А Артемьев хайлавĕсен хăйнеевĕрлĕхĕ, илемлĕх мелĕсем
Вложение | Размер |
---|---|
npk-2016a.artemev.docx | 42.66 КБ |
Ēç планĕ
Ум сăмах
Чăваш литературинче А.Артемьев çинчен çырнă критикăллă статьясем нумай мар. Çыравçăн илемлĕ тĕнчине, ун пултарулăхĕн хăйнеевĕрлĕхне тишкернĕ май эпĕ Г.Хлебников[1]1 И.Иванов[2]2, Г.Федоров[3]3 ĕçĕсем çине таянса ĕçлерĕм. Мана уйрăмах чăваш литератури анинче сумлă вырăна тивĕçнĕ çыравçă пурнăçĕ, пултарулăхĕн хăш-пĕр енĕ кăсăклантарать. Эпĕ хамăн пĕчĕк тĕпчев ĕçĕнче А.Артемьевăн вăрçă вăхăтĕнчи тата вăрçă хыççăн çырнă хайлавĕсене тишкертĕм, сăмах ăсти пултарулăхĕн пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртма тăрăшрăм.
Тĕпчев ĕçĕн актуаллăхĕ:
А.Артемьев тĕрлĕ вăхăтра çырнă ĕçĕсен пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртассипе çыхăннă.
Тĕпчев ĕçĕн объекчĕ:
А.Артемьев çырнă хайлавсен хăйнеевĕрлĕхĕ, чĕлхен илемлĕх мелĕсем, чăваш прозине кÿнĕ çĕнĕлĕх, психологиллĕ детальсем.
Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:
-А.Артьемьевăн хайлавĕсене чĕлхе уйрăмлăхĕ тĕлĕшĕнчен тишкересси;
- ун пултарулăхĕн пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртасси.
Тĕпчев ĕçĕн задачисем:
-А.Артемьевăн хайлавĕсемпе паллашасси;
-А.Артемьев хайлавĕсен чĕлхе уйрăмлăхне тишкересси.
А.С.Артемьев. Илемлĕ чăваш литературин тÿпинчи çут çăлтăр. Çак ята илтмен-туман çын çук пулĕ тетĕп. Чăваш сăмахĕн чăн ăсти, халăх çыравçи хайланă сăвă-юрă паян пиншер çын кăмăлне хавхалантарать, вăл ăсталанă роман-повесть, калав пиншер çын кăмăлне савăнтарать, çамрăка-ватта хĕпĕртеттерет. «Çул юппинчи çÿллĕ вырăн пек туйăнать мана пирĕн литературăра чăваш халăх писателĕн А.Артемьевăн прози. Унăн витĕмлĕ произведенийĕсене вуласан, тăван халăхăн ĕмĕртен пыракан чи илемлĕ юррисем, тĕррисем, сăнарĕсем аса килеççĕ…»,- тесе хаклать Г.Хлебников тишкерÿçĕ[4]1. Сăмах асапĕ мĕнле йывăррипе кансĕррине кашни çыравçă пĕлет. «Искусствăра пинтен пĕри кăна чăн-чăн пысăк талант пулать»,- тесе çирĕплетет А.Артемьев.
Пулас çыравçă çуралса ÿснĕ ял ытти чăваш ялĕнчен нимпе те уйрăлса тăман. Çапах та кирек камшăн та çуралнă вырăн нимрен те паха та илемлĕ,унран хакли урăх çук. «Хамăр енĕмĕре, çуралнă кĕтесĕмĕре эпĕ пĕтĕм чун-чĕререн саватăп, мĕншĕн тесен кăвапам унпа çыхăннă», - çапла ăшшăн аса илнĕ А.Артемьев Элĕк енри Тури Выл ялĕ çинчен. Хăйĕн пĕр сăввинче те çавнах калать çыравçă.
«Эп пултăм таçти çĕр-шывра та,
Çитмен çĕр ниçта хăварман.
Çуралнă çĕр-шывăм, нихçан та
Каймарăн эс ман асăмран».
