлатăр, камсем ытларах коррупципе çыхăннă?” Хуравсем çапларах пулчĕç: чиновниксем, полици ĕçченĕсем, тухтăрсем, вĕренекенсем, военкомат... „Мĕн пирки коррупци аталанать - ши?” Хыт кукарлăх, çын хăйне мăнна хуни, законсене пăхăнманни, сахал ĕç укçи тÿлени...
Шкул ачин тĕп тĕллевĕ – тăрăшса вĕренесси. Оценкăсене сутса илсе мар, пуçпа ĕçлесе илсе. Вĕренекенсем хушшинче коррупци сиенĕ çинчен ăнлантарни, вăл пулман пулсан пирĕн пурнăç тата та лайăхрах пулнă пулĕччĕ тени те коррупцине хирĕç кĕрешнипе танах тесе шутлатăп.
Раççей патшалăхĕ питĕ пысăк. Кашни çынра хăйĕнче чыс текенни пулмасан ăна сутса илеймĕн. Пурте пĕрле кар тăрсан çеç эпир коррупцине çĕнтерме пултаратпăр. Пĕр-пĕрин çине шансан, ку ман ĕç мар тенипе пулмасть. Государство енчен те çирĕп контроль кирлĕ. Тен, законсем хытăрах пулсан халăх кăшт хăрама пуçлĕ.
Шанас килет, хăçан та пулин коррупци сăмах хăйĕн пĕлтерĕшне çухататех. Анчах та ун чухне эпĕ те, эсĕ те çĕр çинче пурăнмăпăр ĕнтĕ. Пурăнасчĕ. Курасчĕ.
Мĕн-ши вăл коррупци?
Миллион е миллиард,
Е тата та пысăкрах,
Доллар, тен, вăл евро.
Пулĕ, пулĕ вăл пурте те
Кам еплерех касаять.
Анчах вĕçĕ пулмалла – çке
Çыннăн совесть пулмалла.
Пурте, пурте вăрласан
Ăçталла çĕр-шыв çитет?
Хытăрах закон пулсан
Тен, коррупци те вилет.
Пурте пĕрле кар тăрсан,
Таса совеçлĕ пулсан
Коррупци вăл пĕтмеллех
Таса пурнăç пулмаллах.
Распускающиеся бумажные цветы на воде
Сказка об осеннем ветре
Горячо - холодно
Рисуют дети водопад
Рисуем космос