Данная работа раскрывает диалог культур русского поэта М.Ю.Лермонтова и чувашского поэта К.В.Иванова.
Вложение | Размер |
---|---|
Творчество М.Ю.Лермонтоа и К.В.Иванова в сравнении | 17.27 КБ |
М.Ю.Лермонтов тата чăваш литератури.
Пурнăçлаканĕ: ТутарРеспубликинчи
Пăва районне кĕрекен Тури Лащи
шкулĕнче 9 класра вĕренекен
Александрова Ангелина
Ертÿçи: Андреева Л.А.
М.Ю.Лермонтов Пушкинтан та сахалтарах пурăннă, апла пулин те ун пултарулăхĕ вырăс литературине аталанса, реализм çулĕ çине тухма нумай пулăшнă. Çырмашкăн Лермонтов декабристсен пăлхавне пусарнă хыççăн пуçăннă.Ку вăхăт çав тери хаяр пулнă. Iниколай патша ирĕклĕхшĕн кĕрешекен çынсене çăвар уçма та паман: тĕрмесене хупа-хупа лартнă, салтака ăсатнă, Çĕпĕрти каторга çулĕсемпе уттарнă. Çав ирсĕр саманана хирĕç Лермонтов хăйĕн пултарулăхĕпе кĕрешнĕ. Вăл декабристсен аллинчи хĕç-пăшала малалла, çамрăк ăрусем патне илсе кайнă.
М.Ю,Лермонтов 1814çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Ача чухнехи кунĕсем унăн Пензă кĕпернине кĕрекен Чембар уесĕнчи Тархановкă (халĕ Лермонтов) ятлă ялта асламăшĕ килĕ-çуртĕнче иртнĕ. Кунтах вăл крепостла йĕркен киревсĕр енĕсемпе паллашнă, çав йĕркене хирĕç кĕрешме тупа тунă.
1828-1832 çулсенче Лермонтов малтан Мускаври университетăн пансионĕнче, унтан университетра вĕренет. Ку вăхăтра университетра В.Г.Белинский, А.И.Герцен, Н.П.Огарев, И.А.Гончаров тата ытти паллă çынсем вĕреннĕ. Лермонтовăн ун чухне çырнă сăввисем революциллĕ кĕвĕсемпе , ирĕке тухма чĕннĕ хăватлăхпа палăрса тăнă. Вăл Российăн авлхи çыннисем ирĕклĕхшĕн кĕрешнине мухтаса çырнă. Кунта „Последний сын вольности” ятлă поэминче Вадим сăнарне асăнса хăварма пулать. Çав çулсенче вăл Францире 1830çулхи июль уйăхĕнче пулнă революцие мухтаса та чылай сăвă çырнă („30 июля.-Париж, 1830 года)”. Российăри патшасен корони ÿкессине те шанса тăнă (Предсказание”).
1837 çулта А.С.Пушкина дуэльта вĕлернине хирĕç М.Ю.Лермонтов „Поэт вилĕмĕ” ятлă сăвă çырать. Ку сăвăра (ăна чăвашла П.Хусанкай куçарнă) поэт Пушкина вĕлерекенсене чун-чĕререн тарăхса питлет:
Эсир, пурте пĕлен киревсĕр
Ĕçпе чапланнисен мăнаçлă ачисем,
Чура урипеле саланчăк та телейсĕр
Йăхсен юлашкине тапса хăварнисем,
Эсир, трон умĕнчи хыпса çăтас пек ушкăн,
Чап, Гений, Ирĕклĕх пуçне касакансем!
Саккун вăл- сирĕн:тĕрĕслĕхĕн, судăн
Сасси ан тухтăр çав, эсир тесен!
Çак йĕркесене Лермонтов халăхăн чаплăран та чаплă поэтне А.С.Пушкина патша палачĕсем мĕнле ирсĕрлĕхпе вĕлернине пĕтĕмпех ăнланса илнĕ хыççăн хушса çырнă. Лермонтов сăвви халăх хушшинче хăвăрт сарăлнă. Ун пирки Лермонтовпа пĕр вăхăтрах пурăннă çынсенчен пĕри:”Российăра сăвă халăха нихçан та çакăн пек пăлхантарман пулĕ”, - тесе çырнă. „революци тума чĕнни”, - тенĕ ăна патша тÿре-шарисем.
Çакăн хыççăн IНиколай патша поэта айăпласа Кавказа ăсатать.
М.Ю.Лермонтов пултарулăхĕнче çын ирĕклĕхĕшĕн кĕрешессине сăнлани пысăк вырăн йышăнать. Ун çамрăкла çырнă сăввисенче те, юлашки произведенийĕсенче те çав темă малти ретре тăрать. Çак темă чăваш поэчĕсене питех те çывăх пулнă. Октябрьти Аслă революцичченех пирĕн малтанхи писательсем Лермонтовăн çак темăпа çырнă произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Ку тĕлĕшпе Чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов тата Н.В.Шупуççынни нумай ĕçленĕ. Вĕсем Лермонтов произведенийĕсене чăвашла куçарса 1908 çулта уйрăм кĕнеке кăлараççĕ. Ку кĕнекене „Калашник хуçа çинчен хунă юрă”поэмă, „Пирĕшти”, “Парăс”, „Хумсемпе çынсем”, „Чул ту”, „тусен тăррисем”, „Пурнăç курки”, „Тĕрме çынни”, „Виçĕ пальмă”, „Тавлашу”, „Кавкасен сăпка юрри”, „Палестинă турачĕ” сăвăсем кĕнĕ. В.Г.Белинский „Калашник хуçа çинчен хунă юрă”поэмăна нихăш чĕлхене те куçарма май çук , тенĕ.Çапах та пирĕн К.В.Иванов çав поэмăн тĕп шухăшне те, илемлĕхне те çухатмасăр лайăх куçарнă. Çакă Ивановăн шухăш-туйăмĕсем Лермонтовăнни пек пулнăран килнĕ.
