Данный проект рассказывает о жизни и творчестве великого земляка - поэта, режиссёра, драматурга, актёра - Г.В.Зайцева - Тал-Мăрзы
Вложение | Размер |
---|---|
Проектная работа | 24.88 КБ |
Георгий Васильевич Зайцев – Тал-Мăрса – пирĕн ентеш
Упи çĕрĕ чăваш халăхне талантлă çынсем парнеленĕ: Икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, авиаци промышленноçĕн министрĕ П.В. Дементьев, Социализмла Ĕç Геройĕ Л.В. Дергунов, Социализмла Ĕç Геройĕ С.Н.Немасев, учёнăй-академик Г.К. Зайцев, Чăваш Республикин Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Н. Музыкантов, Тутарстан Республикин артисчĕ Хадият Султанов, Тутарсан Республикин Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.П.Сердцева. Çыравçăсем: Г.В.Зайцев – Тал-Мăрса, Валентина Тарават, Ахмет Булатов. Г.В. Зайцев – Тал-Мăрса ячĕ чăваш литературине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă, хăйĕн пултарулăхне тăван халăха халалланă. Ĕмĕрĕ питĕ кĕске пулнă пулсан та чăваш литератури вара чаплă хайлавсемпе пуянланнă. Георгий Васильевич Тал-Мăрса (Зайцев) ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнать. Вăл пултаруллă сăвăç, прозаик, драматург, театр ĕçченĕ, журналист пулнă. Пысăк пахалăхлă илемлĕ хайлавсем çырса хăварнă. Тăван литературăна çĕнĕ жанрсемпе, темăпа пуянлатнă. Сăвă çырас ĕçре çĕнĕлĕхсем тума пултарнă. Вăл çырнă «Кам айăплă?» пьеса театр сцени çинче лартнă пĕрремĕш чăваш спектаклĕ пулнă. Вăл пейзаж, юрату, философилле, гражданла лирика тĕслĕхĕсене тÿр килекен сăвăсем çырнă. Сăва йĕркисенче харпăр ыратăвĕпе савăнăçне çеç мар, ку чухнехи саманан, халăхăн проблемисене палăртма пултарнă. Г. Тал-Мăрсан пултарулăх тÿпи уйрăмах историлле драмăсенче курăнать. Вăл Хусанти Историпе археологи институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра чăваш халăхĕн кун-çулне çутатса паракан пилĕк драма çырнă.
Эпĕ хам суйласа илнĕ тĕпчев ĕçĕн темипе хавхалансах ĕçлерĕм. Çыравçăн кун-çулĕпе паллашрăм, хайлавĕсене вуласа тухрăм, тавра курăма анлăлатрăм, сăмах хăватне туйса илтĕм, çыравçăн иксĕлми пултарулăхĕнчен, ăсталăхĕнчен тĕлĕнтĕм, хамăн темăна халиччен кĕнекесенче асăнман çĕнĕлле шухăшсемпе уçса пама тăрăшрăм.
Пирĕн, чăваш ачисен, хамăрăн мухтавлă çынсем çинчен ытларах та ытларах пĕлме тăрăшмалла, вĕсенчен вĕренсе пымалла, вĕсемпе мухтанмалла та, мăнаçланмалла та.
Тĕпчев ĕçĕн проблеми: Георгий Васильевич Тал-Мăрса çинчен интернетра, учебниксенче сахал материал пулни.
Ман тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:
Г.В. Тал-Мăрса пурнăçĕпе тарăнрах паллашасси, информаци тупасси.
Задачăсем: - Г. Тал-Мăрсан поэзи, проза, драматурги, публицистика речĕсемпе çырнă хайлавĕсемпе паллашасси;
- Наукăпа тĕпчев институчĕн архивĕнче упранакан материалсемпе паллашасси, вĕсене илемлĕх тĕлĕшĕнчен тишкересси;
- халиччен Г. Тал-Мăрса пултарулăхне тĕпчесе çырнă критика статйисемпе, ăслăлăх ĕçĕсене тишкерсе тухасси;
- Г. Тал-Мăрса пултарулăхне халăх сăмахлăхĕ, вырăс тата тĕнче литературин традицийĕсем витĕм кÿнине тупса палăртасси.
