Конкурсное сочинение «Я счастлива на родной земле!» выполнила обучающаяся 9 класса МОБУ СОШ с.Ефремкино муниципального района Кармаскалинский район РБ Никитина Татьяна Андреевна
Вложение | Размер |
---|---|
sochinenie_nikitinoy_t_9kl.docx | 27.98 КБ |
Республиканский литературно-творческий конкурс сочинений, посвященный Дню Республики и Году культуры
«Пою мою республику»
«Я счастлива на родной земле!»
(на чувашском языке)
Работу выполнила обучающаяся
9 класса МОБУ СОШ с.Ефремкино
муниципального района
Кармаскалинский район РБ
Никитина Татьяна Андреевна
Руководитель
Павлова Людмила Николаевна,
учитель чувашского языка и литературы
МОБУ СОШ с.Ефремкино
муниципального района
Кармаскалинский район РБ
2014 г.
Хайлав.
Эпӗ телейлӗ хамӑн ҫӗршывра.
Мӗн-ши вӑл Тӑван ҫӗршыв?
Аякра-ши, ҫывӑх-ши?
Аякра та, ҫывӑх та…
Каласа парам, тӑхта.
П.Хусанкай
Ăçта вырнаçнă-ши Тăван çĕршыв? Ман шутпа, ӑҫта манăн çемье, çавăнта манăн тăван çĕршыв. Манăн чи çывăх, чи юратнă çынсем: атте, анне, пичче, шăллăм. Эпир Пушкăртстан çĕрĕнче, Тинĕскÿл ялĕнче питĕ туслă, пĕр-пĕрне ăнланса, яланах пулăшса пурнатпăр.
Çак Пушкăртстан çĕрĕ çинче манăн кукамайпа кукаçи, асаннепе асатте çуралса, ĕмĕр тăршшӗ ĕçлесе пурăннă. Кунта манăн чи çывăх туссем, тăвансем. Çакăнтах эпĕ çуралнă, ÿснĕ, шкула кайнă. Çавăнпа та эпĕ хамăн çĕршыва юратмасса пултараймастăп.
Пушкăртстан – çав тери илемлĕ çут çанталăклă та телĕнмелле ырă, пултаруллă çынсемпе пуян ен. Пуринпе те пуян пирĕн çĕршыв! Ĕлĕкрен ăна, илемне кура, паха чулпа танлаштарнă. Урал, Иремель, Янгантау тăвĕсем, Шульган-таш, Сумган çĕр хăвăлĕсем, Инзер, Кургазак, Ай шывĕсемпе Пушкăртстан чăнах та мухтанма пултарать.
Пушкăртстан пуянлăхĕ кунпа кăна пĕтмест: выльăхӗ-чĕрлĕхпе, ÿсен-тăранпа та, çĕр айĕнчи нефтьпе, рудапа та пăхăрпа, яшмăпа тата ытти хаклă йăшши чулсемпе пуян вара пирĕн Тăван çĕрçыв! Пушкăртстан çут çанталăкĕ çав тери ырă. Унăн çĕрĕ çинче çăка вăрманĕсем питĕ пысăк вырăн йашăнаççĕ. Çавăнпа та Пушкăртстан пылĕ мухтава тивĕç пуль. Çак пыл шăрши, тути, сиплĕхлĕхĕ таса та ытарми илемлĕ уçланкăсенче, вăрман хĕррисенче, улăхсенче, çарансенче ÿсекен курăк шăршине аса илтерет. Ытарми çăка пылне пĕтĕм тĕнчере пĕлсе, юратса тăраççĕ, вăл пĕтĕм тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Кăмăс пирки те çавнах калас килет. Пушкăртстан кăмăсне ĕçсе курнă çын нихăçан та унăн тутине манас çук. Кашни çыншăнах кăмăс питĕ усаллă. Ниçта та урăх пирĕн патри пек сиплĕ сĕткене тумаççĕ.
Мĕн чухлĕ пултаруллă та ăста çынсем çуралса ÿсмен-ши кунта! М.Карим, К. Иванов, С. Юлаев, З. Биишева. Çак паха çĕр çинче илемлĕ юрă-кĕвĕ çуралать, халăхĕ вара юрлама-ташлама та питĕ ăста. Пушкăртстан пуянлăхĕ, илемлĕ çинчен мĕн чухлĕ юрă кĕвĕлемен пуль, сăвă çырман пуль!