К.В.Иванов, çак поэмăна куçарса, тăван халăхне патшан юратнă тарçине хирĕç тăрса кĕрешме хăюллă та паттăр, хăйĕн чысне сыхлама пултаракан çынпа паллаштарнă. Ку произведени чăвашсене хăйсен тăшманĕсемпе хăюллăн кĕрешме хавхалантарĕ, тесе шутланă вăл.
К.В.Иванова хăюллă та хастар çынсен сăнарĕсем питĕ кăмăла кайнă, вĕсене вăл халăх хушшинче шыранă. Хăйĕн „Нарспи” поэминче поэт хастар чĕреллĕ çамрăка чухăнсем хушшинче тупать.
Калашник хуçа сăнарĕ поэта хытă килĕшни, пирĕн шухăшпа, Сетнере хастар та çирĕп чунлă çын пек сăнласа кăтартма чылай пулăшнă тесен те йăнăшах пулмĕ. Лермонтов поэмине куçарнă вăхăтрах К.Иванов „Нарспи” поэмине çырнă.
„Калашник хуçа çинчен хунă юрă”поэмăна пичетленĕ чухне çырнă ум сăмахра К.Иванов Калашник хуçа сăнарне хăй мĕнле ăнланни çинчен каласа парать. „Вăл ахаль чух йăваш, тÿрĕ çын,-тет поэт çав ум сăмахра, -пурнăçĕ лăпкă чухне вăл хăй те лăпкă çын, анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек”.
Калашник хуçа сăнарне К.Иванов çапла ăнланни пире Сетнере тĕплĕнрех пĕлме пулăшать. Хăйĕн хастарлăхĕпе , хăйне тыткалама пĕлнипе Сетнер Калашник хуçапа пĕр евĕрлĕрех. Нарспипе пĕрле чух Сетнер лăпкă çын пулнă. Анчах, савнине туртса илсе асаплантарнине пелсен, Сетнерĕн чĕри хаярлăхпа тулса çитет, вăл хăйне айăплассинчен хăраса тăмасăр тăшмана тĕп тума каять.
М.Ю.Лермонтовăн шухăшĕсемпе К.В.Иванов шухăш – кăмăлĕ çывăх пулнине унăн урăх сăввисене куçарма суйласа илнинче те куратпăр. Тăшманпа кĕрешме хатĕр çынсен сăнарĕсем Иванова ытларах килĕшеççĕ. Çапла май, вăл Лермонтовăн „Парăс”, „Тĕрме çынни”, „Хумсемпе çынсем”сăввисене чăвашла куçарать.
Лермонтов произведенийĕсене куçарни К.В.Иванова хăйĕн пултарулăхне татах ÿстерме, хăйĕн сăввисемпе поэмисен шухăшĕсене тарăнлатма хытă пулăшнă.
Октябрьти Аслă революци хыççăн Лермонтовăн чылай произведенийĕсене чăвашла куçарчĕç. Вăл шутра „Пирĕн вăхăтри герой”роман, „Мцыри”, „Таркăн”, „Калашник хуçа çинчен хунă юрă”поэмăсем пур. Хисеплĕ тăлмачсем пулса П.Хусанкай, Я.Ухсай, М.Ястран, С.Шавлы, Н.Янгас, И.Ивник поэтсем нумай ĕçлерĕç.
М.Ю.Лермонтовăн пурнăçĕ, унăн пултарулăхĕнчи кĕрешÿ хăвачĕ вырăс писатĕлĕсене çеç мар, ытти халăхсен çыравçисене те ирĕклĕхшĕн кĕрешме хавхалантарнă. Ун сăвви – юррисене патша пусмăрĕнче пурăннă вак халăх сăвăçисем тăрăшсах хăйсен чĕлхине куçараççĕ. Тĕслĕхрен, казахсен поэчĕ тата просветителĕ Абай Кунанбаев Лермонтовăн чылай сăввисене казахла куçарнă. Тутарсен революциллĕ поэчĕ Ггабдулла Тукай Лермонтова юратса вуланă, вăл çырнисемпе хăй творчествинче усă курнă.
Чăваш поэчĕ Максим Ястран Аслă Отечественнăй вăрçă умĕн „Лермонтов” ятлă поэма çырма пуçланăччĕ, анчах, вăрçăра вăхăтсăр вилнĕ пирки, вăл пуçăннă ĕçе туса пĕтереймерĕ. „Лермонтов памятникĕ” сыпăкра вăл вырăссен чаплă поэчĕ çинчен çапла çырнă:
Сан чаппа вăй илсе,
Сан вăйпа çĕкленсе, -
Хĕлхемленнĕ мĕн пур юрăç –сăвăç.
Хĕвел сăнлă тĕнчен
Чи таса çуттинче
Сан ятна ĕмĕрех сума сăвĕç.
М.Ю.Лермонтов яланах патриотăн пысăк туйăмĕпе пурăннă. Вăл тăван халăх историне, илемлĕ Тăван çĕр- шывне чĕререн юратнă. Пĕр сăввинче вăл çапала çырнă:
Савтăп симĕс хирĕ шăппăн выртнине,
Сĕм- сĕм вăрманĕ шавлăн ларнине.
Шыв – шурĕ анлăн тапнине саватăп....(С.Шавли куçарнă).
Почему люди кричат, когда ссорятся?
О путнике
Бородино. М.Ю. Лермонтов
Большое - маленькое
Человек несгибаем. В.А. Сухомлинский