-Тĕпчев-шырав ĕçне хăнăхса пырасси, хам шухăша çырса пама вĕренесси;
-Тавра курăма анлăлатасси, ăс-тăна, чун-чĕрене пуянлатасси;
Тĕпчев ĕçне çырнă чухне Г. Хлебников, В. Никитин, В. Родионов, В. Никифорова çырнă тĕпчев ĕçĕсемпе паллашма тÿр килчĕ. Çавăн пекех, Ç. Элкер, Ф. Павлов, С. Лашман, С. Горский, А. Мельникова, Н. Ваçанкка çырса хăварнă аса илÿсен тексчĕсене пăхса тухрăм. Вĕсем Г. Тал-Мăрсан пултарулăх планĕсемпе паллаштарççĕ, ăна çыравçă пек, артист пек тата ахаль çын пек кăтартса параççĕ.
Манăн ĕç икĕ пайран тăрать: пĕрремĕш пайĕнче эпĕ çыравçăн пурнăçне тишкерсе тухрăм; иккĕмĕшĕнче – унăн пултарулăхне пăхса тухрăм. Вĕçне усă курнă литературăпа тата презентаци материалне кĕртрĕм.
Малтанах эпĕ Г. Тал-Мăрсан пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕтĕмĕшле каласа парас терĕм. Вăл ăçта вĕренни, мĕнле ĕçпе ĕслени, мĕнле çынсемпе туслă пулни кайран унăн пултарулăхне витĕм кÿрет, илемлĕ хайлавсем çырма хавхалантарать. унăн поэзири, драматургири тата прозăри çитĕнĕвĕсем çинчен калаçас терĕм. Иккĕмĕш сыпăкра уйрăм сăввисене пăхса тухнисĕр пуçне сăвăлла калавсене те тишкерме тăрăшрăм. Драмăлла хайлавсене тишкернĕ чухне архивра упранакан «Вăйлисен айăпĕ», «Çĕнĕ пурнăç шурăмпуçĕ» пьесăсен ал çырăвĕсемпе паллашрăм.
Эпĕ тишкернĕ материал ятарлă тĕпчевсем туса ирттернĕ чухне, шкул ачисемпе вĕрентекенсене кирлĕ пуласса шанса тăратăп.
Г. ТАЛ-МĂРСАН ПУРНĂÇĔН ÇУЛ-ЙĔРĔ
Чăваш литератури аталанăвĕн пуçламăшĕнче Г. Тал-Мăрса (Зайцев) ячĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл çыруллă чăваш поэзине, драматургине, прозине пуçарса яраканĕсенчен пĕри пулнă. Чăваш театрĕ уçăлнă çĕрте те унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Чăваш сцени валли те Г. Тал-Мăрса сахал мар пьеса инсценировка куçарнă. Шел пулин те, пурнăç çулĕ кĕске пулнă унăн. Çак кĕске вахăтра вăл чăваш культурипе литератури аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем сахал мар туса хăварнă.
Г.В. Тал-Мăрса (Зайцев) 1895 çулта чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе 26-мĕшĕнче) Тутар Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Пасарлă Упи ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ 7 ача çуратса ÿстернĕ пулнă. Вĕсем хăйсен ачисене май килнĕ таран хутла вĕрентме тăрăшнă. Ялти пуçламăш шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн аппăшĕ Георгине Чĕмпĕрти чăваш шкулне И.Я. Яковлев патне илсе кайнă. Чĕмпĕрте вĕреннĕ вăхăтра Г. Тал-Мăрса вырăс литературипе кăсăкланма пуçлать, сăвăçсен хайлавĕсене куçарас, фольклор тĕслĕхĕсене пуçтарас енĕпе тăрăшса ĕçлет. Анчах та вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕçне çитичченех вĕренеймест. 1915 çулта Григорий, пĕрле вĕренекенсемпе пĕрле хăй ирĕкĕпе Пĕрремеш тĕнче вăрçине тухса каять. Вăрçă çамрăкăн шухăш-кăмăлне чылай улăштарать. Çапăçу хирĕнче мĕн курни унăн чун-чĕрине ыраттарнă. Георгий Карпатри çапăçусене хутшăнать, Георгиевский хĕресе илме тивĕçлĕ пулать.
1916 çулта Г. Тал-Мăрса Шăмăршăри пуçламăш шкулта ĕçлеме тытăнать. Вăл ачасене вĕрентнипе çеç çырлахмасть, халăхра культура идейисене сарма тăрăшать. Вăл пуçарнипе ялта драма кружокĕ ĕçлеме тытăнать. Çавăнпа пĕрлех учитель ял çыннисем умĕнче революци идейисем, кĕрешÿ кирли çинчен те сахал мар тухса калаçнă. Ахальтен мар, ку тăрăхри пуянсем, полицейскисем унăн ĕçĕсене йĕрлесе тăма тытăнаççĕ.