Çак илемлĕ те паха çĕр çинче эпĕ çуралса ÿснĕ. Пирĕн ял икĕ вăрман хушшинче вырнаçнă. Вăрмансем пирĕн питĕ пуян, кунта мĕнле кăна йывăç, чечек, курӑк ӳсмест-ши! Ҫуркунне, кӗркунне, ҫулла пулсан ҫынсем вӑрманалла час-часах утаҫҫӗ. Çуркунне мĕн тери тутлă шăршӑ сарăлать таврана. Çăка, çĕмĕрт çеçкисем çурăлсан вăрман ытарайми илемĕпе çынсене савăнтарать! Каç пулсан кайăксем хăйсен юррисемпе савăнтараççĕ, чуна уçаççĕ. Ял варринче чăмăр кÿлĕ хăйĕн шывĕпе ял-йыша илĕртет. Çынсем пирĕн ĕçчен те пултаруллă, çавăнпа та пуль ял хăвăрт ÿссе, пысăкланса, илемленсе пырать, икĕ хутлă кермен çуртсем час-часах курăнаççĕ. Ял çыннисем питĕ ĕçчен. Пахчисенче кашниех çимĕç, чечек ÿстерме юратаççĕ. Çуллахи кунсенче тĕттĕм пуличчен ĕçлеççĕ. Çамрăксем таврара юрласа, ташласа савăнаççĕ.
Ял çыннисем хăйсен паттăрĕсене те манмаççĕ, чысласа пурăнаççĕ. Пирĕн ялта Аслă вăрçă паттăрӗ – Г.С.Васильев çуралса ÿснĕ. Унăн ятне ялăн чи вăрăм урамне ятарласа панă. Вăтам шкул умĕнче Г.С.Васильевăн палăкĕ пур. Çак вăрçă паттăрĕ çинчен Ялтăр Мучи ( Николай Дмитриев) сăвăласа “Геройĕн манăçмасть сăнарĕ” ятлă калав çырнă. Ялтăр Мучи пирĕн ентеш, вăл пирĕн ялта çуралса ÿснӗ. Тинĕскÿл ялĕн илемне вăл хăйĕн сăввисенче кăтартса панă:
Тинĕскÿл пек ял ниçта та
Эп нихçан та тĕл пулман…
Ешерсен Пеймен вăрманĕ,
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан;
Çуркунне чекеç юррийĕ
Ирĕн-каçăн янрасан;
Чăмăр ĕмĕрхи кÿллийĕ
Тинĕс евĕр хумхансан -
Ялăн ытарми илемĕ
Тунсăхлатарать ялан…
Пушкăртстанăн тĕп хули пирĕн ялтан аякра мар вырнаçнă. Ăна аслă çынсем кăна мар, ача-пăча та пĕлет. Ĕпхÿ хули кунран-кун ÿссе, илемленсе пырать, çак хулана симĕс хула тесен те юрать пуль, меншĕн тесен парксем нумай кунта, вăрманĕ хулана хÿтĕлесе тăрать. Ял çамрăкĕсем шкул пĕтерсен аслă пĕлÿ илме, ĕçлеме çак хулана тухса каяççĕ.
Пушкăртстанра тĕрлĕ халăх туслă пурăнать: чăвашсем, пушкăртсем, вырӑссем, мăкшăсем, çармăссем, тутарсем тата ыттисем те. Кашни халăх хăйĕн культурине çĕклет, малалла аталантарать.
Манăн Тăван çĕршывăн пуласлăхĕ çутă та таса тесе шутлатăп эпĕ, мĕншĕн тесен кунта ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Эпĕ çак илемлĕ, пуян та чаплă çĕршывăн çитĕневĕсемпе мăнаçланатăп, савăнатăп.
Тăван çĕршывран инçетре пулнă чухне эпĕ тунсăхлатăп, вăхăт маншăн питĕ салху иртет, чуна мĕн-тĕр çитмест. Пушкăртастан – манăн чун-чĕрешĕн чи çывăх, тăван та хаклă вырăн.
Манăн Тăван çĕршыв чи илемлĕ, ăна чун-чĕререн юрататăп. Малашне те ÿссе, илемленсе пытăр Пушкăртстан!
У меня в портфеле
Сказка "Узнай-зеркала"
Яблоко
А. Усачев. Что значит выражение "Белые мухи"?
Как нарисовать портрет?