История деревни Новые Ачаксы в стихах. Материалы научно- практической конференции "EXCELSIOR-2016"
Вложение | Размер |
---|---|
manan_yal-sene_achcha.doc | 46.5 КБ |
Манăн ял - Çĕнĕ Ачча.
Манӑн ял - Çĕнĕ Ачча-
Паллашар–ха унпала.
Улт урам çакă ялта,
Икĕ тăкăрлăк тата.
Чи вăрăмми - Тĕп урам,
Кĕскин ячĕ пит аван –
Хĕвел урамĕ теç ăна-
Кăмăла каять сана.
Çĕн урам, Симĕс урам,
Кăштах каласа парам:
Симĕс урам- чи хитри,
Вăрман урамĕ -чи тусли,
Çĕн урам вара асфальтлă,
Çамрӑксен урамĕ чаплă.
Пĕр çырма çакă яла
Пайласа тăнă т(ă)ват пая.
Анчах ял халăхĕ вăр-вар,
Калаçса тăман хăр-хар,
Çырмана пĕвенĕ хунă,
Т(ă)ват пĕве пулса та тăнă:
Çĕн пĕве, Кантур пĕви,
Вестăрпа Хветька пĕви.
Мулла пĕви те пур ялта,
Нимĕç пĕви те пур кунта,
Тата улт-çичĕ пĕвине
Пĕлмен пулас пама ятне.
Пир(ĕ)н ялтан инçех те мар,
Нумай утма та кирлĕ мар,
Йăлмачча, Катек, Ачча-
Эх, лараç саркаланса!
Халь каяр-ха малалла.
Эс кайсан çурçĕрелле
Çитĕн чукун çул хĕрне.
Пуйăссем кунта васкавлăн
Вăшлатса иртеç ир-каçăн.
Мускава та Хусана,
Канаша та Вӑрнара
Эс çитетĕн самантра,
Ху сисеймĕн те çакна.
Чукун çул урлӑ каçсассăн,
Кăштах çеç тата утсассăн,
Çитĕн эс Çавал хĕрне -
Хĕрхенмен вăл илемне:
Шывĕ ун таса та çутă,
Йăмрисем лаштра та çÿллĕ,
Хăвисем çинçе, яштак,
Пуллисем те пур пăртак.
Кăнтăрта вара уйсем,
Тулăх пулнӑ-çке вĕсем.
Халь вара унта çерем,
Ÿссе ларнă йывăçсем.
Халь каяр–ха «малалла»-
Пĕр пилĕк ĕмĕр каялла.
«Ăçтан пуçланнă-ха ман ял?» -
Шухăшланă эп пĕрмай.
Илтрĕм кун пирки халап,
Тен халап, тен чăн калап,
Тен суйма та пултарап,
Сире каласа парап?
Кунта кашланă вăрмансем,
Пурăнман унта çынсем.
Упасем те кашкăрсем
Пулнă кунта хуçасем.
Шыв урлă каçсан сăртра
Ларнă пĕр ял лапрара.
Ачча тенĕ çав яла,
Пуçланӑ вăл ман яла.
Ман яла, Йăлмаччана,
Татмăша, Пукăртана,
Янкăлча, Анаткаса –
Таврари мĕн пур яла.
Пулнă теççĕ çаплалла:
Çĕр валеçнĕ халăхпа.
Пуçланнă ,тет, тавлашу,
Тавлашу та харкашу.
Кайнă Ачча пайланса,
Пайланнă ,тет, виç пая.
Пĕрисем юлаç кунтах,
Теприсем – кăнтăрарах
Çул тытаççĕ туххăмрах.
Юхан шыв урлă каçса
Выр(ă)н тупаççĕ çакăнта.
Ял пуçлаççĕ, ят параççĕ-
Çĕн(ĕ) Ачча тесе калаççĕ.
Тепĕр ушкăнĕ вара
Каять тата малалла.
Вăрман çуннă вырăна
Шут тытаççĕ вырнаçма.
Вырнаçаççĕ, ял пуçлаççĕ,
Йăлмачча тесе калаççĕ.
Ачча ял(ĕ) татах пайланнă,
Çынсем татах сапаланнă.
Çĕн вырăнсем тупса
Кăмăлласа, вырнаçса,
Тĕпленеççĕ, пурăнаççĕ,
Çĕнĕрен ялсем пуçлаççĕ.
Иртнĕ унтанпа çулсем,
Çулсем çеç мар ĕмĕрсем.
Юлман пысăк вăрмансем,
Ăшăхланнă çырмасем,
Пысăкланнӑ ялĕсем,
Илемленнĕ çурчĕсем-,
Такăрланнă çулĕсем-
Асфальтлă халĕ вĕсем.
Кураймастăр лашасем
Çÿреççĕ машинăсем.
Таврăнар-ха каялла,
Уттарар урампала.
Мĕн куратпăр-ха ялта?
Шкул ларать мăнаçланса.
Ача сачĕ те кунтах,
Тухтăрĕ те çакӑнтах,
Çумăнах библиотека,
Пушар чаçĕ те лавкка,
Клуб, спорт залĕ пур ялта?
Ял варринелле кĕрсен
Палăк курӑн ÿлĕмрен.
Палăкĕ çирĕп чулран,
Нихçан тухмĕ вăл асран-
Çĕн Ачча паттăрĕсен
Вуланаççĕ ячĕсем.
Çакă мирлĕ пурнăçа
Хăварнă вĕсем çăлса.
Чыс, мухтав паттăрсене!
Манмăпăр вĕсен ятне.
Манăн ялӑм - Çĕн Ачча -
Паллаштартăм унпала.
Маншăн вăл ялан паха
Пулĕ ĕмĕр ман асра.
Ах эта снежная зима
Ель
Астрономический календарь. Май, 2019
Два плуга
Есть в осени первоначальной...