1917 çулхи кĕркунне Г. Тал-Мăрса Хусана тухса каять. Кунта вăл вăрçăра аманнă çынсене пĕлÿ паракан организацине ĕçе вырнаçать, географи урокĕсене ертсе пырать. Çамрăка театрпа ĕçлес ĕç кирек ăçта çитсен те кăсăклантарнă. Хусанта та вăл спектакльсемпе вечерсем йĕркелесе ирттерес енĕпе тăрăшса ĕçлет. Аманнă салтаксем умĕнче хăйĕн сăввисене, «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вулать.
1917 çулта Хусанти Çурçĕр Хĕвелтухăç халăхĕсен этнографийĕпе архиологийĕн институчĕ уçăлать. Г. Тал-Мăрса аслă шкула вĕренме кĕрет. Кунта çамрăксене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ пама тăрăшнă: политика ыйтăвĕсем, дипломатилле лару-тăру, Хĕвел анăç çĕршывĕсен тата Атăлçи халăхĕсен аваллăхне, тĕнсен историне, этнографипе музей ĕçне, археологипе палеологийе, Атăлçи халăхсен чĕлхисене, Ылтăн Урта историне вĕрентнĕ. Çамрăк тăван халăхăн историйĕпе кăсăкланма тытăнать, ятарласа архивра тата библиотекăсенче материалсем пуçтарать. В.П. Никитин палăртнă тăрăх «Институтра çамрăк сăвăç пĕр харăсах тенĕ пек «Силпи – Пăлхар пики», «Атилла», «Архай-хан», «Мăрсапай» поэмăсем çрма пуçлать. «Вăйлисен айăпĕ» сăвăлла трагедине малалла çырать» [40, с. 5.].
Вĕреннĕ вăхăтра 1918-1921 çулсенче Г. Тал-Мăрса чăваш театрне пуçăрса ярас ĕçе те активлă хутшăнать. Вăл Хусанта çак ĕçе тин çеç кÿлĕннĕ И. Максимов-Кошкинскийпе, Ф. Павловпа, М. Акимов-Аруйпа, П. Осиповпа, Н. Ваçанккапа, С. Горскипе, Г. Парнепе паллашать, вĕсем ĕçлекен ĕçе хутшăнма тытăнать. Вăл чăваш театрĕнче иккĕмĕш режиссёр пулса ĕçлет, пьесăсем куçарать, спектакльсем валли артистсем шырать. Çак хушăрах вăл Хĕрлĕ Çар чаçĕнче артистсен труппине йĕркелесе ярать, унăн ĕçне ертсе пыма тытăнать. Вăл тăрăшнипе салтаксем халăх умĕнче вăл çырнă «Кам айăпĕ?», «Ухатер», «Çĕнĕ пурнăç шурăмпуçĕ» драмăсене, «Кÿлешÿпе юрату», «Суя Кулля», «Рамата Хĕветĕрĕ» кĕске пьесăсене вылянă пулнă.
Чăваш Автономи Облаçне йĕркелесе ярсан Хусанти театр Шупашкара куçса килет. Г. Тал-Мăрса хĕрлĕ армеецсен труппине пăрахса хăварас темест. Граждан вăрçи вĕçленсен салтаксен труппи саланса каять. Кунсăр пуçне, 1921 çулта Атăл тăрăхĕнче выçлăх вăхăчĕ пуçланнă. Ку вăхăт тĕлнелле вăл мăшăрланнă пулнă. Çыравçăн çемйипе тăван ялне тухса кайма тивет. Кунта вăл ялăн сăн сăпатне улăштарас ĕçе активлă хутшăнать, çамрăксене пуçтарса драмкружок йĕркелет. Кружокăн ĕç-хĕлĕ урлă кивĕ йăласене питлес ĕçре усăллă пулнă. Выçлăх ури Пасарлă Упи ялне те пырса çитет. Г. Тал-Мăрсана ырă çынсем Çĕпĕре куçса кайма сĕнеççĕ. Сăвăç Красноярск тăрăхĕнчи Ачинск хулине куçса кайма шутлать. Уйăх çурă енне çул çинче ирттернĕ. Поезд çинче чирлĕ çынсемпе юнашар килнĕ, Епхÿ хулинче поезд темиçе куна чарăнса ларнă вăхăтра Георгий Васильевич хула библиотекине çÿренĕ. Библиотекăра ларнă хушăра, темле майпа, унăн кĕсйинчен укçисене кăларса илнĕ. Асапланса та нушаланса Зайцевсем çитес çĕре çитсе ÿкеççĕ. Георгий Васильевич политехникума ĕçе вырнаçать. Çанă тавăрса ĕçлес вăхăтра сасартăк вăл тифпа чирлесе ÿкет. Виçĕ эрне больницăра выртнă хыççăн вилсе каять. Çамрăк мăшăрĕ вăл вăхăтра çĕнĕ кайăк çураласса кĕтнĕ. Чăнах та, виçĕ эрнерен хĕр ача çуралнă, анчах сĕт çитменнипе, чире пула пĕчĕк ача та вилсе кайнă.