Аван вĕренсе пырать Сантăр, уйрăмах литературăпа тăван чĕлхе, юрă урокĕсене кăмăллать. Тăваттăмĕш класрах Сантăр сăвăсем çырса пăхать, вĕсем темиçе тетрадь пухăннă. Хăшĕсене вăрттăн хушамат лартса Атрей тесе алă пуснă. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ, Сантăр ашшĕ вилсе каять, çурма тăлăха юлать. Ялти шкултан вĕренсе тухать те Артемьев Штанаша çÿреме пуçлать. Çакăнта вĕреннĕ чухне çырас туртăм тата вăйланать. 17 çула çитиччен вăл 234 сăвă, 3 поэма, 2 повесть çырать.
Пур япалана та ěç çынни куçĕпе курма хăнăхнăскер, Артемьев халăх пурнăçне сăнать, унăн сĕтеклĕ те çивĕч чĕлхине, юрри-юмахне ăша хывать, ваттисен сăмахĕсене пухса пырать. Литература тÿпинелле талпăнма тытăннă каччăн çуначĕсене хаяр вăрçă амантать. Çыравçăн малашнехи кун-çулĕ юрăри пек, çăлтăр витĕр мар, çулăм витĕр выртать. 1942 çулхи кĕркунне Артемьевпа пĕр çулхисен салтак ячĕ тухать. Часах хаяр çапăçусене хутшăнать. Ăçта кăна çитермест пулĕ ăна хаяр вăрçă! Курск пĕкки, Львов, Хĕвелтухăç Прусси, Монголи, Маньчжури… Çамрăк пулеметчик, унтан связист, вăл виçĕ хутчен аманать. Вăрçă пĕтсен те киле час таврăнаймасть-ха: вĕри Гоби пушхирĕ урлă каçса Япони самурайĕсемпе çапăçать. Китайпа Корейăра службăра тăрать. А.Артемьев фронтра та сăвăсем çырма пăрахман. Тăван çĕр-шывăн виçесĕр хурлăхĕ, амăшĕн тертлĕ кун-çулĕ, совет салтакĕн паттăрлăхĕ пăлхантарать çыравçа.1947 çулта Артемьев тинех Тăван çĕр-шыва таврăнать.
Юрă-кĕвĕ пултарулăхĕ Сантăрăн ача чухнех палăрнă, ашшĕ пек юрлама юратнă. Вуннăра чухнех вăл тăмра, хуткупăс калама вěреннě, вěсемпе тěрлě юрă-кěвě шăрантарнă. Сантăра кармунь лайăх калать тесе ялти вăйă-улахсене те чěннě, таврари паллă купăсçă шутланнă. Вун пиллěкре вăл сěрме купăс та чиперех каланă, нотăсăрах пěр-пěр кěвве аванах выляса панă. «Артемьев чаплă музыкçă пулатчě-и, тен…»,- çапла çырать чăвашсен паллă критикě Ип. Иванов. Сĕрме купăс каласа çарти пысăк концертсене хутшăннă. Композиторсем унăн сăввисем тăрăх юрăсем хывнă: «Ах, пĕлесчĕ», «Çуралнă çĕр-шыв», «Салампи юрри» тата ыт. те. Анисим Асламас «Салампи»повесть тăрăх «Салампи» ятлă опера çырнă.
«Илемлě проза ăсти», - тесе хаклать ăна Ип.Иванов тишкерÿçě. А.Артемьев çамрăкла сăвăсем те чылаях çырнă. Çапах унăн таланчě прозăра пуринчен те вăйлăрах палăрать. Нумай-нумай чăваш унăн «Салампи», «Симěс ылтăн», «Алтăр çăлтăр», «Çăкăр хакě», «Хунавлах хăрнисем» тата ытти хайлавěсене халăх юратса вулать, унти ырă та пархатарлă сăнарсем пек пулма тăрăшать. Хăйěн хайлавěсенче çыравçă чăваш халăхěн чи кирлě те пысăк ыйтăвěсене, пурне те хумхантаракан темăсене çутатать. Произведенири геройсем мěн тÿссе ирттернине, мěн ěмěтленсе пурăннине писатель хумханмалла çырса кăтартать.Ахальтен мар писателе М.Горький этем чунěн инженерě тенě. Артемьев кěнекисенче çын чунě-чěри тарăннăн палăрать. Вăрçăра пулнă çын шухăш-кăмăлне те вăл тěплě пěлет, мěншěн тесен фронтра хăй пулса курнă, çавăнпах тěрěс те ěненмелле çырса панă. Акă «Шурă çÿçлě хěр» повеçри хěр связистка çапăçу вăхăтěнче хăйне мěнле тытнине автор çапла кăтартать: «Тулта халăхпа пěрле пěрре те хăрамалла мар пек, анчах землянкăра пěр-пěччен юлма ытла та хăрушă. Ак килсе кěреççě, ак мана чěрěллех ярса илеççě тесе чěтресе ларатăп»[5]1. Фронтри ěçсем çинчен çырнă кăна мар, ытти япаласем çинчен каланă çěрте те Артемьев чăнлăха, пурнăçа мала хурать. Ахальтен мар ěнтě унăн геройěсем чыса çамрăкран упрамаллине, тěрěслěх, ырă ят яланах çěнтерессе çирěп шанаççě.
