Творчество нашего земляка
Вложение | Размер |
---|---|
tal-marsa.ppt | 2.68 МБ |
Слайд 1
Тĕпчев ĕçĕ Г.В.Зайцев – Тал-Мăрса – пирĕн ентеш Тăваканĕ: Сердцева Анастасия, 9 класра вĕренекен Ертсе пыраканĕ: Çĕпрел районĕнчи Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Сердцева Н.А. Упи сали 2014 1 Тутарстан Республикин Çĕпрел муниципаллă районĕнчи «Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» муниципаллă бюджетлă учреждени ТУТАРСТАН РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНŸПЕ НАУКА МИНИСТЕРСТВИСлайд 2
Упи енĕн паллă çыннисем П.В.Дементьев Л.В.Дергунов Г.В.Зайцев – Тал-Мăрса –драматург, актер, режиссер, поэт, куçаруçă С .Е.Немасев
Слайд 3
Поэт, акт ёр, драматург, режиссёр, куçаруçă Тĕпчев ĕçĕн проблеми : Георгий Васильевич Тал-Мăрса çинчен интернетра, учебниксенче сахал материал пулни. Т\ллев\: Г.В. Тал-Мăрса пурнăçĕпе тарăнрах паллашасси, информаци тупасси Задача: Г. Тал-Мăрсан поэзи, проза, драматурги, публицистика речĕсемпе çырнă хайлавĕсемпе паллашасси; - Наукăпа тĕпчев институчĕн архивĕнче упранакан материалсемпе паллашасси, вĕсене илемлĕх тĕлĕшĕнчен тишкересси; - халиччен Г. Тал-Мăрса пултарулăхне тĕпчесе çырнă критика статйисемпе, ăслăлăх ĕçĕсене тишкерсе тухасси; - Г. Тал-Мăрса пултарулăхне халăх сăмахлăхĕ, вырăс тата тĕнче литературин традицийĕсем витĕм кÿнине тупса палăртасси. -Тĕпчев-шырав ĕçне хăнăхса пырасси, хам шухăша çырса пама вĕренесси; -Тавра курăма анлăлатасси, ăс-тăна, чун-чĕрене пуянлатасси; Актуалл=х\: Георгий Тал-Мăрса çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май ентеш пултарулăхĕпе çамрăк ăрăва паллаштарасси, литературăри вырăнне палăртасси
Слайд 4
Г.В.Тал-Мăрса кун-çулĕнчен Г.В. Тал-Мăрса (Зайцев) 1895 çулта чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе 2 7 -мĕшĕнче) Тутар Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Пасарлă Упи ялĕнче çуралнă. 1909 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренме пуçлать. 1915 çулта хăй ирĕкĕпе Пĕрремеш тĕнче вăрçине тухса каять. Георгий Карпатри çапăçусене хутшăнать, Георгиевский хĕресе илме тивĕçлĕ пулать. 1916 çулта Г. Тал-Мăрса Шăмăршăри пуçламăш шкулта ĕçлеме тытăнать. Вăл ачасене вĕрентнипе çеç çырлахмасть, халăхра культура идейисене сарма тăрăшать. Вăл пуçарнипе ялта драма кружокĕ ĕçлеме тытăнать. 1917 çулхи кĕркунне Г. Тал-Мăрса Хусана тухса каять. Кунта вăл вăрçăра аманнă çынсене пĕлÿ паракан организацине ĕçе вырнаçать, географи урокĕсене ертсе пырать. 1917 çулта Хусанти Çурçĕр Хĕвелтухăç халăхĕсен этнографийĕпе архиологийĕн институчĕ уçăлать. Г. Тал-Мăрса аслă шкула вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ вăхăтра 1918-1921 çулсенче Г. Тал-Мăрса чăваш театрне пуçарса ярас ĕçе те активлă хутшăнать. 1921 çулта çыравçăн çемйипе тăван ялне тухса кайма тивет. Сăвăç Красноярск тăрăхĕнчи Ачинск хулине куçса каять, кунти политтехникумра преподователь пулса ĕçлеме вырнаçать. Раштавăн 7 -мĕшĕнче йывăр чирлесе вилсе каять.
Слайд 5
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ вăхăт (хыçалти ретри сылтăмран пĕрремĕшĕ – Георгий Тал-Мăрса). 19 14 ç .
Слайд 6
Малти ретри сылтăмран пĕрремĕшĕ – Георгий Тал-Мăрса, 1914 ç.
Слайд 7
Георгий Васильевич Тал-Мăрса Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче
Слайд 8
Малти ретри сулахайран пĕрремĕш – Георгий Васильевич Тал-Мăрса, 1919 çул
Слайд 9
Тал-Мăрсан сăввисем “ Çуркунне” “ Ту айĕнче мĕнсем пур?” “ Утă вăхăтĕнче” “ Пусăра” “ Çурхи кунсем килеççĕ те” “ Хирте” “ Çуркуннепе кĕркунне” “ Çÿл ту çинче, çеçен хирте” “ Хĕвел анать, çухалать” “ Аслă çулăн хĕрринче” “ Пĕр хĕре” “ Хама” “ Мĕн, пурăнăç, хупала”
Слайд 10
Пьесисемпе трагедийĕсем 1 “ Кам айăпĕ?” 2 . “ Силпи – Пăлхар пики” 3 “ Атилла” 4 . “ Архан-хай” 5 . “ Мăрсапай” 6 . “ Вăйлисен айăпĕ” 7 “ Ухатер” “ Çĕнĕ пурнăç шурăмпуçĕ”
Слайд 11
Тал-Мăрса яч\ - \м\р-\м\ре Пурне те курн=ш=н тав т=ватп=р Презентацие й\ркелен\ чух Георгий Тал-Мăрсапа ёых=нн= материалсене тупма пул=шн=ш=н, ыр= канашсем пан=ш=н Ч=ваш патшал=х гуманитари институч\н \ёчен\сене тав т=ватп=р.
Учимся рисовать горный пейзаж акварелью
Зимний лес в вашем доме
Загадочная система из шести экзопланет
Тупое - острое
Дымковский петушок