Çирĕм ултă çул çеç пурăннă пулин те, Г. Тал-Мăрса чăваш литературипе культуришĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем сахал мар туса ĕлкĕрет. Вăл лирикăлла тата революцилле сăвăсем, тăван халăх тата йăх-несĕл историне тĕпчесе пьесăсем çырать, журналист тата куçаруçă пулса ĕçлет, чăваш театрне пуçараканĕсенчен пĕри пулать.
Хамăн тĕпчев ĕçне пурнăçланă май Г.В. Тал-Мăрсан литературăри пултарулăхĕ нумай енлĕ пулнине курса ĕненме пултартăм. Шел пулин те, паянхи чăваш литератури пĕлĕвĕпе критикинче ăна революции, кĕрешÿ çинчен çыракан сăвăç, калавçă, драматург пек хакласси ытларах аталаннă. Халăх историйĕ пирки çырнă драмисене, пейзаж, юрату лирикипе çырнă сăввисене, сăвăлла калавĕсене тишкерес ĕç ХХ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче кăна йăлана кĕрсе пыма пуçланă.
Тĕпчев ĕçĕн иккĕмĕш пайĕн пĕрремĕш сыпăкĕнче эпĕ Г. Тал-Мăрсан поэзири хăй евĕрлĕхне тишкерсе тухрăм. Вăл мĕнпурĕ 14 сăвă çырнине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ тапхăрта вăл пейзаж, юрату лирикипе сăвăсем çырать. Хресчен ĕçĕн пархатарлăхĕ çинчен калать. Пейзаж лирикинчи лирика геройĕ çут çанталăкпа çураçуллă пулнишĕн савăнать. Ку вăхăтри сăвăсен композицийĕ халăх юррисене çывăх. Г. Тал-Мăрса сăнарлă паралеллĕхе усă курать. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн çырнă сăвăсенче философилле проблемăсене хускатасси йăлана кĕрет. Çут çанталăк сăнарĕ, пулăмĕсем урлă пурнăçпа вилĕм, ырăпа усал проблемисене сăнарласа кăтартать. Революци тапхĕрĕнче гражданла лирика тĕслĕхĕсем çуралаççĕ. Сăвăç кĕрешÿ пирки çырнă хушăра чăвашлăхăн пуласлăхĕ ыйту çинчен те манмасть. Халăха малашне вĕренме, культурине аталантарма майсем уçăлнишĕн савăнать.
Тĕпчев ĕçĕн иккĕмĕш пайĕнчи иккĕмĕш сыпăкĕнче сăвăлла калавĕсене те пăхса тухма тăрăшрăм. Сăвăç кăмăл-сипет, социлаллă хутшăну проблемисене «Харамса», «Уххиме» хайлавсенче хускатать. «Чĕтнер ялĕнче» хайлавра пулма пултаракан идеаллă чăваш ялĕн пурнăçне ÿкерет, халăх философийĕнчи диалектика сакунне хăйне евĕр сăнарсем урлă палăртать.
Г. Тал-Мăрса силлабика виçине усă курнисĕр пуçне вырăс поэзийĕн ритмикине, строфари йĕркесен шутне улăштарса шухăша хăйне евĕрлĕ уçса парать. Сăвăри сăнарлăхпа кĕвĕлĕх К. Ивановăн, М. Федоровăн, вырăс тата тĕнче литературин лирикăлла хайлавĕсене çывăх.