А.Артемьев пěтěм чěре ăшшине панă, пуçра капланнă чи кирлě те çутă шухăш-ěмěтне каланă хайлав – «Салампи» повесть. Вăл авторăн чун-чěринчен шăранса тухнă, хăйěн чи таса туйăмěсене çырса панă произведени. «Салампи» повеçре автор чăваш çамрăкĕсен вăрçă хыççăнхи нушаллă пурнăçне, вĕсен кăмăлне, çутă ĕмĕтне сăнарланă. «Ку писателěн пысăк çитěнěвě»,- çапла хак парать Г.Ефимов поэт. «Салампие» Мускавра вырăсла С.Трегуб куçарнă. В. Н. Яковлев режиссер повесть тăрăх пьеса çырса К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче лартнă. Салампи рольне Чăваш халăх артистки Иванова Валентина Аркадьевна вылянă.
А.Артемьевăн пěтěм çамрăклăхě вăрçă умěнхи лăпкă мар пурнăçпа, унтан хаяр вăрçăпа уйрăлми çыхăннă, ÿссе çитěннě тапхăрě юнлă çапăçусенче иртнě. Çавсем унăн ăс-пуçěнче нихçан çухалми тарăн йěр хăварнă. Ăçта кăна илсе çитермест пулě ăна хаяр вăрçă çулě! Курск пěкки, Львов, Хěвелтухăç Прусси, Монголи, Маньчжури…Çамрăк пулеметчик, унтан связист, вăл виçě хутчен аманать. Пěррехинче вăл йывăр аманса Киров облаçěнчи госпитале лекет. Сантăр чылай вăхăт хушши киле çыру яраймасть. Амăшě çав вăхăтра ывăлě вилни çинчен çыру илет. Тěне ěненекенскер, ывăлне чиркÿре асăнтарать. Анчах Сантăр госпитальтен сывалса таврăнать. Çěрле пырса кěрет вăл тăван килне. Амăшě ěненменнипе умне лампа тытса çутатса пăхать. Çыравçă хайлавěсене тишкернě май вăрçă темипе çырнă кашни произведенийěнче тенě пекех автобиографилěх асăрхама пулать. «Юлашки юрă» повеçри Алмазов сержант связист сăнарě авторăннипе пěрешкел паллăсем чылай: вăл музыкăна юратать, вěреннě çертенех фронта тухса каять, нимěç фашисчěсемпе çапăçать, Унтан Инçет Хěвелтухăçне пырса тухать. Ку çынна Артемьев хăй мěн тÿссе ирттернине,унпа пěрлех хăйěн шухăш-ěмěчěсене те панăн туйăнать. Чăвашран вунă пин çухрăм аякра, Монголи хирěнче, ăнсăртран тěл пулнă виçě чăваш, хушăран «Вěлле хурчě ылтăн хурт», «Ан авăн,шěшкě», ытти чăвш юрисене шăрантараççě, чунěсене кăштах кантараççě.
Китайпа Корейăра çар службинче тăнă çулсене «Пěчěк Лийăн пысăк савăнăçě» пěрремěш калавěнче куратпăр.1950 çулта А.Артемьев хăй мěн тÿссе курнине тěпе хурса «Ан авăн, шěшкě» кěнекине кăларать.
«Симĕс ылтăн» повесть чǎннипех талантлǎ, тēлēнмелле ǎста çырнǎ хайлав. Повеçри сǎнарсем - Тури Выл тǎрǎхēнчи чǎн пурнǎçран шǎтса тухнǎ сǎнарсем. «Симĕс ылтăн» хайлаври Урхи мучи акă çыравçăн ашшĕпе пĕр тăванĕ пулни паллă. Вăл ялти чаплă хурт-хăмăр ăсти пулнă.
