Работы учащихся, занимающихся в кружке "Çамрăк çыравçă".
Вложение | Размер |
---|---|
Сочинения | 10.85 КБ |
Чĕр чунсем – пирĕн туссем.
Эпĕ пур чĕр чуна та юрататăп, çавăнпах эпир килте кушак усратпăр. Пирĕн кушак Пишка ятлă. Вăл хура тĕслĕ, мăйĕ çинче шурă лаптăк пур. Пишка виçĕ çулта. Вăл ялан мана шкултан кĕтсе илет, ман çумран кайма пĕлмест. Эпĕ вара ăна питĕ юрататăп, вăхăтра апат çитерме тăрăшатăп. Пишка пире питĕ савăнтарать. Пирĕн чĕр чунсене юратмалла. Борисова Кира (5г)
Пирĕн класс.
Эпĕ Вăрмар шкулĕнче вĕренетĕп. Шкул виçĕ хутлă. Пирĕн класс виççĕмĕш хутра вырнаçнă. Класра çирĕм пилĕк ача. Манпа пĕр парта хушшинче Артур ларать. Вăл чăваш ачи. Пирĕн умра Настьăпа Сергей лараççĕ. Вĕсем те чăваш ачисем. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пирĕн класа украин ачи килчĕ. Вăл Илья ятлă. Эпир унпа пурте туслă пурăнатпăр, ăна чăвашла калаçма вĕрентетпĕр. Андреева Татьяна(5г)
Сказка об одной Тайне
Хитрость Дидоны
Рождественский венок
Галка в чужих перьях
О чем поет Шотландская волынка?