Г. Тал-Мăрса драмăлла хайлавсене çырас енĕпе те ăста пулнине палăртмалла. Вăл комеди, драма, историлле тата социаллă трагедисем çырса хăварнă. Тин пуçланса кайнă чăваш театрне çĕнĕ, актуаллă пьесăсемпе тивĕçтернĕ. «Ухатер» траги-комедире автор чăвашăн хыт кукарлăхне тиркесе çырать, этем чунĕ тата мул проблемăна хăйне евĕрлĕ çутатса парать. «Кам айăплă?» социаллă драмара ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи ялăн сăн-сăпатне ÿкерсе кăтартасси тĕпре. Хайлавра чухăнсен тата пуянсен пурнăçне хире-хирĕçленĕ. Пуянĕсем чухăнĕсене улталасси, вĕсене ыйткалакан хутаçне тыттарасси, çын шăпине ним вырăнне те хуманни саккун пулăшнипе пулса пырать тесе калать автор пьесăри тĕп сăнарăн монологĕнче.
1918-1919 çулсенче Г. Тал-Мăрса Хусанта тин кăна уçалнă историпе археологи институтĕнче вĕренет. Çакăнта тăван халăхăн историйĕпе паллаштаракан материалсене тытса вулама пултарать. Ку вăхăтра вăл пурĕ 5 пьеса çырнă: «Архай-хан», «Аттила», «Мăрсапай», «Вăйлисен айăпĕ», «Силпи – Пăлхар пики». Шел пулин те, асăннă хайлавсенчен иккĕшĕн çеç сыпăкĕсем сыхланса юлнă. «Вăйлисен айăпĕ» драмăра фольклорта сарăлнă вăйпа качча панă хĕр мотива усă курнă. «Силпи – Пăлхар пики» драмăра Пăлхар патшалăхĕн историне çырса кăтартасси тĕпре. Çĕр-шыв историйĕнче йывăр саманана сăнланă май автор Силпипе Тивлетĕн юратăвĕ çинчен те çырать. Çамрăксем халăхшăн йывăр вăхăт килсен те алă усса лармаççĕ, май пур таран ăна хÿтĕлеме тăрăшаççĕ. Аслисемпе танлаштарсан çак кĕрешÿре хăюллăх кăтартаççĕ. Г. Тал-Мăрса Пăлхар патшалăхĕ çинчен çырнă май хăй вăхăтĕнчи чăвашлăх проблемине те хускатать. Чĕлхе, культура пуласлăхĕшĕн кĕрешме кирлине Силпи сăнарĕ урлă кăтартса парать.
Г. Тал-Мăрса çавăн пекех ăста çыравçă, публицист пулнине курма пултартăм. Унăн паянхи куна «Пуян Петĕр» социаллă калав сыхланса юлма пултарнă. Ĕмĕр пуçламăшĕнчи пурнăç хăй евĕрлĕхĕ, кĕрешÿ сăлтавĕсем, тĕллевĕсем çинчен çырнă статьисемпе очеркĕсем Хусанта тухса тăнă чăваш хаçачĕсемпе журналĕсенче пичетленнĕ. Кунсăр пуçне Г. Тал-Мăрса ăста куçаруçă пулнине те палăртса хăвартăм. Вăл халăх хушшинче çĕнĕ пĕлÿ сарма май паракан пĕчĕк брошюрăсемсĕр пуçне чăваш театрĕн сцени çинче выляма вырăс, тĕнче драматургин тĕслĕхĕсене чылай куçарнă.
Г. Тал-Мăрса пултарулăхĕ калама çук нумай енлĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Вăл 26 çул кăна пурăннă пулин те чăваш литератури аталанăвĕшĕн чылай пĕлтерĕшлĕ ĕç туса хăварма пултарнă. Унăн хайлавĕсене ку вăхăтри чăваш, вырăс, тĕнче литературисенчи тĕслĕхсемпе танлаштарса пăхма тăрăшрăм. Унăн театрти тата публицистикăри ĕçĕ-хĕлне, тен, туллинрех çутатаймарăм пуль. Пĕр пĕчĕк тĕпчев ĕçĕнче çак ĕçе, шел пулин те, туса пĕтерме çукрах. Манăн тĕпчев ĕçĕ Г. Тал-Мăрсан пултарулăхне çĕнĕлле тата тивĕçлĕ хак парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышанасса шанса тăратăп.
Никто меня не любит
Свадьба в Малиновке
Подарок
Любимое яичко
О путнике