А.Артемьев хайлавěсене вуласа тишкернě май, çыравçăн çемье гербě пуррине, вăл мěне пěлтернипе кăсăклантăм. Çав тери ăслă та ěçчен, пуян кăмăллă çынсем пулнă вěсен ăратти: çар ěçěнче чылай хушă тăнă çынсем, çěр ěçченěсем – тыр-пул çитěнтерекенсем, «симěс ылтăн» - хăмла – ÿстерекенсем, чěлхе , юрă-ташă ăстисем. Ахальтен мар А.Артемьев хайлавěсенче çак сăнарсем тěп вырăн йышăнаççě. Герб çинчи сас паллисем те ахальтен мар иккен: пěрремěшěнчен, вăл çыравçăн хушамачěпе ячě (тăванěсенчен нумайăшěнне асăрхама пулать), иккěмěшěнчен, çыравçă произведенийěсем, хайлавěсенчи чылай сăнар алфавитри малтанхи сас паллинчен пуçланнине асăрхарăм.
«Мĕнле жанрпа çырсан та, писатель чĕлхи таса, пуян, сĕткенлĕ. Вăл темле илемлĕ кĕвве ĕнернĕ пек шăранса, юхса пырать. Мĕн чухлĕ тата ваттисен сăмахĕ, каларăшĕ, илемлĕ те ăслă сăмах çаврăнăшĕ унта! Чăннипех те А.Артемьев – чĕлхе ăсти. Ахальтен мар ăна «прозăри поэт» теççĕ», - тет унăн ентешě Г.Хлебников критик куçěпе хакласа. Хăйěн калавěсемпе новеллисен-че, повеçěсемпе романěсенче тăван чěлхен иксěлми пуянлăхěпе усă курни, халăх упраса хăварнă сăмах çÿпçин паха çимěçне вулакан умне кăларни чи кирли тесе шутлатăп. А.Артемьев чěлхен илемлě мелěсемпе: ваттисен сăмахěсемпе, каларăшсемпе, сăнавсемпе, ансăр тата анлă танлаштарусемпе, метафорăсемпе час-часах усă курать. Çакă, ман шутпа, авторăн тата произведенири сăнарсен чěлхи-калаçăвне нумай пуянлатать. «Тăлăхăн хырăмĕ пысăк», «Кайăк вĕçсе çитмен çĕре салтак çитсе курать», «Каскаламасăр калăп та пулмасть», «Çамрăклăх мăн çулпа килет, вак çулпа иртсе каять»,«Хантарăн алли шап-шурă», «Шыва путакан улăм пĕрчинчен те тытма хавас». Асăннă тěслěхсене писатель чылайăшне хăй шухăшласа кăларнă, çырнă хыççăн çунатлă сăмахсем пулса кайнă тесе калать Н.Р.Романов, «Ваттисен сăмахěсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем» кěнеке авторě . Чăнах та, Артемьев каланă сăмах çаврăнăшě кěскерех те витерÿллěрех, ас туса юлма та çăмăл.
А.Артемьев - çутă романтик, метафорăсене кăмăллакан лирик. Çын чун пăлханăвне кăтартма час-часах анлă метафорăсем те илет. Анлă метафорăсем хайлавсене пур енчен те шăнăрласа сěткен параççě. Акă «Салампи» повеçри Юрату юрри - анлă метафора. Юрă сăнарě кунта туратланса, тарăнланса пырать. Ахальтен мар хайлав юрă сăнарĕпе вĕçленет. «Çак вăхăтра вĕсене иккĕшне те пĕтĕм çут çанталăк юрату юрри шăрантарнăн туйăнчĕ»[6]1.
Писатель танлаштарусемпе те çав тери пĕлсе усă курать. «Чул кĕлетке пек хытса ларнă», «Такам Ленăна шывпа сапнăн туйăнчĕ» «Маруç, йывăр лав пек, хускалчĕ», «Атăл хăви пек», «Пÿлĕме качака путекки пек сиккелесе кĕчĕ», «Сасси унăн куккукăнни пек янравлă», кун пек тĕслĕхсем нумай тĕл пулаççĕ Артемьев кĕнекисенче. Акă «Симĕс ылтăн» повеçре Артемьев ансат е кăткăс танлаштарусемпе усă курать. Тăшман танкĕн гусеници салтака сĕвĕнсе ÿкнĕ çĕлен тирĕ пек курăнать, танкĕсем ирсĕррĕн йăраланса килекен пысăк тимĕр шапасем пек туйăнаççĕ.Сталинград хулинче ялкăшакан пушар ăна ахăр самана, вутлă тамăка аса илтерет.
Лирикăллă çаврăмсем, шалти монолог, психологиллĕ детальсем, вырăнти диалект – акă Артемьев сăмахě. Хайлавсенче çак детальсемпе усă курни унăн йĕритавралăха сăнарлă та илемлĕн курас туйăмĕ пысăккине кăтартать. «Салампири» психологиллĕ детальсем çынсен шалти туйăмĕсене ăнланма пулăшаççĕ, хăш-пĕрисем уйрăм персонажсен яланхи е çумри паллисем пулса каяççĕ (йĕлтĕр йĕрĕ, пĕччен улмуççи, кĕрхи шăнасем, урана сырăнакан йыт пырши, Автан çырми, сар мăйăр, шăтăклă шăрçа, сывалман сурансем…).
Пуринчен ытларах Артемьевăн хăйнеевĕрлĕхĕ чăваш прозинче çĕнĕ темăсем хускатнинче, унччен пулман геройсене çырса кăтартнинче, вĕсене хăйне майлă, никам та мар пек çырса кăтартнинче, чăн чăвашла чĕлхепе çырма пĕлнинче, малалла туртăнакан, унчченхи традицисене çĕнетсе пынинче палăрать. Çыравçă чăваш прозине психологизм мелне (çын хăйне мĕнле хакланине, чун-чĕринчи туйăмне ăнланма тăрăшнине, чун пăлханăвне, сăн-питне çут çанталăк ÿкерчĕкĕсем урлă уçса пани) ăнăçлă кĕртсе пыракансенчен пĕри пулнă. Чăваш прозине çĕнĕ те хăйне евĕрлĕ мелсемпе пуянлатни, халиччен курман сăнарсем уçса пани – писателĕн пысăк ÿсĕмĕ.
Артемьев стильне пăхсан, чи малтанах унăн пуян та анлă, илемлĕ те сăнарлă чĕлхине курма пулать. Çав чĕлхе нумай çулсем хушши аталанса пынă, вăл халăх чĕлхин, илемлĕ литературăн сиплĕ сĕткенне пухса вăй илнĕ, хитреленнĕ. Сăмах асапне вăл тĕплĕн пĕлсе çитнĕ.
А.Артемьева эпир çыравçă, ăста музыкант, тăлмач, куçаруçă тетпĕр. Мĕнле майпа пĕр çыннăн пултарулăхĕ çавнашкал нумай енлĕ пулма пултарать-ха? «Çыравçă çамрăклăхĕ тăван халăх хускалнă, чĕрĕлнĕ вăхăтпа пĕр килнĕ. Шăп çав самана улăпла çынсем çуратнă, чун-чĕре тĕлĕшĕпе пуян та пултаруллă характер çитĕнтернĕ»,- тесе çирĕплетет Г.Хлебников.[7]1
Пултарулăха аталантарас тесен литература классикĕсен хайлавĕсене нумай вуламаллине çамрăк чухнех лайăх ăнланнă. Л.Толстой, И.Тургенев, М.Горький, М.Шолохов, Ф.Шиллер, В.Скотт произведенийĕсене антăхса кайса вулать, хăйпе пĕрешкел шухăш-кăмăл тупать. Халĕ те тĕлĕнмелле: шкулта вĕреннĕ чухнех А.Артемьев вырăс чĕлхине произведени куçармалăх та пĕлнĕ. Вăрçăчченех вăл вырăсларан (хăш чухне тÿрех нимĕçлерен те) нумай произведени куçарса пăхать: Гейне, Шиллер, Пушкин, Лермонтов, Некрасов, Фет сăввисем, балладисем, романсĕсем, вырăс халăх юррисем унăн куçарăвĕнче самаях кĕвĕллĕн шăранса пыраççĕ. Пысăк калăпăшлă произведенисене те – И.Тургеневăн «Пирвайхи юратăвне», Б.Полевойăн «Чăн-чăн этем çинчен çырнă повеçне», А.Герценăн «Пулни-иртни тата шухăшсем» роман хроникин, И.Гончаровăн «Обломов», Л.Толстойăн «Вăрçăпа мир» романĕсен сыпăкĕсене куçарнă. Нимĕç чĕлхине шкулта та лайăх вĕреннĕскер, çак чĕлхе ăна фронтра та питĕ кирлĕ пулать, тăлмачă пулса ĕçлет.
Хыç сăмах
А.Артемьев чăваш литературинче чи пултаруллă çыравçăсенчен пĕри шутланать, ахальтен мар ăна чăваш халăх писателĕ ятне панă. Хуть те хăш хайлавне пăхсан та пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: илемлĕ çырать, унăн чĕлхи пуян, сăнарĕсем витĕмлĕ. Хăшĕсем ăна прозаик лирик, теприсем прозăри поэт тесе хаклаççĕ. Апла та, капла та тĕрĕс, мĕншĕн тесен чăваш прознче А.Артемьев пек хитре те ăста çыракансем çукпа пĕрех. Маншăн вара халăх çыравçи чĕлхе асамçи пек туйăнать. Хуть те мĕнле жанрпа çырсан та, çыравçă чĕлхи таса, пуян, сĕткенлĕ. Сăмахĕсем темле илемлĕ кĕвве куçса шăранса, юхса пырать. Чăннипех те А.Артемьев – чĕлхе ăсти.
Усă курнă литература
1. Григорьев, Н. Проза ăстин вилĕмсĕр шухăшĕсем // Григорьев, Н. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе / Николай Григорьев. – Шупашкар, 1990. – С. 205–212.
2. Степанова, Н. И. А. С. Артемьевăн пурнăçĕпе пултарулăхне шкулта вĕрентес мелсемпе меслетсем / Н И. Степанова // Чăваш чĕлхипе литератури : теори тата методика. – Шупашкар, 1999. – С. 41–45.
3. Теветкел, Н. Пăшалпа та, перопа та / Н. Теветкел // Хыпар.– 2000. – 6 çул.
4. Хлебников–Шанар, Г. Çутă талант / Г. Хлебников–Шанар // Артемьев, А. Суйласа илнисем / А. Артемьев. – Шупашкар, 1986. – Т.1. – С. 5–18.
5. Хлебников Г.Я. Пултарулăх тěшши: Статьясем. – Шупашкар: Чăв.кěн.изд-ви, 1981.
6. Иванов И.И. Чăваш халăх писателě А.С.Артемьев. Пурнăçěпе пултарулăхě. – Шупашкар: Чăв.кěн.изд-ви, 1981.
7. Федоров Г. И.Чувашская литература(1945-1985): Уч. пособие. Чебоксары: Изд-воЧуваш. ун-та,2004.
8. Артемьев А.С. Суйласа илнисем.1 том. Шупашкар, 1986
9. Артемьев А.С. Суйласа илнисем. Шупашкар, 1986, 2 том.
Тупмалли
Комсомольски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ
«Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕ
Чăваш чĕлхипе литература секцийĕ
Чĕлхе асамçи
(А. Артемьев пултарулăхĕн хăйнеевĕрлĕхĕ)
Ēçе пурнăçлаканĕ: 11класра вĕренекен
Иьина Светлана
Тĕпчев ĕçне ертсе пыраканĕ: Ефимова В.С.,
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
[1]1 Хлебников Г.Я. Пултарулăх тěшши: Статьясем. – Шупашкар: Чăв.кěн.изд-ви, 1981.
2Иванов И.И. Чăваш халăх писателě А.С.Артемьев. Пурнăçěпе пултарулăхě. – Шупашкар: Чăв.кěн.изд-ви, 1981.
3Федоров Г. И.Чувашская литература(1945-1985):Уч.пособие.Чебоксары:Изд-воЧуваш.ун-та,2004.
[5]1 Артемьев А.С. Суйласа илнисем. Шупашкар, 1986, 2 том, 348 стр.
[6]1 Артемьев А.С. Суйласа илнисем.1 том. Шупашкар, 1986, 134 стр.
Четыре художника. Осень
Попробуем на вкус солёность моря?
Фильм "Золушка"
В.А. Сухомлинский. Для чего говорят «спасибо»?
Сказка на ночь про Снеговика